Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Сачкован «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – О.Л. Федорова, кӗнекене ӳкерчӗксемпе И.Е. Калентьева тата А.И. Алексеев илемлетнӗ.
Ҫыравҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине 11 калавпа повесть кӗнӗ.
Хайлавӗсенче автор пурнӑҫри тӗрлӗ тӗслӗхе ытарлӑн сӑнланӑ. Вӗҫкӗн автан, сӑмахран, ҫӑла кӗртсе ӳкернӗ, Шампик йытта вара хӑйӗн хуҫине инкекре пулӑштарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнеке вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине парассипе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Ӗҫлӗ ҫак ушкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ.
Комисси пайташӗсем конкурса тӑратнӑ 7 ӗҫе тӗплӗн пӑхса тухнӑ. Анчах темле тишкерсен те вӗсем премие тивӗҫлӗ ӗҫе тупса палӑртайман. Ҫавна май 2020 ҫулшӑн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине памасан тӗрӗсрех тесе йышӑннӑ.
Преми парас мар текен сӗнӗве ӗҫлӗ ушкӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патне ҫитерӗ.
Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Валентина Тараватӑн «Чӑн-чӑн туслӑх. Настоящая дружба» кӗнекине хӑтланӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленнӗ.
Кӗнекери тӗп сӑнарсем — Лена тата Вова, ял ачисем. Кӗнеке пуҫламӑшӗнче вӗсем ача пахчине ҫӳреҫҫӗ, пӗрле выляса кулаҫҫӗ.
Кӗнеке хӑтлавне хулари 37-мӗш шкул ачисем тата Чӑваш Енпе Чӗмпӗрти ҫыравҫӑсем: Николай Ларионов тата Раҫҫейри ҫыравҫӑсен союзӗн Чӗмпӗрти регионти уйрӑмӗн председателӗ Ольга Даранова — хутшӑннӑ.
Валентина Николаевна сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырать. Унӑн 30 ытла кӗнеке пичетленнӗ, ҫав шутран 16-шӗ — чӑвашла.
«Нарспи» поэма авторӗ К.В. Иванов, хӑй ҫырма палӑртнӑ произведенисенчен, 1907-мӗш ҫулхи тетрадӗнче «Шуйттан чури» ятлӑ виҫӗ пайлӑ трагедине кӗртнӗ. Поэт пулас трагеди планне те хатӗрлесе ҫитернӗ, кашни пайӗнче хӑй мӗн ҫинчен ҫырассине йӗркеленӗ, произведенин малтанхи пӗрремӗш пайне (пиччӗшӗ укҫашӑн шӑллӗне вӗлернине) сӑвӑ формипе калӑплама та ӗлкӗрнӗ. Ҫав сыпӑка кура, эпир поэтӑн пулас «Шуйттан чури» произведени мӗнле жанрта, мӗнле виҫепе пулмалла пулнине куратпӑр. Константин Иванов хӑй пултарулӑхӗнче драматурги жанрне те аталантарма пултарса («Икӗ хӗр» сӑвӑ, «Нарспи» поэмӑри ашшӗпе амӑшӗ тата Нарспи сцени) вӑл драмӑлла пысӑк трагеди ҫырма хатӗрленни паллӑ. Поэт палӑртнӑ тӑрӑх «Шуйттан чури» трагедин иккӗмӗш пайӗнче халӑх вӑрҫӑра вилнисене пытарать, анчах шуйттан килсе тухнипе ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вилнисен шӑтӑкӗсене чун сыхлавҫисем тӑпрапа витеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш пайӗнче – ӗҫ-пуҫ ҫулталӑк иртсен. Амӑшӗпе икӗ ача пурӑнакан киле кӗрсе шуйттан вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерет. Анчах аҫа ҫапать те кунӑн чунне те илсе каять.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Порохом пропахнувшие строки» (чӑв. Тарпа пиҫӗхнӗ йӗркесем) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫыравҫӑсен ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ.
Кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн кун-ҫулӗ. Кӗске те пархатарлӑ. 1905 ҫулта ҫуралнӑ Марк Аттай (Терентьев) 1942 ҫулта леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унӑн хайлавӗсем 1924 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Унӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» пуххинче — сатира тата юмор. Сержант званине тивӗҫнӗскер фронтра пуҫ хунӑ.
Иван Викторов (1901-1944) партизан отрячӗсенчен пӗрин разведчикӗ пулнӑ. Ҫар ӗҫне пурнӑҫланӑ чух фашистсен тыткӑнне лекнӗ, ӑна Минск облаҫӗнчи Борисов хулинчи концлагере ӑсатнӑ. 1944 ҫулхи кӗркунне нушалантарса вӗлернӗ. Иван Викторов — чылай публикаци авторӗ, унӑн кӗнекисем: «Ялти кӗвӗсем», «Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем», сӑввисемпе калавӗсем «Чӑвашӑн илемлӗ литератури» тата ытти кӑларӑма кӗнӗ.
Куравпа вулавӑшӑн Электрон вулав залӗнче, 212-мӗш пӳлӗмре, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паллашма май пур.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вулаканан кӗнеке» республикӑри фестиваль-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса 153 кӗнекене тӑратнӑ. Чи вуланаканнисене пилӗк номинацире палӑртнӑ.
«Чӑвашла ҫырнӑ проза жанрӗллӗ чи вуланакан кӗнеке» номинацире Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» 3-мӗш кӗнеки ҫӗнтернӗ; «Вырӑсла ҫырнӑ проза жанрӗллӗ чи вуланакан кӗнеке» номинацире — Вера Савельеван «Горькая правда жизни» кӗнеки; «Поэзи жанрӗнчи чи вуланакан кӗнеке» номинацире — Валерий Самойлов-Раштавӑн «Кушак ҫури» кӗнеки; «Чи вуланакан ача-пӑча кӗнеки» — Ева Лисинан «Ҫапкаланчӑк = Бомжик» тата Галина Матвееван «Мӑшӑр ҫунат» кӗнекисем.
Художниксен куҫӗпе чи лайӑх кӗнеке тесе Иосиф Трерӑн «Хӗрӗх Чалӑш Хӗрлӗ Ту» кӗнекине (ӑна Станислав Юхтар илемлетнӗ) йышӑннӑ. Литература критикӗсем вара чи лайӑх кӗнеке тесе Г.В. Тал-Мӑрсан «Суйласа илнисем: поэзи, драматурги, чӑнлавсем, ҫырусем» ӗҫне палӑртнӑ.
Ольга Иванова хатӗрленӗ «Саламлӑр аннӗре» ятарлӑ дипломпа чысланӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Муркашри тӗп вулавӑшра «Улькка Эльменӗ – пурнӑҫ ҫыравҫи» литературӑпа музыка тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна ҫыравҫӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекин виҫҫӗмӗш пайне халалланӑ.
Улькка Эльменӗ Вӑрнар районӗнчи Авшак Элменре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн строительство организацине ертсе пыма тытӑннӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗскер хӑй вӑхӑтӗнче тӑван районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫри вӑтам шкулта директор ҫумӗнче, район администрацийӗн тӗп специалистӗнче, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ.
Унӑн «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» кӗнекисене вулакансем юратса йышӑннӑ. «Упраймарӑм сана» кӗнеке вара виҫӗ пайпа пичетленнӗ.
Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртӗҫ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ. Сӑмах май каласан, укҫа виҫи пӗлтӗрхи шайах юлнӑ.
Конкурса авторсен ӗҫӗсене те, ушкӑнпа шӑрҫаланисене те йышӑнӗҫ.
Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ алҫырушӑн 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӑтам шкул тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемшӗн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑри тата ӳнерти паллӑ ҫынсене стипенди пама документсем йышӑнма пуҫланӑ.
Патшалӑх стипендине уйӑхсерен, пӗр ҫулталӑк, парса тӑраҫҫӗ. Ӑна тивӗҫес тесен ҫуллӗ шайри паха хайлавсем ҫырмалла, литературӑпа ӳнер енӗпе вӑйлӑ тӗпчевсем ирттермелле.
Патшалӑх стипендине илмелли конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, професси пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ.
Документсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 64-20-68 (Ольга Витальевна Ефимова).
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ мухтавлӑ Иван Яковлев ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе кӑҫал 150 ҫул, «Чӑваш халӑхне» халала ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитет.
Ҫак пулӑмсене асра тытса халалласа регионсен шайӗнчи «Ҫӗнӗ хум» литература конкурсӗ иртӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата Чӑваш Енри шкулсенче 7–11-мӗш класенче, колледжсемпе техникумсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурс нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ, вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Конкурса йӗркелекенсем хушшинче — Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.11.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |