Шупашкарти пӗр урама Габдулла Тукай ятне парасшӑн. Ку шухӑша ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ырланӑ.
Ку ыйтӑва Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ мероприятире сӳтсе явнӑ. Ку шухӑша Шупашкарти тутарсен наци культурин автономийӗн пуҫлӑхӗ Хайдяр Сафиуллин сӗннӗ.
Тутар наци конгресӗ те Хусанти пӗр урама чӑвашсен паллӑ ҫыннин ятне пама хатӗр. Палӑка тата асӑну хӑмине вырнаҫтарас ыйтӑва та вӑл хӑйӗн ҫине илӗ. «Шухӑша ырлатӑп. Чӑваш Ен тата Тутарстан 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ ҫул ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, икӗ халӑха тата пӗрлештерӗ», - тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ.
Унта хутшӑннӑ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, коллеги ларӑвӗнче Республикӑн 5 ҫуллӑх программинчи культурӑпа ҫыхӑннӑ пайне тишкернӗ. Алла Салаева каланӑ тӑрӑх, мухтаса та ырласа сахал калаҫнӑ. Ларура ҫивӗч ыйтусем, тимлӗх кирлӗ объектсем пирки сӑмах хускатнӑ. Сӑмахран, Оперӑпа балет театрне юсасси.
Ача-пӑчан вӗренӳ туризмне те сӳтсе явнӑ. Республикӑн районӗсемпе хулисенче пурӑнакан ачасене Шупашкарпа тӑтӑшрах паллаштарма тӑрӑшмалла. Тӑван тӑрӑх историне пӗлни вӗсенче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратасса шанаҫҫӗ.
Культура ӗҫченӗсем музыка, художество, драма енӗпе ҫамрӑк специалистсем кирлине палӑртнӑ.
Чӑваш тӗррин кунне ҫирӗплетесси пирки те калаҫу пулнӑ.
⠀
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен «Остров-2020» (чӑв. Утрав-2020) музыка фестивалӗ ирттерме шухӑшланӑ. Анчах кӑшӑлвирус алхасма чарӑнманни витӗм кӳнӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри оперштабӑн ларӑвӗ иртнӗ паян. Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Прокопьева пысӑк йышлӑ мероприятисене пухӑнма юраманнине палӑртнӑ. Ҫакна вӑл эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫсӑррипе сӑлтавланӑ.
Ҫапла вара «Остров-2020»
III музыка фестивальне ирттермӗҫ. Мероприяти пулмассине унӑн йӗркелӳҫисем фестивале хутшӑнас кӑмӑллисене систернӗ ӗнтӗ.
Андрей Чэн ҫыравҫӑ вулакансем валли ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлесе кӑларчӗ — вӑл «Пӑлхар ҫар ҫынни». Кӗнекери ӗҫсем Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче пулсан иртеҫҫӗ, ӑна историллӗ-приключениллӗ жанрпа хайланӑ. Вулакансем 13 ӗмӗрти пӑлхар-чӑвашсем тутар-монголсене хирӗҫ епле кӗрешнипе паллашӗҫ.
Икӗ пайран тӑракан (пӗри «Пӑлхар ҫар ҫынни» ятлӑ, тепри — «Шурӑ ҫар ҫынни») 100 страницӑллӑ кӗнеке «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра пин экземплярпа ҫапӑнса тухнӑ.
Туянас кӑмӑл пур пулсан лавккасенче ӑна 100 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Электронлӑ версине туянас кӑмӑл пур пулсан автор ӑна 300 тенкӗпе сутать, сирӗн унпа Andrey_Chen2020@mail.ru адреспа ҫыхӑнмалла. Кӗнекене почта урлӑ та ҫырӑнса илме май пур. Почта тӑкакӗсемпе унӑн хакӗ 250 тенке ларӗ.
Куславкка районӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче муниципалитетӑн гимне ҫырма конкурс ирттерессине пӗлтерчӗҫ. Ыран — заявкӑсене йышӑнмалли юлашки кун.
Конкурса уйрӑм ҫынсем те, предприяти-организацисемпе учрежденисем те хутшӑнаяҫҫӗ. Профессилле е хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсен, поэтсен, пултарулӑх студийӗсен ӗҫӗсене те хаваспах йышӑннӑ.
Конкурса камсем хутшӑнассине утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтермелле.
Сӑмах май каласан, иртнӗ эрнере Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» чарӑну ятне ылмаштарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: чарӑну ятне ылмаштарас сӗнӳпе яваплисем патне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫитнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, театрӑн директорӗ Елена Николаева чарӑнӑва «Ҫамрӑксен театрӗ» ят пама ыйтнӑ.
Сӗнӗве халӑхпа сӳтсе явмӗҫ, чарӑну ятне унсӑрах ылмаштарӗҫ.
«Сеспель» кинотеатр 2014 ҫулхи ҫулла хупӑннӑ. 2016 ҫул вӗҫӗнче ҫурта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне пачӗҫ. Театрта калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттерчӗҫ, халӗ те ун тавралли территорие тирпей-илем кӗртессипе ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑва ҫинче пулнине аса илсе Фейсбукра ҫырнӑ.
«Темшӗн чун туртрӗ», — тенӗ вӑл. Журналист тата публицист республика аталанӑвӗнче йӗр хӑварнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫинче пулнӑ. Даниил Эльмен патне те ҫитнӗ.
Даниил Эльмен Хусанта национальноҫсен ӗҫӗсен Халӑх комиссариачӗн чӑвашсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тата «Канаш» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ. Юлташӗсемпе пӗрле вӑл Чӑваш ӗҫ коммунине тӑвассишӗн тӑрӑшнӑ. Каярах Чӑваш автономи облаҫӗн ревкомӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Лидия Филиппова журналиста Эльмен сӑнӳкерчӗкӗ чӗрмеленсе пӗтни тӗлӗнтернӗ. Паянхи-ӗнерхи чӗрӗк мар тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл. Тата журналист Республика кунӗнче Эльмен вил тӑпри ҫине никам та чечек хуманнинчен тӗлӗннӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ умӗнчи территорие хӑтлӑлатасси малалла пырать. Культура учрежденийӗ Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, унта асфальт сараҫҫӗ, тротуарсем ҫине плитка хураҫҫӗ, театр патӗнчи территорире ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтараҫҫӗ.
2019 ҫулта театрта «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗплӗ юсав ирттернӗ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Аридаль» тулли мар яваплӑ обществӑпа театр юсав ӗҫӗсем туса ирттересси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ӗҫӗн тӗп пайӗ тротуарсене ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ. 1979 ҫулта хута янӑ фонтана сӳтме калаҫса татӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул ӗҫлемен.
Театр умӗнче хитре саксемпе хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Афишӑсене илемлӗн ҫакмалли вырӑн йӗркелӗҫ.
Георгий Фомиряков ӳнерҫӗн пултарулӑх меслечӗ хӑйне евӗрлӗ аталанса вӑй илнӗ. Ҫакна Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче пичетленсе тухнӑ «Этно – Я – Funurum» кӗнеке-альбом аван ҫирӗплетсе парать. Асӑннӑ издание тивӗҫлӗ хак парса Атнер Хузангай чӗлхеҫӗ тата литературовед «Литературная Россия» хаҫатра (28 №) «Этнофутуризм как образ жизни» пысӑк статья пичетлесе кӑларнӑ.
Георгий Фомиряков иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче хӑюллӑн сас панӑ. Вӑл пуҫарнипе ӳнерҫӗсен «Саркиль» пӗрлешӗвӗ йӗркеленнӗ. Ҫав тапхӑрти картинӑсенче вӑл нацилӗхпе интернацилӗх пирки хӗрсе «калаҫать», импрессионистсем евӗрлӗ тӗссене вӑйлатса кӑтартма пӑхать, чӑваш тӗрринчи пек кӗтессем ҫине куҫса кайса философи шырать, ялан малтан та мала йыхӑракан вӑхӑта чарса хӑй чӗрин сассине итлеме хӑнӑхать. Атнер Хусанкай шучӗпе, Фомиряков пултарулӑхӗнче «рунӑпа алфавит» тапхӑрӗ те пулнӑ. 2017 ҫулта кӑтартнӑ куравра вӑл этнофутурист пек «пиҫсе» ҫитни палӑрнӑ.
Статьяна вӗҫленӗ май автор ҫакна палӑртса хӑварать: «Ӳнерҫӗ ним хыпаланмасӑр вӗҫӗм малалла туртӑнать. Вӑл пӗлтерӗшлӗ картинӑсем ӳкересшӗн, шухӑша анлӑн ҫавӑрса ярса пысӑк стильпе ӗҫлеме пултарать.
Станислав Убасси журналист Фейсбукра кӑсӑклӑ пӗр темӑна хускатнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ача пахчисенче манкуртсене ӳстереҫҫӗ.
«Ача-пӑча пахчисенче (садиксенче) чӑваш чӗлхи ҫук!
Ҫавна пула чӑваш ачана пӗчӗкрен манкурт пулма вӗрентеҫҫӗ.
Ирӗксӗрех ашшӗ-амӑшсем те хӑйсен ачӑрсене садиксене ярас умӗн вӗсемпе вырӑсла кӑна калаҫаҫӗ. Мӗншӗн?
Мӗншӗн тесен анчах калаҫма пуҫланӑ ачана ҫав «вырӑс садике» кайма хатӗрлемелле-ҫке! Калаҫма-ӑнланма пӗлмен ача (паллӑ, вырӑсла ) садикре пулмалла мар!
Вара ҫав ача чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе тесе йышӑнмасть!!!» — — пӗтӗмлетнӗ Станислав Убасси.
Поста вӑл Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен ушкӑнне икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |