Ӗнер Турцире пӗрремӗш хут Президента парламент мар, халӑх суйланӑ. Суйлаври 100% майлӑ сасӑсене шутланӑ хыҫҫӑн премьер-министр Реджеп Тайип Эрдоган пурӗ 52% пухни паллӑ пулнӑ. Тулли пӗтӗмлетӗве ҫурлан 11-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Иккӗмӗш вырӑна Экмеледдин Ихсаноглу йышӑннӑ, вӑл пурӗ 38,5% пухма пултарнӑ. Халӑхпа республика партийӗ тата националлӑ вӑй партийӗ тӑратнӑ кандидат Эрдогана выляса янипе килӗшнӗ ӗнтӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна курдсен кандидачӗ Селахаттин Демирташ тухнӑ. Вӑл пурӗ те 9,7% пухайнӑ.
Реджеп Тайип Эрдоган 2003 ҫултанпа премьер-министр вырӑнне йышӑнать. Вӑл хӑй йӗркеленӗ вӑтамла исламлӑ тӳрӗ кӑмӑллӑхпа аталану партие ертсе пырать. 1994–98 ҫулсенче Эрдоган Стамбул мэрӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |