Ҫак кунсенче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре кӗнеке куравӗ ӗҫлессине эпир унччен пӗлтернччӗ-ха. Аса илтерер: унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнать. Издательство ӗҫченӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вӑл хакас хӗрӗпе ӑнсӑртран паллашнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм сӑвӑсем ҫырать иккен. Вӗсене вӑл ачаранпах шӑрҫалать. Тамара Тинникова «Прежде чем...» ятлӑ кӑларӑма Красноярскра кун ҫути кӑтартнӑ. Унта поэзие куҫакан прозӑна кӗртнӗ. Вӗҫӗнче шухӑша автор сӑвӑпа палӑртнӑ.
Тамарӑн амӑшӗ чӑваш иккен, Муркаш районӗнчи Калайкассинчен. Ашшӗ — хакас. Тамара Хакас Республикиинче ҫуралнӑ, халӗ Мускавра пурӑнать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сухви сехмечӗсем» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм — «Алран алла» ярӑмпа хатӗрленӗ тӑваттӑмӗш кӗнеке. Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи виҫҫӗшӗ «Инкеклӗ телей», «Йӑкӑнат авланать», «Виҫҫе пайланнӑ ӗмӗр»ятпа кун ҫути курнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Григорий Лучӑн, Петӗр Львовӑн, Геннадий Мальцевӑн, Виталий Енӗшӗн, Микиш Павӑлӗн, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ.
Кӗнеке издательствинче хакланӑ тӑрӑх, «Г. Лучӑн, П. Львовӑн, Микиш Павӑлӗн, Г. Мальцевӑн, В. Енӗшӗн калавӗсенче шӳтлесе те юптарса калани сахал мар. Ю. Силэм, Н. Мартынов, Н. Петровская хайлавӗсене вуласан ирӗксӗрех шухӑша путатӑн».
Хветӗр Уярӑн «Ҫырнисен пуххин» виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви Хветӗр Уярӑн тӑватӑ томран тӑракан «Ҫырнисен пуххине» кӑларма пуҫланӑ. Пӗрремӗш том 2021 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта «Шурча таврашӗнче» историлле романӑн пӗрремӗш кӗнеки – «Таната» – кӗнӗ. 2022 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ иккӗмӗш томра асӑннӑ романӑн иккӗмӗш кӗнеки – «Таркӑн» – вырнаҫнӑ.
Нумаях пулмасть вара «Ҫырнисен пуххин» виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ повеҫпе ҫирӗм калав кӗнӗ.
Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Валерий Алексеев, ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Ӗнер республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: книга года 2022» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2022 ҫулхи кӗнеке) фестиваль-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Ӑна вулавӑш Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе, Чӑваш кӗнеке издательствипе, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе пӗрле ирттернӗ.
«Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки» номинацире Геннадий Николаевӑн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» кӗнеки ҫӗнтернӗ, тӑван тӑрӑх ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке — Антонина Мордвинован «Будущее не спешило ко мне... Художник Анатолий Миттов», илемлӗ прозӑпа ҫырнисенчен — Георгий Фёдоровӑн «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», поэзирен — Марина Карягинӑн харӑсах икӗ кӗнеки: «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру = Другое поколение = A different generation», ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисенчен — Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан» тата Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли», чи нумай вуланӑ кӗнеке — Алевтина Дмитриеван «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ», хитре илемлетнӗ кӗнеке — Наталия Орлова художество редакторӗ пулса хитрелетнӗ «Балерина Надежда Павлова». Вӗренӳ пособийӗсенчен чи лайӑххине палӑртман.
Николай Шупуҫҫыннин ячӗ чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ӑна чӑваш литературин никӗсне хывакансенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар пуль ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ май литературӑна та аталантармалла пулнӑ. Чӑвашсен литератури пачах та пулман теме май ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл темле пуян пулнӑ пулин те, ытларах енӗпе халӑх пултарулӑхӗ ҫинче никӗсленнӗскер пулнӑ. Юмахсем, юрӑсем, тата ытти енлӗ пултарулӑх. Шӑп та ҫав вӑхӑтри ҫынсем чӑваш литературин никӗсне хывнӑ та ӗнтӗ. Малтанах вӑл юмахсемпе халапсем ҫине таяннӑ, каярах вара хӑй тӗллӗн вӑй илнӗ. Анчах Николай Шупуҫынни, Константин Иванов тата ыттисем шӑп та шай литературӑн пуҫламӑшне амалантарнӑ.
Паянхи кун чылай чухне «чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук» теме юратаҫҫӗ. Анчах ҫапла сӑмахланӑ хыҫҫӑн малалли ӗҫе тӑвакансем ҫук. Ҫук япалана пур тума мехел ҫитермелле. Константин Иванов, Николай Шупуҫҫынни тата вӑл вӑхӑтри ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫ шӑп та лӑп ҫук япалана пур тума пултарнӑ та ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗн поэмӑсем пулман-тӑк — вӗсем ӑна хайланӑ.
Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург Азири ҫыравҫӑсене хаклӗ. Вӑл — «Литературная Азия» (чӑв. Литература Азийӗ) конкурса тӑратнӑ ӗҫсене хаклакан жюри членӗ.
Унта Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ иртесси пирки Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Хисеплӗ ҫыравҫӑсем, сире конкурса хутшӑнма йыхравлатӑп!
Асӑннӑ темӑпа чӑвашла сӑвӑ е калав хайласа кӑтартнӑ адреспа майӑн 1-мӗшӗччен ярса памалла. Эпӗ жюрире, тӳрех мана кӑтартма та пултаратӑр», — хыпарланӑ постра.
Турцинче пичетленӗ кӗнекеyе чӑваш юмахӗсене кӗтнӗ. Ку хыпара эпир Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург, сценарист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
390 страницӑллӑ кӗнекене Синан Гӳзель ҫамрӑк турккӑ ӑсчахӗ чылай чӑваш юмахӗ кӗртнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма автор Марина Карягинӑна та ярса панӑ.
«Парнешӗн тав! Нумаях пулӑшаймарӑм, вуласа йӑнӑшсене тӳрлетме кӑна хутшӑннӑччӗ, анчах пархатарлӑ автор мана та тав тума чун ӑшши ҫитернӗ», — хыпарланӑ Марина Карягина.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинчи «Варкӑш» клубра Ольга Васильеван (Фёдорован) «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явӗҫ.
Вулавӑшра хыпарланӑ тӑрӑх, калав-повесть ҫырма Ольга Васильева Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухне пуҫланӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ…» ятпа пичетленсе тухнӑ. Каярах унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Кӗтмен юрату», «Саламлӑр аннӗре», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка» кӗнекесенче кун ҫути курнӑ.
«Варкӑш» клуб ларӑвӗ 18 сехетре пуҫланӗ.
Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен конкурсӗ Чӑваш Енре кӑҫал та иртӗ. Унта уйрӑм авторсем те, авторсен ушкӑнӗсем те хутшӑнайӗҫ.
Ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнӗҫ: шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (конкурс ҫӗнтерӳҫине 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ), вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав (75 пин тенкӗ премипе хавхалантарӗҫ), аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав (ҫӗнтерӳҫӗне 75 пин тенкӗ лекӗ).
Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 10-мӗш ҫурти 2-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 56-50-57 (хушма номер 2537).
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Музыка композицийӗн ӳнерӗнчи чӑваш халӑх юрри» ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Вӑл ыран, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 15 сехетре пуҫланӗ.
Ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннисем Л.И. Бушуеван «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографине сӳтсе явӗҫ. Кӗнеке 2021 ҫулта кун ҫути курнӑ.
Асӑннӑ ӗҫе, сӑмах май каласан, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе пашалӑх премине илме тӑратнӑ.
Ҫавра сӗтелте искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова тата ыттисе мтухса калаҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |