Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн тивӗҫӗсене Марина Макарова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче телерадиокомпани директорсӑр тӑрса юлнӑ. Унччен ку вырӑнта Мускавран килнӗ Светлана Губанова ӗҫленӗ.
ЧР Цифра министерстви конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас тесен ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, аслӑ пӗлӳ пулмалла. Конверт ҫине телерадиокомпанин аталану концепцине чикмелле.
Документсене утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫурлан 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсӗ иртесси пирки аса илтерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе пӗрле йӗркеленӗ.
Конкурса куҫӑнсӑр майпа йӗркелӗҫ. Унта педагогсен, фотоӗҫе юратакансен ӗҫӗсене йышӑнӗҫ.
Конкурсӑн тематики ҫапларах: «Чӑваш ҫӗрӗ пултаруллӑ ҫынсемпе пуян»; «Эпир – туслӑ кил-йыш» / «Мы – семья!»; «Ӑста ҫӗр-шывӗ»; «Ытарайми тӑван тавралӑх»; «Асамлӑ арча».
Конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Шупашкарта троллейбус водителӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 31 водитель хутшӑннӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те аварие ҫакланман.
Водительсен пилӗк тӗрӗслев витӗр тухма тивнӗ. Ӑмӑртура 2-мӗш депо ӗҫченӗ Руслан Дмитриев ҫӗнтернӗ. Вӑл пилӗк ӑмӑртӑвӗнче те лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ: троллейбуса лайӑх пӗлнине,руль умӗнче ӑста ҫӳренине тата ытти ӑсталӑха кӑтартнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗн класс разрячӗ ӳсӗ. Эппин, унӑн шалӑвӗ те хӑпарӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви тӗрлӗ ҫулхи вулакансем валли ҫулсерен тӗрлӗ конкурс ирттернине пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине сарас, пултаруллӑ ҫамрӑк авторсене пулӑшас, ҫыракан ҫынсене хавхалантарас тесе «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ ирттерме йышӑннӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне калӑпӑшлӑ тата пӗлтерӗшлӗ илемлӗ хайлавсем ҫырас опыт пур ҫынсем хутшӑнма пултарӗҫ.
Алҫырусене чӑвашла ҫеҫ йышӑнӗҫ. Вӗсене малтан тӗплӗн тӗрӗслемелле. Хайлавӑн роман жанрӗллӗ пулмалла. Унӑн калӑпӑшӗ А4 форматлӑ хут ҫине 14-мӗш кегльпе пичетленӗ 700 страницӑран иртмелле мар.
Конкурс ӗҫӗсене кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енри икӗ пурӑну вырӑнӗ федераци конкурсне хутшӑнса укҫа ҫӗнсе илесшӗн. «Кӗмӗлпе» вырӑна хӑтлӑх кӗртме усӑ курасшӑн.
Хӑтлӑ хула тавралӑхне йӗркелемелли проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурса Ҫӗрпӳ хулипе тата Пӑрачкав сали хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те хӑйсен темиҫе ӗмӗрлӗ вӑрӑм историйӗпе пуян.
Конкурсра ҫӗнтерсен Мускав укҫипе пӑрачкавсем салари Кооператив урамне илемлетсе ҫӗнетесшӗн. Тротуарсем, парковкӑсем тума палӑртнӑ, нумай тӗллевлӗ лапамсем... Ҫӗрпӳре вара историлле центра юсаса ҫӗнетесшӗн.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Килсе курӑр хӑнана, хапӑл тӑвӑр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ – пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенче вӗренекен ачасене тӑван тавралӑха юратма, тӑван ен историне, культурине, чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пулӑшасси.
Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли мелсем: E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@cap.ru.
Телефон номерӗ — 8(8352)45-99-96.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ 6 миллион тенкӗ тӑракан кроссовер туянасшӑн.
«Hyundai Palisade» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ 6,29 млн тенкӗ тӑрать. Ку хакпа тулли приводлӑ хура кроссовер, дизель двигателӗллӗ автомбиль илесшӗн. Тӳре-шара машинӑра 7 вырӑн, 3 рет пултӑр тесе ӗмӗтленет.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн гаражӗ 3,2 миллион тенкӗ парса «Genesis G-80» автомобиль туяннӑ, ӑна полпреда турттарма Мускава ӑсатнӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев хальхи вӑхӑтра «Genesis G-90» машинӑпа ҫӳрет. Ӑна «Ипотека корпорацийӗ» туяннӑ, ӑна вӑл тӳре-шарана усӑ курма арендӑна панӑ.
Чӑваш Енри фермерсем патшалӑх укҫине тивӗҫнӗ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ конкурс комиссийӗ пӗчӗк формӑллӑ хуҫалӑхсене грантсем уйӑрмалли конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Фермерсене ҫемье фермисене уҫма тата ял хуҫалӑх потребитель кооперативӗсенче пурлӑхпа техника никӗсне аталантарма грант парӗҫ.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӑн ҫумӗ Инна Волкова пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 7 фермер 84,8 млн тенкӗ, 1 кооператива 39 млн тенкӗ парӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан Падиаровсем-Прокопьевсем "Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье" конкурсӑн финалне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем республика шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Кӑҫал пирӗн регионта 13 ҫемье тупӑшнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи финал вара утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче иртӗ.
Падиаровсем-Прокопьевсем 12 ачана воспитани параҫҫӗ. Пурте кадет класӗнче вӗренеҫҫӗ. Ҫемье сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ, вӗсем сивӗ шывра чӳхенме юратаҫҫӗ.
Палӑртса хӑварар: республикӑри конкурсра Канаш районӗнчи Фил%red%%/red%ипповсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мельниковсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ.
Иртнӗ кунсенче Красноармейски муниципалитет округӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗсен пайӗ, Чӑваш Наци Конгресӗн Красноармейски округӗнчи уйрӑмӗ тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх йӗркеленипе Интернет урлӑ "Улӑп – 2022: Эпир – Улӑп йӑхӗнчен!" инҫет вӑйӑ конкурс вӗҫленчӗ. Ӑна Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне тата хамӑр ентеш Н.Д.Дмитриев (Карай) поэт-прозаик ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса пурӗ 74 ача хурав ярса панӑ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак шкулсен вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ: Красноармейски шкулӗ – 44, Чатукасси шкулӗ – 5, Карай шкулӗ – 4, Упи шкулӗ – 4, Трак шкулӗ – 4, Пикшик шкулӗ – 5 ача, Кӗҫӗн Шетмӗ – 2, Мӑн Шетмӗ – 3, Еншик Чуллӑ – 2. Пӗр ача Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗнчен пулчӗ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсен хуравӗсене тупма йывӑртарах пулчӗ пулин те, вӑл ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Чӑннипех маттур пулчӗҫ ачасем. Вӑйӑ конкурс оргкомитечӗ тата тӳресен йышӗ 36 ачан ӗҫне тивӗҫлипе хакларӗ: 1-мӗш вырӑна 12 ача ҫӗнсе илме пултарчӗ, 2-мӗш вырӑна 8 ача тухрӗ, 3-мӗш вырӑна вара 16 ача йышӑнчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |