Ӗнер Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Эдисон Патмарӑн черетлӗ кӗнекине хӑтланӑ. «Нӳхрепри миллионер» ят панӑ пысӑках мар пичет кӑларӑмне виҫӗ повеҫ кӗнӗ. Автор пӗлтернӗ тарӑх, ку вӑл унӑн — 150-мӗш, юбилейлӑ кӗнеки.
«Нӳхрепри миллионер» повеҫре ӗҫлемесӗр пуясшӑн ҫунакансем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Вӗсенчен пӗрисем вӑйӑ выляса пуйма астарҫҫӗ, теприсем, наччасрах пуяс тесе, автор калашле, «йӗмсӗр тӑрса юлаҫҫӗ».
«Чӗрӗ виле» повеҫре автор тепӗр тӗнче пурах тесшӗн. Унта вӑл ҫынсем ӑнланмалла мар тӗлӗксем курнине, ҫавсем тепӗр чух япӑх ӗҫрен тытса чарнине, тӗлӗксене ӑша хывмаллине палӑртнӑ.
«Ытла та ухмах тӗнче» повеҫре ватти те, яшши те тӗнче тетелӗнче пӗр-пӗринпе паллашни, унтах укҫа туни тата ытти пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Кӗнекене алла илнисем хакланӑ тӑрӑх, повеҫсем ҫӑмӑллӑн вуланаҫҫӗ, хитре чӗлхепе ҫырнӑ.
Наци вулавӑшӗнчи кӗнеке хӑтлавне хутшӑннисем хушшинче ӑслӑлӑх кандидачӗсем Вячеслав Ендеров, Анатолий Скворцов, Вениамин Вишневский, Иван Дубанов вӗрентекен тата ыттисем пулнӑ.
Ҫу пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ене «Раҫҫей-Культура» телеканал валли Питӗрти телекуравҫӑсем «Письма из провинции» ярӑмри кӑларӑм валли ӳкерме килнӗ.
Провинцире пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫӗпе паллаштаракан документлӑ тата публицистикӑлла фильмӗсенче хӑйсен йӑли-йӗркине, чӗлхине тытса пыракансемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӑларӑма хатӗрлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, передачӑсенчи сӑнарсем — хӑйсен тӑрӑхне чӑннипех юратакан ҫынсем.
Паян 13 сехет те 10 минутра пирӗн тӑрӑхра ӳкернисене кӑтартнӑ. Кӑларӑм хӑнисен шутӗнче Георгий Фомиряков художник-этнофутурист, Василий (Паскье) игумен, авалхи йӑласене упракан Радомир (Александр Попов), Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи шкул 1961 ҫулта ҫуннине хай куҫпе курнӑ Аркадий Гаврилов, хӑйӑр анимацийӗн художникӗ Вероника Кузьмина пулнӑ.
Тӗнче литературин архивӗ Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе хатӗрленӗ «Нарспи» аудиокӗнеке ҫӗршыври чи сумлӑ «Ревизор» конкурсӑн шорт-листне кӗнӗ.
Жюри тӗплӗ суйланӑ, 2 уйӑх сасӑлав иртнӗ хыҫҫӑн проект финала тухнӑ. Кӑҫал конкурса 200 ытла организаци хутшӑннӑ: издательствӑсем, кӗнеке сутакан сетьсем, вулавӑшсем. Вун-вун регионтан ӗҫсем килнӗ.
«Нарспи» аудиокӗнекене тӗнчипех хатӗрленӗ темелле. Михаил Ефремов автор сӑмахӗсене вулама килӗшни те проекта ҫӗнтерме пулӑшнӑ-тӑр. Сӑмах май, конкурса проект вырӑнне аудиокӗнеке пӗрремӗш хут тӑратнӑ.
Проект продюсерӗ тата режиссерӗ — Виталий Баев. «Чӗрӗ кӗнеке» радиопа, туристсен троллейбусӗнче янӑрать. Икӗ чӗлхепе вуланӑ кӗнекепе шкулсенче усӑ кураҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хули пысӑк юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Савӑнӑҫлӑ уяв авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫав кун Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарать. Ҫавна май мероприятисен программи анла пулӗ.
Уяв ирхи 10 сехетре пуҫланать. Тӗп лапамра «Ӑстасен хули» вырнаҫӗ. Вӑл урапасене юратакансем валли шоу хатӗрленӗ.
Хулари кану тата культура паркӗнче ачасем валли вылямалли лапамсем ӗҫлӗҫ, суту-илӳ палаткисем пулӗҫ. Унта шӳтлӗ фотосесси тума, сувенир укҫана саккаспа хатӗрлеттерме май пулӗ. Ҫавӑн пекех боди-арт, мастер-тату енӗпе ӗҫлӗҫ, спектакль кӑтартӗҫ.
Уявра «Кӗр парнисем» композицисен фестивалӗ те ӗҫлӗ. Ҫавӑнтах ҫамрӑк ӳнерҫӗсен куравӗ пулӗ.
Шупашкара Мускаври Вырӑс балет театрӗ гастроле килнӗ. Вӗсем сцена ҫинче «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) постановкӑна кӑтартма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Шӑматкун «Ромео и Джельетта» балета курнӑ. Кӑҫалхи гастроль ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров пулӑшнипе иртнӗ. Вырсарникун гала-концерт пулнӑ. Унта пирӗн артистсем те хутшӑннӑ.
Гастрольпе Пысӑк театр солисчӗсем Дина Косырева тата Андрей Меркурьев килнӗ. Вӗсен — тӗп парти. Артистсем Шупашкара пӗрремӗш хут мар килнӗ. Вӗсем балет фестивалӗсене хутшӑннӑ ӗнтӗ.
Мускав артисчӗсем Шупашкарта виҫӗ каҫ пулнӑ. Вӗсем кунти симфони оркестрӗпе пӗрле сцена ҫине тухнӑ. Пирӗн симфони оркестрӗ ҫак ушкӑнпа Германире тата Люксембургра 2014 ҫулта пулнӑ. 2015 ҫулта вара Араб Эмиратне ҫитнӗ.
Ушкӑн хореографӗ — ҫамрӑк балерина Людмила Титова. Вӑл сцена ҫине тухма та ӗлкӗрет. Людмила «Ромео и Джульетта» постановкӑра тӗп сӑнара калӑплать.
Чӑваш патшалӑх академи драмӗ театрӗ черетлӗ 99-мӗш сезона авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫма палӑртса хунӑ. Кӑҫалхине Константин Иванов ячӗллӗ театр И.С. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗпе пуҫлӗ.
Ку постановкӑна театр вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа лартнӑччӗ. Спектакльте ҫамрӑк пуҫӗпе ҫавӑн пек поэма ҫырса хӑварма пултарнӑ маттур ҫинчен кӑна мар, Максимов-Кошкинский сӑнарне те кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш сценин театрӗ ҫине ку спектакле ҫӗнӗрен кӑларнӑ хыҫҫӑн хальлӗхе 18 хутчен кӑтартнӑ. Театртисем пӗлтернӗ тарӑх, ӑна курма ултӑ пине яхӑн ҫын пынӑ. Ҫамрӑксем те ку ӗҫпе кӑсӑкланнине палӑртмалла.
Ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезон авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫассине эпир пӗлтернӗччӗ.
Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсене тишкерсех тӑратӑп. Ара, малтанхилле пичет кӑларӑмӗсене темиҫешер экземпляр ҫырӑнса илме пӑрахрӑмӑр та, тӗнче тетелне кӗрсе пурнӑҫ таппипе паллашатпӑр. Оппозици шутланакан интернет-МИХсенчен пӗринче, "Правда ПФО"-ра, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетекен лару пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта кампа кам пӗр чӗлхе тупайманни, кампа кам мӗн пайлайманни таранах асӑнни пур. Анчах сӑмахӑм ун пирки мар.
Статьяра Шупашкарти "Ҫеҫпӗл" кинотеатр пулнӑ ҫурта хула харпӑрлӑхӗнчен республикӑна куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ. Ҫулталӑк ҫурӑ каялла ӑна Шупашкара панӑ. Хальхи вӑхӑтри пултарулӑх центрӗ ятпа ӗҫлекен ҫав ҫурта паян каялла республика харпӑрлӑхне илесшӗн-мӗн. Унта "культура министрӗн ҫумӗн Вячеслав Ориновӑн ку енӗпе чее план пуррине" пӗлтернӗ. "Влаҫа ҫитнӗ ҫамрӑксен театрӗн экс-режиссерӗ" "Ҫеҫпӗл" ҫуртне ҫамрӑксен театрӗ валли уйӑрасшӑн имӗш. Материалта: "Трактор тӑвакансен культура керменне парас тенӗ те ҫуркунне — май килмен, халӗ "Ҫеҫпӗле" куҫ хывнӑ", — шухӑш палӑрать.
Паян Шупашкарти «Салют» культура ҫуртӗнче кинеми-мучисем валли ташӑ ретро-программи йӗркеленӗ. Вӑл — унти «Ветеран» клуба ҫӳрекен ватӑсем валли.
Вӑхӑта хавас йышпа ирттерме тата ташлама культура ҫуртне 100 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Капӑрланса та хитреленсе пынисем пӗр-пӗринпе кӑмӑлтан паллашнӑ.
Ретро-программӑна ҫӳрекенсене вальс, танго, ча-ча-ча, фокстрот тата ыттине ташлаттарма хӑнӑхтараҫҫӗ.
Кинеми-мучисене ташша пухиччен культура ҫуртӗнчи диско-зала юсаса ҫӗнетнӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Алимов ертсе пыракан ташӑ ушкӑнне ҫӳрекен ҫулланнӑ ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшнӑ.
Ҫӗнӗ ташӑ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа хастар ватӑсене «Салют» культура керменӗн артисчӗсем Галина Чечнева, Инна Григорьева, Галина Аникина, «55 плюс» ансамбль саламланӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ сезона ҫӗнӗ спектакльпе уҫать. Чаршава 84-мӗш хутчен уҫма «РэПКА» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмаха суйласа илнӗ.
Ҫапла, спектаклӗ пурте мӗн пӗчӗкрен пӗлекен ҫарӑк пиркиех. Анчах Ҫамрӑксен театрӗ ӑна урӑхла лартма шантарать. Ӗҫе Егор Шашин композиторпа, Борис Лагода либретто авторӗпе, Наталья Шамбулина режиссерпа пӗрле пурнӑҫланӑ. Наталья Шамбулинӑна режиссер тесе йӑнӑш ҫырнӑ теме кирлӗ мар. Ҫапла, хальхинче ҫак актер хӑйне режиссер пек кӑтартӗ.
Детектива ҫавӑрнӑ юмахра Чӑваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Дмитриев, Татьяна Зайцева-Илина выляҫҫӗ. Тата, паллах, театрӑн ытти артисчӗ те сцена ҫине тухӗ.
Спектакле 10 тата 13 сехетсенче пӗчӗк залра кӑтартӗҫ.
Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурта (халӗ ӑна КВНа хатӗрленекенсем тата туй-ҫуй ирттерекен «Артефакт» ятлӑ организаци, «Куча Мала» медиа центр йышӑнни паллӑ) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне парасси пирки сӑмах-юмах тухнӑччӗ.
Ку хыпара ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Ҫуртсӑр хӑшкӑлнӑ театр тата ун шӑпишӗн пӑшӑрханакансем ыйту тинех татӑласса шанса лӑпкӑн сывласа ячӗҫ пулсан, «Ҫеҫпӗлте» тӗпленнӗ ушкӑнсем хӑйсене килсӗр тӑратса хӑварасран пӑшӑрханса ӳкнӗ.
Анчах халӗ «КВН» общество организацийӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринче республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлевпа тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫипе Юрий Васильевпа тӗлпулу иртнине пӗлтернӗ. Унта «Ҫеҫпӗлти» организацисем «Ҫеҫпӗлтех» юласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Маларах «Ҫеҫпӗле» пӑхма пынисем Ҫамрӑксен театрӗн делегацийӗ пулнӑ имӗш, анчах вӗсем хайсем тӗллӗн ҫӳренӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |