Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи «Аниш-Чупай» ҫул ҫинче «Лада-Приора» автомашина инкеке лекнӗ. Водитель трасса ҫинчен пӑрӑнса кайса ҫул айккине чӑмнӑ. Унта машина ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Машинӑра пулнӑ хӗрпе каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Сиплев учрежденийӗнче каччӑ тӑна кӗреймен, вилнӗ.
Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 22 ҫулти каччӑ пулма пултарнӑ. Анчах вӑл ҫавна тунать иккен. Каччӑн юнӗнче эрех тупса палӑртнӑ. Унӑн водитель прави те пулман.
Пӑтӑрмах сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тухтӑрӗсем вӗҫӗмех тӗрлӗ семинара ҫӳреҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршыври форумсене хутшӑнаҫҫе ҫеҫ мар, чикӗ леш енне те каяҫҫӗ. Хӑйсем вӗреннипе пӗрлех ыттисене те ӑсталӑха хӑнӑхтараҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Хусанта «Артромастер» ассоциаци халӑхсем хушшинчи вӗрентӳ шкулне тӑваттӑмӗш хутчен йӗркеленӗ. Унта Шупашкарти Родион Драндров тухтӑр хутшӑннӑ. Тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсене вӑл хулпуҫҫи шӑммине ыратнине ирттернӗ чух ультрасасӑ тӗрӗслевӗпе тӗрӗс усӑ курма ирттерме вӗрентнӗ.
Шупашкарта Саранскри, Питӗрти тата ытти хӑш-пӗр хулари пек пульница пулӗ. Тӗрӗсрех каласан, унтисен проектне тӗпе хурса тӑвӗҫ.
Шупашкарта тума палӑртнӑ нумай профильлӗ 1000 вырӑнлӑх поликлиника проектне ытти регион тӗслӗхне шута илсе хатӗрлеме йышӑннӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫченӗсем Хусанти, Саранскри, Питӗрти тата Курскри ҫавӑн пек пульницӑсемпе маларах паллашнӑ.
Ҫӗнӗ пульница хальхи вӑхӑт ыйтнисене шута илсе ҫӗкленӗ. Паллах, оборудовани те унта хальхи йышши пулӗ.
Хатӗр проект ӗҫе хӑвӑртрах кӳленме май парӗ. Шупашкарта ҫӗнӗ пульница кирлине республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Мускавра пулнӑ чух Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе Наталья Хороваяпа сӳтсе явнӑ.
Республикӑри кардиологи диспансерӗ (вӑл Шупашкарти Гладов урамӗнче вырнаҫнӑ) Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ.
Кардиологсен, чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗсен пулӑшӑвӗ кирлисене тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ.
Уҫӑ алӑксен кунне кардиологи диспансерӗн регистратурине 8 (8352) 70-95-90 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Пациентсен паспорт, СНИЛС тата медицина полисӗ пӗрле пулмалла. Тухтӑрсене консультаци валли кирлӗ ытти документсене те (медицина картти, анализсем) илни те ытлашши пулас ҫук. Тухтӑрсем консультаци ирттернипе пӗрлех кирлӗ пулсан чӗрен электрокардиографи тӗрӗслевне ярӗҫ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ икӗ ҫын вилнӗ. Ку инкек пӗр талӑкра пулса иртнӗ.
Официаллӑ кӑтартусене шансан, пандеми пуҫланнӑ хыҫҫӑн кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 64 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра вилекенсем пулман тесе Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер ҫеҫ пӗлтернӗччӗ. Анчах, куратпӑр ӗнтӗ, савӑнӑҫ нумая пымарӗ.
Иртсе кайнӑ талӑкра кӑшӑлвируспа чирлӗ 32 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 7042 ҫын чирленӗ. Сипленнисен йышӗ – 4312, ҫав шутра 67-ӗн – иртсе кайнӑ талӑкра.
Чӑваш Енре районти пульницӑсенче те ӳлӗмрен кӑшӑлвирусран анализ илме тытӑнӗҫ. Ун валли ятарлӑ кунсем пӑхса хӑварӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев оперштабӑн ларӑвӗнче каланӑ.
Чӑваш Енри пульницӑсем унчченхи режим ҫине куҫма тытӑнчӗҫ. Халӗ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ пациентсене йышӑнма пуҫланӑ. Ҫак эрнере унта операцисем ирттернӗ те ӗнтӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен унта кӑшӑлвирус стационарӗ йӗркеленӗччӗ. Халӗ чир лӑпланать, унпа пурӑнма хӑнӑхса ҫитрӗмӗр курӑнать. Предприяти-организацисем майӗпен унчченхи йӗркепе пурӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен Шупашкарти иккӗмӗш хула пульници, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн Шупашкарти Университет урамӗнчи «Ҫурҫӗр» клиника пациентсене йышӑнма тытӑнӗҫ.
Ҫапах та транспортра маска тӑхӑнса ҫӳренине яваплисем тӗрӗслеме пӑрахман-ха.
Республикӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ кӑшӑлвирус анализне паҫа хатӗр, анчах ӑҫта каймаллине пӗлмеҫҫӗ.
Кӑшӑлвирус ернине пӗлес текенсен анализӗсене Шупашкарти тӑватӑ лабораторире ирттереҫҫӗ. Республикӑн клиника пульницинче тата Ӳт-тирпе венерологи диспансерӗнче укҫа тӳлесе тӗрӗсленме пулать. Тӳлевсӗр тӗрӗсленме направление поликлиникӑсенчи тата стационарсенчи тухтӑрсем ҫырса параҫҫӗ. Анчах пурне те мар. Ҫын кӑшӑлвируспа чирлине сиссен.
Диагностикӑн хушма меслечӗ шутне организмра антитела пуррине палӑртма юн илнине кӗртмелле. Ку тӗпчеве Ӳт-тирпе венерологи диспансерӗнче, Республикӑн клиника пульницинче, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче, Хулари тӗп пульницӑра, Хулари 2-мӗш пульницӑра, Осипов ячӗллӗ пульницӑра ирттереҫҫӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници COVID-19 антителине палӑртма 2 миллион тенкӗ тӑкаклӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакне 3,4 миллион тенкӗ тесе пӗлтернӗ. Электрон лавккара тӑкака пӗрре-виҫҫӗмӗш чухлӗ чакарма май килнӗ.
Аукциона «Открытие» медицина центрӗ тата Чӑваш Енӗн Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ хутшӑннӑ. Йӳнӗрех хакпа тӗпчев ирттерме медицина центрӗ сӗннӗ. Контракта унпа алӑ пусӗҫ те. Килӗшӳ вӑйӗ 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫи 5 пин тӗпчев ирттерӗ. Ҫав вӑхӑтра M (IgM) тата G (IgG) класлӑ антителасене палӑртмалла. Кӑтартусем биоматериал лабораторие ҫитнӗ хыҫҫӑн пилӗк кунта паллӑ пулӗҫ.
Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнчи психоневрологи интернатӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышланнӑ. Унта ӗҫлекен 13 ҫыннӑн тата интернатра пурӑнакан 18 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче унти 1 ӗҫчен тата 4 пациент чирлени пирки Роспотребнадзора хыпар ҫитнӗ. Тепӗр кун тухтӑрсем вӗсемпе хутшӑннӑ ҫынсене тӗрӗсленӗ. ОРВИпе тата ӳпке шыҫҫипе чирлӗ 51 ҫынна изоляци тума, пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 31 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ.
Роспотребнадзор ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, малтанах чирлесе пысӑк температурӑпа выртнӑ ҫынсене ыттисенчен уйӑрманни кӑшӑлвируса интернатра сарӑлма май панӑ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакансем юн паракансен кунне хутшӑнма пултараҫҫӗ. «Суббота доноров» (чӑв. Донорсен шӑматкунӗ) пӗтӗм Раҫсейри акцие эрне варринче юн пама каяйманнисем пуррине шута илсе йӗркеленӗ.
Юн памалли республикӑри станцире пӗлтернӗ тӑрӑх, донорӑн 18 ҫултан аслӑрах пулмалла, 50 килограмран кая мар таймалла, юн парас умӗнхи кун тата панӑ кунхине диетӑна пӑхӑнмалла, йӗркеллӗ апатланмалла.
Юн паракансене Шупашкар урамӗнчи Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра кӗтеҫҫӗ. Унта ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен каймалла. Хӑвӑрпа пӗрле паспорт чикме тата маска тӑхӑнма манмалла мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |