Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пӗчӗк акӑшсен ташши» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Эткер» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ.
«Пӗчӗк акӑшсен ташшине» Василий Игнатьевӑн «Пӗчӗк акӑшсен ташши» калавӗ, Леонид Маяксен «Лива» тата Александр Волковӑн «Пӗчӗк ялӑн пысӑк ҫылӑхӗ» повеҫӗсем кӗнӗ. Асӑннӑ хайлавсем — Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ вулама сӗннӗ 100 кӗнеке списокран.
Кӗнекене пухаканӗ тата редакторӗ – О.М. Иванова, художникӗ – А.И. Алексеев. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑм 1000 экземпляр тиражпа пичетленнӗ.
Кӗнекене аслӑ ҫулхи шкул ачисем валли тесе пичетленӗ. Анчах ӑна кӑларакансем вӑл аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пулсса шанаҫҫӗ.
Кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗпӗ
Тӑван халӑх пулмасан эпир те пулас ҫукчӗ. Вӑл пирӗншӗн анне те, атте те. Халӑхшӑн ырӑ ӗҫ тума тытӑнасси икӗ чӑваш юратӑвӗнчен пуҫланать. Ҫав юрату пире ашшӗ-амӑшӗн, несӗлсен ӗҫне малалла тӑсакан ӑрӑва тата хамӑр хушӑри туслӑха, пӗрлӗхе парнелет. Кӗскен каласан, пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа малашлӑх - икӗ чӑваш юратӑвӗнче. Чӑвашшӑн чӑвашах шанчӑклӑ.
Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелешес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр.
Ҫӗр-Аннерен ан пӑрӑнӑр. Пирӗн Улӑп-паттӑр та хӑйӗн вӑй-хӑватне ҫавӑнтан илсе тӑнӑ. Ҫӗр сӗткенӗпе ҫӑвӑнса чӑвашсем ҫутҫанталӑк йӗркине лайӑх пӗлекен халӑх пулса тӑнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне уҫнӑранпа ҫак уйӑхӑн 22-мӗшӗнче 60 ҫул ҫитет.
Ултӑ теҫетке ҫул каялла Чӑваш музыкӑпа драма театрӗ ятпа ӗҫлесе кайнӑ вӑл. Ҫӑмӑл пулман малтанхи тапхӑр. Ҫакӑн пирки театрӑн пӗрремӗш художество ертӳҫи, учреждение пуҫарса яраканӗ тата пӗрремӗш спектакле, Федор Васильевӑн «Шывармань» оперине лартаканӗ Борис Марков каярах аса илнӗ. Професси хорӗ тата балечӗ пулман, ятарласа хатӗрленӗ специалистсем ҫитмен. Театр заводсемпе фабрикӗсенче ӗҫлекен, аслӑ шкулсенче вӗренекен пултаруллӑ ҫамрӑксене хӑй патне илӗртнӗ. Вӗсем вокал тата балет студийӗсенче каҫсерен хатӗрленнӗ. Премьерӑна лартма Раиса Ахметбекова, Мефодий Денисов, Тамара Чумакова, Иван Охливанкин, Тамара Соколова, Иван Калентьев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Театрти пӗрремӗш спектакле курма Хусанти патшалӑх консерваторийӗн ректорӗ Назиб Жиганов, унти композици кафедрин заведеющийӗ Альберт Леман, Раҫҫей Композиторсен союзӗн правленийӗн секретарӗ Андрей Эшпай, Куйбышеври кинохроника студийӗн ӳкерӳ ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ.
«Чӑвашла радио итлес терӗм, чӑвашла вӗренмешкӗн. Сайта уҫрӑм та итлеме пуҫларӑм, вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ытти канала куҫрӑм, вырӑсла юрӑ янрать... Ман шутпа, чӑваш чӗлхине упрас тесен, чӑвашла радиора кунӗпех чӑвашла кӑна янрамалла», – тесе чӑвашла ҫыпӑҫуллӑ ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Yuto Hishiyama.
Яндекс.Тӑлмачпа куҫарнӑ пулӗ тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Вӑл каччӑ тахҫантанпах чӑваш чӗлхине тата тутар чӗлхине вӗренет. Сӑмах май каласан, вӑл «#эпӗчӑвашлакалаҫатӑп» хэштегпа чӑвашла сӑвӑ вуланине те хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш чӗлхи манӑн тӑван чӗлхе мар пулсан та, вӑл мана вӑй парать. Юратса вӗренетӗп. Ӗмӗрлӗхе упранса юлтӑр!», – тесе ҫырнӑ ҫамрӑк.
2018 ҫулта вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне (халӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан) Олег Николаева ӳпкелесе калаҫнине илтме тӳр килчӗ. Саккуна хатӗрлекенӗсенчен пӗри пулнӑ май сӑмах тиврӗ ӑна.
«Интерфакс» информаци агентстви республика ертӳҫинчен ӗнер интервью илнӗ. Тӗрлӗ темӑна хускатнӑ май маларах каланӑ ҫав саккуна та аса илтернӗ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, саккуна тӗплӗн вуламаннисем ҫеҫ ӳпкелеме пултараҫҫӗ. Ача хӑй вӗренекен тӑван чӗлхене ирӗклӗн суйлама май туса парас тенине палӑртнӑ Олег Николаев.
«Эпӗ – чӑваш, тӑван чӗлхене лайӑх пӗлетӗп, ӑна упраса хӑварассишӗн тата хӳтӗлессишӗн йӑлтах тӑватӑп», – ҫирӗплетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑра шалти туризма аталантарасшӑн. Ҫак шухӑша вӑл Правительство ҫуртӗнче нумаях пулмасть ирттернӗ канашлусенчен пӗринче каланӑ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, паянхи кӑткӑс тапхӑрта регион экономикин уйрӑм секторӗсене аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Сӑмахран, шалти туризм валли. «Ку ен — калама ҫук пысӑк малашлӑхлӑ», — тенӗ республика ертӳҫи.
Олег Николаев шучӗпе, пирӗн республикӑмӑр илемлӗ, экологи енчен таса, сывлӑха ҫирӗплетме кунта аван. Пуян культурӑпа та хамӑр тӑрӑхри туристсене илӗртме май пур. Апла пулсан паха енсене пӗр ҫӗре пухмалла та хамӑр тӑрӑхри туристсене вӗсемпе паллаштармалла, хамӑр патра канӑва тивӗҫлипе йӗркелемелле.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Исмуковӑн «Кӗл айӗнчи кӑвар» кӗнеки пичетленнӗ. Унта ҫыравҫӑ юлашки ҫулсенче калӑпланӑ повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Вӗсенче кун-ҫулӗ 20-мӗш ӗмӗр витӗр тухнӑ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ сӑнланнӑ.
Кӑларӑм Филипповсен ҫемйипе паллаштарнипе уҫӑлать. Пулӑхлӑ пурӑннӑ ҫемьен арман та пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче тӗп сӑнар тӗрмене лекет, мӑшӑрӗ вилет. Ҫемьен пурлӑхне туртса илсен ачасен мунчара хӗсӗнкелесе пурӑнма тивет. Калавсенче те ҫыравҫӑ пурнӑҫри пулӑмсене ҫырса кӑтартнӑ. Шухӑшламасӑр тунӑ утӑмсем тепӗр чух инкекпе вӗҫленме пултараҫҫӗ.
Кӗнеке редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Светлана Бритвина.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ тата «Тặван Атặл» литературӑпа художество журналӗ пулӑшнипе хальхи вӑхӑтри поэтсен «Во мне течет героев кровь» кӗнеке пичетленӗ.
«Ку кӗнеке урлӑ эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне сума сунине тата тав тунине палӑртас терӗмӗр», – тенӗ «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Михайлова. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ.
Кӗнекене 24 авторӑн вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Авторсем хушшинче – Юрий Сементер, Виктор Овчаров, Николай Калентьев, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Николай Ларионов-Йӗлмел, Валерий Мелещенко, Лидия Кубашина, Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан тата ыттисем.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ тата «Тặван Атặл» литературӑпа художество журналӗ пулӑшнипе хальхи вӑхӑтри поэтсен «Во мне течет героев кровь» кӗнеке пичетленӗ.
«Ку кӗнеке урлӑ эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне сума сунине тата тав тунине палӑртас терӗмӗр», – тенӗ «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Михайлова. Кун пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ.
Кӗнекене 24 авторӑн вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Авторсем хушшинче – Юрий Сементер, Виктор Овчаров, Николай Калентьев, Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Николай Ларионов-Йӗлмел, Валерий Мелещенко, Лидия Кубашина, Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан тата ыттисем.
«Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тухнӑ. Вӑл авалхи чӑваш рунисен пӗлтерӗшӗпе тата мӗнле вуланнипе паллаштарать.
[В] саспалли чӑваш руна ҫырулӑхӗнче «V» латин саспаллийӗ евӗр курӑннӑ. Вӑл паллӑ Вӑ, Вӗ, Ву тата Вы сыпӑксене пӗлтернӗ. [Вӑй] V руна тӑнӑҫлӑха, вӑя, паттӑрлӑха тата чӑтӑмлӑха пӗлтернӗ. Вӑл пахалӑха тотем чӗрчунсем (вӗсене авалхи ҫынсем хӑйсен йӑхне пуҫлаканӗ тесе хисепленӗ) пама пултарнӑ.
V-евӗр паллӑ мӑйракаллӑ вӑкӑра кӑтартнӑ. Сӑвар-пӑлхарсем ҫветтуй чӗрчун тесе шӑпах ҫав чӗрчуна шутланӑ. Вӑл хӳтӗлевҫӗ тата хӳтлӗхҫӗ шутланнӑ.
«Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн пӗр пайне, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев шӑматкунсерен пичетлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |