Патӑрьел район прокуратури асӑннӑ тӑрӑхри тӳре-шара ӗҫри машинӑпа канмалли кун усӑ курнине тупса палӑртнӑ.
Ҫӳллех мар вырӑнта ҫемҫе пукан йышӑнаканскерсем ҫапла хӑтланнине надзор органӗ коррупци тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗсене пӑсни тесе хакланӑ.
Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ канмалли кун Патӑрьел район территорийӗн тулашне ӗҫри машинӑсемпе кайнӑ иккен. Ҫав ҫулҫӳрев ӗҫпе ҫыхӑнман-мӗн. Прокуратура ҫакна Раҫҫейӗн Административлӑ кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе йышӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи миравай тӳре хайхи тӳре-шарана администратвилӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарти Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ хӑйӗн айӑпне пула урам тирпейлеме тухӗ. Унта унӑн, суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 400 сехет ӗҫлемелле.
Суд тата следстви ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫак 49 ҫулти депутат 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хӑйсен ялӗнчи пӗр ҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер ӑна кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ, тапнӑ. Тепӗр кунхине депутат ҫав ҫынна каллех курнӑ. Хальхинче вӑл ӑна ҫӗҫӗпе хӑлаҫланса вӗлерессипе хӑратнӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата ҫын сывлӑхне юри сиен кӳнӗшӗн тата вӗлерессипе хӑратнӑшӑн айӑпланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пурӑнакан ҫуртра 30 ҫул юсав ӗҫӗсем ирттермен. Вӑл пиллӗкмӗш хутри хваттерте кун кунлать. Ҫурт тӑрринчен шыв анать, вӑл пӗрремӗш хутах ҫитет, ҫавӑнпа ватӑ кӑна мар, кӳршисем те шар кураҫҫӗ.
Юсав ӗҫне тахҫантанпах курман ҫурт Ҫӗрпӳ хулинчи Куйбышев урамӗнче (1-мӗш ҫурт) вырнаҫнӑ. Унта юлашки хутчен юсав ӗҫне 1990 ҫулта ирттернӗ. Халӗ ав йӗпе-сапара тӑрринчен шыв анать, подъездра ҫумӑр ҫунӑ евӗрех. Хваттерсенче те кунашкал ӳкерчӗк. Ҫапла пурӑнать 90 ҫулти ветеран.
Пурӑнакансем прокуратурӑран та, ҫурт-йӗр инспекцийӗнчен те пулӑшу ыйтнӑ, анчах усси питех ҫук. Ҫурт-йӗр инспекцийӗ управляющи компанийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, анчах лешӗ ҫурт тӑрринчен юр тасатнипех ҫырлахать.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурт тӑррин майӗ ҫук, пур ҫӗрте те ура путать. Ҫак ҫуртра пурӑнакансемшӗн Сергей Беккер депутат пӑшӑрханать. Управляющи компанийӗн ертӳҫипе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫынсемпе пуху ирттерме йышӑннӑ. Унта тӑрӑна юсас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан пенсионера хваттер укҫине икӗ ҫӗрте харӑс тӳлеттернӗ. Ҫакна Чӑваш Ен прокуратурин тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан икӗ управляющи компание укҫа тӳленӗ ватӑ вӗсенчен пӗринчен, «Камал» ятлинчен, укҫана каялла шыраса илме хӑтланнӑ-ха. Анчах усси пулман.
Ватӑ аптӑраса ларман — Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Унта вӑл хваттер укҫине «ПИК-»1 тата «Камал» управляющи компанисене тӳленине ӑнлантарса панӑ, укҫана каялла шыраса илес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Ватӑ хыпарлани тӑрӑх надзор органӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пенсионер сӑмахӗ тӳрре килнӗ. Халӗ прокуратура ватта хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта «Камал» предприятирен 2 пин шыраса илме ыйтнӑ.
ЧР Спорт министерствин тӗп бухгалтерӗ, финанспа экономика пай пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Министерствӑра ӗҫри мобильлӗ ҫыхӑнупа усӑ курма пултаракан ӗҫченсен списокӗ, вӗсем уйӑхне мӗн чухлӗ расхутламалли виҫе пур. Ҫак списока тӗп бухгалтер кӗмен.
Ҫапах вӑл 2017 ҫулхи раштавран пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен хысна укҫине телефон счечӗ ҫине хунӑ. Пӗтӗмпе – 18 пин тенкӗ.
Кунсӑр пуҫне унччен спорт министрӗ хысна укҫине темиҫе ҫул телефон счечӗ ҫине хунипе хуманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ ҫынна полномочисӗр хӑварма йышӑннӑ. Халӑх тарҫине депутат удостоверенийӗсӗр хӑварма прокуратура хистенӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чупай ял тӑрӑхӗн депутачӗсенчен пӗрне суд РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа-тенкӗ тӑкакланине пӗлтерет. Кунсӑр пуҫне ҫав ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн) явап тыттарнӑ.
Судпа айӑпланнӑ ҫын депутат пулаймасть, унӑн полномичийӗ вӑхӑт ҫитичченех тухать тесе прокуратура асӑрхаттарнине Чурпай ял тӑрӑхенчи Депутатсен пухӑвӗ ӑша хывнӑ. Ӗҫре пӗр сӗтел хушшинче вырӑнти ыйтусене татса панӑ ҫынна депутат тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ.
Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури хушнипе Чӑваш Енӗн прокуратури пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяша турттарассине епле йӗркеленине тӗрӗслӗ. Кун пирки надзор органӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Тӗрӗслевҫӗсем каяша турттарассишӗн яваплӑ регионти оператор епле хак ҫирӗплетнине уйрӑмах тӗрӗслесшӗн-мӗн. Тарифа мӗне кура йӗркеленине те палӑртма тӗллев лартнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӑлтӑксене тупса палӑртсан ҫитменлӗхсене пӗтерме тивӗ.
Сӑмах май, кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем каяш кӳрсе тухнӑшӑн сахалрах тӳлеме тытӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, тарифа 20 процент чакарнӑ хыҫҫӑн пӗр ҫын пуҫне уйӑхсерен 60,71 тенкӗ тӳлеме тивет.
Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Тӳре-шарана та вӑл кирлӗ. Ҫӗмӗрле хулинчи «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура керменӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын та кӗмӗл тесен виҫ ҫухрӑмран тарман курӑнать.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хайхи пуҫлӑх хӑйне пӑхӑнакан ӗҫчене преми ҫырса панӑ. Анчах ҫав укҫаран пӗр пайне хӑйне куҫарса пама ыйтнӑ.
Пуҫлӑха хирӗҫ каяймӑн — 7 пин тенкӗ премирен 3 пинне лешӗ культура учрежденийӗн ертӳҫин банк картти ҫине куҫарнӑ.
Прокуратура ҫак кӑлтӑка палӑртнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокурор хӑй тӗрӗслесе тӑрать иккен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире мастерта ӗҫлекене ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн судпа айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн управленийӗ тӗпчевҫисем пуҫарнӑ ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ, халӗ ӑна суда ярса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 55 ҫулти мастер техника хӑрушсӑрлӑхшӗн яваплӑ пулнӑ, анчах тивӗҫе вӑл туллин пурнӑҫласа ҫитереймен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл рабочие пӑрӑх прокладкине ылмаштарма хушнӑ. Мастер рабочи ҫак ӗҫе епле пурнӑҫланине сӑнаса тӑман, ӑна противогаз та тӑхӑнма хушман иккен. Юсав вӑхӑтӗнче конденсат (тӑвар йӳҫекӗпе формальдегид) юхса тухнӑ. Ҫав сывлӑш ӳпкене лекнӗ рабочи пульницӑна лекмеллех аманнӑ. Вӑл паян та сипленсе пӗтереймен.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи ял-хулапа ҫыхӑнтаракан маршруткӑсенче пассажирсене шутран ытла лартаҫҫӗ. Ҫакна Шупашкарти Ленин район прокуратури нумаях пулмасть ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ.
Транспорта лартма юранинчен ытла ҫын илсе ҫӳрекеннисем —А.П. Салмин, О.П. Евсюков уйрӑм усламҫӑсем тата «Шупашкарти таксомотор паркӗ» акционерсен хупӑ обществи иккен.
Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ маларах асӑннӑ ҫав усламҫӑсен тата Хулари таксомотор паркӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хутсене ятарлӑ орган пӑхса тухса явап тыттарӗ. Юлашкинчен асӑннӑ таксомотор паркӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе вара прокуратура кӑлтӑка пӗтерме хушса хут та ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ. | ||
| Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |