Канаш районӗнче пӗр ҫамрӑк ҫулпа пынӑ чухне машина айне пулнӑ.
Инкек юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Карӑклӑ ялӗ тӗленче пулса иртнӗ. Шупашкар хулинче пурӑнакан каччӑ (вӑл тӑрӑха ҫамрӑк хӑнана кайнӑ курӑнать) ҫулпа утса пынӑ. Ун ҫине «Лада Гранта» машина пырса кӗнӗ.
Суранланнӑ каччӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Етӗрне ҫулӗ ҫинче ӗнер машинӑсем «пӑкка» лекнӗ. Каҫхине унта «пӑкӑ» 10 километр тӑршшӗ пуҫтарӑнса кайнӑ.
Транспорт Хыркасси патӗнчен «Контур» завод патне ҫитиччен тӑрса тухнӑ. «М-7» ҫул ҫинче те машинӑсем чарӑнса ларнӑ.
Пӗр енчен, пурнӑҫ шайӗ ӗлӗкхинчен самай лайӑх та халӗ, килсерен тенӗ пек машинӑсем пур. Хӑш-пӗр килте — ишкер-виҫшер те. Ҫапах та тепӗр чухне субъективлӑ текен сӑлтав та сиксе тухать.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Контур» патӗнчи светофора юлашки вӑхӑтра урӑхларах ӗҫлеттерме тытӑннӑ. Сулахаялла, Университет урамӗ еннелле, пӑрӑнакан машинӑсене пӑрӑнмалли вӑхӑта сахаллатнӑ иккен.
Ҫулта-йӗрте питех те асӑрхануллӑ пулмалли каламасӑрах паллӑ пек те, анчах теприсем пӗрех тимсӗр. Ҫӗнӗ Шупашкарта, ав, пӗр хӗрарӑм-водитель кӑнтӑр кунӗнчех ачана ҫапса хӑварнӑ. Инкек Винокуров урамӗнче пулнӑ.
Ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳреме ятарласа палӑртса хӑварнӑ вырӑнта 12 ҫулти арҫын ача каҫнӑ. Машина ун ҫине пырса кӗнӗ. Суранланнӑ ачана больницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарти Ленин урамӗнче вара «Опель Астра» автомобиль водителӗ хӑй умӗнче пыракан «Хендай Солярис» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «Хендай» водителӗ ҫурӑм шӑммине амантнӑ. «Опель Астра» автомашина рульне тытса пынӑ этем медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул урлӑ каҫакан арҫынна машина ҫапса хӑварнӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 21 сехет те 50 минутра пӗр арҫын хулари автовокзал тӗлӗнче ҫур урлӑ каҫнӑ. Пули-пулми вырӑнта мар. Пассажирсене иртсе ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнта. Арҫын ҫине «Нива» автомобиль пырса кӗнӗ.
Аманнӑ аҫынна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкар хулинче ҫӑмӑл машина йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.
«Мазда» автомобиль хулари Дзержинский урамӗнчи йывӑҫ ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. Инкекре никам та шар курман имӗш. Кун пирки «Город грехов» (чӑв. Ҫылӑхсен хули) проектра пӗлтернӗ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Рено» водителӗ малтан сылтӑм енчен сулахаялла пӑрӑнма тӑнӑ. «Мазда» машина водителӗ «Ренопа» пырса ҫапӑнас мар тесе тротуар ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.
«Ҫыхӑнура» формура пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекчен пӗр-икӗ ҫеккунт маларах «Мазда» водителӗ анлӑ сарлака йӗре пӑхмасӑр малалла вӗҫтернӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшнче, ирхине Шупашкарта самосвалпа маршрутка ҫапӑннӑ.
Инкек 9 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Самосвал водителӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн машинин тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавна май вӑл 234-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ, маршрутка — «Убера» тесе ҫырса хунӑ ҫӑмӑл машина ҫине. Ҫул ҫинчи инкеке «Suzuki» автомобиль те лекнӗ.
Инкекре икӗ ҫын аманнӑ. Вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта реклама щичӗ машина ҫине персе аннӑ. Автомобильти икӗ ача суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Реклама щитне хулари Калинин урамӗнче вырнаҫтарнӑ. Вӑл йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем яваплисем щита йӗркеллех вырнаҫтарнипе вырнаҫтарманнине тӗрӗслӗҫ, унта тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑри ҫулсем ҫинче 3 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.
Муркаш районӗнчи Отарккӑра ӳсӗр водитель 47 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫул айккипе велосипедпа пынӑ. Суранланнӑскер вилсе кайнӑ. 31 ҫулти водителӗн прави те пулман. Удостоверение унран кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче туртса илнӗ. Ун чухне хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ӳсӗр пуҫпа ҫакланнӑ.
19 сехет те 35 минутра Вӑрмар районӗнче «Лада Гранта» автомобиль 50 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ. Шар курни ҫуран ҫӳрекенсене ятарласа каҫма пӑхса хӑварман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкекре хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель урах пулнӑ.
Шӑматкун Шупакарта ретромашинӑсене курса киленме май пулӗ. Курав «Амазония» паркра уҫӑлӗ.
«Чайкӑсем», «Победӑсем», «Доджамисем»… Вӗсене курас тесен авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 10-15 сехетсенче парка пымалла.
Куравра 30 яхӑн машина пулӗ: ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, Америкӑра 1941 ҫулта туса кӑларнӑ DODGE-WC51. Ҫавӑн пекех мотоциклсем пулӗҫ: ИЖ-49, JAWA-350. Ку кӑна мар – куравра ытти машинӑна та курса киленме май пур.
Шупашкар хулинче ҫӑмӑл машина троллейбус ҫине пырса кӗнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫхине «Шкода» автомобиль ҫула май пыракан троллейбус ҫине пырса кӗнӗ.
«Ҫыхӑнура› форумра вырнаҫтарнӑ видео тӑрӑх хакласан, ҫӑмӑл автомобиль ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ. Водитель руле пӑрман та, машинӑна та чарма тӑрӑшман – вӑл тӳрӗ ҫулпа пынӑ ҫӗртех троллейбус ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |