Каҫал тӑрӑхӗнче палӑка япӑхтарса лартнӑ. Ахаль объекта та мар, культура эткерлӗхӗ шутланаканскере. Кӑлтӑка Комсомольски районӗнчи прокуратура асӑрханӑ.
Комсомольскисем 1921 ҫулти кулаксен пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче вилнӗ коммунистсене тата совет хастарӗсене асӑнса лартнӑ палӑка пӑхса тӑман. Вӑл Комсомольски ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинче тӑнӑ. Регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланаканскере «Об объектах культурного наследия (памятниках истории и культуры) народов Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен культура эткерлӗхӗн объекчӗсем (истори тата культура палӑкӗсем) ҫинчен) федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тытса тӑмалла. Каҫал тӑрӑхӗнчи палӑк вара япӑхнӑ, хӑйпӑнма пуҫланӑ, культура эткерлӗхӗ пирки вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хуни те пулман.
Ял тӑрӑхне палӑка йӗркене кӗртме хушнӑ.
Семён Матвеевич Ислюков вӑтӑр ҫул ытла Автономиллӗ Чӑваш Республикине КПСС обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Верховнӑй Совет Президиумӗн председателӗ тата премьер-министр пулса ертсе пынӑ. Ҫак хушӑра халӑх хуҫалӑхӗ хӑвӑрт аталанса пынӑ. Республикӑра электротехника предприятийӗсем, пир-авӑр комбиначӗ, хими завочӗсем ӳссе ларнӑ. Вӑл сӗннипе РСФСР Министрсен Совечӗ Чӑваш АССРӗн халӑх хуҫалӑхне малалла аталантарас енӗпе Постановлени кӑларнӑ. Шупашкарта университет уҫас тесе те вӑл Мускава татӑш чупнӑ иккен. Ҫак пысӑк ӗҫсем ӑна мухтава кӑларнӑ.
Анчах… Ислюков влаҫра ларнӑ чухне начар ӗҫсем те пулкаланӑ. Ҫав ӗҫсене ертӳҫӗ хӑй йӗркелесе ертсе пынӑ. Сӑмахран, ҫак пуҫлӑх пуҫарнипех чӑваш чӗлхине хисепрен кӑларас тесе те «вирлӗ» ӗҫленӗ.
Паллах, ҫӳлтисем «халӑх ыйтнипе» каҫӑхса кайсах тӑван чӑлхене пусарнипе пурте килӗшмен. Вӗсенчен пӗри – чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Васильевич Элкер. Вӑл хӑйне кнеҫ пек туякан ертӳҫӗрен ҫак пӳтсӗр политикӑна улӑштарма ыйтса ӳкӗтленӗ. Анчах Ислюков ӑна ӑнланасшӑн пулман, обкома чӗнсе «ӑшши» панӑ анчах мар, ватӑ ҫыравҫӑн сӑвви-калавӗсене хаҫат-журналта кӑларма чарнӑ, тӗрлӗ пленумсенче ӑна политика тӗлӗшӗнчен кая юлнӑ ҫын тесе те айапланӑ.
Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ ҫыравҫӑсен вил тӑприсене йӗркене кӗртӗ. Кун пирки пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Ӳрӗк калем ӑстисем хальлӗхе сакӑр ҫын тупӑннӑ. Вӗсем утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 10 сехетре Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш ҫӑва ҫинче пуҫтарӑнӗҫ. Кӑмӑл пуррисене Петӗр Хусанкай вил тӑпри патӗнче кӗтеҫҫӗ.
Лидия Филиппова хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫисем чӑваш ҫыравҫисен (Шелепин, Иван Мучин, Ивникӑн, Тӑхтин тата ыттисен те) вил тӑприсене тирпейлесе тасатма ирӗк панӑ. Ӗҫ хатӗрсемпе «Хулари ритуаллӑ пулӑшу» акционерсен обществи тивӗҫтерӗ. «Пирӗнтен – перчатке, ӗҫлеме тухни тата ӗҫлес килни», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи.
Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова калем ӑстисен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май» юбилей медалӗпе ҫыравҫӑсене те чыслама йышӑннӑ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушӑвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех тухнӑ-ха. Хыпара халь тин пӗлтернӗшӗн тем мар тесе шухӑшлатпӑр, мӗншӗн тесен юбилей медалӗпе наградӑланин пӗлтерӗшӗ вӑхӑт иртнӗ тесе сумне чакармасть.
Юбилей медальне ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи хушупа тивӗҫнисен ретӗнче ҫаксем: Денис Гордеев, Анатолий Кибеч, Алексей Леонтьев, Ева Лисина, Петр Маркин, Виталий Родионов, Раиса Сарби, Юрий Семенов (Сементер), Светлана Смирнова (Азамат).
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Писательские семьи Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен ҫемйисем) акци ирттерет.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫемьере темиҫе ҫын ҫыравҫӑ тӗл пулакан тӗслӗхсем сахал мар. Чӑваш литературинче Яков тата Мария Ухсай, Леонид Агаков тата Александра Лазарева, Иоаким Максимов-Кошкинский тата Тани Юн, Юхма Мишши тата Роза Шевлепи, Валерий тата Ольга Туркайсем, Олег тата Римма Прокопьевсем тата ыттисем пур.
Утӑ уйӑхӗн 4-8-мӗшӗсенче «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Интересно о чувашском» (чӑв. Чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑх) тата «Национальная библиотека Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ) страницӑсенче ҫыравҫӑсен ҫемйисемпе паллаштаракан постсем вырнаҫтарӗҫ. Акци вӑхӑтӗнче «Семейный портрет. Ольга и Валерий Тургай» (чӑв. Ҫемье портречӗ. Ольга тата Валерий Туркай) онлайн-тӗпел иртмелле. Ӑна утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 10 сехетре Наци вулавӑшӗн «Ютубри» каналӗнче кӑтартӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Ольга Любимова художникӑн графика ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ. «Линия пера» (чӑв. Калем йӗрӗ) куравра художник тӗрлӗ авторӑн, ҫав шутра поэтсемпе писательсен, ӗҫӗсене хӑйӗн графикипе пуянлатнӑ. Альбина Любимова Наапет Кучак, Раиса Сарби, Альбина Юрату, Алла Медведева, Алман Тимофеев, Сабир Рустамханлы, Нина Абрамова, Ольга Любимова, Дмирий Вонави, Александр Артемьев, Константин Иванов, Зоя Сывлӑмпи, Рита Арти, Лариса Цингвинцева, Виктор Чугаров, Артем Геб, Геннадий Айги, Людмила Николаева тата ытти авторпа ӗҫленӗ. Курава художник хӑйӗн тӗрлӗ вӑхӑтри 30-а яхӑн ӗҫне тӑратӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унти культурӑпа кану центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа эрнекунсерен кӑтартакан «Полес чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма хутшӑннӑ.
Наталья Годовикова кӑларӑма парнепе кайнӑ. Ӑна, сӑмах май, хӑйне те парне секторӗ лекнӗ, анчах вӑл ӑна суйламан, малалла выляс тенӗ. Ентешӗмӗр, шел те, хӑйӗн ушкӑнӗнче ҫӗнтереймен.
«Эсир кунта килессине пӗтӗм Ҫӗмӗрле пӗлнӗ-и?» — сӑмахланнӑ телекӑларӑм ертӳҫи Леонид Якубович. «Ҫапла... чылайӑшӗ», — хуравланӑ хӗрарӑм. «Ӑсатрӗҫ-и?» – калаҫтарнӑ кӑларӑм хӑнине Якубович. «Ҫапла, хаваслӑн ӑсатрӗҫ. Виҫӗ баян каласа», – ҫӗтсе кайман хӗрарӑм.
Наталья Годовикова хӑйӗн ҫемйи ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Унӑн хӗрӗ, мӑшӑрӗ, упӑшкин амӑшӗ ҫуралнӑ кунӗсене пӗр кунта уявлаҫҫӗ иккен.
ЮТВ телеканал (унӑн хуҫи – Юрий Гурьянов) Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташсем патне тухса кайнӑ. Ку хыпара асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Уйрӑм ҫыннӑн ҫак каналӗ тӗрлӗ регионта тӗпленнӗ ентешсен наципе культура автономийӗсемпе туслӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ.
Халӗ асӑннӑ канал Тӗмен тӑрӑхӗнче сюжетсем ӳкерет. Телеканала кӗтсе илес ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелессишӗн асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» пӗрлешӗвӗн президенчӗ Н.Н. Герасимов нумай тӑрӑшнине пӗлтернӗ Ираида Маслова. Хальлӗхе «ЮТВ» Горьковка ялӗнче пулнӑ, «Земляки» (чӑв. Ентешсем) телепроект валли сюжетсем ӳкернӗ.
Тӗменти чӑваш культурин область центрӗнче культура, ӳнер, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ. Йӑхташӑмӑрсем юрланӑ та, ташланӑ та, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви «Вместе. Пӗрле» открыткӑсен пуххи кӑларнӑ.
24 открыткӑран тӑракан комплект тӑван республикӑмӑрӑн хулисемпе районӗсен илемӗпе паллаштарӗ. Открыткӑсем ҫинче Шупашкарти паллӑ вырӑнсемпе пӗрлех республикӑрисем те сӑнланнӑ. Сӑмахран, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Пӑрачкаври чиркӳ, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсем мӑнастирӗ. Вӗсем ҫеҫ-и, республикӑра ытарайми хитре вырӑнсем татах нумай.
Открыткӑсене Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче туянма пулать тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен цифра таланӑвӗ, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви.
Паян, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Станислав Ильин 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ӑна поэт-юрӑҫ, публицист, редактор, халӑх пултарулӑхне аталантаракан евӗр пӗлеҫҫӗ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Н. Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ, юрӑ ҫыракансен Аристарх Орлов-Шуҫӑм ячӗллӗ конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи.
Станислав Ильин Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Сӑкӑтри ял хорӗн ертӳҫи Петр Ильин пулнӑ.
Станислав Петрович И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Ялти клуб пуҫлӑхӗнче, вӗрентекенте, Чӑваш радиора музыка программисен редакторӗнче, Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче информаципе аналитика пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |