Паллӑ классикӑмӑрӑн, Константин Ивановӑн, вилӗмсӗр поэминчи тӗп геройсене Шекспир хайлавӗнчи тӗп сӑнарсемпе те танлаштараҫҫӗ. Ҫакна, паллах, тӗрлӗрен йышӑнакан пур-тӑр. Апла-и, капла-и, юрату авӑрне пуҫ ҫухатасла путнӑскерсен ҫапах та пӗр пеклӗхӗ ҫук мар-тӑр ҫав.
Юрӗ, тӗп сӑмахӑмӑр ун пирки мар-ха. Калаҫӑвӑмӑр — вилӗмсӗр «Нарспи» поэма кун ҫути курнӑранпа кӑҫал 105 ҫул ҫитни ҫинчен. Паллӑ пулӑма халалласа культура тата вӗренӳ учрежденийӗсем тӗрлӗ мероприяти ирттерес пирки иккӗленӳ ҫук темелле. Акӑ, Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял вулавӑшӗ «Ку вӑл унӑн юбилейӗ» ятпа пӗр кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ те ӗнтӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ, халӑх вӗрентӗвӗнче пысӑк тӳпе хывнӑ профессор, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн пирвайхи чӑваш хаҫатне пуҫарса яраканӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май унта та кунта тӗрлӗ мероприяти иртет.
Элӗкри тӗп вулавӑшра, ав, «Халӑха пилленӗ пурнӑҫ» темӑпа калаҫу йӗркеленӗ. Мероприятие халалласа «Николай Никольский — паллӑ историк, этнограф, филолог» темӑпа курав-экспозици хатӗрленӗ. Вулавӑша пухӑннисем ӑсчахӑн пурнӑҫӗпе паллашнӑ май унӑн кун-ҫулӗ тата ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панине кӑсӑклансах итленӗ. Ӑсчах хальхи Муркаш районне кӗрекен Купӑрля ялӗнче вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗренес туртӑмӗ тапса тӑнӑранах ӗнтӗ вӑл Шупашкарти тӗн училищинче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче тӑрӑшса ӑс пухнӑ. Каярах Николай Васильевич тӗрлӗ ҫӗрте халӑха пӗлӳ парас енӗпе тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Хусан университетӗнче.
Паян, акан 17-мӗшӗнче, Совет пушар хуралӗн кунӗнче, «Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем — чӑн паттӑрсем» ятпа Чӑваш Республикин тӗп хулинчи Ҫар мухтавӗн музейӗнче сӑнсен куравӗ уҫӑлчӗ.
Куравра тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ҫинчен фотодокументаллӑ материалсене курма пулать. Фотокуравра асӑннӑ ҫынсен паттӑрлӑхӗ вӑрҫӑ хирӗнче кӑна мар, мирлӗ пурнӑҫра та палӑрнӑ. Вӗсен шутне чӑн мухтава тивӗҫ ҫак ветеран ячӗсене асӑнма пулать: Василий Белов, Николай Марков, Аркадий Петров, Александр Щетинин, Петр Сафронов, Виталий Сорокин. Тивӗҫле канӑва тухсан та ҫак ҫынсем обществӑллӑ пурнӑҫа хастар хутшӑнаҫҫӗ. Паянхи кунта вӗсен чӗрисенче вӗри юн тапса тӑрать, инкек-синкек сиксе тухсан халех ним иккеленмесӗр ҫӑлӑнӑҫ кӳме тухса кайӗҫ. Унсӑр пуҫне куравпа паллашакансем пушар хуралӗн паянхи ӗҫ-хӗлӗн материалсене те курма пултараҫҫӗ.
Фотокурав акан 17-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӑвӑн 6-мӗшӗччен тӑсӑлать. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вара Чӑваш Енӗн ытти районӗсенче унпа паллашма май пулӗ.
Вӑрмар районӗнчи Арапуҫри ял вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ тӗлне «В творческом горении — высшая радость» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Вӑл икӗ пайран тӑрать: «Гордимся своим земляком» тата «О театре». Пӗрремӗш пайне Ефим Никитин паллӑ драматурга халалланӑ. Ефим Никитич хӑйӗн хайлавӗсене чӑвашла кӑна ҫырнӑ-ха та ӗнтӗ, анчах вулавӑш ӗҫченӗсем курав ятне вырӑсла парас тенӗ. Мӗн тейӗн, самани ҫапла — чӑвашла йӗркелеме хал ҫитмест ҫав хӑшӗ-пӗрисен. Арапуҫра ҫуралса ӳснӗ Ефим Никитин ку тӗлӗшпе пӗр-пӗр шӳт шутласа тупӑччех ӗнтӗ.
Тепӗр пайӗ вара театр ҫинчен каласа парать — вулакансем Надежда Павлова тата ытти паллӑ артистсем пирки пӗлме пултарӗҫ.
Ҫак кунсенче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми пӗрремӗш хут пичетленсе тухнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Толик Хураски ял вулавӑшӗнче «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхеллӗ поэма» ятлӑ кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен кӗнеке ҫӳпҫинче упранакан «Нарспи» поэмӑллӑ пур кӗнекене те кӑларса хунӑ. Вулакансем паллашмалӑх унта вырӑсла кӑларӑмсем те пур.
Чӑн та, ҫак поэма тухнаранпа ӗмӗр ытла иртрӗ пулин те вӑл халӗ те чылай сӑвӑҫа, нумай ҫыравҫӑна, ҫав шутра композитора та хавхалантарма пултарать — ҫӗнӗ сӑвӑ-калав ҫырма, юрӑ хайлама.
Етӗрнери тӗп вулавӑшра Еремин Владимир Петрович педагог 85 тултарнине халалласа экспозици уҫӑлнӑ. Ӑна Етӗрне район архивӗ пулӑшнипе хатӗрленӗ.
Вулавӑш хӑнисем Владимир Ереминӑн тӗрлӗ удостоверенийӗсемпе, хисеп тата тав хучӗсемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ — вӗсенче унӑн кун-ҫулӗ сӑнланнӑ.
Еремин Владимир Петрович — педагог. Педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Етӗрнери ПТУ-ра вӑй-хал культурине вӗрентессин ертӳҫи пулнӑ. Кайран пуҫламӑш ҫар хатӗрлевне ертсе пынӑ. Ӗҫре хастар кӑтартнӑшӑн ӑна «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе, «РСФСР профтехвӗренӳ отличникӗ» «Союзри «Ӗҫ резервӗсем» спорт пӗрлӗхӗн хисеп палли» паллӑсемпе, хисеп тата тав хучӗсемпе чысланӑ.
Иртнӗ юнкун, карлачӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти «6х7» ӳнер галерейинче Красноармейскинчи алӗҫ ӳнерӗн «Пӳрнеске» кружокӗн куравӗ уҫӑлнӑ.
«Всем место под сияньем небесным» (чӑв. Тӳпе йӑлтӑравӗ пурин валли те) курава уҫнӑ май Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директор ҫумӗ Тамара Шамсеева ҫак ача-пӑча ушкӑнне пысӑк хак парса хакларӗ, вӗсем чӑннипех те «халӑх ача-пӑча кружокӗ» ята тивӗҫлине пӗлтерчӗ. Галерейӗн куравӗсене тӑтӑш хутшӑннӑшӑн тав хучӗсемпе чыслама та манмарӗ.
Ку куравра эсир ачасем тӗрленӗ алшӑллисемпе, вӗсем хатӗрленӗ теттесемпе, пуканесемпе тата ытти тӗрлӗ ӗҫсемпе паллашма пултаратӑр. Вӑл нарӑсӑн 11-мӗшӗччен ӗҫлет.
«Пӳрнеске» кружока тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем йывӑҫпа та, пирпе те, ҫӑмпа та ӗҫлеҫҫӗ. Кружока Жанна Михайлова ертсе пырать. Вӗсен ӗҫӗсем чылай куравсене хутшӑннӑ — республика шайӗнчисене те, патшалӑх шайӗнчисене те. Тӗнче анлӑшӗпе иртнӗ куравсен дипломӗсемпе те вӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрман Алкаринкасси Ухман ялӗнче вырнаҫнӑ тӗслӗхлӗ вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесен куравне йӗркелерӗҫ. Ялти вулавӑша ҫынсем ҫӳреме пӑрахман-ха — ҫӗнӗ кӗнекесене те кунта тухнӑ-тухман тенӗ пекех кӳрсе тӑраҫҫӗ.
Курав ҫӳлӗкӗсем ҫинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», А.Д. Хмытӑн «Леш тӗнчерен», Порфирий Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт», Виталий Енӗшӗн «Суйласа илнисем», Валентина Тараватӑн «Ēмӗтсем» кӗнекисене курма пулать.
Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑрури вулакан валли кӑларнӑ кӗнекесем те сахал мар: ӳнерпе ҫыхӑннисем, шкул ачисен ӑнлантару словарӗ, акӑлчанла-вырӑсла словарь, ют чӗлхесен словарӗ, «Мясные салаты» (чӑв. «Аш салачӗсем») кӗнеке тата ыттисем. Вулавӑш ӗҫченӗсен шухӑшӗпе шкул ачисене уйрӑмах тӗрлӗ халӑх юмахӗсен кӗнеки кӑмӑла кайӗ.
Ялти тӗслӗхлӗ вулавӑш пурне те хапӑл кӗтсе илме хатӗр.
Авӑнӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти «Радугӑра» (чӑв. «Асамат кӗперӗ») ҫӗнӗ курав уҫӑлать — «1612 ҫул». Куравӑн тӗп вырӑнӗнче Куҫма Минин, Мӗтри Пожарский тата Йӑван Сусанин пулӗҫ. Истори саманчӗсене сӑнласа кӑтартнӑ ӳкерчӗксенче куракансем вӗсен сӑнарӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Уйрӑм вырӑнта Пӑртас кнеҫе сӑнлакансем ӗҫсем пулӗҫ.
Пӑртас — Мускава ҫӑлма хутшӑннӑ чӑвашран тухнӑ паттӑр. Куҫма Мининпа, Мӗтри Пожарскийпе туслӑ пулнӑ. Ҫураласса вӑл Шупашкаркассинче ҫуралнӑ. Кунтах унӑн ҫӳллӗ сӑрт ҫинче капмар ҫурчӗ ларнӑ. Турхан пулнӑран унӑн хӑйӗн ҫыннисем, ҫар пулнӑ. Ҫӑлкуҫсем тӑрӑх чирлӗ Куҫма Минин та ун патӗнче вилнӗ теҫҫӗ. Паянхи куна илсен унӑн ятне Шупашкарӑн пӗр урама панӑ, ун сӑнарне усӑ курса Ф. Мадуров шӗпсутҫӑ паттӑрӑн кӳлепине (халь вӑл скульптура Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче тӑрать) ӑсталанӑ.
Ялти кашни кил умӗнче — паллах, унта пурнӑҫ пур пулсан, тӗп киле ҫулла кӑна килсе каймаҫҫӗ пулсан — чечексем ешереҫҫӗ, иртен-ҫӳрен куҫне савӑнтараҫҫӗ. Вӗсенне кӑна мар пуль, хитре ҫеҫкесем хуҫисен кӑмӑлне те ҫӗклеҫҫех.
Нумай пулмасть Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра вырнаҫнӑ вулавӑшра тематикӑллӑ курав уҫӑлнӑ — «Чечеклӗ юмах». Чечекпе илемлетме юратакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ — мӗнлисене лартасси, вӗсен вырнаҫӑвӗ — пурте ҫыпӑҫуллӑ пулмалла. Пӗлсе лартсан чун савӑнӗ, кӑмӑл ҫӗкленӗ. Шӑп та лӑп ҫакӑн пирки вӗренме пулать те куравра. Информаци ҫителӗксӗр пулсан, Тӗнче тетелӗ пулӑшӗ — вулавӑша килсен ун ӗҫченӗсем пулӑшаҫҫех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |