Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» проекчӗ «Лукойл» компани ирттерекен социаллӑ тата культура программисен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтернине маларах пӗлтернӗччӗ.
Театр социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проекта унччен те пурнӑҫланине палӑртмалла. Аса илтерер, ӑна пурнӑҫа кӗртме сцена ӑстисем Раҫҫейӗн Культура министерстви йӗркеленӗ «Театр+Халӑх» проекта хутшӑннӑ. Проект сусӑр ачасене, тӑлӑхсене, ашшӗ-амӑшӗсӗр хӳттисӗр юлнисене, сусӑр ҫынсене, ватӑсене сцена ӳнерӗ урлӑ пулӑшас тӗллевлӗ.
«Театрин» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫурлан 25-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Чӑваш Енӗн Ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрӗнче пулнӑ, 29-мӗшӗнче — Шупашкарти ача ҫуртӗнче. Унти пӗр арҫын ачана театр ӗҫченӗсем Ачасен театр студине ҫӳреме йыхравланӑ. Ара, вӑл сцена ҫинче пулма питӗ юратать-мӗн.
Паян Чӑваш Республикин халӑх артистки, Раҫҫейӗн Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫӳрекенсем чӑннипех кӑмӑллакан артистка Валентина Ситова 55 ҫул тултарать.
Сӑнӗ-кӗлеткипе тепӗр хӗртен чипер, пултарулӑхӗпе куракана тыткӑнлакан артистка Патӑрьел районӗнчи Йӑлӑм Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1983 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине илнӗ.
Артистсемпе паллаштарнӑ чух вӗсем вылянӑ рольсене асӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Юратнӑ театр сценине виҫӗ теҫетке ҫул ытла панӑ ҫыннӑн сӑнарӗсене асӑнса пӗтерейӗ-и вара?! Валентина Ситована куракан пек хакласа калас тӑк вӑл камитри роле калӑплать-и е драмӑллине-и — пурне те ӗнентермелле вылянине палӑртмалла. Мӗнех, театрта ҫӗнӗ сезон уҫӑлсан Валентина Ситовӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртессе чунтанах кӗтетпӗр.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Лидия Филиппова сӑвӑҫ, журналист, публицист, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗ «Чун таппи» кӗнеке хӑтлавне ирттерет.
Лидия Ивановнӑн ӗҫ вырӑнне юриех кайран асӑнтӑм. Ытти ҫӗрте еплине пӗлместӗп те, анчах ӗҫтешӗсем умӗнче хӑй пуҫлӑх иккенне палӑртас йӑла ҫук унӑн. Лидия Филиппова, ман шутпа, чи малтанах, — сӑвӑҫ. Чунӗ ҫемҫе пулин те ҫирӗп вӑл, кӑмӑлӗ хуҫӑлсан та шӑмарса ҫӳремест, кӳрентерсен те ҫилле вӑрах тытмасть, такӑнмалли пулсан та пуҫне усмасть. Мана вӑл хӑш чухне мифологинчи Феникс кайӑкӑнах туйӑнать: хӑйне хӑй ҫунтарать те кайран кӑмрӑкран чӗрӗлсе тӑрать.
«Чун таппи» кӗнекене алла илсен ҫакӑнта эп калани чӑн пулнине вулакан хӑех ӑнланса илӗ. Унта — чун хӳхлевӗ. Унта — чун ыратӑвӗ. Унта — чун кӗрешӗвӗ. Унта — чун талпӑнӑвӗ. Унта — чун хӑвачӗ. Унта — чун таппи.
Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Хӑтлава Лидия Филиппова пултарулӑх анинчи чӗрӗк ӗмӗре халалласшӑн. Поэзи уявне ирттерме хастар хутшӑнакана автор «Чун таппине» парнелеме шантарать.
Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗнчи палӑксене шута илме палӑртнӑ. Ку ӗҫе республикӑн Культура министерстви 3–4 ҫулта вӗҫлеме пулать тесе шухӑшлать.
Инвентаризаци вӑхӑтӗнче истори тӗлӗшӗнчен паха мӗнпур палӑка Раҫҫейӗн пӗрлехи реестрне кӗртмелле. Ку ыйтӑва ҫак эрнере правительство ларӑвӗнче хускатнӑ. Ларӑва хутшӑннисем культура тата истори палӑкӗсенчен хӑшӗсем списокра кӑна пуррине, анчах вӗсем пурнӑҫра ҫуккине палӑртнӑ.
«Ыйтусем пур. Харпӑр хӑй е предприяти-организацисен харпӑрлӑхӗнчисен тӑрӑмӗ пур чухне те йӗркеллӗ мар. Кунсӑр пуҫне пачах хуҫасӑр объектсем те пур. Вӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара пама пулать — сӑмахран, палӑка — 1 тенкӗпе».
Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра культура эткерлӗхӗнчи 660 ытла объект, ҫав шутран 221-шӗ — федераци тӗллевӗллӗ.
Юрӑ чуна хӑпартать кӑна мар, ӗҫлеме вӑй-хал та хушать. Ҫакна культура ӗҫченӗсем питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑнпах вӗсем уй-хир ӗҫченӗсене хавхалантарма концертпа тухса ҫӳреҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫ тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем, вулавӑшра вӑй хуракансем, «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамблӗ уй-хире тухнӑ. Агитбригада вырмара тӑрӑшакансем патне чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ.
Уйра ӗҫ хӗрсех пынӑ. Ҫапах ӗҫчен халӑхӑн концерт курма вӑхӑт тупӑнатех. Агитбригада «Порфирьев» фермер хуҫалӑхӗнче юрласа ташланӑ. Ыттисемпе пӗрле хӑй Олег Порфирьев та тар кӑларса ӗҫленӗ. Хуҫалӑхра тыр-пулӑн ҫуррине пухса кӗртнӗ ӗнтӗ.
Малалла агитбригада склада ҫул тытнӑ. Унта ҫамрӑксем тырӑ типӗтнӗ. «Артистсем» ҫитсен вӗсем те сывлӑш ҫавӑрса илме ларнӑ. Каччӑсем чӑтса ларайман — хӑйсем те ташша тухнӑ. Вырӑсла тата чӑвашла юрӑсем ахаль те ӗҫчен халӑха тата вӑйлӑрах тӑрӑшма вӑй хушса хӑварнӑ.
Сӑнсем (13)
Красноармейски районӗнчи Ванюшкасси ялӗ те хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче ял халӑхӗ уяв лапамне пухӑннӑ.
Ванюшкассисем ҫуралнӑ куна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сценӑна вӗсем «С праздником» баннерпа илемлетнӗ, саксем лартнӑ. Малтанах ванюшкассисене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Андрей Владимирович Ванюшкассинче ӗҫчен ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Ав нумаях пулмасть Вадим Николаев РФ Федераци Канашӗн пайташӗ пулса тӑнӑ.
Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Ольга Белоусовӑна, Геннадий Владимирова, Анатолий Леонтьева, Олег Леонтьева, Василий Лукина, Марина Платоновӑна, Зинаида Яковлевӑна тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Петрова пухӑннисене Ванюшкасси ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Унтан тӗрлӗ конкурссем ирттерсе чи маттуррисене чысланӑ.
Концерт вӗҫленсен ташӑ каҫӗ малалла тӑсӑлнӑ.
Сӑнсем (41)
Кӑҫал Элӗк 320 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май элӗксем юбилее анлӑн паллӑ тунӑ.
Уяв ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗвеллӗ кун Элӗке ҫын нумай пухӑннӑ. Унта «Савнӑ ялӑм, тӑван ялӑм» литература салонӗ ӗҫленӗ. Ӑна Элӗкри тӗп вулавӑш хатӗрленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем Элӗк историне пухнӑ, паллӑ ентешӗсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ. Пухнӑ материала «Элӗк: паян тата ӗнер. 320 ҫул» кӗнекене кӗртнӗ.
Кӗнеке куравне Элӗк районӗ пирки тухнӑ кӑларӑмсене кӗртнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем буклетсем, летопиҫсем, дайджестсем хатӗрлеме те ӳркенмен. Унтах вулавӑшри «Аста алӑ» кружока ҫӳрекенсен ӗҫӗсене кӑларса хунӑ.
Стенд ҫине Элӗк аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсем пирки ҫырса хунӑ. Вӗсен йышне район ертӳҫисем, тухтӑрсем, культура ӗҫченӗсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, спортсменсем, ҫыравҫӑсем кӗнӗ.
Ҫав кун элӗксем литература салонне ҫитсе курса Элӗк тата ун ҫыннисем пирки чылай интереслине пӗлнӗ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗ уява пухӑннӑ. Халӑх ял уявне анлӑн паллӑ тунӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ: Ҫӑкалӑхьялӗ 340 ҫул тултарнӑ.
Уява пӗрремӗш хут 1997 ҫулта Николай Михайлов пуҫарӑвӗпе паллӑ тунӑ. Вӑл — ял старости. Унтан ҫынсем 2003 ҫулта уява пухӑннӑ. Кайран ял 335 ҫул тултарнипе паллӑ тунӑ. 2013 ҫулта та ҫакалӑхьялӗсем пӗрле ташласа савӑннӑ. Халӗ те ял юбилейне халӑх туслӑн пухӑннӑ.
Уяв Николай Чудотворец часавайӗ тата ҫӑлкуҫ патӗнчен пуҫланнӑ. Унта Илия атте шыва сӑвапланӑ. Унтан халӑх клуб умне пухӑннӑ та «Алран кайми аки-сухи» юрланӑ.
Хисеплӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем чечек куравӗпе паллашнӑ, чӑваш апатне тутаннӑ, килте вӗретнӗ сӑра ӗҫнӗ.
Ҫӑкалӑхьялӗсен ял уявӗнче чи маттуррисене чысласси йӑлана кӗнӗ. Чи хастаррисем — Ольга Иванова, Галина Егорова, Валентина Алексеева, Серафима Архипова, Александр Ильин, Нина Иванова, Екатерина Никитина — хисепе тивӗҫнӗ. Ҫемьере нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакансене те чысланӑ.
Халӑха «Ҫӑкалӑх» вокал ансамблӗ, чӑваш эстрада юрӑҫисем юрӑсемпе саламланӑ.
Клуб пулсан ял пурӑнать тесе шухӑшлать Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов. Паян вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ май унти культура ӗҫченӗсемпе, клубра тата вулавӑшра тӑрӑшакансемпе курнӑҫнӑ. Министрпа ирттернӗ тӗлпулӑва районти тӳре-шара та хутшӑннӑ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков тата унӑн ҫумӗ — вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова хутшӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи культура ӗҫченӗсем тата библиотекарьсем пирки вӗсем пуҫаруллӑ, районпа республикӑра иртекен пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Вадим Ефимов ҫитес ҫул унти Михайловкӑра ҫӗнӗ клуб тӑвассине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри районсенче алла яхӑн клуб тӑвасине пӗлтернӗ май ялта клуб пӗлтерӗшне пысӑка хурса палӑртнӑ.
Сӑнсем (8)
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Культура министерстви проект пуҫарнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар 55 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ.
Химиксен хулинче пӗр эрне спектакльсем кӑтартӗҫ. Унта Чӑваш Енри паллӑ театрсем хутшӑнӗҫ. Социаллӑ культура проекчӗ «Театр эрни ятлӑ». Аса илтерер: химиксен хули ҫурлан 30-мӗшӗнче 55 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Паян «Химик» культура керменӗнче 18 сехет ҫурӑра «Сарпике» балет лартнӑ. Ыран, ҫурлан 26-мӗшӗнче, унтах Ҫамрӑксен театрӗ ачасем валли «Один дома» спектакль кӑтартӗ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче «Химик» культура керменӗнчи концерт залӗнче Чӑваш драма театрӗ «Чикагӑри асаттен пурлӑхӗ» спектакле лартӗҫ. Унтах тепӗр кун Вырӑс драма театрӗ «Азалия» камит кӑтартӗ.
Ҫурлан 30-мӗшӗнче 15 сехетре «Клоунсен карнавалӗ» шоу пулӗ. Унта Чӑваш патшалӑх эксперимент драма театрӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |