Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта арҫын ывӑлне Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайма тухнӑ. Анчах вӗсен машини ҫӗмӗрӗлсе ларнӑ. Арҫын ачана вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ питӗ кирлӗ пулнӑ.
Арҫын "Энергозапчаҫ" чарӑну патӗнче дежурствӑра тӑракан инспекторсем патне пырса пулӑшу ыйтнӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Станислав Сергеев тата полицин кӗҫӗн сержанчӗ Тимофей Шаклин арҫынпа ачана служба машинипе пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитернӗ.
Муркаш районӗнче 19 ҫулти каччӑна шырани пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӑна пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе шыранӑ.
Аса илтерер: каччӑ Кӗрекаҫ ялӗнчен пулнӑ. Вӑл килтен тухса кайнӑ, тӑванӗсем ун пирки нимӗн те пӗлмен. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем шыранӑ.
Каччӑна тупнӑ. Анчах, шел те, виллине. Вӑл мӗнле вилнине пӗлтермен.
Ҫав кунах Вӑрнар арҫынни, 58 ҫултискер, ҫухалнӑ. Ӑна та тупнӑ, вӑл вилнӗ.
Муркаш районӗнче 19 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе киле килмен. Ӑна «Лиза-Алерт» хастарӗсем тата полицейскисем шыраҫҫӗ.
Евгений Андреевич Соловьев – Кӗрекаҫ каччи. Ҫухалнӑ кун вӑл хура-хӗрлӗ тӗслӗ куртка (унта «Раҫҫей» тесе ҫырнӑ), хура шӑлавар, хура пушмак, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ун пирки пӗлекенсене 8-800-700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Нарӑсӑ 23-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре 16 ҫулти каччӑ икӗ тусӗпе каферен тухнӑ та руль умне ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Полицейскисем ӑна курнӑ, чарӑнма ыйтнӑ. Анчах ӳсӗрскер итлемен - тарнӑ. Йӗрке хуралҫисем - ун хыҫҫӑн.
Хайхи каччӑ тарнӑ чухне кӗрт ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водитель тата икӗ пассажир салонран тухса тарма пуҫланӑ. Йӗрке хуралҫисем вӗсене хӑваласа ҫитнӗ.
16-ри каччӑн водитель прави пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ.
Паян Шупашкарта полицейскисем ҫӳллӗ хутри балкон перили ҫинче ларакан арҫынна ӳкме паман. Ҫакна ӳкернӗ видеона "Про Город" хаҫат хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 74-мӗш ҫуртра паян 15 сехетре пулнӑ. Арҫын 15-мӗш хутри балкон ҫине тухнӑ, перила ҫине ларнӑ. Юрать-ха, полицейскисем ӑна вӑхӑтра унтан илсе тухнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарти полицейскисем "Вихрь" перфоратор йӑтса утакан арҫынна асӑрханӑ та ӑна тытса чарнӑ. Вӗсем инструмент камӑн пулнипе кӑсӑкланнӑ, мӗншӗн тесен унӑн документсем пулман.
Куславккара ҫуралса ӳснӗ 28 ҫулти арҫын, судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑскер, перфоратора тӑванӗсенчен вӑхӑтлӑха илнине каланӑ. Анчах кайран ҫакӑ палӑрнӑ: 1 сехет каялла вӑл ӑна Хевеш урамӗнчи хваттертен илсе тухнӑ-мӗн. Унсӑр пуҫне телефон, кроссовка, духи йӑкӑртнӑ. 40 ҫулти кил хуҫине 5 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине "Шупашкар - Сӑр" автоҫул ҫинче хӗрарӑм-водителӗн машинин аккумуляторӗ пӗтнӗ те транспорт чарӑнса ларнӑ. Хӗрарӑм ача кӗтет, салонра пассажирсем те пулнӑ. Ҫав йышра - ача та.
Юрать, водитель телейне ҫывӑхра ҫул-йӗр патрулӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем эвакуатор киличчен хӗрарӑмӑн машинине ӑшӑтма пулӑшнӑ, пассажирсене шӑнса хытасран хӑтарнӑ.
"Тӗлӗнтермӗш, урӑхла калама ҫук", - ҫапла палӑртнӑ ШӖМ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм кӑкӑр ачипе Ҫӗмӗрлерен Шупашкара кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче унӑн машинин урапи шӑтнӑ. Ӑна ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.
Путруле тухсан инспекторсем Элӗк районӗнче, «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, ҫул хӗрринче ларакан «Грантӑна» асӑрханӑ, унӑн урапи шӑтнӑ.
Полици лейтенанчӗ Александр Рыбаков тата полицин кӗҫӗн лейтенанчӗ Александр Краснов хӗрарӑма урапа улӑштарма пулӑшнӑ. Ӗҫне пӗтерсен вӗсем ӑна телейлӗ ҫул сунса ӑсатнӑ.
Етӗрнере пурӑнакан 34 ҫулти арҫынна 5 ҫӑрттан тытнӑшӑн судпа айӑплӗҫ. Вӑл вӗсене саккуна пӑсса тытнӑ-мӗн.
Кӑҫал юпа уйӑхӗнче транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Сӑр юханшывӗнче рейд ирттернӗ. Вӗсем пӗр кимӗре ларакан пӗр арҫын сунчӑкапа усӑ курса пулӑ тытнине асӑрханӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ку хатӗрпе пулӑ тытма юрамасть.
Ҫак арҫынран полицейскисем 5 ҫӑрттан туртса илнӗ. Вӑл патшалӑха 4 пин тенкӗлӗх сӑтӑр кӳнӗ. Пулӑҫ ӑна саплаштарнӑ. Халӗ ун килтен тухса ҫӳреме юрамасть. Арҫын суд пуласса кӗтет.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти арҫын вӑхӑтлӑх киленӳ шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл киленӳ кӳрекен хӗре чӗнсе 26 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах тӗлпулӑва лешӗ килмен. Кун хыҫҫӑн арҫын хӑйне улталанине ӑнланнӑ.
Чӑваш Енри полицейскисем ҫав ултавҫа тупнӑ. Вӑхӑтлӑх киленӳ сӗнсе укҫа сӑптӑракан ҫын хӗрарӑм та мар, арҫын иккен. Хайхискер Пермь крайӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, ӑна укҫа-тенкӗ ставкӑсен вӑййине выляма кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |