Иртнӗ ҫулӑн юлашки кунӗсенче Мускавра Раҫҫейри халӑхсен ача-пӑча литературин антологийӗ кун ҫути курнӑ. Сумлӑ кӗнекере чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисен хайлавӗсем те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Информполитика министерстви паян хыпарланӑ.
Антологие Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен ятлӑ-сумлӑ писателӗсен ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсене вырӑсла куҫарса кӗртнӗ. Кашнинех ӳкерчӗкпе илемлетнӗ, унсӑр пуҫне наци эрешӗсене кӑтартнӑ, хушма информаци вырнаҫтарнӑ.
Антологи валли чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисенчен Николай Ытарайӑн, Анатолий Тимофеев-Ыхран, Ева Лисинан, Раиса Сарпин, Николай Ишентейӗн хайлавӗсене суйласа илнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Раҫҫейри халӑхсен хальхи ача-пӑча литературин антологине 201 авторӑн 870 хайлавӗ кӗнӗ. Вӗсене тӑлмачӑсем 55 чӗлхерен куҫарнӑ.
Пирӗн республикӑра «Время отдыхать в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре канма вӑхӑт) проекта пурнӑҫласа Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнчи вӑрӑм канмалли кунсене асра юлмала та хаваслӑ ирттерме майсем туса пачӗҫ. Туристсем тӗрлӗ районпа хулана ҫитсе унти кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Проекта хутшӑнакансем Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Шупашкар районӗсенче пулма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ӗнер вӗсем Муркаш районне ҫитнӗ. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ ҫул ҫӳревӗ вӗҫленнӗ.
Муркашри тӗп лапамри елка тавра «Новогодние приключения или Волшебство только начинается» ятпа уяв иртнӗ. Унта юмахри тӗрлӗ сӑнар пуҫтарӑннӑ. Ачасемпе аслисем елка йӗри-тавра хаваслӑн ҫаврӑннӑ, ташланӑ, юрланӑ. Хӗл Мучипе юнашар тӑрса сӑн ӳкерӗнме те кашниех тӑрӑшнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑйне евӗр поэзи кунӗ иртнӗ. Кун пирки Фейсбукра Шупашкарти Ӳнер музейӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков ӗнер пӗлтернӗ.
Наци вулавӑшӗнчи кӑрлач жуйӑхӗнчи тӗл пулу вӑхӑтӗнче Швеци тӑлмачи Микаэль Нюдаль тата Ева Лисина поэт пулнӑ. Микаэль Нюдаль Геннадий Айхин шведла куҫарнӑ сӑввисемпе паллаштарнӑ, Ева Лисина — «Песни низовых чувашей» (чӑв. Анатри чӑвашсен юррисем) кӑларӑмпа.
Чӑваш халӑх сайтне вулакансем Нюдаль ятне эпир унччен те асӑннине астӑваҫҫех ӗнтӗ. Аса илтерер, 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енри Бельман обществи 20 ҫулхине уявланӑччӗ. Уявра Кристиан Лундбергӑн «Ярден» лирикӑлла тата журналистикӑлла романне хӑтланӑччӗ. Ӑна Микаэль Нюдальпе Дмитрий Воробьев вырӑсла куҫарнине пӗлтернӗччӗ.
«Наци телекуравне реанимацине вырттармалла, сирӗнпе Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илме питӗ тунсӑх пулчӗ паян... . Контент контентшӑн ҫеҫ пултӑр тесе ҫителӗксӗр, пӗр япалана темиҫе хут кунне кӑтартни япӑх тата чӑвашла контент ӑҫта? Вырӑсла контент ӳкерме кӑмӑллатӑр пулсан, тархасшӑн вырӑс телеканалӗсем шайӗнче ӳкерӗр, пултараймастӑр пулсан ӳкерӗр чӑвашлине май ҫитнӗ таран, куракансем йышлӑрах пулӗҫ», — тесе ҫырнӑ «Контактра» Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов.
НТРКна вӑл 100-тен кая мар вырӑс телеканалӗпе танлаштарнине пӗлтернӗ. «НТРКна вырӑс телеканалӗсемпе танлаштарма та намӑс, вырӑс вӑл контента пылакпа сӗрсен те пӑхмӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑвашлине чӑвашӑн пӑхас килет, шел, ҫук... Кам валли, мӗн ӳкеретӗр эсир?» — пуҫ ватать Ильтимер.
Ильтимеи Ефремов шухӑшӗпе килӗшнине палӑртса ҫыракансем те тупӑннӑ.
Тӗменти чӑвашсем паян, 14 сехетре, Муравленко хулинчи Лира Губарева артисткӑпа тӗл пулнӑ. Тӗмене вӑл килни пирки Фейсбукра вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Артистпа курнӑҫу чӑвашсен облаҫри центрӗнче иртнӗ.
Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Стерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркелесе янӑ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче ача-пӑчан «Шевле» ансамбльне те пуҫарса янӑ. Тӗменте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсне «Шевле» хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» журналисчӗсем Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрне 77 ҫулти кинемейпе кайнӑ. Издательство ҫурчӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Элӗк районӗнчи Хурасанти 77 ҫулти Надежда Афанасьева журналистсемпе дискотекӑна унччен те ҫӳренӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш.
«Ман ачалӑх пулман, ҫамрӑклӑхпа савӑнса юлайман. Ҫавӑнпа халь май пур таран хавасланма тӑрӑшатӑп», — тенӗ иккен кинемей. Кинеми ҫапла каланине «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Алина Изман пӗлтернӗ.
Кинемипе пӗрле ҫамрӑксем карталанса ташланӑ, ӑна пӗри те тепри ыталаса сывлӑх суннӑ. Ҫынсем унпа тӑрса сӑн ӳкерӗннӗ. Вӑл дискотека ҫӑлтӑрӗ пулнӑ. Сцена ҫине тухса юрлама та ыйтнӑ — кинеми турткалашса тӑман, ҫамрӑксен кӑмӑлне тунӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енри вунӑ ача Мускаври Патшалӑхӑн Кремль сцени ҫине тухса ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тата РФ Патшалӑх Канашӗн пайташӗсем умӗнче юрланӑ. Сцена ҫине тухас умӗн вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ырӑ суннӑ. «Хӗллехи юмах» программӑпа Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хора ҫӳрекен Евгений Сбитнев, Татьяна Григорьева, Матвей Савинкин, Юлия Чапрасова, Юлия Матвеева, София Иванова, Анна Трифонова, Дарина Данилова, ҫавӑн пекех Комсомольскинчи Никита Вороновпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Милена Семенова Раҫҫей ачисен хорӗпе юрланӑ.
Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, муниципалитетӑн «Классика» юрӑ капеллин художество ертӳҫи, Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ 5-мӗш музыка шкулӗн хор уйрӑмӗн заведующийӗ Александра Васильева унта хормейстер пулса хутшӑннӑ.
Экологи ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. ЧР Наци вулавӑшӗшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ вӗҫленет. Петр Маркин ҫыравҫӑ вулавӑша хӑйӗн 150 кӗнекине парнеленӗ. Вӗсем – ҫутҫанталӑк пирки.
Петр Маркин пултарулӑхӗ ҫутҫанталӑкпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл – лесник ывӑлӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи картунра ӳснӗ. Ҫыравҫӑ ҫутҫанталӑк чунне лайӑх ӑнланать. «Ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулни – телей. Ҫакна ҫынсем ӑнланччӑр», - тет вӑл.
Петр Маркин кашни ҫулах вулавӑша кӗнекесем парнелет. Уншӑн кӗнеке сутасси пӗлтерӗшлӗ мар. Чи кирли – ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑскерсем вулакан чунне кӗччӗр.
Наци вулавӑшне лекнӗ кӗнекесем республикӑри пур вулавӑша та лекӗҫ. Петр Григорьевичӑн кӗнекисем унчченхи ҫулсенче чи вуланаканнисен йышне кӗнӗ. Кӑҫал ҫырнӑ «Волк шел к людям» тата «Земляничная поляна» кӗнекесем – сӑвӑсемпе новеллӑсен пуххисем – вулакансен чунне хускатасса шанать автор.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Петӗр Хусанкай ҫырнӑ юмах тӑрӑх «Голубка» спектакль-мюзикл лартнӑ. Ку ӗҫе театр Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе пурнӑҫлама пултарнӑ. Аслӑ классикӑмӑрӑн юмахӗсем тӑрӑх театрта кӑҫал тӑватӑ спектакль хатӗрленӗ.
Пукане театрӗнче мюзикл жанрӗпе пачах ӗҫлемен мар-ха. 18 ҫул каялла «Красная шапочка» лартнӑ, 2015-мӗшӗнче — «Светофор» шоу. Анчах ку, мӗн тесен те, наци сӗмӗллӗ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлачра 110 ҫул ҫитнине шута илсен ҫак ӗҫ пушшех те пӗлтерӗшлӗ.
«Голубка» мюзикла поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина тата вӗсен ывӑлӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай та кайса курнӑ.
Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, премьерӑна ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара кӗртмен. Анчах каярах ӑна пӗрех кӑтартӗҫ.
Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисткине Антонина Баулинӑна хисепленине палӑртса унӑн асӑну хӑмине уҫӗҫ. Хӑмана Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарӗҫ. Актриса унта 1972 ҫултан пуҫласа 2015 ҫулччен пурӑннӑ.
Асӑну хӑмине Раҫҫей художникӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Игорь Голубев хатӗрленӗ.
Антонина Баулина — Вырӑс драма театрӗн историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пултаруллӑ артистсенчен пӗри. Сцена ҫинче вӑл 56 ҫул вылянӑ. Пурнӑҫран 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уйрӑлнӑ.
Асӑну хӑмине уҫма культура, искусство ӗҫченӗсене, журналистсене, сцена ӑстисене, тӑванӗсене, актрисӑн пултарулӑхне хаклакансене Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт патне 13 сехет те 30 минута йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 734 - 736 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф ҫуралнӑ. | ||
| Юрий Сементер, чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Всеволод Георгиевич, ЧПУ ректорӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Раиса Сарпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |