11-мӗш класран вӗренсе тухакансем студент пулса тӑнӑранпа пӗр уйӑх ҫитрӗ. Вӗсем хӑш енӗпе пултаруллӑ? Мӗн тума пултараҫҫӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ 1-мӗш курсри студентсене тӗрӗслеме шухӑшланӑ.
Юпан 22–23-мӗшӗсенче Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче факультетсен хушшинче «Перловка» конкурс иртӗ. 1-мӗш курсра вӗренекен хастар студентсем хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартӗҫ.
Юпан 22-мӗшӗнче ӳнерпе музыка вӗреневӗн, шкулчченхи тата коррекци педагогикин тата психологин, технологипе экономика, управлени, вӑй-хал культурин факультечӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Тепӗр кунхине историпе филологи, ют чӗлхесен, физикӑпа математика, естественнӑй вӗренӳ, психологипе педагогика факультечӗсем вӑй виҫӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ юбилей ҫулӗнче ҫынсене савӑнтарас тесе почта открыткисен ҫӗнӗ ярӑмне кӑларни пирки республикӑн Культура министерстви хыпарлать. Хальхинче вӑл наци темиллӗ открыткӑсем кӑларнӑ. Малтанхи партине вӑл чӑваш художникӗсем Шупашкара сӑнланӑ ӳкерчӗксене усӑ курса кун ҫути кӑтартнӑччӗ.
Музея пырса ҫӳрекенсем ҫак шухӑша кӑмӑлласа йышӑннӑ. М.С. Спиридоновӑн чиперккисем, Н.В. Овчинниковӑн тӗп сӑнарӗсем, Н.К. Сверчковӑн тӑван халӑх пурнӑҫӗнчи сюжетсем тӑван тӑрӑхӑн ытармалла мар пуянлӑхне, чуне уҫса параҫҫӗ. Ю.А. Зайцевӑн «Хӑмла» триптих та унат вырӑн тупнӑ. Е тата Н.К. Сверчковӑн «Чӑваш туйӗ» ӳкерчӗке илер-и?
Асӑннӑ открыткӑсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче туянма май пур.
Сӑнсем (3)
Ӗнер Чӑваш патшалӑх филармонийӗн концерт залӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин черетлӗ сезон уҫӑлнӑ. Ҫак кун Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗпе пӗр килнӗ. Уява пуҫарма хӑй вӑхӑтӗнче Дмитрий Шостакович композитор сӗннӗ.
Концерт программине Ф. Шубертӑн 8-мӗш симфонийӗпе уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн Дж. Россинин «Сорока-воровка» оперин увертюри янӑранӑ. Иккӗмӗш пайра К. Орфӑн «Бернауэрин» хайлавӗ куракана савӑнтарнӑ. Ӑна пирӗн ҫӗршывра иккӗмӗш хут кӑна куракан патне ҫитернӗ. Чи малтан ӑна Питӗрте 2005 ҫулта янӑратнӑ. Пирӗн республикӑшӑн вӑл — премьера. Бавари пьеси композиторӑн юратнӑ хайлавӗ пулнӑ. Унӑн никӗсӗнче — Агнесс Бернауэрин герцогиня пирки калакан легенда. Тухатмӑш тесе суя сӑмах кӑларнӑ хыҫҫӑн ӑна Танайра (Дунайра) путарса вӗлернӗ. Халӗ вӑл — Баваринчи чи хисеплӗ сӑваплӑ ҫынсен шутӗнче. «Бернауэрин» хайлава симфони оркестрӗ тата симфони капеллин хорӗ, «Классика» муниципалитетӑн юрӑ капелли янӑратнӑ. Солисчӗсем — Юлия Маркитанова (сопрано), Василий Николаев (тенор), Алексей Петров (баритон), Динара Юнисова (сопрано), вулаканӗ — Екатерина Александрова. Дирижерӗ — Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.
Шупашкарти М. Горький урамӗнчи «Заварка» чей клубӗнче чӑваш ӳнерҫисен ыркӑмӑллӑх куравӗ иртет. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пире пӗлтерет. Хӑйсен ӗҫӗсемпе Арина Перцева, Ольга Альфонс тата Атнер Маков паллашма сӗнеҫҫӗ. Курава Арина Перцевӑн хӗрне — Настьӑна — ДЦП чирӗнчен сыватма укҫӑ-тенкӗ пухма йӗркеленӗ. Ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене туянма та пулать.
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑш-пӗр ӳкерчӗксене туянма та ӗлкернӗ иккен. Теприсем укҫан пулӑшу кӳнӗ. Сӑмах май Настьӑна амӑшӗ Германине пӗрре илсе кайса сыватса килнӗ ӗнтӗ.
Арина Перцева Алексей Альфонс ӳнерҫӗн хӗрӗ пулать. Курава вӑл «Черное море. Якорная щель», «Черное море. Лазаревское», «Лазурный берег» тата ытти ӳкерчӗксене, ҫав шутра натюрмортсене те, вырнаҫтарнӑ. Ольга Альфонс — Аринӑн тӑванӗ пулать. В. Суриков ячӗллӗ ӳнер институчӗн студенчӗ курава «Прекрасный край», «Маковое поле», «Портрет в модерне» ӗҫсене илсе килнӗ. Атнер Маков та Ольга вӗренекен институтра пӗлӳ пухать. Куравра унӑн «Сказочная Индия» (чӑв. Юмахри Ӗнчӗ ҫӗршывӗ) ӳкерчӗкпе паллашма май пур.
Чей клубӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх курав юпа уйӑхӗнче те ӗҫлӗ. Сутӑннӑ ӳкерчӗксем вырӑнне ӳнерҫӗсем тепӗр ӗҫсене илсе килеҫҫӗ.
«Хусан чӑвашӗсем» Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. 1941–1945 ҫулсенче вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ аслашшӗ-кукашшӗсене халалласа, П.Хусанкай ҫырнӑ сӑвӑ тӑрӑх юрӑ хайласа, вӗсем курма юрӑ (видеоклип) ӳкернӗ.
Рок-ушкӑнӑн лидерӗ Алексей Наумов пӗлтернӗ тӑрӑх, съемкӑна Элкел районӗнчи Сиктӗрме тата Хӑрата ялӗсенчен 22 ҫын хутшӑннӑ. «Клипа ятарласа Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче ӳкерес терӗмӗр. Унти лару-тӑру, поэт утнӑ вӑрман сукмакӗсем пире калама ҫук хавхалантарчӗҫ, — тет композитор. — Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи салтак тумӗсене тӑхӑнсан хамӑра 70 ҫул ӗлӗкрехри вӑхӑтра туйрӑмӑр. Ҫак самантчен пиртен никам та историлле клипсенче ӳкерӗнсе курман, ҫавӑнпа та нумай хатӗрленме, съемка вӑхӑтӗнче хумханма тиврӗ. Ҫапах та чӑваш арҫыннисен кӑмӑлне каякан курма юрӑ ӳкертӗмӗр пек туйӑнать, мӗншӗн тесен унта сӑмах пурте юратакан мунча ҫинчен пырать».
Клипа чӳк уйӑхӗнчи Чӑваш Республикинчи гастрольсем хыҫҫӑн хӑтлама палӑртнӑ.
Сӑнсем (5)
Юпан 4-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче тепӗр хут «Поэтсен балӗ» музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Унта Рустем Галич тата «АrСо» квартет (Сергей Григорьев, Оксана Милицина, Гульсина Григорьева, Надежда Казакова), оперӑпа балет театрӗн солисткисем Маргарита Финогентова, Татьяна Прытченкова хутшӑнӗҫ.
Рустем Галич АПШра, Раҫҫейре, Европӑра гастрольсемпе нумай пулать, ӳнер вулавӗн жанрне сарать. Йӗркелӳҫӗсем поэзи каҫӗ кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ара, унта ҫынсене хаваслӑх парнелеме юратакан чӑн-чӑн профессионалсем хутшӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.
Ыран — Ватӑсен кунӗ. Республикӑри хула-районсенче ку уява паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗшри драма ушкӑнӗ ҫак кун ватӑ ҫынсене спектакльпе савӑнтарасшӑн. Вӗсем сцена ҫине Н.И.Артемьев пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Вова йӑмри» спектакле кӑларасшӑн.
Драма ушкӑнӗ ҫак кунсенче сцена ҫине тухмашкӑн тӗплӗн хатӗрленнӗ. Репетицисем кашни кун 19 сехетрен пуҫласа 21 сехетчен иртнӗ.
Пьесӑри рольсене хайлав авторӗ Н.Артемьев, районти тӗп пульницӑн ӗҫченӗ Л.Степанова, Н.Михайлова педагог, газ операторӗ В.Кузьмин, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен Г.Манишев калӑплаҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Оперӑпа балет театрӗ ҫӗнӗ сезона «Нарспи» поэмӑпа уҫнӑ. 55-мӗш сезон уҫӑлнӑ чухне зал лӑк тулли пулнӑ. «Нарспи» оперӑн ҫӗнӗ варианчӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Унта халӑх йӑли-йӗркине лайӑх уҫса кӑтартнӑ. Оперӑри кӗвӗ те ҫӳллӗ шайра пулнӑ.
Актерсен тумтирӗсем те чаплӑ пулнӑ. Вӗсене йышӗнче пӗрешкелли курӑнман. Тумтире Мускаври ҫӑмрӑк ӳнерҫӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна ку ӗҫре пултарулӑх ушкӑнӗ те пулӑшнӑ.
Тумтир енӗпе ӗҫлекен ӳнерҫӗ Нина Федорова каланӑ тӑрӑх, театрта тури чӑвашсен тумтирне ҫеҫ кӑтартаймӑн. Унта — чӑваш костюмӗн паллисем.
Сцена та ҫӗнӗ тумтир «тӑхӑннӑ». Декорацисем хӑвасем пулнӑ. Вӑл кашни чӑваш ялӗнчех тӗл пулать.
Актерсем оперӑна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Константин Ефремов Тӑхтаман рольне 15 ҫула яхӑн калӑплать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку постановка ӑна ҫывӑх пулнӑ. Оперӑра Тӑхтаман — вӑй питти арҫын. Нарспи сӑнарӗ вара хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн пулса тухнӑ. Унан кӑмӑлӗ — ҫирӗп. Сетнер амӑшӗн сӑнарӗ хурлӑхлӑ пулса тухнӑ. Опера финалӗ халӗ Авалхи Грецири трагедие аса илтерет.
Ангелина Павловская 4–5 ҫул хушшинче ҫырас ӗҫре питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑн кашни ҫулах пӗрер кӗнеке пичетрен тухса пынӑ. 2010 ҫулта «Саланнӑ кӗлте», 2011 ҫулта «Сапаскар хӗрӗ» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. Вулакансем 2013 ҫулта «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 1-мӗш кӗнекипе паллашнӑ. Кӑҫал, 2014 ҫулта, «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 2 -мӗш кӗнеки кун курнӑ, ӑна вулакансем чӑтӑмсӑр кӗтнӗ. Роман сюжечӗ ҫав тери ҫивӗччӗн явӑнса пырать. Романа амӑшӗсене халалланӑ гимн теме те пулать. Анчах та ҫак хайлавӑн вӗҫӗ пӗтмен иккен. «Ҫак кӗнекери сӑнарсен малаллахи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансен 3–мӗш кӗнекине ҫырса пӗтерсе пичетрен тухасса ҫулталӑк кӗтме лекет», — тесе пӗлтереҫҫӗ Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗнче.
Ангелина Павловская Пысӑк Енккасси ял вулавӑшӗнче яланах кӗтнӗ хӑна. Вӑл 10–мӗш класра вӗренекен ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ. Хӑйӗн ҫырас ӗҫӗ хӑҫан тата мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен каласа панӑ, ҫӗнӗ кӗнекисемпе паллаштарнӑ. Унтан паянхи ҫамрӑксем мӗнле пурӑнни, мӗнпе интересленни ҫинчен калаҫнӑ. Ҫак темӑна ҫыравҫӑ «Саланнӑ кӗлте» хайлавӗнчи Венера сӑнарӗпе тӗслӗх илсе кӑтартнӑ.
Ыран Самар облаҫӗнчи Жигулевск ялӗнче «Жигулевск тӑвӗн менельникӗ» фестиваль иртет. Унта вырӑнти чӑвашсен «Телей» фольклор ансамблӗ те хутшӑнмалла.
Уяв пирки кӗскен каласан, вӑл ирхи 11 сехетрен тытӑнса 16 сехетчен иртмелле. Фестивале Жигули (чӑв. Шухӑль) ял тӑрӑхӗ, лаша туризмӗн клубӗ, культура управленийӗ, ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен комитет йӗркелеҫҫӗ. Уява хаваслӑ сӗм кӗртме вырӑнти фольклор юрӑҫисем хутшӑнӗҫ, ҫав шутра — маларах асӑннӑ ансамбль те. Менельник ячӗпе ятарласа хатӗрленӗ ту ҫине хӑпармалли хатӗрсем, вӗренерен хатӗрленӗ хула пулмалла. Лашапа экскурси те йӗркелӗҫ. Таврапӗлӳлӗхҫӗсем валли «Ӑсчахсен ларми» йӗркелӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |