Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тата «Ҫӗнӗ формат» продюсер центрӗ ҫӗнӗ концерта йыхравлать. «Кулас та килет, юрлас та килет!» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Концертра кулӑшпа сатира театрӗн артисчӗсем Леонид Петров, Ольга Ухтерикова, Николай Кляжев, Чӑнкӑ чӑваш бабкисем тата ытти артистсем пулӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе Константин Евруков, Полина Борисова, Андрей Думилин, Диана, Михаил Араскал, Любовь Семенова, Ольга Терентьева тата ыттисем савӑнтарӗҫ.
Билет хакӗ 250 тенкӗ. Туянма кӑмӑл пулсан 51-25-20 е 60-60-42 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Нарӑс уйӑхӗн 14-24-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш кӗввин фестивалӗ иртет. Нумаях пулмасть ку тӗлӗшпе пресс-конференци йӗркеленӗ.
Чӑваш кӗввин фестивальне йӗркелес шухӑш 2010 ҫулта ҫуралнӑ, ӑна тепӗр ҫул пурнӑҫа кӗртнӗ. Сӑмах май, чӑваш композиторӗсен кӗввисемпе хывнӑ спектакльсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех лартма тытӑннӑ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Григорий Хирпӳн «Нарспи» опери сцена ҫине тухӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Сарпике» спектакльне кӑтартӗҫ. Вӑл — пӗрремӗш чӑваш балечӗ, ӑна 1970 ҫулта лартнӑ. Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперине кӑтартӗҫ. Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче вара гала-концерт иртӗ. Унта куракан валли чылай интересли пулӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче ҫӗр ҫул тултарнӑ республикӑри чи аслӑ театр учрежденийӗ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ — республикӑри районсем тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Юбилея халалласа йӗркеленӗ ҫулҫӳревпе артистсем темиҫе района ҫитме ӗлкӗрнӗ-ха. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вӗсем Етӗрнери культура ҫуртӗнче Федор Павловӑн «Ялта» спектакльне кӑтартӗҫ.
Куракансемпе спектакль умӗн артистсем курнӑҫӗҫ. Ҫав шутра — Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснисем те. Вӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Василиса Петрова тата Петр Садовников, театр артисчӗсем Ирина Иванова, Надежда Зубкова, Григорий Федоров.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чӑваш драма театрӗ Алексей Островскин «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» вилӗмсӗр пьеси тӑрӑх куракан патне ҫитернӗ икӗ пайлӑ драмӑпа Хусанта пулӗ.
Кӑҫал ача-пӑча театрӗсене тата сӑнав драма театрне субсиди сахалрах парӗҫ. Анчах вӗсене «Театрсем — ачасем валли» тата «Пӗчӗк хуласен театрӗсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ малашне те уйӑрӗҫ.
Кӑҫал ача-пӑча театрӗсем, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 300 пин тенкӗ сахалрах илӗҫ. Пӗтӗмпе 3,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Иртнӗ ҫул ку пулӑшӑва Ҫамрӑксен театрӗ тата Пукане театрӗ тивӗҫнӗ. Вӗсем ку укҫапа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, ҫӗнӗ икӗ постановка сцена ҫине кӑларнӑ. Кӑҫал вара Ҫамрӑксен театрӗ Белянкинӑн «Юрату тата курайманлӑх» спектакльне хатӗрлӗ. Пукане театрӗ вара Тургеневӑн «Муму» спектакльне, Ганапольскаян «Алсиш» постановкине тата Пушкинӑн «Пулӑҫпа пулӑ ҫинчен хывнӑ юмах» спектакльне ачасене кӑтартӗ.
Сӑнав драма театре кӑҫал 5,6 миллион тенке тивӗҫӗ. Пӗлтӗр вара ку виҫе ҫур миллион тенке яхӑн ытларах пулнӑ. Кӑҫал театр ачасем валли «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино ҫулҫӳревӗ» спектакль сцена ҫине кӑларӗ.
Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмешкӗн 47 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхинчен 9 миллион тенкӗ ытларах. Ку укҫапа районсенчи 57 культура ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ыран, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртмелле. Пуҫламӑшӗ 10 сехетре.
Петр Степанович Краснов, институт директорӗ, пӗлтӗрхи ӗҫсемпе паллаштарӗ, малашнехи плансем пирки каласа парӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ сесси иртӗ. Пӗринче Вера Никифорова хальхи литературӑри ӗҫсем пирки каласа парӗ — унӑн доклачӗ ХХ-XXI ӗмӗрсен чиккинчи интеллектуаллӑ чӑваш прози тавра пулӗ. Иккӗмӗш сессинче Александр Кузнецов чӑваш диалектологийӗн ыйтӑвне ҫӗклӗ. Виҫҫӗмӗш сесси «Духовная культура чувашского народа» (чӑв. Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл культури) ятпа иртӗ. Унта В. Родионов, И. Кириллова, Н. Ефремова-Ильина, О. Терентьева, Т. Семёнова тухса калаҫӗҫ.
Паянхи гуманитари ӑслӑлӑхӗ мӗнпе сывланине пӗлес текенсене пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче В.А. Нестеровӑн «Над картой Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен картти ҫийӗн) кӗнекин иккӗмӗш кӑларӑмӗ пичетленнӗ. Унта пирӗн республикӑри топонимсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш Енри географи ячӗсен вӑрттӑнлӑхне XVI ӗмӗртен пуҫласа паянчченех пӗлме май пур.
Кӗнекери историпе топоним ячӗсене чӗлхене тата тематикӑна кура уйӑрнӑ. Чӑваш топонимне тарӑннӑн тишкернипе пӗрлех кунта тӑтӑш тӗл пулакан ытти ята та тӗпченӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекене Владимир Степанов редакциленӗ. Вӑл хӑй те кӗнекесем кӑларнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ пулӗ. Чӑваш кӗнеке издательствине куҫиччен В.В. Степанов «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫленӗччӗ, унти ача-пӑча кӑларӑмӗсенчен пӗрин, «Самант» журналӑн, редакторӗ пулнӑччӗ.
Чӑваш Енри Шӑмӑршӑ районӗнче кӗр енне ирттерекен «Грибной фестиваль» (чӑв. Кӑмпа фестивалӗ) мероприятие ҫӗршыв шайӗнче палӑртнӑ. Ку хыпара «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ пӗлтерет.
«Кӑмпа фестивальне» Шӑмӑршӑ районӗнчи наци паркӗнче 2013 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ. Унтанпа вӑл аталаннӑҫемӗн аталанса пынӑ. Халӗ унта ҫав тӑрӑхрисем ҫеҫ мар, ытти районпа хуларан та туристсем хутшӑнаҫҫӗ. Вырӑнти вӑрман поселокӗсенче пурӑнакансем хӑйсен апат-ҫимӗҫне — кӑмпа — сутаҫҫӗ. Тем тӗрлине те сӗнеҫҫӗ вӗсем: тӑварланине, маринадланине, типӗтнине, тин ҫеҫ пуҫтарнине. Фестиваль вӑхӑтӗнче туристсем кӑмпа та пуҫтараҫҫӗ, кӑмпа яшки пӗҫерсе те ҫиеҫҫӗ.
Ҫӗршыври чи лайӑх 17 проект шутне лекнӗ май «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Наталия Игнатьева тата унти туризм енӗпе ӗҫлекен Оксана Ревунова специалист нарӑсӑн 2-мӗшӗнче РФ Общество палатинче иртнӗ тӗлпулӑва хутшӑннӑ.
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче фольклор уявӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӑна хӗллехи Акатуй тесе хакланӑ. Уявра «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» регионсем хушшинчи радиоконкурса пӗтӗмлетнӗ.
Чӑваш Республикин тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрле Ӗренпур, Тутар, Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи чӑвашсем куракансене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе, илӗртӳллӗ ташӑ-ҫемӗпе килентернӗ.
«Епле ӗлккен курӑнаҫҫӗ тухья-хушпуллӑ пикесемпе арӑмсем. Чӑваш тӗрри-эрешӗ аякранах куҫа илӗртет, ҫепӗҫ юрри чуна тыткӑнлать, кӑмӑла уҫса ярать. Куракансем те пӗр вырӑнта чӑтса лараймарӗҫ. Халӑхран тухнӑ артистсемпе пӗрле юрласа-ташласа савӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ уявра пулнӑ хыҫҫӑн Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.
Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш клубӗ ҫумӗнчи «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ 3 юрӑ шӑрантарнӑ. Вӗсене «Пултарулӑхри хӑйне евӗрлӗхшӗн» номинацире чысланӑ.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.
Александр Галкин 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри педучилищӗре, унтан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Александр Галкин Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ, «Капкӑн» сатира журналӗнче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
1953 ҫулта вӑл ытти ҫамрӑк авторпа тутар ҫыравҫин Кави Наджмин «Весенние ветры» романне чӑвашла куҫарнӑ.
А. Галкин — лирика юррисен авторӗ те. Ҫапах та вӑл сатирӑпа юмор жанрӗнче уйрӑмах маттур пулнӑ.
Чӑваш Енӗн культура, национальность ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев опера юрӑҫисемпе тата балет ӑстисемпе тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Республикӑри чи пысӑк театр коллективне Константин Яковлев культура отраслӗнчи тата министерствӑри иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ.
Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен учрежденине аталантарас ыйтусене те хускатнӑ. Кӑҫалхи плансем ҫинчен учреждени директорӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров каласа кӑтартнӑ.
Аса илтерер, театрти пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑнчӗ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Йӗпреҫре ҫуралнӑ. Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |