Ҫак уйӑхра пирӗн республикӑна «Раҫҫей чукун ҫулӗ» акционерсен обществи йӗркеленӗ урапа ҫинчи экспозици пирӗн пата килсе ҫитӗ. Чи малтанах, нарӑсӑн 8–9-мӗшӗсенче, унпа ҫӗмӗрлесем паллашма пултарӗҫ. Тепӗр кунне вӑл Канаша ҫитсе чарӑнӗ. Нарӑсӑн 11–13-мӗшӗсенче республика тӗп хулинче пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем урапа ҫинчи экспозицие хаклайӗҫ.
Экспозици кунӗсенчен пӗрисенче, нарӑсӑн 11–12-мӗшӗсенче, сӑмах май каласан, «Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ» предприятин регионти конфренцийӗ ӗҫлемелле.
Куҫса ҫӳрекен экспозици вӑхӑтӗнче Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи партнерсем чукун ҫул отрасльне аталантармалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсене кӑтартӗҫ. Куҫса ҫӳрекен комплекс 8 курав вакунӗнчен тӑрать. Вӗсенчен кашниех — пӗр-пӗр проекта е компание халалланӑскер.
Куҫса ҫӳрекен экспозицие виҫӗ ҫул каялла йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра комплекс 221 пине яхӑн километр ҫӗннӗ, Раҫҫейри 16 чукун ҫул хулинче пулнӑ, Казахстанпа Белоруҫе те ҫитнӗ.
Нумаях пулмасть Вӑрмар районӗнчи Кавалта пултарулӑх ушкӑнӗсен пӗтӗмлетӳ концерчӗ пулнӑ. Малтанах Кавал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Адюков пӗлтӗрхи ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗпе электронлӑ хӑтлавпа усӑ курса паллаштарнӑ. Унтан тӗрлӗ тӳре-шара тухса калаҫнӑ.
Ҫав кун «Кӗнекепе — пурнӑҫ тӑрӑх» курав йӗркеленӗ. Ҫавӑнтах алӗҫӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Унта Луиза Табаковӑн, Галина Смирновӑн тата ыттисен ӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ.
Кавалсем фестивале Литература ҫулталӑкне, Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул хыҫа юлнине халалланӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсен юрри-ташшине жюри хакланӑ. Паллах, тӗп жюри вӑл — халӑх алӑ тӑвӑллӑн ҫупни. Кавал шкулӗн вӗрентекенӗсем ҫакнашкал кашни мероприятиех хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем куракансем валли яланах иртереслӗ юрӑсемпе ташӑсем хатӗрлеҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче Вениамин Кондратьев (Пехил) ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине уявланӑ. Вӑл — поэт, «Шӑнкрав курӑкӗ», «Янкас йӑмрисем», «Мерттес» кӗнекесен авторӗ.
Уява Н.Г.Ершов поэт, таврапӗлӳҫӗ те хутшӑннӑ. Унта «Канлӗх» клуба ҫӳрекенсем те пулнӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Галина Ильина поэтӑн пултарулӑхӗпе, кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Юбилей тӗлне вулавӑшра «Вениамин Пехил — паллӑ поэт» кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, вӑл ҫырнӑ кӗнекесене тишкернӗ.
Николай Ершов Вениамин Пехилпе «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пӗрле ӗҫленине аса илнӗ. Воля Правдина, Юлия Ефремова поэтӑн шкул чухнехи пурнӑҫне каласа кӑтартнӑ.
Поэтӑн аппӑшӗсем Любовь Егорова тата Эмилия Васильева тӑванӗ пирки аса илсе каласа кӑтартнӑ, килӗшнӗ сӑввисене вуланӑ. Вӗсем тӑванне манманшӑн ентешӗсене тав тунӑ.
Красноармейскисем хӑйсен поэтне Вениамин Пехиле манмаҫҫӗ, ӑна аса илсех тӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
«Чӑвашгражданпроект» институтра Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗн Альфред Ибрагимовӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Унта пуҫтарӑннӑ йышлӑ хӑнасем унӑн пултарулӑхӗпе паллашнӑ. Ибрагимовӑн ӗҫӗсен шутӗнче — юсаса ҫӗнетнӗ Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн ҫурчӗ, «Мегаполис» ҫурчӗ, «Республика» бизнес-центр, «Волга-Премиум» хӑна ҫурчӗ, Шупашкарти Гладков урамӗнчи «Хаклык» мечет, «Волжский-2» микрорайонти, Мускав проспектӗнчи, Горький проспектӗнчи, Ахазов тата Гагарин урамӗсенчи ҫуртсемпе предприятисем.
Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин Альфред Лукиановича унӑн биографийӗнче хисепе тивӗҫ страницӑсем тесе ырланӑ. Чӑн та, унӑн ӗҫӗсене Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн Стройминӗн Хисеп хучӗсемпе, Раҫҫейӗн архитекторсен союзӗн медалӗпе палӑртнӑ.
«Раҫҫей. Research» курав проекчӗ — ӳнерҫӗсене, сӑн ӳкерекенсене, географсене, антропологсене, архитекторсене, урбанистсене пӗрлештерекен проект. Ӑна антропологипе географи пулӑмӗсене тӗпчес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
«Раҫҫей. Research» проект 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫа кӗме пуҫланӑ. Ӑна чи малтанах Удмурт Республикине халалланӑ. 2014 ҫулта курав Карелинчи Калевала поселокне халалласа иртнӗ. Ҫав ҫулах ҫӗртме уйӑхӗнче Мускав ҫывӑхӗнчи пирки пулнӑ.
Кӑҫал нарӑсӑн 10-мӗшӗнче «Триумф» галерейӑра «Чӑваш Ен. Research» курав уҫӑлать. Ӑна Чӑваш Республикине халаллӗҫ. Унта Чӑваш Ене 4 ҫул тӗпченӗ ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем кӗрӗҫ.
Курава халӑхӑн килте усӑ курмалли хатӗр-хӗтӗр, коллекцисем, хальхи хула культурин артефакчӗсем, ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем тата ыттисем пуянлатӗҫ.
«Кӗнекепе — тӗлпулу» — ҫакнашкал ятпа уҫнӑ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗнче Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене. Уява шкул ӗҫченӗсене, администраци специалисчӗсене, ҫынсене чӗннӗ.
Чи малтанах Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Деомидов сӑмах илнӗ. Вӑл ҫак ҫулта литература тытӑмӗнче тумалли ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Мероприятире «Илемлӗ литература тӗчни» кӗнекесен куравне хӑтланӑ. Уйрӑмах ҫынсем «Нарспи» поэмӑна халалланӑ «Нарспи ҫути» пӗр кӗнеке куравӗ кӑсӑклантарнӑ. Унта 1979 ҫултанпа пичетленсе тухнӑ «Нарспи» поэмӑсене вырнаҫтарнӑ.
Уяв малалла тӑсӑлнӑ май «Акӑшпи» фольклор ушкӑнӗ тата культура ӗҫченӗсем пухӑннисене концерт кӑтартнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пурте литература викторинине хутшӑннӑ.
Ҫырмапуҫ ялӗнчи шкулта кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасемпе «Пӗрле вулар» уяв ирттернӗ. Вӗсене ҫӗнӗ литературӑпа паллаштарнӑ.
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче те ҫак кунсенче Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа ятарлӑ уяв йӗркеленӗ.
Уява Татьяна Мироновӑпа Зоя Семенова ертсе пычӗҫ. Уяв залне Пӗрҫырланти шкулти вӗренекенсем — «Рукавичка» кружок ӑстисем ӑсталанӑ пуканесен куравӗпе пуянлатнӑ. Кунтах Сӑкӑт тӑрӑхӗнчи поэтсемпе ҫыравҫӑсен кӗнекисен куравӗ! Малтанах «Руквички» кружок ертӳҫине Ирина Вячеславовна Григорьевӑна тата Зинаида Георгиевна Хондярова вӗрентекене, Сергей Охтеровпа Катя Тигушкина вӗренекенсене районта Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа иртнӗ «Литература геройӗсем патӗнче хӑнара» уява хастар хутшӑннӑшӑн Пӗрҫырлан шкул директорӗ Любовь Николаена Былинкина Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.
Ҫак шкулти 6-мӗш класра вӗренекен Сергей Охтеров та хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут курав йӗркелерӗ, вӑл хӑй килӗштернӗ паллӑ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене сӑнарлама юратать иккен! Ку тӑрӑхра паллӑ ҫыравҫӑсем Урапакассинчи Алексей Медведев, Палтайри Борис Чиндыковпа Валерий Муравьев, Мӑн Йӗкӗтри Николай Александров композитор-поэт ҫуралса ӳснӗ.
Правительство ҫуртӗнче куҫ курман ҫынсем валли «Сергий Радонежский — сӳнмен ҫутӑ» курав уҫӑлнӑ. Картинӑсем вырӑс ҫветтуйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ.
Курава Варнава митрополит пулӑшнипе хатӗрленӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксене Чиркӳ музейӗн ӳнерҫӗ волонтерсем хатӗрленӗ. Картинӑсене кантӑк ҫине ӳкернӗ, ҫапла майпа вӗсене алӑпа хыпашласа ӑнланма пулать. Унччен кун пек мелпе усӑ курман.
Проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӳнерҫӗсем малтан куҫ курманнисем ӳнере алӑпа епле туйнипе паллашнӑ. Унтан тифлопедагогсемпе, куҫ япӑх курман е пачах курман ҫынсен вулавӑшӗн ӗҫченӗсем пулшнипе картинӑсем хатӗрленӗ.
Ведомство кунашкал картинӑсем куҫ курманнисен тавракурӑмне анлӑлатма пулӑшнине палӑртать.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 94-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 10-мӗшӗччен унта «Историпе паллаш» акци иртет. Музей ҫак кун ҫынсенчен чӑваш тӑрӑхӗн историйӗпе культурине сӑнлакан тӗрлӗ япала йышӑнать. Тӳлевсӗр.
Ҫынсенчен йышӑннӑ хатӗр-хӗтӗр музей фондӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ. Парнелекен ҫынсен ячӗсене Чӑваш наци музейӗн Хисеп кӗнекине кӗртӗҫ.
Кунсӑр пуҫне унта Чӑваш наци музейне 2010–2015 ҫулсенче килнӗ япаласен куравӗ уҫӑлӗ.
Музейре ӗҫлемелли кунсенче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен кӗтеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-41-24.
Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Тӑвайри таврапӗлӳ музейӗнче ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑвайра пурӑнакан алӗҫ ӑсти Галина Аполосовна Мясникова йӗркеленӗ.
Хӑй вӑл Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ, Хусанти ветеринари институтне пӗтернӗ. Вӑл Тӑвайри ветеринари станцинче тухтӑрта ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Тӑвайри ветеринари аптекинче вӑй хурать.
Галина Мясникова ҫыхассипе ачаранпах кӑсӑкланнӑ. Вӑл пуканесем, юмах сӑнарӗсем валли тум ҫыхнӑ. Кашнинех тумлантарма кӑмӑллать.
Куравра — унӑн 59 ӗҫӗ. Кашнинех илемлӗ, тӗплӗн пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех музейра Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралнӑ Геннадий Васильевич Козловӑн картинисемпе паллашма пулать. Курав нарӑс уйӑхӗн варриччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |