Юпа йуйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Традиционный и современный фольклор народов Волго-Уралья» (чӑв. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑла кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри фольклорӗ) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулса иртнӗ. Ӑна Иван Одюков педагог, фольклорист тата литературовед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Унта инҫет ҫыхӑну меӗпе Казахстанри Алматари тата Астанари, Владивостокри, Ижевскри, Йошкар-Олари Хусанти, Мускаври, Новосибирскри, Саранскри, Стерлитамакри, Ӗпхӳри, Шупашкарти тата ытти хулари 100 ытла ӑслӑлӑх ӗсченӗ хутшӑннӑ.
Чӑваш ӳнерӗнче Олег Иванович Прокопьев (1968 ҫ.ҫ.) тахҫанах палӑрнӑ. Вӑл паллӑ журналист, пултаруллӑ поэт. Унӑн сӑввисем 2008 ҫулта «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫутипе» кӗнекинче тата 2013 ҫулта «Чӑваш поэзийӗн антологийӗнче» пичетленнӗ, интернетра тухнӑ.
Олег Прокопьевӑн пичете хатӗрленӗ «Чӑвашӑм, пурӑн» кӗнеки «Кая хӑварнӑ сӑвӑсем» ятлӑ пӗтӗмлетсе хаклакан хайлавпа уҫӑлать. Сӑвӑ кая юлать-и? Лайӑх сӑвӑ ӗмӗрсем пурӑнать. Сӑввисем ҫынна «ҫунат хушса вӑй панине» кунтах каланӑ-ҫке! Апла-тӑк, пӗртте кая юлман.
Сӑвӑсене ултӑ ушкӑна уйӑрса панӑ. Вӗсем пӗлтерӗшлӗ, мӗн ҫинчен ҫырнине пай ячӗсенченех пӗлме пулать: «Ялти ӳкерчӗксем»; «Юрату тата ырату»; «Тӗрӗслӗх шыравӗ»; «Тивӗҫ»; «Юратупа эс килтӗн тӗнчене» (кил-йышри ҫывӑх ҫыннисене халалланисем); «Витӗркуру».
Юрӑ хывма ӑсталанӑ сӑвӑсене уйрӑм кӗртнӗ. Жанр тӑрӑх йӗркелес пулсан, «Сӑвӑсем» (шурӑ сӑвӑ, ирӗклӗ сӑвӑ, эреш сӑвӑ, акросӑвӑ, ода тата ыт.), «Уйланӑшсем» (баллада); «Юрӑсем» (романс, гимн, марш, такмак...) темеллеччӗ. Тема (мӗнтел) тӑрӑх йӗркеленӗ пайсенче маларах ҫырнисем пур пулсан та, XXI ӗмӗрте ҫырнӑ хайлавсем нумаййине кура Олег Прокопьева ҫак ӗмӗр поэчӗ тетӗп.
Чӑваш Енри Писательсен союзне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Лидия Филиппова журналист, публицист тата ҫыравҫӑ «Ух-х, шереметсем!» кӗнекен пӗрремӗш томне хатӗрленӗ.
«Аса илмеллисем – кашнин ҫителӗклех. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне манса та пыратӑн, теприсем вара ӗмӗрлӗх ҫырӑнса юлаҫҫӗ. Вӗсене аса илсессӗн, нумай чухне, чӗре те урӑхла тапма пуҫлать.
Ҫапла-а-а, темӗн тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пулса иртнӗ, иртет те сӑмах ӑстисен пурнӑҫӗнче. Ҫакӑ та – пирӗн, чӑваш халӑхӗн, чӑваш литературин хӑйне евӗр историйӗ. Эппин, пӗлмеллех, манмалла мар пирӗн килес ӑрусен те ҫавӑн пек самантсене. «Ух-х, шереметсем!» кӗнекере чӑн пурнӑҫра чӑваш ҫыравҫисемпе, литературӑпа ҫывӑх вӗсен тусӗсемпе пулса иртнӗ 100 ытла калав-халапра (чылайӑшне автора сӑмах ӑстисем хӑйсем каласа панӑ) та вӗсен пурнӑҫӗнчи паллӑ, анчах халӑх, вулакан пӗлсех кайман самантсем сӑнарланнӑ», — пӗлтернӗ Лидия Филиппова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Кӗнекене пӗр ҫын укҫипе пичетлеме хаклӑ, ҫавӑнпа та ҫыравҫӑ уҫӑ кӑмӑллисене кӗнекене кӑларма пулӑшма ыйтать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Ҫӗр ҫинче мӗн вӑйлӑ? Что сильнее всего на свете?» сӑрласа илемлетмелли юмах пичетленсе тухнӑ. Ӑна икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — кун ҫути кӑтартнӑ. Юмаха вырӑсла Ольга Васильева куҫарнӑ, Екатерина Васильева художник кӑларӑма илемлетнӗ. Кӗнеке валли материалсене Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ.
Сӑмах май май каласан, юмаха чӑваш пурнӑҫӗпе йӑли-йӗркине тӗпчекен Никита Романов этнограф Чӑваш Енри Муркаш районӗнчи Шарпаш ялӗнче 1951 ҫулта ҫырса илнӗ иккен. Ӑна Опраньох ятлӑ мучи каласа панӑ-мӗн.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗн тата ҫыравҫӑн Елена Нарпин статйи Турцинче пичетленсе тухнӑ кӗнекере кун ҫути курнӑ. Кун пирки статья авторӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
«Чӑвашри репресси» ятлӑ статьяна Елена Нарпи Бюлент Байрам ӑсчахпа пӗрле ҫырнӑ. Ҫав ӗҫе Турцире тухнӑ «Тӗрӗк тӗнчинчи репресси» пичетлесе кӑларнӑ.
«Ку кӗнекере тӗрӗк чӗлхиллӗ чылай халӑхӑн синкерлӗ саманара шар курнӑ культура, тӗн, ӑс-хакӑл ҫыннисен пурнӑҫӗ сӑнарланнӑ. Кӗнекере 700 ытла страница, ӑна тӗслӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, чаплӑ хут ҫинче пичетленӗ. Пирӗн халӑхӑн ХХ ӗмӗрти синкерлӗ шӑпин пӗр пайне ҫак кӗнекере ҫутатса паракан Бюлент Байрама чун-чӗререн тав тӑватӑп!» — тесе ҫырнӑ Елена Нарпи.
Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург Азири ҫыравҫӑсене хаклассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл «Литературная Азия» (чӑв. Литература Азийӗ) конкурса тӑратнӑ ӗҫсене хаклакан жюри членӗ пулнӑ.
Халӗ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫапларах хыпарланӑ: «Казахстанран хыпар ҫитрӗ: литература конкурсне пӗтӗмлетнӗ! Чӑваш ҫӗнтерӳҫисем хушшинче паллӑ авторсем те, хальлӗхе паллӑ маррисем те пур. Пирӗннисен ӗҫӗсене виҫҫӗн хакларӑмӑр: эпӗ (тӗп тӳре), жюри пайташӗсем — Виталий Родионов филологи докторӗ, Надежда Сельверстрова сӑвӑҫ. Хутшӑнакан йышлӑ пулмарӗ пулин те, хамӑр пуррине пӗлтертӗмӗр — ҫак паха!»
Сӑвӑ ҫыракан чӑваш ҫыравҫисенчен Гран-прие Галина Матвеева тивӗҫнӗ, пӗрремӗш вырӑна Любовь Фёдорова тухнӑ, иккӗмӗшне — Валентина Семёнова, виҫҫӗмӗшне — Николай Ишентей. Прозаисенчен Гран-припе Пётр Кудрявцева хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта — Елена Алексеева, иккӗмӗшӗнче — Аркадий Русаков.
Раҫҫейри ҫыравҫӑсемпе издательсен союзӗн ассоциацийӗ прозаиксене Литература резиденцине йыхравлать. Ҫакӑ калем ӑстисене пичетре ӗҫлекенсемпе ҫывӑхлатасса шанаҫҫӗ.
Литература резиденцийӗнче писательсем лӑпкӑ лару-тӑрура чун канӑҫлӑхне тупайӗҫ, ҫӗнӗ шухӑш-кӑмӑлпа хавхаланӗҫ. Литература резиденцийӗ 20 кун ӗҫлӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫыравҫӑсем калас тенине хут ҫине куҫарнипе пӗрлех пӗр-пӗринпе паллашӗҫ, вырӑнти вулакансемпе тата литераторсемпе паллашӗҫ. Пултарулӑх тӗлпулӑвӗсенче пултаруллӑ ҫыравҫӑсем, редакторсемпе издаельсем сӗнӳ-канашпа пулӑшайӗҫ.
Литература резиденцийӗ Пенза ҫывӑхӗнчи ялта авӑн уйӑхӗн 3-23-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Заявкӑсене Раҫҫейри ҫыравҫӑсемпе издательсен союзӗн ассоциацийӗн (АСПИР) сайтӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Мальвина Петрован иккӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Витӗр Ҫил» ят панӑ. Унччен Мальвина Петрова «Пӗччен Хӗвел» кӗнекене кун ҫути кӑтартнӑччӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Витӗр ҫил» кӗнеке редакторӗ – Алина Майорова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Кӑларӑма тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Мальвина Петрова Ҫӗрпӳ районӗнче кун ҫути курнӑ, Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хунӑ.
2022 ҫулта Мускавра «Литература народов России: Народная мудрость» антологи пичетленсе тухнӑ.
Ҫав тома Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхӑн 14,5 пин пин ытла паремийӗ кӗнӗ. Вӗсене 65 наци чӗлхинчен, ҫав шутра 22 диалектпа калаҫуран суйласа илнӗ.
Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе тата каларӑшӗсемпе 587–597-мӗш страницӑсенче паллашма пулать. Вӗсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Ольга Михайлова пухса хатӗрленӗ. Вӗсене вырӑслана асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев куҫарнӑ.
Чӑваш Енри яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ паян алӑ пуснӑ хушура 11 номинацие пӑхса хӑварнӑ.
Литература, культура тата ӳнер енӗпе премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсене Ольга Ермолаевӑна, Екатерина Ивановӑна, Артём Самонова, Егор Темяшкина «В движении» (чӑв. Хусканура) Пӗтӗм Раҫҫейри VIII ташӑ проектне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн панӑ.
Журналистика енӗпе премие «Чӑваш Ен» ПТРКн информаци программисен службин корреспондентне Вероника Павловӑна
«Герои среди нас» (чӑв. Паттӑрсем пирӗн хушӑра) кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрленӗшӗн парас тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |