Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун умӗн Чӑваш кӗнеке издательствинче чи пӗчӗккисем валли кӗнекесем тухнӑ.
Чӑвашла кун ҫути курнӑ «Савӑк вӑхӑт» кӗнекене Николай Ытарай сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсем кӗне. Кӗвве Илья Степанов композитор хывнӑ. Савӑк юрӑсем кӑмӑла хӑпартаҫҫӗ, вӗсемпе уявсенче те усӑ курма пулать. Тӗрӗссипе, кӗнеке аслисемшӗн те, ачасемшӗн те интереслӗ. Ӑна И.Е.Калентьева ӳкерсе илемлетнӗ.
Раиса Воробьеван «Чарусӑр ҫӗрҫисем» кӗнеке вырӑсла та, чӑвашла та кун ҫути курнӑ. Унта вулакансем сӑвӑсенчи сӑнарсемпе, арҫын ачасемпе тата хӗрачасемпе паллашаҫҫӗ. Кӗнекене А.В.Семенова ӳнерҫӗ илемлетнӗ.
Ачасем валли хатӗрленӗ икӗ кӗнеке те 1000 экземплярпа тухнӑ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Кӗнекеллӗ ҫу патӗнче хӑнара» литература картишӗ уҫӑлмалла. Уяв кӑнтӑрлахи 11 сехетре пуҫланмалла.
Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв программи кӑсӑк пулмалла. Ун вӑхӑтӗнче хаваслӑ ӑмӑртусемпе вӑйӑсем йӗркелӗҫ, уҫӑ сывлӑшра кӗнеке вулӗҫ, литература викторининче пӗлӗве тӗрӗслеме май килӗ. «Кӗнеке карҫынккинчи ҫӗнӗлӗхсем» курав ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарӗ. «Ылтӑн пулӑ» уяв мастерскойӗ те ачасене хавас кӑмӑл кӳмелле.
Мероприятисем кунпах вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗ ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне «Вырӑс ҫырулӑхӗн кун-ҫулӗ» информаци сехетне йыхравлать. Тепӗр кунхине ачасене «Ыр кӑмӑллӑх тӗнчине» чӗнеҫҫӗ. Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче вырӑс чӗлхине пӗлекенсен вӑйӑ-урокӗ иртӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче – А. Пушкин юмахӗсемпе вӑйӑсем йӗркелӗҫ.
Валерий Александрович Иванковскин «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑлах «Чӑваш халӑх кунталакӗ» (2011), «Терапи: медицина тӗнчинчи терапи терминӗсем» (2013) авторӗ.
Валерий Иванковский Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте ҫуралса ӳснӗ. «Сӗнтӗр ен. Ҫулсем, пулӑмсем, ҫынсем» кӗнекинче вӑл истори, чӗлхе культури, Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Унта ял тӑрӑхӗнчи ялсем пирки, ял хуҫалӑх, промышленноҫ предприятийӗсем, культура, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем ҫинчен кӗскен каласа панӑ.
Кӗнекере ҫав тӑрӑхри паллӑ ҫынсене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Вӗсем ял хуҫалӑхӗнче, промышленноҫра, вӗренӳре, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче тата ытти тытӑмра палӑрнӑ.
Кӗнеке 100 экземплярпа тухнӑ. Валерий Александрович тин пиҫсе тухнӑ кӗнекене Муркашри вулавӑша, Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑша парнеленӗ.
Паянхи куна пирӗн сайт ҫумӗнчи электронлӑ вулавӑшра 7 пин ытла хайлав шутланать, вӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 41 миллион ытла саспалли. Авторсен йышӗ те пӗчӗк мар — 1000 ытла. Вӗсен шутӗнче ачасем пур пулин те чӑваш литературинче палӑрнӑ пур авторӑнне те тенӗ пекех хайлавӗсене тупма-вулама май пур. Кӗнекесен йышӗ вара 100 яхӑн — 93 штук.
Нумай пулмасть кӗртнӗ кӗнекесемпе хайлавсене аса илес пулсан, ҫаксене асанма пулать: Никифор Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗн 4-мӗш тата 5-мӗш кӗнекисем, Геннадий Пласкинӑн «Ҫавраҫил» романӗ, Марина Карягинӑн «Хум пӑшӑлтатӑвӗ» кӗнеки (кӗртсе пыратпӑр) тата ыттисем.
Электронлӑ вулавӑша эпир 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче уҫса. Унти кашни хайлава эсир epub форматпа уҫласа илсе хӑвсамӑрӑн смартфонӑрсенче вулама пултаратӑр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш литературин XX ӗмӗрӗнчи историйӗ» кӗнекен пӗрремӗш пайӗ кун ҫути курнӑ. Унта 1900–1955 ҫулсем кӗнӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ ӑслӑлӑх кӗнекинче чӑваш литератури XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче епле аталанни пирки ҫырса кӑтартнӑ. Ӑна икӗ тапхӑрпа ӑнлантарнӑ: наци шухӑшне шыранӑ тапхӑр (1900–1929 ҫулсем) тата канонизациленӗ соцреализм тапхӑрӗ (1930-1955 ҫулсем).
Кӑларӑма статьясем, ҫав тапхӑрти ҫыравҫӑсене пултарулӑх портречӗсем кӗнӗ. Монографире этноцентрика енӗпе ӗҫленӗ ҫыравҫӑсен пултарулӑхне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Тишкерӳ статйисене В.Г.Родионов, Г.И.Федоров, А.Ф.Мышкина профессорсем ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех Н.Г.Ефремова-Ильина, И.Ю.Кириллова, В.В.Никифоров, И.В.Софронова хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» серинчи 13-мӗш томӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ. «Тупмалли юмахсем» ятлӑскере Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ.
Кӗнекене тӗрлӗ ҫулсенче пичетленнӗ материалсемпе текстсем кӗнӗ. Тупмалли юмахсем алфавитпа килӗшӳллӗн вырнаҫнӑ. Пӗрремӗш кӗнекене тупмалли юмахсем А саспаллинчен пуҫласа С таран кӗнӗ. Ыттисем иккӗмӗшӗнче пулӗҫ.
Кӗнекере умсӑмах, ӑнлантарнисем, кӑтарткӑчсемпе библиографи пур. Вӑл чӑваш халӑх пултарулӑхӗпе, наци культурипе, этнографипе, чӑваш халӑх историйӗпе кӑсӑкланакан пур ӳсӗмри ҫын валли те.
Кӗнекене хатӗрлекенӗ тата умсӑмах авторӗ — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Федотова. Кӗнеке 1000 экземплярпа тухнӑ.
Журналист-публицист, ҫыравҫӑ, поэт, «Республика» хаҫат редакторӗ, ЧНКн Мӑн Канашӗн пайташӗ Лидия Филиппова (хушма ячӗсем — Алла Давыдова, Лидия Ригель, Лидия Майская тата ыттисем) «Чӗре таппи» (Пульсация) ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ Унта чӑвашла тата вырӑсла суйласа илнӗ сӑвӑсем кӗнӗ.
Авторӑн литература тата публицистика хайлавӗсем хӑйне евӗр, уйрӑлса тӑраҫҫӗ, тарӑн шухӑшлӑ. Унӑн лирики чӑваш халӑхӗн уйрӑмлӑхне, унӑн кӑмӑлне, йӑли-йӗркине пӗлессипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.
Автор Ҫеҫпӗле ӳстернӗ ҫӗрӗ тав тӑвать. Вӑл тата ашшӗ-амӑшӗ ӑна патриотлӑх воспитанийӗ панӑ.
Хыҫсӑмахра автор паянхи пурнӑҫпа киленме чӗнет, малашнехи лайӑхрах пуласса шанса ҫырать.
«Чӗре таппи» пур ӳсӗмри вулакан валли те. Вӑл 25 ҫул журналистикӑра тата ҫыравҫӑ ӗҫӗнче тӑрӑшакан авторӑн 13-мӗш кӗнеки пулнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Галина Матвееван «Его звали Чуваш» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ.
Пирӗн республикӑра ҫуралнӑ Яков Николаев пограничника халалланӑскере малтан автор чӑвашла пичетленӗ. Вӑл кӗнекери паттӑр Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Белоруссинче пограничник пулнӑ. Фашистсен тыткӑнӗнчен тарнӑ хыҫҫӑн Польша вӑрманӗсенче партизансен отрядне ертсе пынӑ. 1943 ҫулта вӑл паттӑрла вилнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Анастасия фронт чиккинчен тӑватӑ уйӑхри ачапа каҫса тӑван Чӑваш Ене ҫуран ҫитнӗ.
Кӗнеке авторӗ пограничник ҫинчен каласа кӑтартакан кӗнекене 2013 ҫулта пичетленӗ хыҫҫӑн шкул ачисемпе тӗлпулусене ҫӳресе паттӑр Яковпа паллаштарнӑ. Анчах вырӑсла калаҫса ӳсекен ачасем унпа паллашайманнине кура автор Аристарх Дмитриев куҫаруҫӑна вырӑсла куҫарма ыйтнӑ.
Автор пирки каласан, вӑл — Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче «Советская Чувашия», «Хыпар», «Хресчен сасси» хаҫатсенче ӗҫленӗ. Халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта тӑрӑшать.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательстви Анатолий Кипечӗн «Вилӗм ялан ичелсӗр» кӗнекине пичетлесе кӑларчӗ. Ӑна автор Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май вӑрҫӑ ачисене халалланӑ.
Кӗнеке повеҫсемпе калавсенчен тӑрать, фашизм тискерлӗхне, ветерансен пурнӑҫне, Афганистанпа Чечняра ҫапӑҫнӑ ҫамрӑксен трагедиллӗ шӑпине питӗ витӗмлӗн кӑтартса парать, сӑнарӗсем те асра юлаканскерсем.
Анатолий Кипеч 1937 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кипеч тӑрӑхне кӗрекен Чулкӑмакара ҫуралнӑ. Вӗреннӗ, тӗрлӗ ҫӗрте ӑс пухнӑ, кӗвӗ-ҫемӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар», «Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар», «Юратусӑр телей ҫук», «Пурнӑс кӗнеки», «Чӗлхесӗр пике», «Шартлама».
ЧР Наци вулавӑшӗнче «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» пӗтӗм тӗнчери наци кӗнекин фестивалӗпе килӗшӳллӗн «Ши. Цы.Цюй. Фу» Китай поэзийӗн каҫӗ иртнӗ. Ӑна И.Яковлев ячӗллӗ ЧППУри китай чӗлхипе культурин центрӗ йӗркеленӗ.
Малтанах пухӑннӑ студентсемпе шкул ачисен умне центр ертӳҫи, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Сухова доцент тухса калаҫнӑ. Вӑл центр ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Китай Халӑх Республикипе туслӑха ҫирӗплетес, килӗштерсе ӗҫлес енӗпе чылай тӑрӑшни пирки каласа кӑтартнӑ.
Китай чӗлхин вӗрентекенӗ Дмитрий Якимович тата ЧППУри ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухакан Дарья Медведева Китай поэчӗсен пултарулӑхӗпе хӑтлав урлӑ паллаштарнӑ.
Уяв каҫӗнче Китай тата вырӑс чӗлхисемпе сӑвӑсем, юрӑсем янӑранӑ. Уяв каҫне пухӑннисене Гонконгран килнӗ хӑна тухса калаҫни уйрӑмах килӗшнӗ. Вӑл сӑвӑсем вуланӑ кӑна мар, пухӑннисем панӑ ыйтусене те хуравланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |