ЧР Патшалӑх премине илме тӑратнӑ
«История чувашской литературы XX века. Часть 1. 1900–1955 годы» (2015 ҫ.); «История чувашской литературы XX века. Часть 2. 1956–2000 годы» (2017 ҫ.) тӗпчев ӗҫӗ чӑннипех те сумлӑ. 850 ытла страницӑра тӑван илемлӗ сӑмахлӑхӑн иртнӗ ӗмӗрти аталанӑвне туллин те анлӑн тишкерсе кӑтартнӑ тени пӗртте ӳстерсе калани мар. Иртнӗ тапхӑрта чӑваш литературине камсем тӗпченӗ? Тӗпчев ӗҫӗн тытӑмӗ мӗнле? Вулакансем патне ҫитнӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлама камсем хутшӑннӑ? Ҫак тата ытти ыйтусене монографи концепцийӗн авторӗсенчен пӗри, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, ЧПГӐИ ӑслӑлӑх ертсе пыракан ӗҫтешӗ Виталий Григорьевич Родионов профессор хуравлать.
– Виталий Григорьевич, палӑртса хӑварни ытлашши пулмӗ: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ (ЧПГӐИ) кӑларнӑ 2 томлӑ кунашкал монографи Урал-Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрин те ҫук.
– Чӑнах та, пирӗнпе кӳршӗллӗ е инҫетерех тӗпленсе пурӑнакан халӑхсем ҫакнашкал тӗпчевсем кӑларайман-ха. Мӗншӗн? Ку ыйтӑва пирӗн хуравламалла мар.
Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев нумаях пулмасть хӑйӗн пултарулӑхӗн тата тепӗр енӗпе палӑрчӗ – 50 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Картсем: калавсем» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ.
Чӑн та, кӗнеки те хулӑнах мар, хайлавӗсене калав тесе палӑртни те тӗрӗсех мар, вӗсем пурте тенӗ пекех – аса илӳсем. Хӑшӗ-пӗри хӑй жанрӗпе тӗрленчӗке е эссене ҫывӑх, теприсене литература очеркӗ теме пулать. Ҫакӑ вӗсен ятӗнченех сисӗнет: калӑпӑр, «Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑтакасӑм, Вӑтакас…», «Кукамай шӑплӑхӗ» е тата «Мишша тете», «Миккуль тете», «Атте утарӗ» пайсенчен тӑракан хайлав. Сӑн ӳкерчӗксем те кӗнекене аса илӳ техӗмӗ кӗртеҫҫӗ: вӗсенче – автор ачалӑхӗ, тусӗ-юлташӗ, тӑванӗ-пӗтенӗ… «Ҫӑкӑр чӗллипе» «Кушак ҫури» ыттисенчен уйрӑлсарах тӑраҫҫӗ: ку хайлавсем автор ачалӑхӗпе ҫыхӑнман, вӗсенче сюжет аталанӑвӗ те пур.
Тепӗр тесен, жанр тасалӑхне хӳтӗлесси пархатарлӑ ӗҫ мар, критиксемпе литература тӗпчевҫисем ав Пушкинпа та килӗшмеҫҫӗ: унӑн кӗскен «Белкин повеҫӗсем» текен хайлавӗсем, тӗслӗхрен, нимле повеҫсем те мар иккен, вӗсем – новеллӑсем!
Ҫук-ха, ҫапла ҫирӗплетсех калама хальлӗхе иртерех. Анчах Шупашкар хулине ертсе пыракансем патне ҫав шухӑша сӗнекенсем пулнӑ-мӗн.
Гладков урамӗн пӗр пайне урӑх ят парасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алентей ятне Гладков урамӗпе паралельлӗ пыракан лаптӑкри урама парасшӑн. Ҫапла майпа чӑваш халӑх писательне, прозаикне, критикне, публицистне, Василий Алентея, сума сунине палӑртасшӑн. Ҫитменнине кӑҫал, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитет.
Урама Василий Алентей ятне парас ыйтупа хула валҫӗсем халӑхра ыйтӑм ирттерӗҫ. Ун валли вӗсем яланхиллех «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) портала суйласа илнӗ. Сасӑлава хутшӑнакансем валли виҫе вариантлӑ хурав хатӗрленӗ: «ҫапла», «ҫук» тата «ку ыйтӑва специалистсен татса памалла».
Юлашки тапхӑрта чӑваш ача-пӑча литератури Марина Карягинан икӗ ҫӗнӗ кӗнекипе пуянланчӗ. 2017 ҫулта Чӑваш издательстви унӑн «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑсемпе хӑвӑрткаларӑш пуххине пичетлесе кӑларчӗ. Пӗлтӗр вара «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсемпе сӑвӑсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Иккӗшӗ те ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ алҫыру хайлавӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.
Пӗрремӗш кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи шӑпӑрлансене халалланӑ. Ҫак ӳсӗмри ачасемшӗн ҫывӑх темӑна — тӑван халӑхпа хамӑр тавралӑх ҫинчен ҫырассине — тӗпе хунӑ. Геройӗсем — шкул ҫулне ҫитейменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем. Автор вӗсен чӑн пурнӑҫне, айкашӑвӗсемпе хӑтланӑвӗсене сӑнласа кӑтартать. Ӳкерчӗкӗсем — чӑваш пепкисен кун-ҫулӗнчен илнӗскерсем: чӗрӗ те кӑсӑклӑ, ӗнентерӳллӗ. Пӗрре пӑхсан, вӗсенче тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук пек: чӗвӗлтисен кулленхи айланӑвӗнчи ахаль пулӑмсем кӑна темелле. Анчах та ҫыравҫӑ сюжета пӗлсе тата ӑста йӗркелеме, ӑсласа калӑплама пӗлнӗрен асра юлаҫҫӗ, туртса тӑраҫҫӗ. Акӑ, «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑра виҫӗ героя куратпӑр: аппа, тете тата ача.
(Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнекине вуланӑ май асӑрханисенчен)
Чӗрене упрама чӗнсе каланипе пуҫланать Валери Туркайӑн «Чӗрене юратма чараймӑн» хулӑн кӗнеки» (2013-2018 ҫҫ. ҫырнӑ сӑвӑсенчен, Ш., 2019. — 428 с.): «Чӗрене юратма ан чарсамӑр! Хӗмленме ан чарсамӑр ӑна!». Ку чӗнӳ Туркай сӑввисен тӗп шӑнӑрӗ, вӑл унӑн хӑйӗн тата лирикӑлла геройӗн сӑнарӗпе, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе, тыткаларӑшӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тӳрӗ килет. Чӗрепе чун ҫинчен тӗнче литературинче — чӑваш сӑмахлӑхӗнче те — усӑ курман танлаштару кутемӗн хӑварман темелле. Татах каламалли пур иккен. «Чӗресӗр ҫуралман никам та» тесе, ҫынсен чӗрисем питех те тӗрлӗ пулнине, вӗсем пӑрланнӑ та чулланнӑ, хӗмленнӗ те кӑмрӑкланнӑ, юратнӑ та вӗчӗхнӗ чухне мӗнле тапнине кардиолог пекех тимлӗ сӑнать поэт. Поэзи диагнозӗсем тухтӑрсем палӑртнӑ пекех мар — «Пурнӑҫӗ ансат мартан Кӑткӑс — ҫын чӗри» («Пӗр ҫыннах пӗри мухтать»). Ҫав аслӑ чӗрен пур енне те асӑрхасшӑн, унта тухтӑрсем тупайманни те пур: «Чӗре вӑл — питӗ кӑткӑс пулӑм: Унта пур пӗтӗмпе йӑлтах.
Ӗнер, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ҫыравҫисен «Шевле» пӗрлешӗвӗн черетлӗ пухӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ. Малашне ку тивӗҫе «Канаш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева туса пырӗ. «Шевле» литпӗрлешӳ пухӑвне ҫитнӗ 12 ҫыравҫӑ сасӑласа ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Литпӗрлешӗве кӗрекен ҫыравҫӑсем кӗҫех тепӗр хут та пухӑнӗҫ. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче вӗсем кӑҫалхи ӗҫ планне ҫирӗплетесшӗн.
Аса илтеретпӗр, «Шевле» литпӗрлешӳ Чӗмпӗр облаҫӗнче тухса тӑракан «Канаш» хаҫат ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Унччен ӑна Николай Ларионов ҫыравҫӑ ертсе пынӑччӗ. «Шевле» литпӗрлешӳ кӳршӗллӗ регионта ҫирӗм ҫул ытла ӗҫлет, вӑл вӑхӑтра унта кӗрекен ҫыравҫӑсем ҫӗр ытла кӗнеке кӑларма пултарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви азербайджан ҫыравҫин Ханымана Алибейлин «Эльхан – Чӑваш ҫӗршывӗнче» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унӑн сӑввисене чӑвашла Раиса Сарпи куҫарнӑ, кӗнеке редакторӗ — Ольга Федорова. Кун пирки Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ханымана Алибейли иртнӗ ӗмӗрте Чӑваш Енре пулса курнӑ, ун чухне вӑл кунти тавралӑхпа киленсе паллашнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ҫынсемпе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухнех вӑл азербайджанла темиҫе сӑвӑ ҫырнӑ. Халӗ вӗсемпе тата кайран хайланисемпе чӑваш вулаканӗсем те паллашма пултараҫҫӗ.
Кӗскен каласан, кӗнекере азербайджан ачи Чӑваш Ене килсе курнине сӑнласа кӑтартнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш космонавт ҫуралнӑ ялта, Кӑкшӑм вӑрманӗнче, ытти тӑрӑхра пулса курать. Ҫавӑн пекех кӗнекене хӗвеллӗ Азербайджан ҫинчен хайланӑ сӑвӑсем те кӗнӗ.
Раштавӑн 9-12-мӗшӗсенче Л.Толстой ячӗллӗ Хусанти федераци университечӗ ҫумӗнчи филологи тата культура коммуникацийӗсен институтӗнче Раҫҫейри халӑхсен тата тӗрӗк чӗлхиллӗ ҫӗршывсен литератури енӗпе студентсемпе шкул ачисен фестивалӗ иртнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗн вӗренекенӗ Анна Егорова III степень Диплома тивӗҫнӗ. Ӑна хатӗрлекенӗ – чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Татьяна Петрова. Патӑрьел районӗнчи Туҫа шкулӗнче ӑс пухакан Валерия Николаева, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Татьяна Мишина, Канашри педколледж студентки Ника Александрова, И.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студентки Анастасия Федорова призерсен йышне кӗнӗ.
Палӑртмалла: фестиваль финалне Азербайджанри, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Узбекистанри, Алтайри, Пушкӑртстанри, Бурятири, Кабарда-Балкарти, Калмӑкри, Комири, Мӑкшӑри, Тутарстанри, Хакасри, Чӑваш Енри, Якутири 130 ытла студентпа шкул ачи хутшӑннӑ.
Чӑваш журналӗ пичетленнӗ тӗнче тетелӗнчи проект хупӑннине Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра пӗлтернӗ.
Культурӑна тата литературӑна хаклакансене «Журнальный зал» калӑпӑшлӑ интернет-проект хупӑнни пӑшӑрхантарать. Унта Раҫҫейри хулӑн литература журналӗсем пичетленнӗ. Сайтра «Новый ЛИК» журнал та вырӑн тупнӑ. Ҫавӑнта унӑн пилӗк номерне пичетленӗ. Журнала Чӑваш Енри ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑларса тӑнӑ.
Чӑваш Енри литераторсен журналне «Лик Чувашии», «ЛИК», «КИЛ» ятсемпе те пичетленӗ.
Хупӑннӑ сайтра журналти публикацисем, ҫав шутра Атнер Хусанкай статйисем, Улатӑрти Евгений Краснов историк тӗпчевӗсем, Маргарита Красотина Праски Виттипе тата Юрий Евлампьев фото ӑстипе хатӗрленӗ интервьюсем хальлӗхе пур-мӗн-ха.
Ӗнер, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ (Турци) ирттерекен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери калав ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн жюрийӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ (ҪИП) йӗркеленӗ жюри пайташӗсем Илле ҫыравҫӑ, И. Кириллова, В. Никифорова, Н. Осипов литература тӗпчевҫисем, Н. Ларионов журналист конкурса килнӗ 14 калава 5 баллӑ системӑпа хакланӑ (кам хӑш калава мӗнле хакланине ӳкерчӗкре илсе кӑтартнӑ таблицӑран пӗлме пултаратӑр).
Чи нумай — 23,3 балл — пухса, пӗрремӗш вырӑна Борис Чнндыков ҫырнӑ «Тислӗк купи» калав тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Юрий Санӑн «Нацмэн» калавӗ (23,2 балл), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Владислав Николаевӑн «Телейлӗ» виҫӗ тӗлпулу» калавӗ (22,5 балл).
Унсӑр пуҫне, чӑваш тапхӑрӗн жюрийӗ хавхалантару премине пама йышӑннӑ — ӑна 21,1 балл пухнӑ «Ҫеҫняк» калав тивӗҫнӗ, авторӗ — Виталий Эртиван.
Жюри ертӳҫи Илле палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ӑмӑртӑва килнӗ калавсен вӑтам шайӗ самай пысӑк.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |