Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкулта 8-мӗш «а» тата 11-мӗш классенче вӗренекенсем Чӑваш Енри паллӑ ӳнер ӑстипе Геннадий Иванов-Орковпа тӗл пулнӑ.
Ачасене асӑннӑ район центрӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музее йыхравланӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Удалова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Хӑйӗн ӗҫне юратса, чунтан тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫлакан Геннадий Иванов-Орков искусствовед ӳнере халалланӑ сахал мар кӗнеке пичетленӗ. Вӗсенчен пӗри — «Чувашский мир Терентия Дверенина» кӗнеке-альбом. 100 ҫултан каҫнӑ ҫав паллӑ ӑста нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Геннадий Иванов-Орков ӑна халалласа икӗ хут та кӗнеке пичетленӗ. Маларах — 2009 ҫулта. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫав ӗҫе ҫӗнетсе пичетленӗ.
Сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ.
«Чӑвашла тумлантарса янипе кӑна ача чӑвашла калаҫма тытӑнмасть», — ҫапла ҫырнӑ Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче Константин Малышев.
«Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне икӗ халӑха танлаштарни» ят панӑ материал хӑйӗн содержанине ятӗнченех уҫса парать.
«Эпир ачасен пуласлӑхне чӑвашсемпе мар, урӑх халӑхпа ҫыхӑнтаратпӑр. Урӑхла каласан курмастпӑр вӗсен чӑвашла пуласлӑхне», — тесе шухӑшлать кӳршӗллӗ регионта ӗҫлесе пурӑнакан журналист. «Эпир ачасене вырӑс пулма хатӗрлетпӗр, тутарсем урӑхла. Каласа хӑвармалла, вӗсене те хула пурнӑҫӗ тӑван чӗлхинчен уйӑрма хӑтланать, анчах та кирлӗ механизмсене шыраса тупнӑ кӳршӗсем», — тенӗ май Тутарстанра наци чӗлхине сарассипе патшалӑх шайӗнче епле ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Кӗҫнерникун, 14 сехет хыҫҫӑн, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ пуҫтарӑнӗ. Лару уҫӑ мелпе иртӗ, унта кирек кам та пыма пултарать.
Пӑхса тухмалли ыйтусем хушшинче:
1) Каллех Хаяр Йӑван кӳлепи тавра;
2) Пушкӑртстанри Слакпуҫ ҫыннисен экологи ҫырӑвӗ;
3) Конституцие улшӑнусем кӗртесси ҫинчен;
4) Халӑх шутлавӗ (перепиҫ) пире мӗн кӑтартӗ
5) тата ытти ыйтусем.
Ваттисен канашӗ пурне те курма хавас пулӗ!
Алексей Московскийӗн «Ялти пӗрремӗш каччӑ» юрӑн клипне — ӑна ку вӑхӑта ҫити темиҫе теҫетке пин хут пӑхма ӗлкӗрнӗ — мӗнле ӳкерни ҫинчен «ПроГород» кӑларӑм каласа панӑ. Клип хӑй те нумаях пулмасть ҫеҫ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Youtube-ра вырнаҫӑннӑ.
Александр Яшков блогер каласа панӑ тӑрӑх, хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ, вӗсем хушшинче вырӑнти ҫынсем те, клипра тӳлевсӗр ӳкерӗннӗ. «Пурте тӳлевсӗр вылянӑ: трактористсем, ялти ҫынсем, чӑхсем те, хурсем те», — тенӗ Богатырь ятпа ытларах паллӑ блогер.
Клип ӑнӑҫлӑ пулса тухнин сӑлтавӗ пӗтӗм команда килӗшӳллӗ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. «Куракансем пирӗн ӗҫе хаклани, тав тунине илтни, ҫав шутра яланхи хейтерсенчен те, савӑнтарать», — хӑй шухӑшне пӗлтернӗ командӑри тепӗр ҫын Евгений Григорьев.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхи кӗртнӗшӗн тав тунӑ.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче асӑннӑ сервисра чӑваш чӗлхин куҫаруҫи ӗҫлесе кайрӗ. Ҫакӑнта Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗн Николай Плотниковӑн тӳпи пысӑк. Куҫаруҫӑна сервиса кӗртесси Чӑваш чӗлхин ик чӗлхеллӗ корпусне йӗркеленинчен пуҫланнӑ. Николай Плотников тата ӑна пулӑшакан энтузиастсем ҫине тӑни харама кайман.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев чӑваш чӗлхине Яндекс.Тӑлмача кӗртнине пысӑка хурса хакланӑ. Тав сӑмахне вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ.
Тав сӑмахне вуланисенчен пӗри, Л. Пэленич, «Чӗлхемӗр куҫҫулӗ ахалех юхмарӗ курӑнать», — тесе ҫырнӑ. «Н. Плотников алтӑрӗ-ҫӑлтӑрӗ ку веҫех!», — палӑртнӑ вӑл. Оля Антонова чӑваш чӗлхине тӑлмача кӗртесшӗн тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ темиҫе ҫынна тав тумалла тата пулӑшмалла тесе шухӑшлать.
Кӗтернепурта (Екатеринбургра) Шӗкӗр йӗрӗхне тупнӑранпа 130 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Ҫакӑн пирки паллӑ объект упранакан вырӑнта, Свердловск облаҫӗн таврапӗлӳ музейӗнче пӗлтернӗ.
Уява палӑртнӑ май музей ӗҫченӗсем «Шӗкӗр пуянлӑхӗ» экспозицинче тӳлевсӗр экскурсисемпе ирттерме шутлаҫҫӗ, сӑмах май унта йӗрӗхсӗр пуҫне ытти археологи япалисем те вырнаҫнӑ. Экскурсисем 2020 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшпе 8-мӗшсенче иртӗҫ.
Ҫак паллӑ йӗрӗхе Шӗкӗр торфлӑ шурлӑхӗнче 1890 ҫулта тупнӑ. 2014 ҫулта тӗнче шайӗнчи тӗпчевсем йӗрӗхӗн ӳсӗмне — вӑл 11 пин ҫулта пулнине — ҫирӗплетсе панӑ. Йӗрӗхе пирӗн эрӑчченхи IX пинҫуллӑхра, мезолит тапхӑрӗнче, лиҫван йывҫҫинчен тунӑ. Ӑна антропоморф кӗлеткине евӗрлесе хатӗрленӗ, вӑл темиҫе пайран тӑрать. Йӗрӗх кӳлепин кашни енне те геометри эрешӗсемпе илемлетнӗ. Эрешленисӗр пуҫне сарлака лаптӑксенче сӑнсем касса кӑларнӑ.
Шӗкӗр йӗрӗхӗ чи авалхи йывӑҫ скульптури шутланать.
Шупашкарта иртекен кинофестивале кӑҫал 13-мӗш хут йӗркелӗҫ. Хальхинче вӑл ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртӗ.
Кӑҫал та конкурс программине хутшӑнакан фильмсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ программӑсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, пресс-конференцисем, ҫавра сӗтелсем йӗркелеме палӑртнӑ.
Кинофестивале Дмитрий Астраханӑн «Судьба диверсанта» ҫӗнӗ фильмӗпе уҫӗҫ. Ӑна пурнӑҫри пулӑмсене тӗпе хурса ӳкернӗ. Халӗ жюри пайташӗсене, конкурс фильмӗсен элчисене суйлаҫҫӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Каҫал тӑрӑхӗнчисен «Кӗтне» ентешлӗхӗн канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Валери Туркай поэт пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ентешлӗхӗн канашӗ ҫӗнелнӗ. Халӑх пӗрлешӗвне ертсе пыма ларура Чӑваш халӑх поэтне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд ертӳҫине, Комсомольски районӗн тата Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулин хисеплӗ ҫыннине Валерий Туркая шаннӑ.
«Кӗтне» ентешлӗхе 1998 ҫул пуҫламӑшӗнче йӗркеленӗ. Пуҫаруҫисенчен пӗри шӑпах Валери Туркай пулнӑ та. Ентешлӗх Шупашкар хулинчи обществӑпа культура ӗҫне те хастар хутшӑнать. Паллӑ чӑваш халӑх поэтне вара ентешлӗхе ертсе пыма тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ суйланӑ.
«Кӗтне» ентешлӗхӗн ларӑвне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П. Краснов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ В. Гордеев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ С. Лукиянов, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Галкин тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Инна Лялинан «Чувашские мотивы» (чӑв. Чӑваш ҫеммисем) куравӗ уҫӑлнӑ.
Инна Лялина — Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, педагогика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ.
Куравра художникӑн 30 ытла ӗҫӗпе паллашма пулать тесе пӗлтернӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра. Ӗҫсене ӳнерҫӗ тӗрлӗ жанрпа: портрет, пейзаж, натюрморт — пурнӑҫланӑ. Курав пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Инна Лялина куравӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) уҫӑлнӑччӗ.
Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Архитектор тата педагог-художник. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Новолетники ялӗнчи вулавӑшра «Чӑваш чӗлхин» чӗрӗ урокӗ иртнӗ. Ӑна Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗ, «Юхтӑр юрӑ» ҫемье ансамблӗн ертӳҫи Валентина Ягшимурадова тата Зинаида Ковалева вулавӑш ӗҫченӗ йӗркеленӗ. «Юлташ» автономин ертӳҫи Вероника Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасене чӑваш алфавичӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш сӑмахӗсене калама хӑнӑхнӑ. Йӑлара тӗл пулакан япала ячӗсемпе паллашнӑ. Чӑваш тумтирӗн тӗрри-эрешӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ вӗсене.
Вероника Тимофеева шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашла вӗрентмесен чӗлхе ҫухалӗ. Чӗлхене ҫемьере ҫеҫ мар, шкулта та вӗрентмелле. Унта ачасем ҫырулӑха, грамматикӑна, професси тата ӗҫ калаҫӑвне хӑнӑхаҫҫӗ тесе шухӑшлать вӑл.
Новолетники ялӗнче чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркине те унтисем манса ӗлкӗрмен иккен-ха. Анчах вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тата тӳре-шара кӑмӑл тусан чӑвашла вӗрентес ӗҫе йӗркелеме автономи пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ Вероника Тимофеева. Масляногорск ялӗнче чӑваш чӗлхине пилӗк ҫул ӗнтӗ факультатив йӗркипе вӗрентеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |