РАШ | 08 |
Паян Шупашкарти Максим Горький проспектӗнче 1-мӗш ҫурт патӗнче пӗр хӗрарӑм аманнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳрекенсене ҫул урлӑ каҫма пӑхса хӑварнӑ вырӑнпа каҫнӑ чухне ун ҫине машина пырса кӗнӗ.
«Hyundai Solaris» рулӗ умӗнче 53 арҫын пулнӑ. 57 ҫулти хӗрарӑма пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне Шупашкар хулинчи патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем палӑртаҫҫӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрут автобусӗ инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Сӗнтӗрвӑрри шосси урамри 25-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«КамАЗ» автомбиль умра пыракан «Форд Транзит» микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Пассажирсене турттаракан транспорт «Йошкар Ола-Шупашкар» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ. Микроавтобус унтан «Хавейл» машина ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче микроавтобусра 4 пассажир пулнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Киров облаҫӗнче пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑма, пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна унта тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн килне янӑ.
Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче «Лексус» автомобиль водительне тытса чарнӑ. Вӑл патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченне пӑхӑнман.
20 ҫулти водитель тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе влаҫ ҫыннине пӑхӑнманшӑн пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Патӑрьелти кафене йӗрке хуралҫисем унта ҫапӑҫаҫҫӗ тенипе пырса ҫитнӗ.
Ҫапӑҫакансенчен пӗри патруль машинине ларма килӗшмен. Вӑл пӗлӗшӗн автомобильне кӗрсе ларнӑ.
Инспектор «Лексус» автомашина умне тӑнӑ. Водитель транспорта хускатса кайнӑ, йӗрке хуралҫисене капот ҫинче темиҫе метр илсе кайнӑ. Кайран инспектор машина алӑкӗ патне пырса хӑлӑпран ярса илнӗ. Водитель ӑна сӗтӗрсе илсе кайнӑ.
«Лексуса» штрафстоянкӑна илсе кайнӑ. Водителе следователь судчен следстви изоляторне яма ыйтать.
Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, пирӗн республикӑмӑр Раҫҫейре автотуризма аталантармалли пилот проектне хутшӑнас кӑмӑллӑ.
Асӑннӑ темӑна Раҫҫейӗн Патшалӑхӑн Думин туризма тата турист инфраструктурине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ҫавра сӗтелӗнче сӳтсе явнӑ. Асӑннӑ лару ВДНХра иртнӗ.
Автотуризм ҫемьепе канмалли меллӗ вариант тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Республика Мускав тата Уралпа Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче вырнаҫнӑран пирӗн тӑрӑхра автотуризма аталантарма пушшех те меллӗ тесе шухӑшлать Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов. Ҫитменнине тата ҫывӑх вӑхӑтра машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли М12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫула туса пӗтермелле. Апла пулсан Шупашкарпа Комсомольски муниципаллӑ округӗ хушшинче автотуризм кластерне аталантарма май пур тесе каланӑ министр.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Узбекистан ҫыннисене тытса чарнӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Узбекистан номерӗллӗ «Чери Тиго» автомашинӑна тӗрӗслеме чарнӑ.
Асӑннӑ ҫӗршывра пурӑнакан 36 ҫулти арҫын Мускавран хӑйӗн ентешӗсене илсе кайнӑ. Вӗсен пирӗн ҫӗршывра пулмалли вӑхӑчӗ тухнӑ иккен.
Водитель ӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Машинӑри тӑватӑ пассажира (вӗсем 20-30 ҫулсенчискерсем пулнӑ) пирӗн ҫӗршывран кӑларса ярӗҫ. Кайран вӗсен пирӗн ҫӗршыва тепӗр 5 ҫул иртмесӗр те килме юрамӗ.
Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта ӳсӗр пӗр водителе асӑрхакансем тупӑннӑ. «Лада Ларгус» автомобиль пӗр енчен тепӗр еннелле пӗрмай пӑрӑннӑ, ӑна пула тепӗр машинӑсем инкеке лекме пултарнӑ.
Маншӑн пулсан ик айкки те тӑвайкки теме хӑнӑхман пӗр ҫын шанчӑксӑр водитель пирки йӗрке хуралҫисене систернӗ. Хӑй вара ҫав машина хыҫҫӑн пынӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем 34 ҫулти арҫын ӳсӗррине палӑртнӑ. Водитель тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ, машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енре паян кунӗпех ҫил-тӑман вӗҫтерет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та пирӗн тӑрӑхра юр ҫӑвӗ. Республикӑн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр службин ӗҫченӗсем ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва сӑнасах-тӗрӗслесех тӑрӗҫ.
Юра тасатма 90 ятарлӑ техникӑна кӑларнӑ. Вӗсем федераци тата республика ҫулӗсене тасатса тӑраҫҫӗ. Ҫулсем пӑрлакланса ларасран 2 пин тонна реагент сапнӑ.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫул ҫинчи лару-тӑру пирки 8-919-971-01-08 тешефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме е @Roadmonitor_bot бота систерме сӗнеҫҫӗ.
Ҫул-йӗр ҫинче пулса иртекен инкексемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва кӑҫалхи 10 уйӑхпа тишкернӗ те, вӑл кӑткӑссине палӑртнӑ. Паян ҫак ыйтӑва Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Инкексен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 12,1 процент, аманнисен шучӗ 11,1 процент чакнӑ пулин те вилекенсен йышӗ нумайланнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владмир Романов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкексен тӗп сӑлтавӗсен шутӗнче машинӑсем хӑвӑртлӑха ӳстернипе, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнипе, пӗр машинӑран тепри иртсе кайнӑ чух йӗркене пӑхӑнманнипе, ҫул хӗресленнӗ тата ҫуран каҫмалли вырӑнсенче асӑрханманнипе ҫыхӑннӑ.
ЧӲК | 03 |
Паян ирпе, ирхи 7 сехет те 20 минутра, Куславкка муниципаллӑ округӗнче пысӑк инкек пуса ирнӗ. Унта харӑсах тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пӗри суранланнӑ.
«М-7» федераци ҫулӗ ҫинче «Mitsubishi Outlander» тата «Scania» автомобильсем инкеке лекнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа паӑртнӑ тӑрӑх, кроссовер хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ та унта фурӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонти виҫӗ пассажир вилнӗ, йывӑр тиев турттаракан автомобиль водителӗ аманнӑ.
Вилнӗ ҫынсем — Хусанта пурӑнаканскерсем.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрринче пӗри хӑйӗн машинине ҫухатнӑ. Унӑн «УАЗне» такам хускатса кайнӑ.
Транспорт хуҫи йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «Буханкӑна» арҫын кил умне лартнӑ. Анчах машинӑн уҫҫине илме манса кайнӑ.
«УАЗа» йӗрке хуралҫисем Сӗнтӗрвӑрринчен 30 километрта тупнӑ. Вӑрра видеокамерӑсем тӑрӑх палӑртнӑ.
Машинӑна хускатса кайнӑ 20 ҫулти каччӑ унччен те пӑтӑрмаха ҫакланкаланӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |