ЧР Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗ те хӑйне евӗр конкурс ирттерет. Унта ҫулталӑкри чи лайӑх вулакана тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ.
Конкурса вулавӑша ҫӳрекенсем пурте хутшӑнӑҫҫӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 3-мӗш «б» класра вӗренекен Ирина Спиридонова хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑлах «Вулав лидерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ирина Спиридонова вулавӑша кашни эрнере килсе кӗнеке куравӗсемпе паллашать, ҫӗнӗ кӗнекесене алла тытать, журналсемпе кӑсӑкланать. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлекен хӗрача вуласа тухнӑ кӗнекесем пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет. Вӑл ҫутҫанталӑк, чӗрчунсем пирки ҫырнӑ кӗнекесене кӑмӑллать-мӗн, фантастикӑпа кӑсӑкланать.
Ирина Спиридоновӑна ЧР Наци вулавӑшӗнче номинацире ҫӗнтернӗшӗн Дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ чи вулакан кӗнекене палӑртма ҫулсерен конкурс ирттерет. Акан 23-мӗшӗнче унӑн черетлӗ ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Конкурса 21 районпа 5 хулари 200 ытла вулавӑш хутшӑннӑ иккен. Чи анлӑ сарӑлнӑ авторсене палӑртма 51133 вулакан сассине пухнӑ-мӗн. Конкурса тӑратнӑ 192 кӗнекерен чи вулаканнисене пилӗк номинацире палӑртнӑ.
Пуринчен ытла сасӑ пухни — Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» романӗ. Унӑшн 8208 сасӑ пуҫтарӑннӑ. Вӑл «Чӑваш кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ.
«Ҫулталӑк прози» номинацире Куҫма Турханӑн Аристарх Дмитриев вырӑсла куҫарнӑ «Свияга впадает в Волгу» (Сӗве Атӑла юхса кӗрет) кӗнеки мала тухнӑ.
«Ача-пӑча тӗнчи» номинацире чӑвашлисенчен Николай Ишентейӗн «Ырӑ ӗҫсен команди», вырӑслисенчен Надежда Медюкован «Новогодний подарок» кӗнеки ҫынсене ытларах кӑмӑла кайнӑ.
Поэзие юратакансем те сахал мар. Кунта «Чӑваш литературин антологийӗ. Поэзи» кӗнекене алла илекенсем йышлӑрах пулнӑ.
Ыран Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Кӗнеке халӑхсене ҫураҫулӑхкӳрет» регионсем хушшинчи наци кӗнекисен фестивалӗ йышӗнче «Ӑслӑлӑх кӗнекин кунӗ» ятпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен инситучӗн кӗнекисен хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Хӑтлавра «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Чӗлхе сӑмахӗсем. Вӗрӳ-суру чӗлхи», «Татары-кряшены в зеркале фольклора и этнографических сеочинений слушателей казанских кряшенских педагогических курсов (педагогического техникума) (1921–1922 гг.)», «Современное российское село: реформы и повседневность» (чӑв. Раҫҫейри хальхи ял: реформӑсем тата кулленхи пурнӑҫ) кӗнекесемпе тӗплӗнрех паллашма пулӗ. Кунтах ЧПГӐИ кӑларнӑ кӗнекесене туянма май пулӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Литература палӑкӗсем» ярӑмпа «Нарспи» поэмӑн хушса пуянлатнӑ иккӗмӗш кӑларӑмне кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна классикӑмӑр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пӗрремӗш кӑларӑма 2008 ҫулта пичетленӗччӗ. Ӑна вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑна пуҫласа пичетленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.
Кӗнекене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай хатӗрленӗ. Поэмӑна кӗнекере чӑвашла тата вырӑсла пичетленӗ. «Силпи чӑваш ялӗнче Нарспи ятлӑ хӗр ӳснине» чӑваш ачи кӑна мар, вырӑсла калаҫса-вуласа ӳсекенсем пӗлеҫҫӗ. Ҫакӑнта Петр Хусанкай куҫаруҫӑн вырӑнне палӑртмалла, мӗншӗн тесен шӑпах вӑл вырӑсла куҫарнӑ та.
Ҫӗнетсе кӑларнӑ «Нарспине» сӑнӳкерчӗксемпе, ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Ӳкерчӗкӗсен авторӗсем — А. Миттов тата Праски Витти. Вӗсемсӗр пуҫне кӗнекере Н. Карачарсков, Ю. Зайцев, П. Сизов, М. Спиридонов, Н. Овчинников, Н. Сверчков, В. Агеев, Ф. Быков, В. Панин, Н. Енилин, В. Бритвин, Г. Фомиряков тата ытти художник ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ илемлетмелли материалсемпе пулӑшнине уйрӑммӑн палӑртать.
Ака уйӑхӗн 15–23-мӗшӗсенче Чӗмпӗрте «Чӗмӗпӗр кӗнеки — 2015» облаҫри XII курав-конкурс иртет. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне ыран, акан 21-мӗшӗнче, электрон хӑтлав урлӑ кӑтартӗ.
Пирӗннисен экспозицине 2013–2015 ҫулсенче кун ҫути курнӑ 100 ытла кӗнеке кӗнӗ. Стенд ҫинче «Замечательные люди Чувашии», «Из опыта народных мастеров», «Чувашское народное творчество», «Библиотека Президента Чувашской Республики» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев в изобразительном искусстве» кӗнеке-альбом, И.Я. Яковлевӑн халалӗ, 4 томлӑ Чӑваш энциклопедийӗ, М. Скворцовӑн икӗ томлӑ вырӑсла-чӑвашла словарӗ, «Чувашские народные сказки», «Старые Чебоксары. Памятники деревянного и каменного зодчества XVI – XX веков» ӳкерчӗксен альбомӗ, «Чуваши Присвияжья», А. Твардовскин «Василий Теркин» чӑвашла куҫарнӑ поэми, Мӑтри Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» кӗнеки тата ыттисем вырӑн тупнӑ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Эдисон Патмар хатӗрлесе кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекене хӑтларӗҫ. Унӑн ячӗ — «Я песчинка… Я травинка… Я дуб!». Унта нумай пулмасть 60 ҫул тултарнӑ ҫыравҫӑн, таврапӗлӳҫӗн, хастарӑн пурнӑҫӗ сӑнланнӑ. Автобиографилле кӗнеке темелле ӑна.
Виҫӗ пайран тӑракан кӗнеке ачалӑх кунӗсенчен пуҫланать. Унта автор ача вӑхӑтӗнчи ҫулӗсене аса илнӗ, унпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсемпе паллаштарнӑ. «Я песчинка...» пай вара автор Ӗремпур училищине вӗренме кӗнипе вӗҫленет.
«Я травинка...» пайра автор ҫар училищинче иртнӗ вӑхӑта, хӗсметрине ҫырса кӑтартнӑ. Вӗлӗмрен хӑтӑлни те пулнӑ Эдисон Патмар пурнӑҫӗнче.
Виҫҫӗмӗш пайӗ вара саппаса тухнӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа сӑнлать. Кунта вара унӑн хальхи ӗҫӗ ҫырӑннӑ: ашшӗн — Иван Патмарӑн — килти архивне пичетлесе кӑларасси, ҫӗнӗ материалсем пухма тулай чӑвашсем патне ҫӳрени, кӑларнӑ кӗнекесене халӑх патне ҫитересси тата ытти те.
Патмар Эдисон Иванович 1955 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑвви «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра 1970 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫапла майпа ЧР Наци вулавӑшне килнӗ чи лайӑх, халӑх чи нумай вулакан ҫӗнӗ хайлавсене палӑртнӑ.
Районти вулавӑшсенче пӗр уйӑхра тӗрлӗ мероприяти иртнӗ: видеосехетсем, вулав конференцийӗсем, диспутсем, ӳкерчӗк конкурсӗсем. Пӗчӗк ачасемпе вара ача-пӑча хайлавӗсене театрализацилесе кӑтартнӑ.
Конкурса пӗтӗмлетсе вулавӑш ӗҫченӗсем шорт-листсене тултарнӑ. Унта вулакансе хӑйсен шухӑшӗсене, хӑш хайлава килӗштернине палӑртнӑ.
Чӑвашла чи вуланакан кӗнеке ятне Валентина Эльпин «Пулас кинсем» тивӗҫнӗ. Вырӑсла хайлавсен йышӗнче вара Юхма Мишшин «Дорога на Москву» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вырӑсла поэзире Людмила Андревӑн «Воздушный замок» кӗнеки мала тухнӑ. Ача-пӑча литературин йышӗнче, вырӑсла ҫырнинче, Андрей Ростовцевӑн «Домовенок Фока и его друзья» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Раиса Сарпин «Хӗвел мулкачӗсем: сӑвӑсем» кӗнекине те ачасем ытларах вуланӑ.
Ака уйӑхӗнче яланхи пекех Чӑваш Енре «Кӗнеке урлӑ — халӑхсен килӗшӗвӗ патне» наци кӗнекисен фестивалӗ иртет. Ӑна ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ йӗркелет.
Кӑҫал ака уйӑхӗн 15–25-мӗшӗсенче тӗп мероприятисем Шупашкарта, Улатӑрта, Чӗмпӗрте, Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче иртӗҫ.
Ҫав кунсенче Раҫҫей патшалӑх ӳнер вулавӑшӗн коллекцийӗнчи курав, пӗтӗм тӗнчери канашлу уҫӑлӗҫ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн итальян тата чӑваш, православи, экологи тата ӑслӑлӑх кӗнекисене халалланӑ тематика кунӗсем пулӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пурне те чӑваш ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен литература каҫӗнче, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ ӳнер конкурсӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче тата «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ ҫӗрте кӗтеҫҫӗ.
Муркаш районӗн ҫыннисемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай тата Ольга Туркай тӗлпулу ирттерӗҫ. Элӗк районне вара Лидия Сарине тата Сергей Павлов ҫитӗҫ.
Пысӑк пӗлтерӗшлӗ япаласем пирки — кӑсӑклӑ та ансат чӗлхепе пӗлтермелле. Ҫапла шухӑшланӑ май Чӑваш Енӗн Ҫурт тӑвӑм министерствин «Энергосбережени центрӗ» автономи учрежденийӗ «Элик и его друзья» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Унта энергие перекетлеме вӗрентеҫҫӗ. Унта шыва, газа, ҫутта перекетлемелли пирки ӑнлантарнипе пӗрлех сахал тӑкаклас тесен мӗн тумалли ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли кӑларнӑ кӗнекене вулама ансат тесе пӗлтерет республикӑн Стройминӗ. Пӗчӗккисене илӗртмелле пултӑр тесе кӑларӑма ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Вӗсен авторӗсем — ачасем хӑйсемех. Ӳкерчӗксене «Эпӗ перекетлеме пулӑшатӑп» республикӑри конкурсра ярса панисене суйласа илнӗ.
Энергие епле перекетлемеллине кӗнекери тӗп сӑнарсем — Эликпа унӑн тусӗсем — ӑнлантараҫҫӗ.
Комсомольски районӗнчи Александровка ял вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетсе мероприяти ирттернӗ.
Мероприятие Александровка тӗп шкулӗнчи 1–4-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасене маларах конкурса хутшӑнакан кӗнекесемпе тӗплӗн паллаштарнӑ. Вӗсем пурте пӗр саслӑн пулса «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире Юрий Сементер сӑвӑҫпа Аристарх Дмитриев куҫаруҫӑн «Сехетсен ҫӗршывӗнче» ятлӑ кӗнекине суйласа илнӗ.
«Мӗншӗн ку кӗнеке илӗртрӗ-ха?» — тесе ыйтсан ачасем тӗрлӗрен хуравланӑ иккен. Пӗрне вӑл хитре ӳкерчӗкпе, теприне кӗнеке чӑвашла тата вырӑсла пулнипе, виҫҫӗмӗшне математика урокӗсенче пулӑшнипе килӗшнӗ.
Кристина Кокшина автан-сехет ҫинчен ҫырнӑ сӑвва вуланӑ, Анна Невская хӗвел-сехет ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ачасем: «Хӗвел те, автан та вӑхӑта пӗлсе, ир пулнине систерсе халӑха вӑратаҫҫӗ», — тӗлӗнни пирки пӗлтерет В. Потапова библиотекарь.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |