ЧР Наци вулавӑшӗнче Валерий Железняковӑн «Паралимпиецсем» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалланӑ.
Экспозицие авторӑн Мускаври «Без барьеров» фотоконкурса хутшӑннӑ сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Валерий Железняков каланӑ тӑрӑх, ӑмӑрту вӑй виҫнипе кӑна мар, спортсменӑн шалти туйӑмӗпе те ҫыхӑннӑ. Спортсмен финиш хыҫҫӑн хӑйӗнпе хӑй кӗрешет тейӗн.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен куне халалласа «Мир, доступный для всех» сӑнӳкерчӗксен куравӗ те уҫӑлнӑ. Ку проект ертӳҫи те — Валерий Железняков.
Шупашкарти ӳнер училищинче (техникумӗнче) вӗренекен Елена Блохинцевана «Маргарита» ҫӗнтерме пулӑшнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Мускавра хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери XVI курав-конкурсӗ пулнӑ. «Раҫҫейӗн ӳнер эрни» ят панӑскере тӗрлӗ категориллӗ художник хутшӑннӑ: «Профессионал», «Студент», «Юратакан». Курав искусствӑн тӗрлӗ енӗпе иртнӗ: классика живопиҫӗ, абстрактлӑ искусство, графика конкурсӗ, скульптура, фотографи тата ытти.
Ӳнер эрни вӑхӑтӗнче тӗрлӗ маҫтӑр-класс тата лекци иртнӗ. Художество куравӗ евӗр асӑннӑ мероприятие, сӑмах май, тӗнчери 16 ҫӗршывра ирттереҫҫӗ.
«Жанр композицийӗ» номинацире «Маргарита» композиципе маларах асӑннӑ училищере 3-мӗш курсра вӗренекен Елена Блохинцева ҫӗнтернӗ.
Республикӑра ҫемье пултарулӑхӗн «Ҫемье мастерскойӗ» конкурс-куравӗ иртмелле. Ӑна кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Декораципе ӗҫлев ӳнерне чӗртсе тӑратас, упраса хӑвара стата аталантарас, ӳнерӗн ҫав енӗпе аппаланакан пултаруллӑ ҫемьесене палӑртас тӗллевпе, ӳсекен ӑрӑва ҫав ӑсталӑхпа туслаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӳкӗн 15-мӗшӗнче Чутай районӗнчи культурӑпа кану центрӗнче зонӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав тата Етӗрне районӗсенчи пултаруллӑ ҫемьесем хутшӑннӑ.
Етӗрне районӗнчен унта икӗ ҫемье хутшӑннӑ. Пӗрисем — Етӗрне ял тӑрӑхне кӗрекен Мӑрсакассинчи Григорьевсем, теприсем — Урпаш ял тӑрӑхӗнчи Анатри Ирҫери Максимовсем.
Григорьевсен ҫемйи ҫыхма ӑста. Вӗсем мӗн кӑна ӑсталамаҫҫӗ-тӗр! Ҫак пултарулӑха вӗсем ламран лама парса пыраҫҫӗ. Курава кукамӑшӗн, Агреппина Тимофеевнан, унӑн хӗрӗн Ольга Анатольевнан тата мӑнукӗн Дарьян ӗҫӗсене тӑратнӑ.
Максимовсем тӗрлеме ӑста. Ҫак йӑла кукамӑшӗн амӑшӗнчен, Вера Спиридовнӑран, пуҫланса кайнӑ. Халӗ хӑй вӑл ҫук ӗнтӗ, анчах ҫамрӑк ӑру чун киленӗҫне малалла тӑснӑ. Унӑн хӗрӗ Роналия Марковна кайран хӑйӗн хӗрне Иринӑна, лешӗ хӑйӗн хӗрне Розӑна хӑнӑхтарнӑ.
Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Красноармейски районӗнчи краеведени музейӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче ӑсталаннӑ Трак ен ҫи-пуҫӗ» темӑпа ал ӑстисен куравӗ уҫӑлчӗ. Чаплӑ курав тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Асатте-асаннесен авалхи ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи илемлӗ тумтир таранах паллашма пулать унта. Ҫавсене йӑлтах халӑх алли ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те.
Музей ӗҫченӗ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ӑстисемпе калаҫса, кашни япалишӗн яваплӑха хӑй ҫине илсе ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ вӑл: эстетика тӗлӗшӗнчен те паха, содержани енчен те пуян.
Йывӑҫран тӗрлӗ япала касса кӑларасси — тӗлӗнмелле ӗҫ. Ку ӗҫпе ӗлӗкех аппаланнӑ. Республикӑра халӗ те йывӑҫран касса кӑларакан ӑстасем пур. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен Республикӑри культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче йывӑҫран касса кӑларакан ӑстасен «Йывӑҫран — тӗлӗнтермӗшсем» курав йӗркеленӗ.
Унта Етӗрне, Елчӗк, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкар хулинчи ӑстасем хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе киленме май пулнӑ: ывӑс, пичке, чӳрече рами, алтӑр… Ӑстасем хӑйсен ӗҫӗсенче наци колоричӗпе, ял сюжечӗпе, халӑх юмахӗсемпе анлӑ усӑ курнӑ. Пӗр ӗҫе тумашкӑн вӑтамран 1 уйӑхран пуҫласа ҫулталӑк таранах кирлӗ-мӗн.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Петров та курава хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем куракансене кӑсӑклантарнӑ. Николай Петровича дипломпа чысланӑ.
Николай Петров йывӑҫран тӗрлӗ япала касса кӑларассипе чылай ҫул ӗҫлет, картинӑсем ӳкерет. Вӑл ҫакна ачасене урокра та вӗрентме тӑрӑшать.
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче тропика лӗпӗшӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Нумаях пулмасть музейри инкубатортан куколкӑсенчен парусник Румянцева, Парусник лови, Идея Белая, Орнитоптера Золотистая лӗпӗшсем тухнӑ.
Музейра Тӗп тата Кӑнтӑр Африкӑри, Африкӑри, Азири, Австралири лӗпӗшсем те пур. Шупашкарти Олег Григорьев энтомолог вӗсене ятарлӑ фермӑран ҫырӑнса илнӗ, Мускав урлӑ музея илсе ҫитернӗ.
Лӗпӗшсен ҫывӑхранах сӑнама май пур. Вӗсем апельсинран, бананран сӗткен ӗҫнине курма пулать. Лӗпӗшсем пыл шывӗ те ӗҫеҫҫӗ. Вӗсем куракансем ҫине те вӗҫсе лараҫҫӗ.
Курав чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлет.
Сӑнсем (13)
Раҫҫейӗн кӗнеке кӑлараканӗсен ассоциацийӗн йышӗнче Чвӑаш кӗнеке издательстви юпан 26-мӗшӗ–чӳкӗн 2-мӗшӗсенче Сербинче пулнӑ. Унта Белгородри 59-мӗш кӗнеке куравӗ ӗҫленӗ. Курава Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров хутшӑннӑ. Чӑвашсемсӗр пуҫне йышра мускавсем, питӗрсем, чулхуласем пулнӑ.
Пирӗн издательство кӗнекисем куравӑн пӗрремӗш кунхинех ҫынсене кӑсӑклантарнӑ-мӗн. Белградри Раҫҫейӗн ӑслӑлӑхпа культура центрӗнче пулнӑ чух унти университетӑн преподавателӗсемпе студенчӗсем, ҫыравҫӑсем наци ҫыравҫисемпе поэчӗсемпе кӑсӑкланнине кӑтартса панӑ. Вӗсем Геннадий Айхин «Собрания сочинений» томӗсемпе паллашнӑ, Петӗр Хусанкай пирки аса илнӗ.
Вырӑс ҫурчӗн вӗренӳ программисен пуҫлӑхӗ Илья Тяпкин Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути куракан ҫӗнӗ кӗнекесем пирки хӑйсен сайтӗнче пӗлтерсе тӑма шантарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров ун пек куравсем хӑнӑхнӑ ӗҫе ҫӗнӗлле хаклама май панине пӗлтернӗ. «Белый город» издательствӑпа, сӑмахран, ача-пӑча кӗнекисене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарма калаҫса татӑлнӑ-мӗн.
Чӑваш наци музейӗнче ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ уҫӑлнӑ, унта фонд пуххинчи экспонатсене вырнаҫтарнӑ.
Курав виҫӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗнче курма килнисем ҫак кайӑксем хӑйсен апатне епле шыранине пӗлме пултараҫҫӗ. Иккӗмеш пая «Хӗрлӗ кӗнекене» кӗртнӗ кайӑк тӗсӗсене вырнаҫтарнӑ. Виҫҫӗмӗш пайра вара Алексей Левашкин тунӑ сӑнсемпе паллашма май пур — ҫак маттур ҫын ҫӑткӑн кайӑксем валли йӑва туса хатӗрлет. Куравра вӗсен хӑш-пӗр тӗсӗсене курма пулать.
Куравра хальхи технологисене те манман — экспонатсемпе тӗплӗнрех QR-кодсемпе те паллашма пулать. Ҫӑткӑн кайӑксен куравӗ хӑй чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлемелле.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ 75 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртма хатӗрленет. Уяв мероприятине асӑннӑ учреждени Чӑваш Ен Элтеперӗн гранчӗ шучӗпе йӗркелӗ.
«Ҫитмӗл пиллӗкмӗш кӗркунне. Ӳнерти пурнӑҫ (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ 75 ҫул тултарнине халалласа)» ят панӑ мероприятие чӳкӗн 7-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Тепӗр кунхине уяв Вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн пайӗнче (вӑл Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) малалла тӑсӑлӗ.
Мероприяти программине «Ҫитмӗл пиллӗкмӗш кӗркунне. Ӳнерти пурнӑҫ (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ 75 ҫул тултарнине халалласа)» пресс-конференцие, «Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ. Пухмачсен историйӗ. Чи лайӑх хайлавсем» альбом-каталог хӑтлавне, Шупашкар тӑрӑх кӑтартса ҫӳрессине, юбилея халалланӑ курава, «Классика» юрӑ капеллин музыка саламне, П.П. Беньков живописҫӑ ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ «ҫавра сӗтеле» кӗртнӗ.
Чӑваш наци музейӗн курав центрӗнче «Мӑкшӑ — Чӑваш Енре» курав уҫӑлнӑ. Экспозици «Чӑваш республикинчи наци пӗрлешӗвӗсем» ярӑм куравне малалла тӑсать.
Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн пресс-релизӗнче каланӑ тӑрӑх, курава Наци музейӗн директорӗ И.П.Меньшикова уҫнӑ. Вӑл хӑнасене саламланӑ май курава йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ С.Д.Казаков кунашкал куравсем республикӑри этника хутшӑнӑвне лайӑх витӗм кӳнине палӑртнӑ. Мероприятие Чӑваш Республикинчи «Мӑкшӑ культура центрӗ» общество организацийӗн Шупашкарти уйрӑмӗн председателӗ Л.П.Петрякова килнӗ. Вӑл центр пуҫланнӑ историе каласа кӑтартнӑ, унӑн пӗлтерӗшӗ пирки каланӑ.
Ҫавӑн пекех курав уҫӑлнӑ ҫӗрте Наци вулавӑшӗн пай пуҫлӑхӗ Н.М.Вишневская, Культурӑпа халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн пай пуҫлӑхӗ С.Г.Лаврентьева пулнӑ. Чӑваш наци музейӗн этнографи секторӗн заведующийӗ С.В.Недвигина куравра экскурси ирттернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |