Ҫӗнӗ Лапсарта вырнаҫнӑ «Акация» культура керменӗнче ватӑсем валли ташӑ каҫӗсем йӗркелеҫҫӗ. Кунӗсем тесен тӗрӗсрех пуль-ха. Ватӑ ҫынсем валли кун пек канӑва культура ӗҫченӗсем кӑнтӑрлах йӗркелеҫҫӗ.
Ӗнер те, ав, унта иртенпех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Ташламашкӑн кӗҫнерникунсерен май туса панине хӑнӑхса ҫитнӗ (ку мероприятие йӗркелеме тытӑнни виҫӗ уйӑх иккен) ватӑсем Культура керменне хаваспах пухӑннӑ. Виҫӗ уйӑхра вӗсем пӗрне-пӗри аван пӗлсе ҫитнӗ, паллашма та ӗлкӗрнӗ. Юрӑ-ҫемме илсен, тивӗҫлӗ канури хастарсем иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенчи музыкӑна кӑмӑллани сисӗнет.
Кинеми-мучисем валли ташӑ каҫне йӗркелеме пулӑшаканни — Шупашкарти Ленин район администарцийӗн общество канашӗн пайташӗ Роман Каляев.
Ӗнерхи программӑна Наталья Покровская хутшӑннӑ. Вӑл юрланӑ та, хӑй ҫыракан сӑвӑсене те вуланӑ.
Ӗнер пӗрремӗш хут ботаника пахчине кӗрсе куртӑм. Вӑл ҫул хӗрринчен инҫе те мар вырнаҫнӑ пулин те, Шупашкартан Кӳкеҫ еннелле кайнӑ чухне яланах асӑрхатӑн пулин те кӗрсе курас тӗлӗшпе ӑнӑҫлах вырнаҫман. Шӑп ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ ун пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ пулин те унпа паллашакансем сахал. Ман пекех ӗнтӗ. Эп хам та ӗнер унта ӑнсӑртран лекрӗм темелле. Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма кайма вӑхӑт ирттермеллеччӗ те (час пушантӑм) ҫула май кӗрсе тухас терӗм.
Шалта вара, курмалли те, кӑсӑкли те — пайтах. Ҫавӑн пирки сире каласа кӑтартасшӑн та.
Шала кӗрес умӗн асӑрхаттару хӑми ҫакӑнса тарать: чечексем татма, курӑк пуҫтарма, кӑвайт чӗртме юрамасть. Ботаника пахчине кӗрсе паллашасси тӳлевлӗ пулма пултарасси пирки те ҫырнӑччӗ-ха. Ҫавах та ман умӗн ҫынсем чиперех кӗрсе кайнине шута илтӗм те хам та кӗрсе паллашас терӗм.
Шала кӗрсен кунти тирпейлӗхе асӑрхарӑм. Ҫӳп-ҫап пуҫтармалли баксем кашни кӗтесрех лараҫҫӗ. Мӗн кӑмӑлсӑрлантарчӗ — ытларах пайпа ҫӳп-ҫап канма килекенсенчен юлать. Ботаника пахчинчи ӗҫченсем вара хӑйӗн ӗҫне лайӑх тӑваҫҫӗ — ҫав ҫынсем хыҫҫӑн пуҫтарса пыраҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри хули 160 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ку шӑпах Раҫҫей кунӗнче пулнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫав кун Акатуя та паллӑ тунӑ.
Хулана Мария Александровна императрицӑна халалласа ят панӑ. Атӑл хӗрринче унӑн палӑкӗ те пур. Шӑпах унта музыкӑпа литература программи енӗпе мероприяти иртнӗ. Чӑваш поэчӗсем хӑйсен сӑввисене вуланӑ. Ҫавӑнтах лирика кӗвви янӑранӑ.
Атӑл хӗрринчи лапамра иртнӗ ӗмӗрсенчи тумсене тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем ҫӳренӗ. Хресчен пурнӑҫне сӑнлакан музейра пулса курма май килнӗ. Мероприятие тӗрлӗ район-хуларан килнӗ мусӑкҫӑсем хутшӑннӑ.
Пултарулӑх тӗлпулӑвне интереслӗ, пултаруллӑ ҫынсем пухӑннӑ. Пурне те вӗсене кӗвӗ, пултарулӑх тата Сӗнтӗрвӑрри хулине юратни пӗрлештернӗ.
Эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ, ӗнер Ҫеҫпӗл Мишшине асӑнса унӑн палӑкӗ умӗнче сӑвӑ вуласа митинг ирттерчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чӑвашсен Ҫимӗкӗ кунӗнче (вӑл ӗлӗкренпе кӗҫнерникуне лекет) Шупашкарти иккӗмӗш ҫӑвара канлӗх тупнӑ Ҫеҫпӗл Мишши амӑшне те асӑнчӗҫ.
Николаева Агафия Николаевнӑна (1879.02.21–1970.12.07) асӑнма тӑванӗсем, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, чӑваш халӑхӗн историне тӗпчекен Сергей Щербаков ҫитрӗҫ. Вӗсем паллӑ поэтӑн амӑшне чӑваш йӑлипе ҫӑкӑрпа тата ытти апат-ҫимӗҫпе асӑнчӗҫ.
Каласа хӑварас пулать, Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑпри ӑҫта вырнаҫни пӗр хушӑ ҫухатнӑ пулнӑ. Вӑл ӑҫта выртнине темиҫе ҫул каялла кӑна тупнӑччӗ. Вӑл тапхӑрта Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн вилтӑприне юнашар канлех тупнӑ ачан амӑшӗ пӑхса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та асӑнма килекенсем 9 ҫулта куҫне хупнӑ Виталине те пылак ҫимӗҫпе асӑнмасӑр иртсе каймаҫҫӗ.
Етӗрнере СССР халӑх артисчӗн Николай Мордвиновӑн палӑкне уҫасшӑн.
Палӑка тума тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ку енӗпе халӗ Раҫҫей художникӗсен Питӗрти правленийӗн ертӳҫи Альберт Чаркин скульптор ӗҫлет.
Паллӑ артистӑн палӑкне уҫас ыйтӑва Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк никӗсне ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ямалла. Бюста авӑн уйӑхӗнче уҫасшӑн.
Николай Мордвинов 1901 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Етӗрнере, купса ҫемйинче ҫуралнӑ. Ю. А. Завадскийӑн театр-студинче вӗреннӗ. 1940 ҫулта ӑна Моссовет ячӗллӗ Мускаври академи драма театрне ӗҫе илеҫҫӗ. 1935 ҫултах вӑл кинора ӳкерӗнме тытӑннӑ. «Последний табор» (чӑв. Юлашки тапӑр) фильмра вӑл Юдко чикана вылянӑ, «Маскарадра» — Арбенина.
94 ҫул каялла, 1922 ҫулта чӑваш халӑхӗн чи палла сӑвӑҫисенчен пӗрин — Ҫеҫпӗл Мишшин — чӗри тапма чарӑннӑ, вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ. Ҫак куна палӑртса паян унӑн Шупашкарти палӑкӗ умӗнче митинг иртрӗ. Пухӑннӑ культура ӗҫченӗсемпе Ҫеҫпӗл Мишши тӑванӗсем паллӑ сӑвӑҫа асӑнчӗҫ, сӑввисене вуларӗҫ.
Асӑну мероприятине Валери Туркай сӑвӑҫ ертсе пычӗ. Сӑмах илекен кашни ҫынна вӑл Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуласа пама сӗнчӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов, Светлана Асаматпа Раиса Сарпи сӑвӑҫсем, Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева тата ыттисем пулчӗҫ. Вӗсенчен кашни Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуласа пачӗ.
Асӑну мероприятийӗ палӑк умне чечек хунипе вӗҫленчӗ.
Сӑмах май, ыран чӑваш хастарӗсем Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине кайса Ҫеҫпӗл Мишши амӑшне асӑнма кайса килӗҫ. Унта 14 сехет тӗлне ҫитмелле.
Кӑҫал Чӑваш Енре «Уҫӑ Атӑл» фестиваль пӗрремӗш хут иртет. Ӑна регион сӑн-сӑпачӗн ыйтӑвӗсене, туризма рекламӑлассине халаллӗҫ.
Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 14–17-мӗшӗсенче Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре туризма аталантарас енӗпе координаци канашне йӗркеленӗ.
Фествиальте виҫӗ лапам иртӗ: конкурс, вӗренӳ тата ӑслӑлӑхпа практика. Экспертсемпе спикерсен йышӗнче маркетинг тата реклама тытӑмӗнчи профессионалсем пулӗҫ.
Фестивале хутшӑнакансем туризм маркетингӗнчи тӗнчери брен-гуру тата Раҫҫейри, Беларуҫри, Украинӑри, Казахстанри брендингӗсенчи ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗҫ.
Канмалли кунсемпе уявра чылай районта Акатуй иртнӗ. Тӑвай районӗн халӑхӗ те ӗҫпе сухапуҫ уявне паллӑ тунӑ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ҫитнӗ.
Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче уяв спорткомплексӗнче уҫӑлнӑ. Хӑнасене пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Малтанах пурне те район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке саламланӑ.
Алла Самайлова тӑвайсене Михаил Игнатьев ятӗнчен саламланӑ. Министр ял ӗҫченӗ пысӑк хисепре пулнине палӑртнӑ. Ялсене аталантарас ӗҫ кал-кал пынине те каланӑ вӑл: асфальт ҫул пур, ҫӗнӗ шкулсем хута каяҫҫӗ, ФАПсем, спорткомплексӗсем ҫӗкленеҫҫӗ…
Чи маттуррисене те чысланӑ. Спорта юратакансем кире пуканне йӑтассинче, мини-футболра, кӗрешӳре тата ытти тӗсре вӑй виҫнӗ. Хӑнасем наци ҫимӗҫӗсемпе сӑйланма пултарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗн куравӗнче «Нумай нациллӗ Раҫҫей» фестиваль иртет. Ӑна Раҫҫей кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Ҫавна май ҫӗршыври халӑхсен культури тата йӑли-йӗрки валли тимлӗх ытларах уйӑрӗҫ.
«Халӑхсен туслӑхӗ» фонтан патӗнчи сцена ҫинче иртекен концерт программи пуян пулӗ. Унта тӗрлӗ наци ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Кӑҫал Чӑваш Республикинчен унта «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ кайӗ. Ӑна РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
«Уяв» ушкӑн пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫейри, республикӑри, хулари фестивальсенче тата конкурссенче лауреат, дипломант ятне пӗрре мар илтнӗ. Ушкӑн ӗлӗкхи йӑла-йӗркене манмасть. Вӗсен репертуарӗ 1985 ҫултанпа пуян.
Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртанта хальхи вӑхӑтра ял уявне хатӗрленеҫҫӗ. Ытти хӑш-пӗр ялти пек ӑна ҫулсерен йӗркелемеҫҫӗ — пилӗк ҫулта пӗрре пухӑнаҫҫӗ. Хӑҫан уявлассине Ҫимӗке кура палӑртаҫҫӗ. Ун умӗнхи шӑматкун ял уявне йӗркелеҫҫӗ.
Ял кунӗччен вырӑнтисем тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Кил умне кӑна мар, урама та хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Пӗве хӗррине пӑрахса хӑвармаҫҫӗ: ун тавралла ӳсекен курӑка ҫулса тирпейлеҫҫӗ, тасатмаллине тасатаҫҫӗ. Унта-кунта ӳсекен ват йывӑҫсемпе кирлӗ-кирлӗ мар хунава та касса тухаҫҫӗ. Ӗҫе пӗр самантра вӗҫлеме ҫук та, темиҫе кунах аппаланаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗчченех тимлеме палӑртса хунӑ. Ваттисен праҫникӗнче вара яла хӑна-вӗрле пуҫтарӑнӗ. Тӑван-пӗтенпе тата ял-йышпа пӗрле савӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |