Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче юсав пуҫланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, филармонинчи пултарулӑх ушкӑнӗсене культурӑн ытти учрежденине куҫарнӑччӗ: симфони капеллине — Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне, юрӑпа ташӑ ансамбльне — Трактор тӑвакансен культура керменне, филармоние — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне тата Трактор тӑвакансен культура керменне.

Юсав ӗҫӗ епле пынипе ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев паллашнӑ. Строительсен курав залӗнче амфитеатр тумалла, чӳречесемпе алӑксене ылмаштармалла, вентиляци тата кондици тытӑмӗсене ҫӗнетмелле, шалта илемлетмелле. Юсава 2020 ҫул вӗҫӗнче пӗтермелле.

 

Чӑвашлӑх
Сантр Савкилта
Сантр Савкилта

Мӗншӗн ҫӗр ҫул ытла чӑвашсем хушшинче Яковлев культне —

чӑвашсен вӑйсӑрлӑхне — сараҫҫӗ? Ҫапларах ыйту тавра пуҫ ватать чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта). Вӑл ҫакна халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

Сантр Савкилта шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн халӑха Иван Яковлев пӗтме суннӑ, ӑна вара халӑх ашшӗ туса хунӑ. «Патша тытӑмне (Раҫҫейри кирек епле влаҫ пекех: унччен те, кайран та чӑвашсене туртакан лаша вырӑнне хунӑ) хирӗҫҫисем пирки вӑл евитленӗ, вӗсене пур енлӗ ура хунӑ. Иван Юркин (вӑт кама асра тытмалла) 1880-мӗш ҫулсенчех чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне, «Пӑлхар», кӑларма тӑнӑ. Анчах Иван Яковлев, чӑвашсен аслӑ тусӗ, хаҫата кӑларма чарма пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ Сантр Савкилта.

Александр Савельев Германири Йена хулинче кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцине хутшӑннӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall15176_1735
 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Альберт Айзманӑн «Прощальный поход» кӗнеки пичетленнӗ. Кӑларӑмӑн редакторӗ — Борис Чиндыков. Вӑлах кӗнекене пухса хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ 1000 тиражпа пичетленнӗ.

Кӗнекене калавсем тата Николай Айзман (1905–1967) ҫинчен биографилле роман кӗнӗ. Ҫапла, кунта сӑмах паллӑ чӑваш драматургӗ, режиссерӗ тата актерӗ, «Кай, кай Ивана» камит авторӗ пирки пырать.

«Прощальный поход» кӗнекере 1950—1960 ҫулсенчи пулӑмсене ҫутатнӑ. Кӗнекери тӗп сӑнарсем — ахаль ҫынсем: студентсем, рабочисем тата ватӑсем. Пурнӑҫри кӑткӑс самантсене вӗсенчен кашниех хӑйне майлӑ йышӑнать.

Кӗнекен пӗрремӗш пайне Альберт Айзман ашшӗн, Николай Айзманӑн, ал ҫырӑвӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Иккӗмӗшӗнче — «Написать комедию…» биографилле роман.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче этнопедагогикӑна никӗсленӗ паллӑ педагогӑн Геннадий Волковӑн «Кил илемӗ» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна иккӗмӗш хут ӗнтӗ пичетлеҫҫӗ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче калӑпласа кӑларнӑ.

«Кил илемне» пысӑках маи калавсемпе юмахсем кӗнӗ. Вӗсем урлӑ автор тӑван халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлне, ӑрусен ҫыхӑнӑвне, ҫемье хакне кӑтартаҫҫӗ. Пӗчӗккисене вӑл аслисене, ашшӗ-амӑшне, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме вӗрентет. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсенче асра юлакан сюжетсем, ваттисем сӑмахӗсем, ӑнланмалла чӗлхе тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.

Кӗнеке тиражӗ — 1000 экземпляр.

Геннадий Никандрович Волков Волков — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), СССР тата Раҫҫей шайӗнчи академик; ҫыравҫӑ. 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

 

Культура

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканалпа кӑтартакан «Ты супер!» конкурса хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӳресен умӗнче вӑл «Queen» рок-ушкӑнӑн «The Show Must Go On» юррине шӑрантарнӑччӗ.

Паян вӑл телепроектӑн чӗрӗк финалне хутшӑнчӗ. Унта Ҫӗмӗрле хӗрӗшӗн виҫҫӗн сасӑларӗҫ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Игорь Крутой вара тӑхтаса тӑчӗ, суя нотӑсем самай пулнине палӑртрӗ.

Виктория Трончук Наталия Подольская юррине суйланӑ. Конкурса Н. Подольская та пынӑ. Ҫӗмӗрле хӗрне хавхалантармалла вӑл унпа юрларӗ.

«Ты супер!» конкурса Раҫҫейри, Абхазири, Азербайджанри, Арменири, Грузири, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Молдовӑри, Украинӑри, Эстонири, Кӑнтӑр Осетири ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑскерсем.

 

Культура

Ӗнер, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» (чӑв. Иван Яковлев — чӑваш культурин патриархӗ ) темӑпа вулавӑш диктанчӗ иртнӗ. Диктант ҫырма республикӑри 170 лапамра — вулавӑшсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче — май туса панӑ.

Акцие хутшӑнакансен Иван Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ 20 ыйтӑва хуравлама тивнӗ. Тӗрӗс хуравшӑн 5 балл лартӗҫ.

Вулавӑш диктантне мӗнпур район хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уйрӑмах хастаррисем Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Тӑвай, Канаш, Комсомольски тата Элӗк районӗсем пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хӑйсен пӗлевне студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулавӑша ҫӳрекенсем тӗрӗсленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ.

 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, эрне кун, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институчӗн керменӗнче 16 сехетре Юрий Скворцовӑн «Амаҫури» калавӗ тӑрӑх ӳкернӗ кӗске метрлӑ фильма кӑтартӗҫ.

Ку ӗҫӗн режиссерӗ — Николай Семенов, операторӗ — Илтимӗр Ефремов, сценари авторӗ — Владимир Карсаков.

Этем чунне тарӑннӑн уҫса пама пултаракан ҫыравҫӑн хайлавӗ тӑрӑх кино ӳкерме шикленменни — хӑех паттӑрлӑх. Ҫапла харсӑрланнисем — маларах эпир асӑннӑ аслӑ шкулта кино ӳкеркенсен ӑсталӑхӗн вӗренекенсем тата унта ӗҫлекенсем.

Кинори ӗҫ вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ май авалхи ҫурта, савӑт-сапана, тумтире шыранӑ. Ку енӗпе Аэлита Бельская продюсер маттур пулнӑ. Вӑлах Митя рольне вылякан ачана тупнӑ. Фильма Муркаш районӗнчи Шаптакра ӳкернӗ. Амаҫури сӑнарне Зоя Илларионова калӑпланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgiki.ru/34670-2/
 

Культура
Надежда Андреева сӑн ӳкерчӗкӗ
Надежда Андреева сӑн ӳкерчӗкӗ

Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Максим Горький ҫыравҫӑн «На дне» пьеси тӑрӑх ҫавӑн ятлӑ спектакль лартнӑ. Вӑл 14 сехетре пуҫланнӑ.

Театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна вырӑс ҫыравҫи, прозаикӗ тата драматургӗ Максим Горький ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенче театра «Алеша Пешков» спектакле куракансем юратса йышӑннӑ. Вырӑс классикӗн «На дне» пьеси те тарӑн шухӑшлине шута илсе суйланӑ та театр.

«На дне» спектакле Дмитрий Петров режиссер лартнӑ, художникӗ – Лариса Комиссарова, ҫутӑ художникӗ – Александр Щукин, кӗвӗпе музыкальное Федор Алексеев илемлетнӗ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнеки пичетленнӗ.

«Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑранпа кӑҫал 170 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви пӗчӗк вулакансем валли парне хатӗрлерӗ – И.Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури. A little mouse on a walking tour» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унта кӗске калавсемпе пӗчӗк юмахсем кӗнӗ. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата акӑлчанла – хатӗрленӗ. Акӑлчанла Вячеслав Платонов куҫарнӑ», — Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова.

Вӗрентекенӗмӗр пултарулӑхӗпе унччен паллашнисем хайлавсенче Иван Яковлев халӑх сӑмахлӑхӗпе анлӑ усӑ курнине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.

Ҫитменнине тата хайлавсем кӗске пулин те кашнинче тарӑн шухӑш пытаннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Паян пӗтӗм чӑваш тӗнчи тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерет. Асла вӗрентекенӗмӗрӗн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб иртнӗ, Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче вара ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ уява пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчи хастар йӑхташӑмӑрсем те ҫак куна асра тытса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкара та, сӑмах май, тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ.

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшакан Николай Федоров Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинчи Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине чечек ҫыххи хунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 258, 259, 260, 261, 262, 263, 264, 265, 266, 267, [268], 269, 270, 271, 272, 273, 274, 275, 276, 277, 278, ... 448
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 07

1971
54
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1988
37
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2016
9
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та