Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куракана «Шупашкарти савни сывпуллашать» камит премьерине пухрӗ. Вӑл — «Шупашкарти савни» спектакль ярӑмӗн юлашки серийӗ. Аса илтерер, 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче театрта «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камит лартрӗҫ. Пьеса авторӗ — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров.
Спектакльти тӗп сӑнарсене унчченхи артистсемех калӑплаҫҫӗ. Натали ролӗнче — чӑваш халӑх артистки Полина Чамжаева, унӑн упӑшки Йӑкӑнат — чӑваш халӑх артисчӗ Александр Степанов, Ҫтаппан — чӑвах халӑх, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, унӑн арӑмӗ Лисук — чӑваш халӑх артистки Светлана Савельева.
Спектакле Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Оринов лартнӑ.
Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑра «Учӳк» фестивале черетлӗ хутчен йыхравлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулӗ. Заявкӑсене ҫк уйӑхӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кама леш енчи тӗне кӗмен чӑвашсен ҫулленхи «Учӳк» уҫӑ фестивалӗ яланхи пекех Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пулать. Тутарстанран тата Раҫҫейри ытти регионсенчен пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ».
Фестиваль программи пуян. Ирхи 6 сехетре «Учӳк» йӑлине ирттерӗҫ. Унта фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. 11 сехетре пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ пуҫланӗ. 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехет те 30 минутчен ачасемпе спорт лапамӗсем ӗҫлӗҫ. 14 сехетре чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ пуҫланӗ. Фестиваль 15 сехетре хупӑнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Шупашкарти савни сывпуллашать» камит премьерине чӗнет. Вӑл «Шупашкарти савни» спектакль ярӑмӗн юлашки серийӗ пулӗ. Кун пирки театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтерчӗ.
«Шупашкарти савни» спектакле ҫирӗм ҫул ҫитсен ҫӗнӗрен лартнӑччӗ, «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма ӳнер учрежденийӗ 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йыхравланӑччӗ.
Аса илтерер, 1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов.
Комсомольски районӗнчи «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмра чӑвашла юрлӗ.
Аса илтерер, Чӑваш Енри ансамбль ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоу ӳкерме хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Каҫалсем телекӑларӑмра «Садра» юрра шӑрантарнӑ. Комсомольски районӗнчи «Тӗп клуб тытӑмӗ» муниципалитетӑн хысна унитарлӑ учрежденийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫалсене телекӑларӑма пӗлтӗрех чӗннӗ иккен. Чӑваш ансамбльне «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» «Алтын Майдан» пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннӑ чух курса килӗштернӗ имӗш.
Чӑвашсем телекурава парнепе кайнӑ, Леонид Якубович вӗсен уҫӑ кӑмӑлне ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, тав тунӑ.
Кӑҫал Республика кунӗ вырсарникуна лекет. Ытти ҫул ҫав уявра халӑх каннӑ пулсан кӑҫал мӗн тӑвӗҫ ыйту республикӑра пурӑнакансене кӑсӑклантарнине ӑнланма пулать. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх инспекцийӗ ЧР Элтеперӗ Администрацине ҫак ыйтупа ҫыру та янӑ.
«Чӑваш Республикинчи патшалӑх уявӗсем ҫинчен» саккунпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне патшалӑх уявӗ, ӗҫлемен уяв кунӗ тесе йышӑннӑ. Ӗҫлекенсен канмалли кунне тата ӗҫлемелли мар уяв кунне тухӑҫлӑ усӑ курас тесен Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн канмалли кунсене урӑх кунсене куҫарма ирӗк пур. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ун пек йышӑну туманнине кура ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ урӑх куна куҫмӗ», – хуравланӑ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ Ертӳҫи Юрий Васильев.
Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов асӑннӑ муниципалитет Республика кунне хатӗррине пӗлтернӗ. Аса илтерер, кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗ Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв мероприятийӗсене йӗркелеме, объектсене ҫӗнетме муниципалитет Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне — 10 миллион тенке — тивӗҫнӗ.
Республика кунӗ тӗлӗнче Красноармейски районӗнче ҫӗнӗ объектсем хута кайӗҫ: фельдешрпа акушер пункчӗ, «Юмах» ачасен кану вырӑнӗ тата ытти те. Республика кунне хатӗрленсе ирттерес ыйтусене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ ларура тишкернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗсем уяв мероприятийӗсене епле хатӗрленни пирки отчет тунӑ. Яваплӑ министрсем те сӑмах илнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шӑматкун каҫхине» спектакле пӗрремӗш хут кӑтартӗҫ. Кӑркӑс драматургӗн Мар Байджиевӑн пьесине тӑван чӗлхене Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев куҫарнӑ. Спектакле театрӑн ҫамрӑк артисчӗ Василий Иванов лартнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, литература хайлавӗнче хускатнӑ ыйтусем чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх-мӗн, пьесӑра кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗ те — тӗп вырӑнта.
Палӑртса хӑвармалла, Мар Байджиев – кӑркӑс прозаикӗ, публицист, драматург, журналист, театрпа кино режиссёрӗ, литературовед, куҫаруҫӑ. Унсӑр пуҫне вӑл — Кӑркӑс ССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Кӑркӑсстан халӑх писателӗ, наци киноакадемийӗн академикӗ.
Элӗк районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, «Акатуй — 2018» районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланмалла. Уява хатӗрленес ӗҫсем унта малалла пыраҫҫӗ. Районти культура ҫурчӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче уяв валли мотоцикл кирлине пӗлтернӗ.
«Театрализацилеме «Урал», «Днепр», «И» люлькӑллӑ мотоциклсем кирлӗ. Водительпе пулсан аванрах. Ун пек мотоцикл пуррисене районти культура ҫуртне 22-0-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтатпӑр. Телефонпа тӗплӗнрех ӑнлантарӑпӑр», — тесе ҫырнӑ унта.
Иртнӗ шӑматкун Акатуя Патӑрьел районӗнче пухӑннӑ. Унтисем сухапуҫпа сухаланине те евӗрленӗ.
Акатуйсем районсенче хальхи вӑхӑтра малалла тӑсӑлаҫҫӗ.
Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Акатуй ирттернӗ. Ҫакӑн пирки унти хастарсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.
Уява Приютинӑри литературӑпа художество музей-ҫуртӗнче пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑссен ҫав тӑрӑхри «Ший корно» организацийӗ «Пеледыш пайрем» уяв йӗркеленӗ. Икӗ халӑхӑн наци мероприятийӗсене ирттерме Ленинград облаҫӗнчи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ пулӑшнӑ.
Акатуя вырӑнти чӑвашсен шурсухалӗ Николай Осипов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн «Юрату» чӑваш ансамблӗ «Алран кайми аки-сухи» шӑрантарнӑ.
Мероприятие юрӑ-ташӑпа 17 тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ малалла тӑснӑ. Тӑван ҫӗртен аякра тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине палӑртса чунтан савӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашские куклы. Чӑваш пуканисем» касса кӑлармалли кӗнеке пичетленнӗ. Икӗ чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ кӑларӑм авторӗ — Елена Енькка. Художникӗ те вӑл хӑех. Кӗнекене чӑвашла Ольга Васильева куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ — 2 пин экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере — тӑватӑ тус: Сарине, Илемпи, Сентти тата Атнар. Вӗсене кӑларӑмӑн варрине вырнаҫтарнӑ. Ытти страницӑра — ачасене тумлантармалли ҫи-пуҫ тата эрешсем. Хитре ятсемлӗ арҫын ачасемпе хӗрачасене тухья, хушпу, сурпан, шупӑр, кӗпе, шӳлкеме тата ытти тумтир сӗнме пулать.
Кӗнеке кӑларакансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене тумлантарма хӑтланни пӗчӗккисемшӗн ҫеҫ мар, аслисемшӗн те усӑллӑ пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |