Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта автобус инкеке лекнӗ.
Хулара 41-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт «Toyota Land Cruiser» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкек Машина тӑвакансен проездӗнче, машинӑсене ҫумалли вырӑнтан инҫех мар тӗлте, пулса иртнӗ. Автобус Ленинла Комсомол урамӗ еннелле кайма тухнӑ.
Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче вӑхӑтлӑха пӑкӑ йӗркеленнӗ.
Чӑваш Енре хӗрарӑм водительсен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ. Темиҫе туртан тӑракан «АвтоЛеди-2023» конкурс пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулӗ.
Хӗрарӑмсен ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине туллин кӑтартма, унсӑр пуҫне вӗсен руле маттур тытса пынине ҫирӗплетсе пама лекӗ. Унтан хӗрарӑмсен пултарулӑх конкурсӗ те пулӗ.
Заявкӑсене Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗ икӗ микроавтобус туянасшӑн. Вӗсене илме вӑл 15 миллион та 7 пине кӑларса хума хатӗр.
Илме шухӑшланӑ транспорт — 18 вырӑнлӑ «Ford Transit» микроавтобус. Аукцион документацийӗнче машинӑсем кӑҫал туса кӑларнисем пулччӑр тесе палӑртнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ транспорта маларах Тутарстанри «Соллерс Алабуга» автозаводра туса кӑларнӑ, халӗ кӑларма пӑрахнӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара дизельпе ҫӳрекен «Ford Transit» микроавтобус йышши урӑх транспорт та илме хирӗҫ мар-мӗн. Анчах машина шурӑ тӗслӗ пулмалла.
Аукциона нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Унта водительпе пассажир кун-ҫулӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Ҫул ҫинчи инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра «А-151» автомобиль ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳел ялӗ тӗлӗнче, пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ВАЗ-21099» машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Газель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ — 1989 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм тата 1990 ҫулта ҫуралнӑ пассажир вилмеллех аманнӑ.
Хӗл ҫитсен коммуналлӑ службӑсемпе ҫул-йӗрҫӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни аван сисӗнет. Ҫакна район центрӗсемпе хуласенчи урамсем, нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи картишсем тӑрӑх хаклама питех те ансат.
Тӗслӗх шыраса аякка каймалла мар. Хуларах йышлӑ. Тротуарсем тӑрӑх чӗтре-чӗтре пыма тивет. Тепӗр ҫӗрте тротуар ҫук та машинӑсемпе тупӑшса утма лекет. Ун пек тӗслӗхсенчен пӗрне ҫирӗплетсе паракан видеона Телеграмри «Подслушано. Чебоксары» каналта вырнаҫтарнӑ.
«Кун пек видеона курсан мэри тата ҫул-йӗрҫӗсем ачаллӑ ҫуран ҫӳрекенсене пуринчен ытла кураймаҫҫӗ тейӗн», — тесе ҫырса хунӑ.
Видеора Кӑкшӑм урамӗ сӑнланнӑ-мӗн.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Кӳкеҫре ҫул-йӗр ҫинчи инкек вӑхӑтӗнче 5 ҫын аманнӑ.
«КамАЗ» автомобиль «Лексус» ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмах паян 10 сехет те 30 минутра пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 5 ҫын шар курнӑ: икӗ ҫын тата виҫӗ ача. Вӗсем пурте ҫӑмӑл машинӑра ларса пынӑ. Аманнӑскерсене больницӑна ӑсатнӑ.
Инкекчен кӑшт маларах пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса иртнӗ. Пӑтӑрмах ҫавӑнпа та ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр водитель ҫул урлӑ каҫакан ачана ирттерсе яман. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗ.
9 ҫулти хӗрача Хусанкай урамӗнче, ҫуран ҫӳрекенсем каҫса ҫӳремелли, анчах светофор ҫук вырӑнта, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине «AudiА4» автомобиль пырса кӗнӗ. Водитель ачана пулӑшма та, тухтӑрсемпе патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсене чӗнсе илме те шухӑшламан.
Инкек хыҫҫӑн хӗрача пульницӑна кайнӑ. Турра шӗкӗр, ача суранланса пӗтмен.
Ҫул-йӗр правилине пӑхӑнман водитель 23 ҫулти каччӑ пулнине тупса палӑртнӑ. Ӑна административлӑ майпа иртнӗ ҫул 5 хутчен явап тыттарнӑ, чылай чухне – хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн.
Кострома тӑрӑхӗнче чӑваш водителӗ инкеке лекнӗ. Ту ҫинчен аннӑ чухне машина прицепӗ айккинелле пӑрӑнса кайнӑ та автомобиль ҫул айккинелле кайса ларнӑ.
Йывӑр тиевлӗ пысӑк машинӑна юр ӑшӗнчен йӑпӑр-япӑр ниепле те кӑлараймӑн. Ҫитменнине тата хӗллехи кун урамра часах шӑнса кӳтӗн.
Инкек вырӑнне вырӑнти йӗрке хуралҫисем ввскавлӑн пырса ҫитнӗ. Иван Лебедев тата Валентин Смирнов инспекторсем ытти транспорта иртсе ҫӳреме май туса панӑ, чӑваш водительне вӗри чейпе хӑналанӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре электрозарядка ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна «Атӑл» М-7 федераци ҫулӗпе юнашарах вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ станци ҫӗршывӑн центрӗ, Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи регионсем тӑрӑх ҫӳрекен машинӑсемшӗн меллӗ.
Зарядка станцийӗ талӑкӗпех ӗҫлет. Унпа харӑсах икӗ машина усӑ кураять. Вӑл кирек епле электрокар валли те меллӗ, мӗншӗн тесен тӗрлӗ порт вырнаҫтарнӑ.
Автомобиль аккумуляторне тулса ҫитме ҫур сехете яхӑн иртӗ, машинӑна кӑштах вӑй илтерме темиҫе минут та ҫитет.
Паянхи куна илсен, пирӗн ҫӗршывӑн 23 регионӗнче 125 электрозаправка ӗҫлет.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗвеллӗ бульварта ҫамрӑк пӗр арҫын машина тапратаймасӑр халтан кайнӑ. ГАЗель патӗнчи арҫынна патрульпе пост службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
22 ҫулти каччӑ 3 сехет иртсен ӗҫе кайма пуҫтарӑннӑ. Ҫӑкӑр турттаракан машинӑпа ӗҫлекенскер машинӑна сивве пула ниепле те хускатайман, хӑй те шӑнса кӳтме ӗлкӗрнӗ.
Пакунлисем машинӑна тапратма пулӑшнӑ, ҫав вӑхӑтра ҫамрӑк водителе хӑйсен машинине ӑшӑнма кӗртсе лартнӑ. Каччӑ пакунлисене чунтан тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |