Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ спектакль хатӗрлесе ҫитернӗ.
Премьерӑпа ӗҫлеме театрта унчченех тытӑннӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫҫӑн, культура учрежденийӗн ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме тивнӗ. Ҫапла вара Николай Сидоровӑн «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите куракан патне ҫитересси вӑраха тӑсӑлнӑ. Ҫӗнӗ спекталкьпе артистсем пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ-ха. Анчах шухӑшланӑ пек пулайман.
Ҫӗнӗ ӗҫе Дмитрий Петров режиссер лартнӑ. Спектакльте театрти мӗнпур артист вылять.
Шупашкарта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тараватлӑ Чӑваш Ен» регионсен хушшинчи фестивалӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫитнӗ.
«Кунта ытти регионти паллӑ ӑстасем пухӑннӑ, хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсем тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ», — тенӗ Элтепер.
Фестивалӗн финалне 13 ушкӑн тухнӑ. Наци апат-ҫимӗҫне кулинари ӗҫӗнчи паллӑ та сумлӑ экспертсем хакланӑ. Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн ертӳҫи Виктор Беляев чӑваш тӗпелӗ паха апат-ҫимӗҫрен пуяннине асӑнса хӑварнӑ.
Уявра Олег Николаев шеф-поварпа пӗрле хуран кукли пӗҫерсе тутанса курнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн атте – ҫулҫӑ» кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн авторӗ – Владислав Николаев. Кӗнекен ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен 2019 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли пичетленӗ.
Кӑларӑма пьесӑсем-инсценировкӑсем, сценкӑсем, шӳтсем тата юмахсем-пьесӑсем кӗнӗ.
Ҫӗнӗ кӗнеке тӑватӑ пайран тӑрать. «Вӑрманти театр» ярӑмра тӗп сӑнарсем – вӑрманти чӗрчунсем. Инсценировкӑсем туслӑ пулма, тавралӑха тата тӑван ҫӗршывӑ юратма вӗрентеҫҫӗ. «Шкулти пурнӑҫ» ярӑм хальхи вӑхӑтри шкул ачисен пурнӑҫӗпе паллаштарать.
Виҫҫӗмӗш пайри тӗп сӑнарсем – Этнер, Элпи, Эрнеслу – пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пирки шухӑшлаҫҫӗ.
«Пуканесен тӗнчинче» пайри юмахсем те кӑсӑклӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче Халӑх промыслисен ӑстисен Раҫсей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӗн республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтернисене чысланӑ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев художество промысли урлӑ чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркин нумай енлӗхӗпе тарӑнлӑхӗ палӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Чӑн та, вӑл япаласем илемлӗ, ӑна парнелеме аван.
Чӑваш Енӗн чи лайӑх ремесленникӗ ята Ирина Федорова, чи лайӑх ҫамрӑк ремесленник ята Анастасия Зимина (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, Олег Николаев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министерствинче усламҫӑсен ӗҫ-хӗлӗ, суту-илӗвӗн тата тулаш ҫыхӑнусен департаментӗнче ӗҫленӗ май халӑх промыслисен енӗпе те тимленӗ. Художествӑпа эксперт канашӗн ертӳҫи пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра халӑх промыслисене сутакан пӗрремӗш лавкка уҫӑлнӑ. Халӑх ӑстисен хатӗрӗсене хӑна ҫурчӗсенче, вокзалсенче, аэропортсенче сутма тытӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫамрӑк артистсем, виҫӗ хӗрпе икӗ каччӑ, ӗҫе вырнаҫнӑ. Коллектива вӗсемпе коллектива театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев паллаштарнӑ.
Ҫамрӑксем Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӗсен педагогӗ пулса театрӑн артисчӗ Ирина Иванова ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене артист пултарулӑхне хӑнӑхтарма РСФСР халӑх артисчӗ Николай ГРигорьев, театр артисчӗ Алексей Герасимов нумай тӑрӑшнӑ.
Театр директорӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Роза Лизакован тӳпине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе труппа йышне чакармасӑр коллектив йышне ӳстерме май килнӗ.
Паян Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн коллективӗпе тӗл пулнӑ.
Театр директорӗ Елизавета Абрамова палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденийӗн кӑҫалхи юбилей ҫулӗнче ӗҫ планне улӑштарма тивнӗ. Ҫакӑ кӑшӑлвирус алхаснине пула ӗҫе онлайн-мелпе ирттерме тивнипе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те пурнӑҫ чарӑнса ларман. Сӑмахран, кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсне хутшӑнмалла, театр специалисчӗсен квалификацине ӳстермелле.
Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов ҫӗнӗ спектакльсемпе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ, хӑшӗсене 2021 ҫула куҫарма тивнине пӗлтернӗ.
Пӑлхар-чӑвашсен этнокеремне Чӗмпӗр ҫӗрӗнчен тата Тутарстанран чӑвашсен (вӑл шутра Тӗне кӗмен чӑн чӑвашсем) пысӑк ушкӑнӗ килсе кайнӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи искусствӑпа культура политикин министрӗ Евгения Сидорова уйрӑм «визитпа» килсе курнӑ. Кун пирки
Юрий Туринке пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Юрий Туринке экскурси ирттернӗ, Евгения Евгеньевнӑна чӑвашсен авалхи йӑла-йӗркиипе паллаштарса, чӑвашсен истори, тӗн вӗрентӗвӗ, тӗнче ӑс-хакӑлӗ, философийӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Раҫҫей Федерацийӗнче регионти министр тӗрлӗ «халӑх культури» ҫине тимлӗн пӑхни питӗ кӑмӑллӑ», — тесе хыпарланӑ Юрий Туринке Фейсбукра.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта стела уҫӑлмалла тесе Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унӑн эскиз проектне Шупашкарти хула тӑвакан канаш пӑхса тухмаллаччӗ. Обелиск 11 метр ҫӳллӗшӗ гранит юпа пулмаллаччӗ. Ун ҫине Чӑваш Республикин бронза гербне, ҫӳле икӗ метр тӑршшӗ икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк вырнаҫтарма шухӑшланӑччӗ. Стелӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 13,85 метр пулмаллаччӗ. Стелӑна Республика лапамӗнче, унчченхи Правительство ҫурчӗ енче вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ.
Паян эпир стелӑна ырламаннине пӗлтӗмӗр. Архитекторсем шухӑшланӑ тӑрӑх, стела ытла ҫӳллӗ, ӑна Республика лапамӗнче вырнаҫтарни килӗшӳллӗ мар, ун тӑррине икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк вырнаҫтарассине те хурланӑ.
Наци апат-ҫимӗҫӗн «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Тарават Чӑваш Ен) пӗтӗм чӑвашсен регионсем хушшинчи фестивалӗ пуҫланнӑ.
Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программӑра — фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫса хупни, Чӑваш Енре тавар туса илекенсен апат-ҫимӗҫӗпе паллаштаракан куравсем тата апат-ҫимӗҫе туянма май туса пани, чи лайӑх апат хатӗрлекенсен конкурсӗ, шӳрпе пӗҫерме вӗрентни тата ӑна тутанса пӑхма май туса пани.
Мероприятие гостеприимнаячувашиякухня.рф сайтра онлайн пӑхма пулать. Унта онлайн-трансляцисен программи те пур.
Чӑваш Ен патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ ҫӗрте вырӑн уйӑрса парӗҫ. Кун пирки ансамбль директорӗ Сергей Кузнецов республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрне Роза Лизаковӑна пӗлтернӗ. Министр Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тата юрӑпа ташӑ ансамблӗн коллективӗсемпе тӗл пулнӑ.
Сергей Кузнецов каланӑ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче тӗплӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Кайран унти хӑш-пӗр пӳлӗме юрӑпа ташӑ ансамбльне парӗҫ.
Юсаса ҫӗнетнӗ ҫурта куҫма Чӑваш патшалӑх филармонийӗн коллективӗ те хатӗрленет. Учреждение «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетеҫҫӗ. Палӑртнисене кӑҫалхи юпа уйӑхӗ вӗҫӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |