«Мак» рейд вӑхӑтӗнче Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи дача ҫурчӗн иккӗмӗш хутӗнче наркоплантаци тупнӑ.
Унӑн хуҫи – 39 ҫулти арҫын. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрӑ туянса акнӑ, ӑна ӳсмешкӗн условисем тунӑ. Йӗрке хуралҫисем унӑн дачинче 93 грамм марихуана тата ҫур килограмм кантӑр тупнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче унӑн полици уйрӑмне пырса ятне паллӑ туса каймалла.
Ҫӗмӗрлере 44 ҫулти арҫын чутах матрас ҫинчех ҫунса кайман. Ӑна полици сержанчӗ Валерий Медяев ҫӑлнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре полицейски патне арҫын чупса пынӑ та Интернационалистсен урамӗнчи ҫуртри хваттер чӳречинчен тӗтӗм тухни пирки пӗлтернӗ. Валерий Медяев полици сержанчӗ вырӑна васканӑ.
Алӑкран шаккасан кил хуҫи уҫман. Полицейски хваттере чӳречерен кӗнӗ те арҫын ҫунма пуҫланӑ матрас ҫинче выртнине курнӑ. Хайхискер пирус тӗпне сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Ӑна вӑл урама илсе тухнӑ, ҫулӑма сӳнтернӗ. Кил хуҫи сывлӑшра часах тӑна кӗнӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Авӑн уйӑхӗн 7-мешӗнче полицейскисем Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, «Хендай Туксон» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Чулхулари 35 ҫулти арҫын ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисем машинӑри вӑрттӑн вырӑнта синтетика наркотикӗ тупнӑ. Пӗтӗмпе – 4 килограма яхӑн.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна уйрӑмах пысӑк виҫепе наркотик сутма тӑнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ.
Етӗрне районӗнчи полицейскисем Талуй ялӗнче 39 ҫулти арҫыннӑн килӗнче 800 грамм тарӑ (порох), патронсем, Калашников автомачӗн макетне тупнӑ. Хӑй вӑл Шупашкарта пурӑнать, ҫулла вара Талуй ялӗнче амӑшӗн килӗнче пулнӑ.
Арҫыннӑн килте ҫар хатӗрӗсем пулма пултарни пирки полицие ҫынсем пӗлтернӗ. Пакунлисем малтан унран ҫар припасӗсем пурри-ҫукки пирки ыйтнӑ. Лешӗ каланӑ тӑрӑх, ҫук. Анчах ухтарсан ав мӗн чухлӗ япала тупӑннӑ.
Ҫар припасӗсем тата сирпӗнекен хатӗрсем упранӑшӑн арҫын тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан хӗрарӑм ӗнине уйра вӗренпе кӑкарнӑ. Ӑна пӑхма пынӑ та хайхискер – выльӑх ҫук. Хӗрарӑм ӑна такам вӑрланӑ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа полицие ҫул тытнӑ.
Виталий Иванов участковӑй пӑлханса ӳкнӗ хӗрарӑма тимлӗ итленӗ, лӑплантарма хӑтланнӑ. Вӑл водительпе пӗрле ҫумӑр витӗр ӗнене шырама кайнӑ та ӑна юханшыв хӗрринче тупнӑ. Вӗсем ӑна хуҫи патне илсе кайнӑ.
Хӗрарӑм ҫав тери савӑннипе полицейскисене тав туса ЧР шалти ӗҫсен министрӗ ячӗпе тав хучӗ ҫырнӑ.
Паян ирхине Елчӗк районӗнче «Ладӑн» вунтӑваттӑмӗш моделӗ ҫул ҫинчен тухса кайса юпана пырса тӑрӑннӑ. Руль умӗнче полици тытӑмӗнче ӗҫлекен 40 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Салонра, телее, урӑх никам та пулман.
Халӗ Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Авари мӗншӗн пулнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисем Сӑр юханшывӗнче рак тытнӑ хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл – Чӑваш Енрен.
1970 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм Мари Элти Шуркушерги ялӗ ҫывӑхӗнче рак тытнӑ. Вӑл унта тытма юраман япалапа – раколовкӑпа – кайнӑ.
Полицейскисем раксене те, вӗсене тытмалли хатӗре те туртса илнӗ. Кун хыҫҫӑн 34 рака каялла юханшыва янӑ.
Халӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Полици капитанӗ Сергей Ежов Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче Атӑл ҫинче катерпа патрульте пулнӑ. Ӑнсӑртран вӑл пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ.
Пӗр арҫын путма пуҫланӑ иккен, шывран тухаймасть. Сергей Ежов ӗҫтешӗпе Максим Атласкинпа ӑна шывран туртса кӑларнӑ та катер ҫине хунӑ. Ӑна шӑнӑр туртса лартнӑ, хӑй тӑнне ҫухатман-ха.
Путма пуҫланӑ арҫын 30 ҫулта, вӑл – Самара ҫынни. Палӑртмалла: Сергей Ежов полици тытӑмӗнче 30 ҫула яхӑн ӗҫлесе 3 ҫынна путасран ҫӑлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 96 ҫулти ватӑ хӗрарӑма, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, сивӗтмӗш юсакансем улталанӑ. Кинемейӗн ҫак техника ҫӗмӗрӗлнӗ, вӑл тӗнче тетелӗнче телефон номерӗ шыраса тупса шӑнкӑравланӑ.
Икӗ арҫын килнӗ. Анчах вӗсем сивӗтмӗше юсайман. Ҫапах 38 пин тенкӗ ыйтнӑ. Кинемей 21 пин кӑна пуррине каланӑ. Арҫынсем ҫав укҫана илнӗ те татах килме, юсаса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ҫухалнӑ, телефонӗсене те тытман.
Полицейскисем мӗнле фирма пулнине палӑртнӑ, ҫав ҫынсене тупнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем сивӗтмӗше юсанӑ, укҫана тавӑрса панӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 21 сехет иртсен Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын ӑнсӑртран Атӑла кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, ҫывӑхра шӑпах полицейскисем тата Рыбохрана инспекторӗсем ишсе иртнӗ. Вӗсем ӑна пулӑшнӑ.
Унта Атӑл хӗрринче ҫын пухӑнакан вырӑн пур. Шывран вӑл 5-6 метр ҫӳллӗшӗнче. Арҫын ҫавӑнтан ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ ӳсӗр пулнӑ.
Катерпа пынӑ полицейски тата патшалӑх инспекторӗ ҫав арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухса тухтӑрсен аллине панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |