Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн литературӑпа ӳнер пайӗнче паян «Тӑван кӗтесре» курав уҫӑлнӑ. Тӑмран хатӗрленӗ экспозицисен авторӗ — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енӗн Ремесленникӗсен гильдийӗн тата Чӑваш художникӗсен союзӗн членӗ Валентина Попова. Курава «Культура урлӑ — пӗрлӗх» ятпа иртекен наци культурисен фестивалӗпе ҫыхӑнтарса уҫнӑ. Куравра пӗчӗк хурӑмлӑ сюжет кӳлепесем, тӑмран тунӑ панно, шӑхличсем вырӑн тупнӑ.
Валентина Попова — тӑмран халӑх пуканине хатӗрлекен сайра ӑстасенчен пӗри. Пултурлӑхра вӑл чӗрӗк ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Унӑн самай ӗҫӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранать.
Ӑстан ӗҫӗсенчи чылай ярӑм чӑваш ялӗнчи пурнӑҫпа йӑла-йӗркене, чӑваш культурине кӑтартать. Тӗп ӗҫӗсен шутӗнче «Вырма», «Лармара», «Юмахра», «Каҫ», «Хӗрӳ йӑла», «Кӑкшӑмлӑ хӗр», «Лупас айӗнче», «Салтак таврӑнни», «Чикӗ хӳтӗлевҫисем» ятлисене, тӗрлӗ шӑхличе асӑнаҫҫӗ.
Валентина Попова 1960 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламасра ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «Чӗрӗ тӑм» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн педагогӗнче тӑрӑшать.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче историпе асӑну музейӗнче чӑвашсен паллӑ кӳлепеҫи Алексей Петрович Майраслов ҫурланӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлнӑ.
Куравра — кӳлепеҫӗн 23 ӗҫӗ. Алексей Майрасловӑн пурнӑҫне музей архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем, ытти материалсем уҫса параҫҫӗ. Курав пултаруллӑ кӳлепеҫӗн ӗҫтешӗсем, тус-юлташӗ, тӑванӗсем ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Майрасловӑн пултарулӑхне килӗштерекен ҫынсем айккинче юлман. Курава килнисен йышӗнче — ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗн членӗ, кӳлепеҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Кузьмин, Анна Брагина ӳнерҫӗ, Николай Федотов живописҫӑ, «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн директорӗ Александр Вражкин, Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн режиссерӗ Станислав Васильев, «Аксар» студин директорӗ Алексей Иванов тата ыттисем те.
Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петров ку мероприяти питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Музей заведующийӗ Владимир Петров Алексей Майрасловӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ скульптура палӑкӗсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче «Чӑваш халӑхӗн ӑсӗпе илем тӗнчи» курав уҫӑлнӑ.
Экспозицире — ЧР халӑх ӳнерҫин, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Моисей Спиридоновӑн 60 ытла ӗҫӗ. Курава Культура ҫулталӑкне халалланӑ.
Моисей Спиридоновӑн 20 ҫулта (1920–1945 ҫулсенче) акварельпе ӳкернӗ ӗҫесенче чӑваш тӗррин орнаментне, эрешлесе тӗртнӗ пире, вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑ капӑрлӑха, йывӑҫран касса тунӑ хатӗр-хӗтӗре сӑнланӑ.
Уйрӑмах качча каякан хӗрӗн ҫитти, каччӑ тутӑрӗ, хӗрарӑм кӗпи, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр, пиҫиххи, арҫын халачӗ пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ эрешсене сурпансем ҫинче кӑтартнӑ. Вӗсене Моисей Спиридонов Чӑваш Енри районсене экспедицисене ҫӳренӗ вӑхӑтра пуҫтарнӑ.
Моисей Спиридонов — живописец, портретҫӑ, график, ӗлӗкхи тӗрӗсене пухаканӗ, чӑваш орнаменчӗн тӗпчевҫи.
Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче пурӑнакан ҫынсем ал ӗҫне юратаҫҫӗ. Ҫакна курав та ҫирӗплетет. Кунерти информаципе культура центрӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа чӑваш наци тӗррин «Хӗрарӑм аллин ӑшши» курав йӗркеленӗ.
Мӗн кӑна ҫук-ши кунта: тӗрленӗ тутӑрсем, сӗтел ҫиттисем, салфеткӑсем, ал шӑллисем… Орнамент пуян, тӗссем вара — йӑлана кӗнисем. Ҫакна пӗтӗмпех пӗр хӗрарӑм ӑсталанӑ. Вӑл — Кунерти ветерансен ҫурчӗн заведующийӗ Раиса Николаевна Михайлова. Курава ҫитнисене уйрӑмах тӗрленӗ минтер илӗртнӗ.
Курава чӑваш тӗррин илемне туйма вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ыран СССР художниксен союзӗн членӗ Алексей Майраслов скульптор-монументалист ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитет. Хӑйӗн пултарулӑхӗпе вӑл Чӑваш Енӗн наци скульптурин шкулӗнче ырӑ йӗр хӑварнине палӑртаҫҫӗ республикӑн Культура министерствинче. Хӑйӗн хайлавӗсенче скульптор культурӑри тата историри ӗҫченсене сӑнланӑ. Палӑксем те, монументсем те тунӑ вӑл. Унӑн ӗҫӗсем Чӑваш Ен урамӗсене кӑна мар, хамӑр ҫӗршывӑн тата Украинӑн тӗрлӗ кӗтесне те илем кӳреҫҫӗ.
Хӑй вӑл Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Харьковри тата Кейӳри патшалӑх университечӗсенче вӗреннӗ. 1978 ҫулта Мускаври Суриков ячӗллӗ художество институчӗн кӳлепе факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1978–1999 ҫулсенче вӑл РСФСР художество фончӗн скульптор-монументалисчӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Майрасловӑн тӗп хайлавӗсен шутне «Йӗтӗн. Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Шупашкар хулинчи Тракторостройӑн монтажникӗсем», «Салтаксем килеҫҫӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ Рая», «Космонавт-3», «Василий Фёдоров актёр», «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем», «Ҫеҫпӗл Мишши», «И.Я. Яковлев», «Константин Иванов», «Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев», «Сетнерпе Нарспи ҫӑл патӗнче» тата ыттине асӑнаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15:00 сехетре Чӑваш наци музейӗнче Сергий Радонежские халалланӑ «Чӗррисене чӗнетӗп» курав уҫӑлӗ. Ку — музейпе Шупашкар епархийӗн пӗрлехи ӗҫӗ.
Экспозицие Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курав килекенсене Сергийӑн иконографийӗпе паллаштарӗ. Авалхи вырӑс культурипе ӳнерӗн Андрей Рублев ячӗллӗ музейри тата Сергиев-Посадри заповедник музейӗнчи турӑшсен копийӗсем пулӗҫ.
Курав 1380 ҫулхи Куликово уйӗнчи ҫапӑҫура Сергий Радонежский мӗнле пӗлтерӗш йышӑннине каласа кӑтартӗ.
Экспозицие манах пӳлӗмӗ евӗр йӗркелӗҫ, ҫавнӑнпа куракансен ҫав вӑхӑта куҫ умне кӑларма, манах пурнӑҫӗпе паллашма май пулӗ. Кунтах Сергий Радонежскин вӗренекенӗсемпе паллаштарӗҫ.
Проектпа килӗшӳллӗн вырсарни шкулӗсенче ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ йӗркеленӗ.
Ҫак ятпа Пӑрачкаври ӳкерчӗк галерейинче Чӑваш ӳнер музейӗн филиалӗн — Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗ куҫса ҫӳрекен куравӗн хӑтлавӗ иртнӗ.
Курава уҫнӑ май художник пултарулӑхӗ ҫинчен фильм кӑтартнӑ. Пултарулӑх ҫыннипе маларах асӑннӑ центр заведующийӗ Владимир Бамбурин та паллаштарнӑ. Сӑмах май, Владимир Бамбурин — художник, график, йывӑҫ касакан ӑста. Вӑл Элли Юрьев геральдист пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Аса илтеретпӗр, Элли Михайлович — Чӑваш Республикин Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн авторӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни.
Юрьева живопись, тӗрлӗ графика, геральдика, эмблема, вексилиографи, шрифт, орнамент тата медаль ӳнерӗсен, фотографика енӗпе пултаруллине палӑртаҫҫӗ.
Куравпа чи малтанах Пӑрачкаври вӑтам шкулта вӗренекенсем паллашнӑ.
Ҫав кунах пичет графики енӗпе мастер-класс йӗркеленӗ.
Ҫакнашкал ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра А.Ф. Талвир ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн пурнӑҫне, пултарулӑхне ҫутатакан статьясене, унӑн портретне, буклетсем, альбомсем вырӑн тупнӑ. Куравра вулавӑшӑн таврапӗлӳ пухмачӗнче упранакан сайра тӗл пулакан кӗнекесем (1952–1958 ҫулсенче тухнисем) тӗп вырӑн йышӑннӑ: «Эсӗ инженер пулатӑн», «На Буинском тракте», «Живая ветка», «Сабантуй в Буинске», «До войны, на войне, после войны», «Фундамент».
Таврапӗлӳ секторӗн заведующийӗ Нина Мазякова кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ. Патӑрьелти 2-мӗш шкулӑн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Г.Ф.Хлебникова А.Талвир ячӗллӗ музей пирки, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Музей шкулта тахҫантанпах пур.
А.Талвиран мӗн пур хайлавне тенӗ пекех вырӑс чӗлхине куҫарнӑ. Алексей Талвир (Алексей Филиппович Башкиров) Патӑрьелте 1909 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен Мускава кайнӑ, СССР халӑхӗсен Тӗп издательствин чӑваш секцинче ӗҫленӗ. Унтан Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетне кӗнӗ.
Пуш уйӑхӗн 13–16-мӗшӗсенче Германири Лейпциг хулинче ҫулсерен иртекен «Leipziger Buchmesse» кӗнеке куравне Раҫҫей делегацийӗн йышӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ. Ярмӑрккӑна издательство ертӳҫи Валерий Комиссаров хӑй ҫитсе килнӗ.
Курава чӑвашсем «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству», «Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии», «Чувашская кухня» кӗнеке-альбомсене, «Халӑх ӑстисен опытӗнчен» ярӑмпа кӑларнӑ «Чувашская вышивка», «Чувашские вышивки и куклы Т. Шарковой», «Чувашский мир Терентия Дверенина», «Чувашская резьба по дереву», «Чувашское узорное ткачество» тата ытти кӗнекене илсе кайнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви хыпарланӑ тӑрӑх, Раҫҫей стенчӗпе пирӗн ҫӗршывӑн Лейпцигри Генконсульствин вице-консулӗ Маргарита Гореликова та паллашнӑ. Чӑвашра кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесене вӑл, сӑмах май, ырӑ сӑмахпа хакланӑ.
Ярмӑркка пынӑ вӑхӑтрах «Вулакан Лейпциг» фестиваль иртнӗ май вулакансемпе 300 ытла автор тӗл пулнӑ. Курава вара 160 пин ытла ҫын хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ертӳҫин Валерий Комиссаровӑн шучӗпе Германири кӗнеке ярмӑркки чи малтанах — вулама юратакансен, ҫав шутра ҫамрӑксен, уявӗ.
Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш Ен» общество пӗрлешӗвӗ вырӑнта ирттеркен йӑлана кӗнӗ «Нумай нациллӗ Мурман» курава хастар хутшӑннӑ.
Куравра хулапа облаҫри нацисен культура пӗрлешӗвӗсем хӑйсен экспоначӗсене кӑтартнӑ. Наци пуянлӑхне ҫын ҫине кӑларассишӗн наци тумтирӗсене те, йӑлара усӑ куракан япаласене те илсе пынӑ. Наци уявӗсем иртнӗ чух ӳкернӗ фотосене те курава кӑларнӑ хастарсем. Мурманскри чӑвашсем те ыттисенчен кая юлман. Кая кӑна та мар, ҫынтан юличчен муртан юл тенешкелех тӑрӑшнӑ. Курава пынисем валли вӗсем «чӑваш сӗтелӗ» патне йыхравланӑ. Унта «АККонд» фабрикӑн, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн апат-ҫимӗҫӗ тата «Букет Чувашии» савутӑн квасӗ пулнӑ.
Мероприятие пухӑннисене «Чӑваш Ен» культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн Николай Угасловӑн саламне вуласа панӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |