Юлашки вӑхӑтра «фанфурик» ыйтӑвӗ ҫивӗчленчӗ. Ку Иркутс облаҫӗнче спирт настойки ӗҫсе вун-вун ҫын вилнӗ хыҫҫӑн пуҫланчӗ.
Чӑваш Енре те ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. Шупашкарта аптекӑсене тепӗр хутчен тӗрӗсленӗ. Полицейскисем спирт настойкисене сутнипе сутманнине тимлӗ сӑнанӑ.
Рейда Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ирттернӗ. Хальхинче вӑл Ленин районӗнче йӗркеленнӗ. Гагарин умӗнчи 10 аптекӑна тӗрӗсленӗ: «Масковит», «Гагарин урамӗнчи аптека» тата «Ладушка».
Рейд вӑхӑтӗнче нихӑш аптекӑра та спирт настойкине сутнине тупса палӑртман. Анчах пакунлисем куна чарӑнмӗҫ, рейдсене тата ирттерӗҫ.
Аса илтерер: 2016 ҫул вӗҫӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «фанфуриксене» 30 кунлӑха сутма чарнӑ.
Кун пек шартлама сивӗ тахҫанах пулман. Урамра сивӗ сӑмсана чӗпӗтет. Чылайӑшӗ машинине те тапратаймасть. «Мускав – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус вара ҫул ҫинчех ҫӗмӗрӗлнӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре М-7 автоҫулӑн 603-мӗш ҫухрӑмӗнче автобус ванса кайнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан автобуса полицейскисем асӑрханӑ. 27 градус сивӗре транспортӑн топливо насусӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Салонра 32 пассажир пулнӑ. Вӗсем салонра 20 минут ларнӑ.
Патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӑтӑрмаха лекнисене пулӑшнӑ — пассажирсене урӑх автобуссене лартса янӑ.
Етӗрне районӗнче ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем Мускавран Шупашкара килекен автобуса чарнӑ. Пакунлисем салона тӗплӗн тӗрӗсленӗ.
Салонра алкоголь шӗвекӗсем тупнӑ: шурӑ эрех, коньяк. Унта паллӑ мар ҫӗрте каларнӑ спирт шӗвекӗ те пулнӑ. Водительтен эрех докуменчӗсене ыйтнӑ – спиртла шӗвек суя маррине ӗнентерекен хут пулман унӑн. Полицейскисем автобусра пулнӑ 405 литр эрехе туртса илнӗ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, эрехе экспертизӑна янӑ.
Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал полицейскисем 900 ытла литр эрех, 13 пин «фанфурик» туртса илнӗ. Ку пӗтӗмпе 169 пин тенкӗлӗх.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫул ҫине Хӗл мучи тухӗ. Вӑл – унӑн тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ.
Хӗл Мучине ҫул ҫинче паян Шупашкарта курма пулать. Ҫакна «Хӗл Мучи полицейски» акципе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Хӗл Мучи аллинче жезл вырӑнне туя пулӗ. Вӑл машинӑсене чарсан протокол вырӑнне парне парӗ. Ахаль парне мар: ҫул-йӗр правилисен кӗнеки, сувенирсем, машинӑра тутлӑ шӑршӑ кӑлармалли хатӗрсем…
Пӗчӗк пассажирсене вара пакунлӑ мучи пылак ҫимӗҫпе савӑнтарӗ. Хӗл Мучи пурне те Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа ӑсатӗ.
Чӑваш Енре вӑй-хал культурин кунне халалланӑ мероприятисем иртнӗ. ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем «Йӗрке хуралӗпе хускану тӑвасси» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хаваспах хутшӑннӑ.
Ҫапла майпа пакунлисем ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнни сывлӑхшӑн усӑллӑ пулнине ӗнентересшӗн пулнӑ.
Полицейскисем республикӑри ача-пӑча уйлӑхӗсене ҫитнӗ, унта шӑпӑрлансемпе пӗрле хускану тунӑ. Ачасем ку ӗҫе хаваспах пурнӑҫланӑ. Чылайӑшӗ полицейскисем тӗркелӗ пулас тесе мӗнле хусканусем тунипе кӑсӑкланнӑ.
Нумайӑшӗ хӑйне хӳтӗлемелли мелсене вӗреннӗ. Ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче малашлӑхне йӗрке хуралӗпе ҫыхӑнтарма ӗмӗтленекенсем пурри пакунлисене савӑнтарнӑ.
Шӑматкун Шупашкартан полицейскисем Чечня Республикине командировкӑна кайнӑ. Унта вӗсем ӗҫтешӗсене ылмаштарӗҫ.
Чӑваш полицейскийӗсем командировкӑна ҫурҫуллӑха кайнӑ. Вӗсене тӑванӗсем, влаҫри ҫынсем ӑсатнӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Васильев полицейскисен тӑванӗсене ҫак ҫур ҫулта пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ.
Мероприятире виҫӗ ывӑл, ОМОН боецӗсен, амӑшӗ тухса калаҫнине пурте шӑп итлесе чун ҫывӑхне илнӗ. Валентина Искандарова ывӑлӗсене «хӗрӳ точкӑна» пӗрре мар ӑсатнӑ.
— Тӑванӑрсем сире кӗтсе илччӗр, эпӗ ывӑлсене кӗтсе илнӗ пек, — тенӗ Валентина Семеновна. Команда янӑрасан полицейскисем урапа ҫине ларса командировкӑна тухса кайнӑ.
Чӑваш полицейскине Крымра асӑрханӑ. Унти йӗрке хуралҫисем ӑна вӑл ҫав тӑрӑхра ӗҫлӗ командировкӑра пулнӑ чух астуса юлма ӗлкӗрнӗ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин ятарлӑ батальонӗн инспекторӗ Александр Сулагаев хӑйне чӑн-чӑн профессионал пек кӑтартни пирки унӑн кунти ӗҫтешӗсем лерен тав ҫырӑвӗ килнӗ хыҫҫӑн пӗлнӗ. Хута Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ячӗпе янӑ. Унта Сулагаева ҫар гранатиллӗ хураха сиенсӗрлетнишӗн тем пек тав тунӑ. Крымри тӗпчевҫӗсем тав тунипех ҫырлахман, хӑюллӑ йӗрке хуралҫине хавхалантарма та ыйтнӑ-мӗн.
Ӗҫӗ ҫапларах пулса иртнӗ. Крымра служба тивӗҫне пурнӑҫлаканскер патне урамра ӳсӗр арҫын утса пынӑ. Йӗрке хуралҫи ӑна такӑр ҫул сунса пӑрӑнма ыйтнӑ, халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗрле ҫӳренишӗн административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Лешӗ пӑрӑнас вырӑнне кӗсьерен граната туртса кӑларнӑ. 36 ҫулти инспектор ҫухалса кайман — гранатӑна туртса илнӗ, арҫынна тытса чарнӑ. Сирпӗтмелли хатӗрпе ҫӳрекен арҫынна хирӗҫле пуҫарнӑ ӗҫ халӗ суда ҫитнӗ. Тата леш арҫынна йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнишӗн те явап тыттармалла.
Ӗнер наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем хӑйсен 12-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗ савӑнӑҫлӑ канашлу ирттерчӗ.
Ӑна официаллӑ ирттерчӗҫ пулин те унта пухӑннисем тӳре-шара чӗлхипе калаҫма тӑрӑшмарӗҫ. Чӑваш Республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саккун кӑларакан ҫын пек мар, хӑй калашле, ашшӗ тата «йӗркеллӗ ҫӗршывра пурӑнма ӗмӗтленекен ҫын евӗр» калаҫрӗ. «Сирӗн служба мар-тӑк пирӗн ҫӗршывра епле лару-тӑру пуласси пирки шухӑшлама та хӑрамалла», — терӗ. Саламланӑ май вара вӑл чӑваш наркополицейскисене карьерӑра ӑнӑҫу сунчӗ, урӑх регионсенче те яваплӑ должноҫ йышӑнма сунчӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова та амӑшӗ евӗр пуплерӗ. «Эпӗ, икӗ ывӑл амӑшӗ пулнӑ май, сирӗн тытӑма пула эпир хамӑр ачамӑрсемшӗн лӑпкӑ туйнине палӑртасшӑн», — терӗ министерствӑра яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан хӗрарӑм.
Уявра тӗрлӗ шайри наградӑсем те самай пулчӗҫ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти хӗрӗн полицейскин аллине чӗрнепе чавнӑшӑн штраф тӳлеме тивӗ. Сахал мар… 10 пин тенкӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр влаҫ представительне сиен кӳнӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле хайхискер Шупашкарти пӗр кафере ӳсӗр пулнӑ, хӑйне йӗркеллӗ тытман. Вӑл кафе ӗҫченӗсемпе тата унта пынисемпе киревсӗр сӑмахсемпе калаҫнӑ. Лешсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем часах вырӑна ҫитнӗ. Йӗркене пӑснӑ хӗре машинӑна лартнӑ, лешӗ унта пӗр полицейскин аллине чавса пӗтернӗ. Эрех ӑсран тайӑлтарать ҫав. Ҫакна пулах хӗрӗн кӗсйинчен 10 пин тенкӗ кӑларма тивӗ.
Красноармейски районӗнчи участокри уполномоченнӑйсен тата ҫул ҫитменнисем енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Авари кӗҫнерникун каҫхи сехет тӗлӗнче Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи обществӑлла чарӑнуран инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Аварире вилнӗ полицейски машина рулӗ умӗнче хӑй пулнӑ. Унӑн «Renault Logan» машинипе Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тытса пыракан «Mazda 6» ҫапӑннӑ. Инкекре полицейски вилнӗ, машинӑра ларса пыракансем суранланман. Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем ӗҫлени пирки Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |