Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ача амӑшне шырани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыранӑ.
Лайӑх хыпар: 33 ҫулти Зинаида Сидорова тупӑннӑ. Вӑл килте пилӗк кун пулман. Чӑннипе, хӗрарам хӑйне шыранине пӗлсен тӗлӗннӗ, кун пек пулса тухасса шухӑшламан та.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче Зинаида Шупашкар урамӗпе утнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл юпа ҫинче «Лиза Алерт» отряд ҫыпӑҫтарнӑ листовкӑна (унта унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑ) курнӑ. Хӗрарӑм ҫийӗнчех иртен-ҫӳренрен телефон ыйтса тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ.
Зинаида Сидоровӑпа йӑлтах йӗркеллӗ. Полицейскисем ӑна тӗрӗсленӗ, кӗлетки ҫинче пусмӑрланӑ йӗрсем ҫук.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан 78 ҫулти арҫын утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхине яланхиллех вӑрмана тухса утнӑ. Вӑрман ял пуҫӗнченех пуҫланнӑ. Арҫын кӗсье телефонне пӗрле илнӗ.
Тепӗртакран тӑванӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, лешӗ шӑнкӑравласан та тытман. Ватӑскере полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шырама кайнӑ.
Чалдон ятлӑ йытӑ пулӑшнипе арҫынна тепӗр кун ирхине тупнӑ. Вӑл ялтан 5 ҫухрӑмра пулнӑ. Ватӑскер кӗсье телефонне ҫухатнӑ-мӗн. Вӑл вӑрманта шывсӑр тата апатсӑр пӗр талӑк пулнӑ. Арҫын ывӑннӑ, ҫапах тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ хавшанине палӑртман.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче пурӑнакансем 43 ҫулти ентешӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем тӳрех ӑна шырама тытӑннӑ.
Полицейскисем ял таврашӗнчи вырӑнсене, вӑрмана ҫаврӑнса тухнӑ. Ҫухалнӑ хӗрарӑма тепӗр кунхи кӑнтӑрла полици майорӗ Сергей Прохоров тупнӑ. Хайхискер ялтан 3,7 ҫухрӑмра, вӑрманта, ҫухалса ҫӳренӗ.
Вӑл хӑйне япӑх туйнӑ, калаҫайман та. Полицейскисем наҫылкка туса ӑна вӑрмантан йӑтса тухнӑ. Ҫухалнӑскере вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Хӗрарӑм тӑна кӗрсен мӗн пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл вӑрмана кайнӑ та мӗнле ҫухалса кайнине хӑй те сисмен иккен.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ 33 ҫулти арҫынна полицейскисем 2 ҫул шыранӑ. Ӑна, ултав ӗҫӗпе аппаланнӑскере, тӗнче шайӗнчи шырава та панӑ.
Мӗнле хӑрушӑ ӗҫ тунӑ-ха ҫак арҫын? Владимир облаҫӗн ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫынсенчен 37 миллион тенкӗ кивҫен илнӗ. Хайхискер 2013-2016 ҫулсенче ҫынсен шанчӑкне кӗрсе «услама аталантармашкӑн» кивҫен илнӗ. Парӑм самаях – 37 миллион тенкӗ – пухӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна парса татма шухӑшламан та – полицирен тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ, кайран – тӗнче шайӗнчи шырава.
Ҫын йӗп мар-ҫке, тӑрук ниҫта та ҫухалаймасть. Арҫын ӑҫта пытанса пурӑннӑ тетӗр-и? Владимир облаҫӗнчи Никологорти чиркӳре.
Халӗ унти полицейскисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра арҫынна Чӑваш Ене илсе килӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 20 сехет те 47 минутра Патӑрьелти пульницӑна 1968 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна илсе ҫитернӗ. Хайхискерӗн чӗркуҫҫи суранланнӑ.
Полицейскисем унпа мӗн пулнине уҫӑмлатнӑ. Арҫын пахчана мотоблокпа ҫӗр сухалама тухнӑ-мӗн. Вӑл унранах шар курнӑ. Хайхискер ҫӗре фрезапа сухаланӑ. Тӑрук мотоблок тӑпра ӑшне кӗрсе ларнӑ. Кил хуҫи ӑна сӳнтермесӗрех мала пынӑ та ӑна ҫӗкленӗ. Лешӗ малалла кайма пуҫланӑ, унӑн шӑлаварӗ мотоблокран ҫакланнӑ, сӗтӗрме тытӑннӑ.
Суранланнӑскере васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарти полицейскисем суя эрех кӑларакан цех тупнӑ. Суя услам тӑвакан ҫынсен тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар ҫыннисем, маркӑламан, лицензисӗр эрех кӑлараканскерсем, пакунлисен куҫӗ тӗлне 2017 ҫул вӗҫӗнчех лекнӗ. Полицейскисем вӗсене сӑнасах тӑнӑ. Хайхискерсем паллӑ маркӑсемлӗ эрех тесе хулана спиртлӑ шӗвек тата спирт кӳрсе килнӗ. Ҫавсенчен маркӑламан алкоголь туса кӑларнӑ.
Вӗсен цехӗ хула варринчех вырнаҫнӑ. «Усламҫӑсем» спирта кранран юхакан шывпах хутӑштарнӑ, кӗленчене питӗрнӗ те курттӑммӑн туянакан ҫынсене сутнӑ. Ҫапла суя эрех республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те сарӑлнӑ.
Полицейскисем цехра 2,5 пин литр эрех, 2,2 пин ытла литр спирт, кӗленчесене питӗрмелли станок, пушӑ кӗленчесем тата пӑкӑсем тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе 4 ҫынна тытса чарнӑ.
Шупашкарти ҫӑмрӑк мӑшӑр канма каймашкӑн путевка туяннӑ чухне шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хайхискерсем ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче полици уйрӑмне ҫитсе пулӑшу ыйтнӑ.
34 ҫулти хӗрарӑмпа 37-ри арҫын Абхазире канма шухӑшланӑ. Вӗсем тӗнче тетелне кӗрсе Хура тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ пансионатра пӳлӗм тара пани пирки вуласа пӗлнӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр ҫав ҫын патне шӑнкӑравланӑ, калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн ӑна 64 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ӑс кайран ҫеҫ пырса кӗнӗ ҫав. Укҫа куҫарнӑ хыҫҫӑн вӗсем ыттисем ҫав ҫын пирки мӗн ҫырнине вуланӑ. Ултавҫӑ иккен!
Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Полицейскисем асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳре хӑй камне астуман хӗре тупни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Полицейскисем «Лиза Алерт» шырав отрячӗ пулӑшнипе ҫав пике кам пулнине палӑртнӑ.
Полицейскисем ЧР ШӖМӗн районти уйрӑмӗсене, сиплев учрежденийӗсене, интернатсене шӑнкӑравланӑ. Хӗре «Лиза Алерт» шырав отрячӗн нимеҫисем палласа илнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна Иваново облаҫӗнчи полицейскисем палланӑ.
Хӗр Самара облаҫӗнчен. Аппӑшӗпе тӑван ялне кайнӑ чухне вӑл унран тарнӑ, Чӗпмӗр облаҫӗнче пулнӑ чухне те вӑл таҫта ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл Чӑваш Ене лекнӗ.
Полицейсиксем тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ. Кӗҫех хӗр киле кайӗ.
ZaRulem.ws портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑвай районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк Мускав ҫывӑхӗнчи Балашиха хулинче таксиста тапӑннӑ та ӑна вӗлернӗ. Кайран 26 ҫулти каччӑ тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑна Канаш хулинче тытса чарнӑ. Вӑл унта кукамӑшӗ патӗнче пытанса пурӑннӑ. Ӑна Канашри уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраса тупнӑ. Ӑна Мускав облаҫне конвойпа илсе кайнӑ. Кун валли ятарласа Балашихӑри полицейскисем килнӗ.
Ҫамрӑкскертен следовательсем ыйтса пӗлнӗ ӗнтӗ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле Алексей Мальцев тата Александр Сулагаев Ҫӗрпӳ районӗнче М-7 автоҫул ҫинче дежурствӑра пулнӑ. Ирхи 4 сехет ҫурӑра хайхискерсем чарӑнура ҫын тӑнине асӑрханӑ.
Патак тата витре тытнӑ ватӑ хӗрарӑм пӗчченех пулнӑ. Полицейскисем чарӑннӑ та кинемее ыйтусем панӑ. Лешӗ йӗркеллӗ нимӗн те хуравлайман. Пакунлисем ӑна машинӑна лартнӑ, вӑл ӑҫта пурӑннине шырама тытӑннӑ.
Ватӑ хӗрарӑм миҫемӗш ҫуртра, хӑш урамра пурӑннине аса илеймен, ҫавӑнпа ӑна полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Унта вара кинемейӗн телефон пуррине пӗлнӗ. Йӗрке хуралҫисем тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Лешсем тӳрех полици уйрӑмне вӗҫтерсе ҫитнӗ, ватӑскере киле илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |