Паян Чӑваш патшалӑх филармонийӗ куракансене «Чӑваш ҫӗрӗн чи лайӑх юррисем» концерта пуҫтарчӗ. Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнчи залра, малтан шантарнӑ пекех, чӑваш халӑхӗн авалхи, анчах паянхилле илемлетнӗ юррисемпе пӗрлех хальхи композиторсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ.
Концерта ертсе пыракан калашле, ҫулсем иртеҫҫӗ, вӑхӑт улшӑнать, «анчах пӗртен-пӗр япала ҫеҫ» малтанхиллех: паян та, унчченхиллех, чӑваш халӑхӗн чи лайӑх юррисене Чӑваш патшалӑх филармонийӗн чи лайӑх юрӑҫисем янӑратрӗҫ. Куракансене халӑх музыкин «Ҫавал» ансамблӗ, ансамблӗн инструментсен ушкӑнӗ, солисчӗсем, «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ, «Дуняша Style» фолк-ушкӑн тата «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ савӑк кӑмӑл парнелерӗ.
Мӗн ҫамрӑкранпа пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлекен, чӑваш эстрадин никӗҫлевҫисен — Николай Казаков композиторпа Борис Чиндыков сӑвӑҫӑн — ҫӗнӗ икӗ юррине те халӑх кӑмӑлтан йышӑнчӗ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Шупашкарти «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗ пӗчӗккисен хушшинче «Пӗчӗк паттӑр» конкурс ирттерет. Йӗркелӳҫӗсем ӑна пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ теҫҫӗ те, анчах ачасен спортри пултарулӑха та кӑтартма тивӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Унта ултӑ ҫулхи арҫын ачасене йыхравлаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хула шайӗнче йӗркеленӗ май хулари ҫак ҫулти мӗнпур ачана чӗнеҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен хӑйсемпе тата хӑйсен кӑсӑкланӑвӗпе паллаштарма тивӗ. Пултарнине кӑтартса памалли самантсем те пулӗҫ. Тата вӗсене чӑваш халӑхӗн авалхи спортӗнче, кӗрешӳре, тупӑштарӗҫ. Ҫакм енӗпе арҫынсем мӗн авалтан хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ.
Конкурспа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва +7 (8352) 23-04-66 телефонпа шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме юрать.
Тӗмен облаҫӗнчи Тобольск хулинче «Золотые купола» (чӑв. Ылтӑн куполсем) пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата Беларуҫпа Казахстанри 33 хуларан 1,5 пине яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнчи чӑваш юррин «Хавас» ансамблӗ «Халӑх вокалӗ. Ансамбль» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Маларах ҫак ушкӑн Тӗменти пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗччӗ.
Аса илтерер, пултарулӑх ушкӑнне Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ Лира Губарева ертсе пырать. Ансамбле 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли «Шевле» ушкӑн та пуҫарнӑ вӑл. Чӑваш наци культурине аталантарнӑшӑн Лира Губаревӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗпе тата Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.
Чӑваш халӑх, республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Айдар Хисамутдинов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский пӗлтернӗччӗ-ха. Унта вӑл вилӗм сӑлтавне кӑтартманччӗ. Ҫак самантра вара ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗнӗ хыпар, халӑх тетелӗсенче тата форумсенче ун чухнех сарӑлнӑ сӑмах чӑна килнине пӗлчӗ. «Idel.Реалии» сайтра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, артист ҫакӑнса вилнӗ.
Пултарулӑх ӗҫченӗсен хушшинче хӑйсенчен маттуртараххисене, ӑслӑраххисене, талантлӑраххисене юратманни-курайманни вӑрттӑнлӑх мар-ха. Айдар Хисамутдинова сцена ҫинче пӗрле тӑнисемех йӑштаса-муталаса-тӑлласа ҫитернӗ текен сӑмах та тӗнче тетелӗнче ҫӳрет.
36-ра ҫут тӗнчепе сывпуллашма шухӑш тытнӑ сцена ӑстин юлашки утӑмӗн тӗп сӑлтавне ҫапах та татса калаймӑпӑр.
Балет ӑсти мӗншӗн хӑй ҫине алӑ хунине тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкар делегацине Чӗмпӗр облаҫӗнчи С.Т.Аксаков ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче ӗнер ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Ҫак хыпара Светлана Гордеева поэт виҫӗ сехет каялла Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вулавӑшра чӑваш ача-пӑча кӗнекин «Халӑх мерченӗсем / Народные жемчужины» уявӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Тамара Григорьева тата Чӗмпӗрти эпир маларах асӑннӑ вулавӑшӑн пуҫлӑхӗ Татьяна Кичина уҫнӑ.
«Библиотечное краеведение — территория возможностей» (чӑв. Вулавӑшри таврапӗлӳлӗх — майсен территорийӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Кайран Светлана Гордеева, Галина Белгалис поэтсемпе, Чӑваш наци музейӗн сектор ертӳҫипе Андрей Зарубинпа тӗлпулусем, ӑсталӑх сехечӗсем иртнӗ.
Светлана Гордеева Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн музейӗнче пулнине те хавасланса пӗлтернӗ.
Паян Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре Николай Естафьев (1918-1986) поэт ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Николай Филиппович Евстафьев 1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Йӗкер ялӗнче ҫуралнӑ. Похвистневӑри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. 1939 ҫулта Япони вӑрҫине хутшӑннӑ, 1945 ҫулта — Маньчжурие ирӗке кӑларма.
Н. Евстафьев чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ, куҫаруҫӑ евӗр те ӗҫленӗ. Вӑл К. Симоновӑн, Н. Хикметӑн, В. Маяковскин, С. Смирновӑн, С. Щипачевӑн, С. Антоновӑн, С. Михалковӑн, С. Грибачевӑн, О. Шестинскийӗн, болгари поэчӗн А. Тодоровӑн, украина поэчӗн С. Репьяхӑн хайлавӗсене чӑвашла, чылай чӑваш поэчӗпе прозаикӗн ӗҫне вырӑсла куҫарнӑ.
Хӑй вӑл литературӑпа критиӑа статйисем те ҫырнӑ.
Иркутск облаҫӗнчи Зима хулинчи чӑвашсем икӗ хут уява пухӑнӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен, хулари чӑвашсен центрне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитет иккен. Иккӗмӗшенчен, унти «Пилеш» чӑваш ансамблӗ 15 ҫул тултарать.
Вӑл тӑрӑхри чӑвашсемшӗн паллӑ икӗ пулӑма ака уйӑхӗн 20-мӗшенче «Горизонт» культура ҫуртӗнче 13 сехетре ирттересшӗн. Малтан уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, кайран программӑна юрӑпа ташӑ ӑстисем малалла тӑсӗҫ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи Зима хулинчи уяв ҫинчен ҫав енчи чӑвашсен «Юлташ» коммерцилле мар автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Иркутск облаҫӗнчи чукун ҫул техникумӗнче «Чӑваш культурин кунӗ» иртнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Питӗр хулинче гастрольте пулассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти артистсем Литейнӑй проспектӗнчи Патшалӑх драма театрӗн сцени ҫине ҫине тухнӑ. Гастрольти пӗрремӗш кун вӗсем И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кӑтартнӑ, ӗнер — Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Туя туй пек тӑвар-и»? камите.
Артистсене халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Спектакль вӗҫленсен те куракансем артистсене сцена ҫинчен чылайччен яман, «Маттур, маттур!» — тесе пӗр саслӑн кӑшкӑрнӑ. Чӑваш спектаклӗшӗн тунсӑхланӑ куракансем Шупашкарти драма театрӗн артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑлтан киленнӗ.
Иртнӗ эрнере Пушкӑртстанри Пелепей район администрацийӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен VII «Силпи асамачӗ» фестиваль-конкурс ирттерессипе ӗҫлӗ канашлӑва пуҫтарӑннӑ.
Администрацин социаллӑ аталану управленийӗн ертӳҫи Олег Данилин уява йӗркелес енӗпе ятарлӑ йышӑну тунине, унӑн программипе ӗҫ планӗ хатӗррине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенчи мероприяти РФ Президенчӗн фончӗ пулӑшнипе иртӗ.
Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Яковлев тата хулари «Урал-Батыр» наци культурисен центрӗн директорӗ Людмила Джима та сӑмах каланӑ. Хӑнасем хамӑр республикӑри районсемпе хуласемсӗр пуҫне Тутарстанпа Чӑваш Республикисенчен, Ӗрӗнпурпа Самар облаҫӗсенчен ҫитмелле. Фестиваль-конкурсӑн суйлав турӗ «Урал-Батыр» наци культурисен центрӗнче иртет пулсан гала-концерта хулари Тӗп культура керменӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл 16:00 сехетре пуҫланӗ тесе «Урал сасси» хаҫатӑн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хыпарланӑ.
«Idel.Реалии» сайтра чӑваш наци юхӑмӗн 90-мӗш ҫулсенчи хастарӗпе Виктор Егоровпа интервью пичетленнӗ. 1989 ҫулта ҫак ҫын Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ.
Виктор Аванмарта халӗ художник тата скульптор евӗр пӗлеҫҫӗ. Хушма ятӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрма йывӑр мар: аван + мар + арт (ӳнер).
Виктор Ааванмарт чӑваш наци уявӗсене епле ирттернине те каласа кӑтартнӑ. Пӗлтӗр вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ялавӑрта Акатуйра пулнӑ иккен. Уявра казаксен хорӗ, районти культура ҫуртӗнчи тата вырӑнти артистсем юрланӑ. Ларекра тавар сутакансем чӑвашла юрланисӗр пуҫне сцена ҫинче пӗр чӑваш юррине те илтмен Виктор Аванмарт.
Шкулсенче чӑваш чӗлхине хальхи пек пӗчӗк шайра вӗрентни наци туртӑмӗнчен пистерекен прививкӑпа тан тесе шухӑшлать вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |