Ыран, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхне тунӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа юбилейлӗ курав уҫӑлать.
Ӳнерҫӗсен пӗрлешӗвне 1935 ҫулта, республикӑн I художниксен пухӑвӗнче тума йышӑннӑ. Пӗрлӗхе йӗркелекенсен хушшинче сумлӑ чӑваш ӳнерҫисем тӑнӑ — А.А. Кокель, М.С. Спиридонов, Н.С. Сверчков, Ю.А. Зайцев. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешӗве патшалӑхӑн чи лайӑх аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен тин ҫеҫ вӗренсе тухнӑ ҫӑмрӑксем хушӑннӑ — Н.В. Овчинников, Р.М. Ермолаева, В.С. Гурин, П.Г. Григорьев-Савушкин, А.И. Миттов.
Ӳнерҫӗсен ушкӑнӗ халӗ те сумлӑ — вӗсен хушшинче хальхи талантлӑ художниксем: Р.Ф. Федоров, В.
Чӗмпӗрте «Чувашская Республика и Ульяновская область: диалог культур» проектӑн пултарулӑх тӗлпулӑвӗсен ярӑмӗ вӗҫленнӗ ятпа пысӑк уяв иртрӗ. Унта 1000 ҫынна яхӑн пуҫтарӑннӑччӗ.
Уява Шупашкартан Чӑваш Республикин культура министрӗ Р.М.Лизакова, пай пуҫлӑхӗ М.Н.Краснов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Г.Н.Архипов, Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ В.А.Абрамов, журналистсен пысӑк ушкӑнӗ килнӗччӗ.
Уява хутшӑнакансем ҫавра сӗтел хушшине ларса хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Ҫаплах чӑваш тумне ҫӗлекенсем: Т.В.Шаркова, Л.В.Болтаева, З.И.Воронова алӑстисем — курав йӗркелерӗҫ. Чӑваш кӗнеке издатильствин кӗнекисене те туянма май пулчӗ.
Фойере — куракансене пултарулӑхӗпе «Эревет», «Илем» (Чӗмпӗр),«Савӑнӑҫ» (Димитровград) ушкӑнсем савӑнтарчӗҫ.
Юлашкинчен пысӑк концерт пулчӗ. Унта облаҫри патшалӑх симфони «Губернаторский» оркестрӗ хутшӑнчӗ. Дирижёрӗ — Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх симфони капеллин дирижёрӗ Морис Яклашкин пулчӗ.
Ҫурлан 7-мӗшӗнче «Сурпан» курав залӗнче «Аксар» студи ертӳҫи Алексей Васильевич Иванов тунӑ сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать.
«Сурпана» ҫитме 1, 15, 18 троллейбуссемпе кайсан «Хӗрлӗ лапам» чарӑнура, 1с, 15, 23 автобуссемпе тата 3, 4, 7, 12 троллейбуссемпе «Мода ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла. Вӑл Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринчех ларать, адресӗ: Калинин ур., 60 ҫ. Курав ахаль кунсенче 10-па 18 сехетчен, шӑматкун 10-па 17 сехетчен ӗҫлет, вырсарникун — кану кунӗ.
Хапӑлласа кӗтетпӗр!
Пушӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫин Терюкалова Раиса Фоминичнӑн куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна ҫитсе пыракан пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне тата ӑста 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Раиса Фоминичнӑ саламлама ӗнер курава чылай хӑна килчӗ.
Курава уҫнӑ май музей директорӗ Геннадий Козлов ҫакна каларӗ — Раиса Фоминичнӑн пултарулӑхӗ питӗ тарӑн шухӑшлӑ, ӳкерчӗксенче философи, шалти туйӑмсем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ.
Ӳнерҫӗне ҫавӑн пекех Чӑваш Ен культура министрӗ Роза Лизакова саламларӗ, вӑл Н.В. Фёдоров саламне вуласа пачӗ.
Терюкалова Раиса Фоминична ӗҫӗсен куравӗ акан 4-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе паллашма кӑмӑлакансене пурне те музейе килсе курма йыхравлатпӑр!
Пушӑн 8-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑвӑпӑр. Ҫак уяв ҫывхарса пынине кура Чӑваш Республикин электронлӑ тата кино документсен патшалӑх архивӗ «Чӑваш хӗрарӑмӗн сӑнӗ» ятлӑ сӑн галерейине хатӗрленӗ. Унта эсир пурне те курма пултаратӑр: паллӑ хӗрарӑмсене те, ахаль хула е ял ҫыннисене те.
Сӑн галерейинче эсир ҫавӑн пекех чӑваш тумне тӑхӑннӑ хӗрсене, чӑваш хӗрарӑмӗсене сӑнланӑ паллӑ ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене курма пултаратӑр.
Курава ҫак каҫӑ урлӑ каҫма пулать
Ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Юрий Иванович Ксенофонтов скульптурисен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художник ҫуралнӑранпа 60 ҫул (пушӑн 15-мӗшӗнче палӑртӗҫ) ҫитнӗ вӑхӑта халалланӑ.
Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫрӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх куравра ӑстаҫӑн, тӑванӗсен, юлташӗсен тата вӗренекенӗсен ӗҫӗсене курма май пур, пурӗ 70 ӗҫ ытла. Вӗсенчен 35-ӗшӗ музей пурлӑхӗ шутланать.
Культура министерствин ӳнерпе вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Алексеева Юрий Иванович чӑваш культуришӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ксенофонтов — ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш шӗпсутҫӑ (скульптор). Ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман пулин те вӑл чӑвашлӑхра самай тарӑн йӗр хӑварнӑ — чӑваш скульптурин шкулне йӗркелекенни шутланать. Вӗренекенӗсем та унӑн нумай — сӑмахран, Владимир Нагорнов.
Паян, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн Вулав залӗнче «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи» ятлӑ халӑх ӳнерӗн паллӑ ӑстин тата пичет ӗҫченӗн Валентина Минеевӑн кӗнекисемпе паллашу уявӗ, унпа пӗрле ал ӗҫӗсен куравӗ те иртрӗ.
Савӑнӑҫлӑ уява вулав центрӗн ертӳҫи Уразаева Татьяна Никаноровна уҫрӗ. Малалли сӑмаха Валентина Минеева хӑй илчӗ. Вӑл хӑй тӗрӗ тӗрлес ӗҫпе епле интересленсе кайни ҫинчен каласа пачӗ, хӑш-пӗр пӑшӑрхантаракан ыйтусемпе паллаштарчӗ. Валентина Алексеевнӑна уйрӑмах тӗрӗ ӑсталӑхӗн хӑш-пӗр пайӗсем ҫухални, «Паха тӗрӗ» хупӑнни пӑшӑрхантарать. «Тӑван Атӑл» журналта чӑваш тӗррисене пичетлеменнине те ырламасть.
Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ уявра ӳнер пӗлӗвӗн тухтӑрӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗп сотрудникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн исскуствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа техника тата литературӑпа ӳнер тӗлӗшӗнчи Патшалӑх премийӗсен лауриачӗ Трофимов Алексей Александрович; кулӑшпа сатира ӳнерҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Иван Мучи премийӗн лауриачӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Яковлев Николай Лукич; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧПГӐИ ӑслӑлӑх ертӳҫӗ сотрудикӗ Дегтярёв Геннадий Анатольевич; Чӑваш Республикин Наци музейӗн директорӗ Меньшикова Ирина Петровна; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.
Нумаях пулмасть Тури Сурӑм вулавӑшӗнче «Тӑван Ен тӗсӗсем» ятлӑ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен куравӗ иртрӗ. Вӗрентекенсем ачасене тӑван яла сӑнласа кӑтартма ыйтнӑ, ӳкерчӗксенче ялти пурнӑҫ килӗшнипе кӗлӗшменни курӑмлӑ пулмалла пулнӑ. Ку кӑна мар, ӳкерчӗксенче хӑйсем яла мӗнпе пулӑшма пултарнине кӑтартмалла пулнӑ.
Пурӗ 8 ача хутшӑннӑ, хӑйсен ӳкерчӗкӗсенче вӗсем тӑван яла, урама, ҫурта сӑнланӑ.
Хыпар ҫылкуҫӗ: Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн сайчӗ (Канаш районӗ)
Раҫҫей космонавтики федерацийӗпе «Байконур-Шупашкар» космонавтикӑна пулӑшакан ассоциаци юпа уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче Байконура кайса курма чӗнет, экскурси ушкӑнне йӗркелет. Программӑра Байконур курасси, тӗрлӗ музейсемпе паллашасси, старт комплексӗсемпе паллашасси. Ҫавӑн пекех эсир «Союз» карап тӳпене вӗҫсе хӑпарнине курма пултаратӑр.
Кайса курма кӑмӑллисем хӑйсен шухӑшне авӑнӑн 12-мӗшӗччен пӗлтермелле. Ҫыхӑну телефонӗ — (8352) 34-18-98. Хакӗ: пӗр ҫынран 40 пин тенкӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Альберт Канаш ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ку куна халалласа Чӑваш наци музейӗнче «Павка сӑнарне умран нихҫан ямарӑм!» ятлӑ куҫса ҫӳрекен фотокурав уҫӑлчӗ.
Куравра эсир Альберт Канашӑн ӳкерчӗкӗсене, тӗрлӗ хутсене курма пултаратӑр. Кунтах унӑн кӗнекисем, тӗрлӗ япалисем вырнаҫнӑ. Куравра пӗрремӗш хут А. Канаш савнӑ хӗрӗн сӑнӳкерчӗкне курма пулать — С.А. Александрова сӑнӗ сӑвӑҫа самай сӑвӑ ҫырма хистенӗ.
Альберт Георгиевич Канаш (чӑн хушамачӗ Кожанов) 1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьскинче ҫуралнӑ. 1968 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. 1962 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. Йывӑр чире пула вырӑн ҫинчен тӑма пултарайман, ҫапах та парӑнман — сӑвӑсемпе поэмӑсем ҫырнӑ.
1960 ҫулта унӑн «Сӑвӑсем» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Каярах тата тепӗр икӗ сӑвӑсен пуххи тухнӑ: «Иккӗмӗш утӑм» (1965), «Шӑпчӑксем, сире итлесе» (1978). Савӑҫӑн вырӑсла тухнӑ кӗнеке те пур — 1972 ҫулта «На наковальне сердца» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |