Ӗнер Шупашкарти 27-мӗш вӑтам шкулта ют ҫӗршыв ачисем пулнӑ. Вӗсем Америкӑран, Италирен тата Тайваньтен килнӗ. Хӑнасем культурӑсем хушшинчи диалог текен мероприятие хутшӑннӑ.
Аякран килнӗ тантӑшӗсене тӑван республикӑпа паллаштарма 27-мӗш шкул вӗренекенӗсем акӑлчан чӗлхипе хӑтлав хатӗрленӗ.
Тӗлпулу калаҫу шайӗнче иртнипех вӗҫленмен. Программӑра юрӑ-ташӑ та пулнӑ. Шупашкар ачисем аякран килнӗ яшсемпе хӗрупраҫсене чӑваш ташшине вӗрентнӗ. Шкул столовӑйӗнчи апата та хӑнасем валли кашни халӑхӑн хӑйӗн культури пулнине шута илсе хатӗрленӗ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе те Америкӑпа Тайваньтен тата Италирен килнӗ хӑнасене паллаштарнӑ.
«Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче» ятпа ирттернӗ культурӑсен хушшинчи диалога AFS программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» виҫҫӗмӗш кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртессине эпир иртнӗ уйӑхрах хыпарланӑччӗ.
Ӑна, аса илтерер, Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш наци конгресӗ йӗркелеҫҫӗ.
Ҫулсерен ирттерекен ҫак фестивальте кӗске тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ, ҫавӑн пекех мультипликацилле фильмсене хаклаҫҫӗ. Киноӳнерӗнчи сумлӑ мероприяти ҫак жанра сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Тата, паллах, вӑл кино ӳкерекенсене хавхалантарма тивӗҫ.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче пресс-конференци иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Пресс-конференцие 137-мӗш пӳлӗмре пухаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +79278447648.
Шупашкарта чӑваш артисчӗсемпе мусӑкҫисем, режиссерӗсем валли продюсер центрӗ уҫӑлнӑ. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ центра «Ҫӗнӗ формат» ят панӑ.
Продюсер центрӗ чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак центр республикӑри артистсемпе мусӑкҫӑсемшӗн, режиссерсемшӗн шанчӑклӑ тӗрев пулассине, аталанма пулӑшассине каланӑ. Тин ҫеҫ йӗркеленнӗ «Ҫӗнӗ форматӑн» директорӗ Сергей Кузнецов пулӗ, центр вара республикӑри артистсен районсенчи, чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенчи гастроль турӗсене, уйрӑм концерчӗсене йӗркелӗ, чӑваш музыка искусствине халӑхра сарса тата аталантарӗ.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Владислав Николаева хӑшӗсем драматург евӗр те пӗлеҫҫӗ-ха. Маттур чӑваш тӗрлӗ жанрпа хайлавсем ҫырать.
Фейсбукра вӑл паян: «Сирӗн шухӑшӑра пӗлес килет, ҫавӑнпа ҫыратӑп та ку ҫырӑва», — тесе шӑрҫаланӑ май халиччен ҫырнисене пухса 2 кӗнеке кӑларас шухӑшлине пӗлтернӗ. Пӗрремӗшне вӑл калавсен пуххи евӗр кун ҫути кӑтартасшӑн, иккӗмӗшне — кулӑш калавӗсемпе юптарусене.
«Ҫак кӗнекесем тухсан вӗсене туянакансем пулӗҫ-ши тетӗп, акӑ мӗн канӑҫсӑрлантарать мана», — Фейсбукри тусӗ-юлташӗпе, пӗлӗшӗ-паллаканӗпе канашлать Владислав Николаев. «Эсир, сӑмахран, вуланӑ пулӑттӑр-и?» — ыйтать вӑл. Шухӑша пӗлтерес кӑмӑллисем валли Владислав хӑйӗн электрон адресне те кӑтартнӑ Vlaq-Nikolayev-1974@yandex.ru.
Елчӗк районӗнчи клубсем машина пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки елчӗксемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ.
«Елчӗк районӗнче ҫынсемпе йышӑну ирттертӗм. Асӑннӑ ыйтусен шутӗнче — ялти культура ҫурчӗсене автотранспортпа тивӗҫтересси, — ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче. — Кашни ялтах культура ҫурчӗ ҫук пирки аякри ялсенчисем концертпа килекен коллективсене курма хавас пулӗҫ. Ҫак ыйтӑва татмалли ҫул-йӗртен пӗри — мобильлӗ культура ҫурчӗсем тӑвасси».
Маларах ку ыйтӑва Омскра культура темипе иртнӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин форумӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫакӑ чылай региона пӑшӑрхантарать-мӗн. Депутат ку енпе РФ Культура министерствипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейне халалласа диктант ҫыртарать. Ӑна йӗркелӳҫӗсем ҫутӗҫ акцийӗ теҫҫӗ.
Библиотека диктанчӗн теми — «Театр в главной роли» (чӑв. Театр тӗп рольте). Ятне вырӑсла каланине шута илсен ӑна вырӑсла ҫыртараҫҫӗ тесе шухӑшлама май пур.
Вулавӑш ирттерекен диктанта чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ҫыртарӗҫ. Диктанта ҫав кун 13 сехетре Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Диктант ҫырас текенсен кӑмӑл-шухӑша палӑртса kray@publib.cbx.ru электрон адреспа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫыру ярса памалла. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 90 ҫулхине халалланӑ диктанта кирек кам та ҫырма пултарать.
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта наци спорчӗн ӑмӑртӑвӗсене, тӗрлӗ тупӑшу ирттерме те палӑртнӑ.
Аса илтерер: Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна хута яма республика хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул та ӑна хӑтлӑлатӗҫ. Кун валли тепӗр 16,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Уйӑрнӑ укҫан пӗр пайӗпе нумай фанкциллӗ спорт залне хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Шӑпах ҫавӑнта наци спорчӗн тӗсӗсемпе ӑмӑртусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех нацисем хушшинче турнирсем йӗркелӗҫ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑнать, 36 наципе культура пӗрлешӗвӗ ӗҫлет.
Паян Шупашкарта Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Аса илтерер, ӑна хӑҫан уҫассине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑччӗ.
Туслӑх ҫуртне (вӑл Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ) юсама республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма Раҫҫей Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Светлана Смирнова, Чӑваш Енри Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Лев Кураков, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, наци культура пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» фестиваль туризм тытӑмӗнче «Russian Event Awards» наци премине панӑ конкурсӑн финалӗнче ҫӗнтернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем проекта «Халӑх йӑли-йӗркине тата алӗҫне сарас енӗпе чи лайӑх турист пулӑмӗ» номинацире палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна 2018 ҫулти чи лайӑх наци пулӑмӗн ятне панӑ. Кунсӑр пуҫне «IntourMarket» турист куравӗн ятарлӑ парнипе савӑнтарнӑ.
Раҫҫейри 65 регион 700 проект тӑратнӑ. Финала вӗсенчен 197-шӗ тухнӑ. Экспертсем «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале пысӑк хак панӑ. Аса илтерер: вӑл кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ. Унта 14 регион хушӑннӑ. Ку проект ҫитес ҫул тӗнче шайӗнчи пулаять.
Паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Нумай ҫул йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Морозов Николай Васильевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑш вӑхӑтра иртнине тӗплӗн пӗлменрен пӗлтерейместпӗр.
Морозов Николай Васильевич — чӑваш журналисчӗ, 1953 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳре культпросветучилище, ЧПУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. РНМЦ-ра пай пуҫлӑхӗнче (1974–1988), Республикӑри ҫамрӑк туристсен станцийӗн методистӗнче (1988–2000), Чӑвашрадион политика программисен аслӑ редакторӗнче 2000–2002), «Республика» хаҫатӑн политика пайӗн редакторӗнче (2002–2006), вырӑнти «Аргументы и факты» хаҫатӑн коммерци директорӗн ҫумӗнче (2006–2007) ӗҫленӗ. Чылай вӑхӑт хушши «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп редакторӗ пулнӑ.
Чӑвашрадиора ӗҫленӗ чухне Николай Васильевич «Хурал пӳрчӗ», «Ахрӑм», «ИНМ» студи», «Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас», «Самана», «Радуга», «Парламентский вестник», «Площадь Республики» ятлӑ автор радиопрограммисем хатӗрлесе ертсе пынӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайнишӗн хурланнине пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ ҫыралнӑ. | ||
| Шупашкар ГЭСӗн пӗрремӗш гидроагрегатне хута янӑ. | ||
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |