Хусанти ҫемье Мускавран таврӑннӑ чухне Сӗнтӗрвӑрри ҫул пӑрӑнӑшӗнче чарӑнса ларнӑ. Анчах вӗсене пулӑшма никам та чарӑнман.
Полици ӗҫченӗсем Сергей Федоровпа Александр Данилов вӗсене асӑрхасан чарӑннӑ. Ҫемье шартлама сивӗре пӗр сехет тӑнӑ иккен. Полицейскисем вӗсене хӑйсен машинине лартнӑ та сӳнсе ларнӑ машинӑна ҫывӑхри кафе таран туртса ҫитернӗ. Унта вара ҫемье Хусантан пулӑшу килессе кӗтсе илнӗ.
Ҫемье телеграм-каналта Чӑваш Енри полицейскисене тав тунӑ.
Нумаях пулмасть Етӗрнере ӳсӗр арҫын капӑр чӑрӑш ҫине хӑпарса кайнӑ та ӑна сиенлетнӗ.
Ҫак ӗҫе тунӑ 29 ҫулти арҫынна полицейскисем тата Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл хулари тӗп чӑрӑша сиенлетсе хула администрацине 50 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Андрей Эдуардович /арҫын хӑйӗнпе ҫапла паллаштарнӑ/ каҫару ыйтнине видео ӳкернӗ. «Эпӗ айӑплӑ. Питӗ япӑх хӑтлантӑм. Каҫарӑр мана тархасшӑн», - тенӗ вӑл.
Пушкӑртстанри 18 ҫулти ҫамрӑка тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем унта командировкӑна кайнӑ. Вӗсем ӑна Шупашкара илсе килнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче 6 пин ытла тӑракан арҫын куртки ҫухалнӑ. Ҫак ӗҫе тунӑ ҫынсен пичӗ видеокамера ҫине лекнӗ.
Ҫав ҫамрӑксем Ленин районӗнче те вӑрланӑ иккен. Пӗрне ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Теприне, Ӗпхӳре пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑка, федераци шыравне панӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланни паллӑ. Ӑна Ӗпхӳре тытса чарнӑ.
Ӗнер каҫхи 8 сехетре Шупашкар муниципаллӑ округӗнче полицейскисем ҫул ҫинче тӑракан кинемее асӑрханӑ. Вӑл нимӗн те ӑнланманнине, ҫухалса кайнине сиснӗ вӗсем.
Виталий Синельков тата Андрей Кртин инспекторсем чарӑннӑ та ватӑ ҫынна машинӑна лартнӑ. 93 ҫулти кинемей хӑй ӑҫта пурӑннине аран аса илнӗ. Вӑл ӑс-тӑн хавшанипе аптӑрать-мӗн.
Инспекторсем ӑна киле, Шупашкар хулине, илсе ҫитернӗ. Тӑванӗсем пӑшӑрханма та пуҫланӑ иккен, полицие пӗлтерме хатӗрленнӗ. Вӗсем полицейскисене тав тунӑ.
Уголовлӑ шырав оперуполномоченнӑйӗ Сергей Ермаков Шупашкарти Болгарстрой урамӗнчи пӗр ҫурта ӗҫпе килнӗ. Вӑл лифтра макӑракан хӗрпе пӗрле хӑпарнӑ. Хӗр юлашки хута кайма пуҫтарӑннӑ. Пакунли унпа темӗн пулнӑ тесе шутланӑ та хӑйӗн ӗҫне пӑрахса хӗр хыҫҫӑн 16-мӗш хута хӑпарнӑ.
Чӑнах та, пике унта балкон перилисем ҫинче тӑнӑ. Сергей Ермаков ӑна унтан анма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗр лӑплансан мӗн пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл савнийӗпе пӗр ҫул ҫӳренӗ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ-мӗн. Хӗр хӑйне ҫӑлнӑшӑн полицейские тав тунӑ.
Паян 12 сехет иртсен Шупашкарти пӗр ҫуртӑн 12-мӗш хутӗнчи чӳречерен банкӑсем, эрех кӗленчисем, ытти ӑпӑр-тапӑр вӗҫме пуҫланӑ. Картишре ларакан темиҫе машина сиенленнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫакна тӑваканӗ - арҫын. Вырӑна полицейскисем, васкавлӑ медпулӑшу часах ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ.
Полицейскисем ӳсӗр водителе тытса чарма пулӑшнӑ арҫынна тав туса парнепе хавхалантарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Шупашкар – Сӑрҫи» автоҫул ҫинче «тӑваттӑмӗш» модель водителӗ эвакуатор умне тухса авариллӗ лару-тӑру туса хунӑ. Ҫакна курнӑ тепӗр водитель кун пирки ҪҪХПИе пӗлтернӗ. Ку кӑна мар – пакунлисем ҫитиччен ҫав водитель хыҫҫӑн пынӑ.
Лешне тытса чарнӑ. Анчах вӑл ӳсӗррипе ӳсӗр маррине тӗрӗслеме тест витӗр тухма килӗшмен. 65 ҫулти арҫынна куншӑн правасӑр хӑварма, штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнчи 59 ҫулти арҫын тӑватӑ юман каснӑшӑн явап тытӗ.
Вӑрман ӗҫченӗсем тӑватӑ тунката пуррине юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫывӑхри ялсене ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пӗр ҫурт патӗнче вӗсем тин кӑна тунӑ йывӑҫ настил пуррине асӑрханӑ. Юман вӑрри ҫапла тупӑннӑ та.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче полицие хыпар ҫитнӗ: Патӑрьел тата Комсомольски муниципаллӑ округӗсенче такам ҫул ҫинчи 70 ытла палла касса кайнӑ, тӗпӗсем кӑна юлнӑ. Ҫапла 30 ҫухрӑм ҫинчи паллӑсем ҫухалнӑ.
Ҫакна кам тунине палӑртма полицейскисене сехет те кирлӗ пулман - паллӑсене тиесе кайнӑ Газеле тупса палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе Самар облаҫӗнче пурӑнакан арҫын тума пултарнине палӑрнӑ. Вӑл вӗсене тимӗр-тӑмӑра кайса пама шутланӑ иккен.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре «Халӑх участковӑйне» суйланӑ. Кӑҫал ку ята Вӑрмар поселокӗнчи Александр Сотников тивӗҫнӗ.
Вӑрмарта участковӑйӗнче вӑл виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлет. Ҫапах кунти икӗ участока кӑна мар, пӗтӗм поселока пӗлет вӑл. Халӗ вӑл пӑхса тӑракан территорире 10 пин ҫын пурӑнать.
Александр Сотников мӗн ачаран полицире ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ. Халӗ унӑн аслӑ ывӑлӗ полицейски пуласшӑн, ҫынсене пулӑшасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |