Ҫак кунсенче Шупашкарта Георгий Алексеев ӳнерҫӗ пирки кӗнекене хӑтланӑ. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Лариса Семечкина-Бессонова ҫырса хатӗрленӗ.
Кӗнеке хӑтлавне наци вулавӑшне ӳнерҫӗн Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗнчи тусӗсем, тӑванӗсем тата ӳнере кӑмӑллакансем пухӑннӑ. Кӗнеке авторӗ чи малтан хӑй ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех ыттисем те ӳнерҫӗн ырӑ енӗсене палӑртнӑ. Георгий Алексеев нумай ҫул хушши Колым тӑрӑхӗнче ӗҫленӗрен шӑп та ҫав вӑхӑтри ӳкерчӗксем унӑн пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Кӑна кашниех палӑртрӗ темелле. Тимӗр Акташ вара хӑйӗн сӑмахӗнче Ҫӗпӗрте ӗҫленӗ ытти чӑваш ӳнерҫисен ячӗсене те асӑннӑ — ку вӑл Владимир Мешков (1919–2012) тата Валерий Северянин (1951).
Алексеев Георгий Андреевич 1939 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗрпеҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ, кайран педагогика институтне вӗренме кайнӑ, унта 1973 ҫулта художествӑпа графика факультетне пӗтернӗ. Малтан «Чӑвашкабель» савутра вӑй хунӑ, кайран Магадан облаҫӗнчи Сеймчан хулине куҫнӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗн фончӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Вӑл питӗ кирлӗ те усӑллӑ кӗнеке — «Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения». К.В.Иванов ячӗлле историпе культура фончӗн ячӗпе кӑларнӑ темиҫе кӑларӑма вулавӑша чӑвашсен паллӑ таврапӗлӳҫи, тӗпчевҫи Владимир Алмантай (Иванов) парнеленӗ.
Вӑл вулавӑшпа темиҫе ҫул ӗнтӗ тачӑ ҫыхӑнура. Ку — вӑл парнеленӗ 7-мӗш кӗнеке. Кӗнеке шӑранса тухиччен чылай тар тӑкма тивнӗ. «Ҫынсен ячӗсем — халӑх историйӗн пӗр пайӗ, этника ячӗсенче тата географи ячӗсенче халӑхӑн культурипе йӑли, унӑн тата ытти халӑхӑн ҫыхӑнӑвӗ курӑнать», — тет Владимир Алмантай.
Кӗнеке умсӑмахне виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ: вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла. Кирлӗ ята хӑвӑртах шыраса тупма пулать. Ӑна хатӗрленӗ чухне архив докуменчӗсемпе, экспедици тӗпчевӗсен материалӗсемпе, ватӑ ҫынсен асаилӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе, культурипе кӑсӑкланакансемшӗн питӗ интереслӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗнче Айхи кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Айхие халалланӑ чылай мероприяти иртет. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Владимир Пикин, Игорь Макаревичӑн, Владимир Коноваловӑн сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ. Унӑн анонсӗ пӗлтӗр юпа уйӑхӗнчех иртнӗ. Халӗ вара ҫынсем икӗ эрнере ӳнерҫӗсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма, Айхи ҫине пултарулӑх ҫыннисен куҫӗпе пӑхма пултараҫҫӗ.
Ҫав кунах «Айхин пултарулӑх еткерӗ» кӗнекесен куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл Айхи поэзийӗпе кӑна мар, Айхи-библиографпа та, редакторпа та, куҫаруҫӑпа та паллаштарӗ.
Куравсем ӗҫленӗ вӑхӑтра студентсемпе, шкул ачисемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, Айхи залӗнче экскурси пулӗ, «Айгиана» пухмачпа паллаштарӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксен куравӗ нарӑсӑн 21-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӑна хупнӑ кун Айхин тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ. Айхин тӑлӑх арӑмӗ Галина Куборская-Айхи те килме палӑртнӑ.
Кӗнеке куравӗ вара нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Чи лайӑх вулакансем тесе вара Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗ тивӗҫлӗ канурисем пирки пӗлтерет. «Вулани — ҫынпа кӗнеке хушшинчи калаҫу, вӑл ӑс-тӑна тата чӗрене ӗҫлеттерни», — тесе хакланӑ май вулани асран тухми кӑмӑл-туйӑмпа пӗлӳ хӑварнине палӑртнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнчисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем вулавӑша кӗнеке тата информации патне пыраҫҫӗ пулсан, аслӑраххисен тӗллевӗ раснарах. Вӗсем унта пӗр-пӗринпе сӑмахласа та йӑпанасшӑн.
Хӑвӑлҫырмари чи лайӑх вулакансем тесе вара библиотекарьсем Михаил Пирогова, Николай Осипова, Вячеслав Сазонова, Станислав Чернова, Исония Волкована, Алевтина Воробьевана, Зоя Чугунована палӑртаҫҫӗ. Вӗсем пурте — пенсионерсем. Вӗсем пурте кӗнеке шӗкӗлчеме юратаҫҫӗ.
Пурте пӗрле вулавӑша пуҫтарӑннӑ май ватӑсемпе Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни пирки те калаҫнӑ-мӗн. Хӑнасем хӑйсен пӗлни-илтни пирки каласа кӑтартнӑ, хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илнӗ, вӑрҫӑ ҫинчен вуланӑ кӗнекесене сӳтсе явнӑ. Вулав залӗнче библиотекарьсем, сӑмах май, «Эпир астӑватпӑр, эпир мӑнаҫланатпӑр» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Элӗк районӗнчи тӗп вулавӑш Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Чӑваш кӗнеки — вулавӑшсене» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ҫапла майпа вулавӑш фондне ҫӗнӗ кӗнекесемпе пуянлатасшӑн. Йӗркелӳҫӗсем кун пек майпа халӑха кӗнеке вуламашкӑн та явӑҫтарасшӑн.
Чылай вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесем сахал. Ку — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Вулакансем парнеленӗ кӗнекесем вара фонда пуянлатма пулӑшаҫҫӗ. Паллӑ ӗнтӗ: нумайӑшӗн килте вуласа тухнӑ кӗнекесем ҫӳлӗк ҫинче тусан пухса выртаҫҫӗ. Элӗк районӗн тӗп вулавӑшӗ вӗсене ахаль вырттарма сӗнмест. Вулавӑшра ӑна алла тытакансем тупӑнаҫҫех.
Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Вулавӑшшӑн энциклопедисем, иллюстрациллӗ кӑларӑмсем, литература, Чӑваш Ен пирки тухнӑ кӑларӑмсем, литература, ӳнер, культура пирки тухнӑ кӗнекесем, аудиокӗнекесем капашсӑр пысӑк парне пулӗҫ.
Акци пуҫланнӑ пуҫланман вулавӑша ҫынсем кӗнекесем йӑтса килме тытӑннӑ. Геннадий Михайлов полковник «Дарья. Биографи» журнала ҫырӑнмашкӑн абонемент, «Москва. Вехи истории», «Город, дружбой возведенный. Новочебоксарск», Н.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа район центрӗнче вырнаҫнӑ Культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.
Уява килнисем ӑна тӗплӗ хатӗрленине курчӗҫ. Ак, сӑмахран, хӑнасене те фойере «Нарспи» поэмӑри сӑнарсем кӗтсе илчӗҫ. Кунтах район центрӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркеленӗ тӗрлӗ куравсем: «Вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене вула», «2015 ҫулхи юбиляр писательсем», «2015 ҫулти юбиляр кӗнекесем», «Чӑваш ҫыравҫисем- юбилярсем», «Вырӑнти талантсем» тата ыттисем те. Кунтах Константин Ивановӑн вилӗмсӗр хайлавӗсем. Иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкасен айккинчи стенасем ҫине паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсен илемлӗ сӑнӗсене вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти поэтсемпе ҫыравҫӑсем вара — Зоя Сывлӑмпи, Светлана Яруткина, Галина Зотова, Лев Медведев, Александр Трофимов, Оксана Коракова — хӑйсен кӗнекисен куравӗсене йӗркеленӗ. Вӗсен кӗнекисемпе хӑнасем интересленех паллашрӗҫ.
Литература ҫулталӑкне уҫма чӑваш халӑх ҫыравҫи, Чӑваш Республикин ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Юхма Мишши килсе ҫитнӗ, вӑл пухӑннисене хӑйӗн сумлӑ хайлавӗсен пуххипе паллаштарчӗ.
Паян Елчӗкри тӗп вулавӑшра Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсем ҫинчен Николай Малышкин ҫырнӑ «Чыслӑх салтакӗсем» кӗнекен тишкерӗвӗ иртнӗ.
Тӗлпулӑва Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин, Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи П.И. Анисимов, Афганистан вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ В.П. Назаров, «Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн членӗ В.А. Павлов, республикӑри «Доблесть» обществӑлла организаци ертӳҫи В.Н. Яковлев, «Раҫҫейри ветерансен союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А. Тры тата ытти чӗннӗ хӑна пуҫтарӑннӑ.
Арҫынсен ушкӑнӗ юрланӑ патриотла юрӑсене, Н.А. Левая вуланӑ сӑвва пуҫтарӑннӑ халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ пирки пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Тӗл пулӑва Афганистан ҫӗрӗнче пуҫ хунӑ ҫамрӑксене тата мирлӗ пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула пиртен уйрӑлнисене асӑнса шӑплӑх минучӗпе уҫнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере. Моя звезда на небе» кӗнеке кун ҫути курнӑ.
Альбом кӗнекене Чӑваш халӑх поэчӗн, обществӑпа культура деятелӗн Петӗр Хусанкайӑн пултарулӑхӗпе кун-ҫулне халалланӑ. Унта «Призванье — это одержимость» автобиографиллӗ очерк, сӑвӑсем, нумай нациллӗ совет литературин элчисен унӑн пултарулӑхӗ тӗлӗшпе каланӑ каларӑшӗсем кӗнӗ. Поэтӑн кун-ҫулне сӑнлакан тапхӑрсене сӑнӳкерчӗксемпе кӑтартнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ пирвайхи хут пичетленет.
Кӗнеке Петӗр Хусанкайӑн «Чӑваш ҫамрӑк поэчӗсене каланӑ сӑмах» халалпа вӗҫленет.
Кӑларӑма Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер хатӗрленӗ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑ. Ӑна «СУМ» лавккара та туянма май пур — хакӗ 180 тенкӗ.
Шупашкарта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн «Чӑвашсем хальхи тӗнчере: истори тата культура» кӗнеке серин иккӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Ӑна «Чуваши Присвияжья: история и культура» ят панӑ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере Сӗве тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен историпе культурине ҫутатса панӑ. Унта Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики кӗнӗ. Унта уявсене, ҫемье йӑлисене, пултарулӑхне, фольклорти тӗрлӗ жанра тишкернӗ.
Ӗҫе ушкӑн пурнӑҫланӑ. Ун йышне этнографсем, музыковедсем, социологсем, фольклористсем, чӗлхеҫӗсем кӗнӗ.
Кӑларӑм 1 пин тиражпа тухнӑ. Вӑл этнографи, истори, гуманитари енӗпе ӗҫлекенсемшӗн, студентсемшӗн, шкулта вӗренекенсемшӗн усӑллӑ.
Сӑмах май, кӗнеке серинчи пӗрремӗш кӗнеке «Симбирско-саратовские чуваши» ятлӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Марфа Трубинапа Ева Лисинӑн суйласа илнӗ хайлавӗсен кӗнекисем тухнӑ.
Марфа Трубинан кӗнекине калавсем, повеҫсем, сӑвӑсем, пьесӑсем, документсем, ҫырусем кӗнӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пӗрремӗш хут пичетленет.
Кӗнекере Марфа Трубинан сӑнӳкерчӗкӗсем те пур. Вӗсем урлӑ вулакан унӑн пултарулӑх ҫулӗпе паллашма пултарать. Вӑл литературӑна ачаранпах килӗштернӗ. Унӑн хайлавӗсенчи сӑнарсем ытларах — ачасем.
Ева Лисинӑн кӗнекине калавсем, повеҫсем, пьесӑсем кӗнӗ. Вӑл аслисен те, ачасен те кӑмӑлне кайӗ. Автор ҫын чуне витӗр курать тейӗн. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла ҫырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |