Пӑрачкав районӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫурхи шыв-шура тата ҫумӑр шывне юхтарса ямалли ятарлӑ хатӗрсене витнӗ чукун решеткесене вӑрласа ҫӳренӗ ҫынна темиҫе уйӑх шыранӑ.
Пӑтӑрмах пирки Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн администрацийӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче евитленӗ. Ҫав хатӗрсем Пӑрачкаври темиҫе урамран ҫухалнӑ. Пурӗ 13 таран. Тӑкак 18 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫине тӑрса шырани сая каяйман. Унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын вӑрласа ҫӳренӗ иккен. 59 ҫулти арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑрланӑ пурлӑха тимӗр-тӑмӑр йышӑнакансене кайса панӑ.
Кукӑр алӑллӑ этем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер Шупашкар хулинче Геннадй Айхи урамӗнче ҫамрӑк водитель ҫуран ҫӳрекене ҫапса кайнӑ. Инкек каҫхи 5 сехет иртсен пулнӑ.
48 ҫулти арҫын ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли паллӑ ӳкерсе хунӑ ҫӗрте ҫулӑн тепӗр енне васканӑ. 23 ҫулти водитель тытса пыракан «Форд Фокус» автомобиль ун ҫине пырса кӗнӗ.
Шар курнӑ арҫынна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машини илсе кайнӑ.
Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмаха тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханма ыйтаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере 7 ҫулти хӗрача пӗренесем айне пулса вилнӗччӗ. Вӑл унта хӑпарса кайсан ун ҫине 380 килограмм таякан пӗрене ӳкнӗ. Хӗрача вилнӗ.
Кам айӑплӑ? Ҫакна суд татса парӗ. Пӗрене хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл Чкалов урамӗнче пӗренесене никамран ирӗк ирӗк ыйтмасӑр хунӑ. Вӗсене хумашкӑн вӑл вырӑн хатӑрлемен, ҫирӗплетмен.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Куславккари Горький урамӗнче ӗнер пушар алхаснӑ. Ҫулӑма 5 пушар автоцистерни сӳнтернӗ.
Инкек пирки кӑнтӑрла шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫурта кӗл купине ҫаврӑнма паман, ҫулӑма сӳнтернӗ. Анчах пӳрт тӑрри вӑйлах сиенленнӗ. Ҫулӑм кӳршӗсем патне те куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем 1927 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи хӗрарӑмне ҫӑлнӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл пӗлӗшӗ патӗнче дачӑра пулнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Хӑна кил хуҫине хӗнеме тытӑннӑ, лешӗ диван ҫине ӳксен ҫӗҫӗпе чикме пуҫланӑ. Пӗлӗшӗ вилнӗ тесе шутланӑскер преступлени йӗрне пытарас тӗллевпе ҫурта чӗртсе янӑ.
Анчах суранланнӑ арҫын вилмен, ҫунакан ҫуртран хӑй тӗллӗн тухма пултарнӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 36 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрла килте вӑрҫӑнса кайнӑ та тухса кайнӑ. Кӑнтӑрла иртни 1 сехетре ӑна «Сӗнтӗрвӑрри» ҫӑлав станцийӗн ҫыранӗ хӗрринче курнӑ.
Юлашки хутчен вӑл тӑванӗсемпе 16 сехетре ҫыхӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ҫыхӑну пач татӑлнӑ. Тӑванӗсем полицие кун пирки каҫхине пӗлтернӗ. Чӑнах та, арҫынна ҫав станцирен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл чӗрӗ пулман, унӑн виллине шывран кӑларнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паян 13 сехет те 45 минутра нумай хутлӑ ҫурт умӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах Винокуров урамӗнчи 115-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫиччӗмӗш хутран хӗрарӑм ӳкнӗ. Вӑл чӗрех пулнӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та ӑна курткӑпа витнӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини часах ҫитнӗ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма Шупашкара илсе кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти ҫынна 17 ҫулти ҫамрӑка хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следователь панӑ информаципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан ҫынна баскетбол лапамӗнче ҫамрӑк ачасен шӑв-шавӗпе усал ятлаҫӑвӗ килӗшмен. Арҫынпа ҫамрӑксем хушшинче харкашу сиксе тухнӑ, вара вӑл ҫамрӑка пӗвӗнчен алӑпа, урипе пуҫӗнчен ҫапса амантнӑ. Ҫамрӑка сиплев учрежденине илсе кайма тивнӗ.
Чӑваш Ен Следстви комитечӗн пресс-службинче арҫын тӗлӗшпе ӳт-пӗве сиенлетнӗшӗн ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Шупашкар ҫынни ҫак ӗҫ-пуҫпа ҫыхӑннине экспертиза ҫирӗплетнӗ, вӑл хӑй те айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр водительсене тӑтӑшах тытса чараҫҫӗ. Халӗ вӗсен куҫӗ тӗлне такси водителӗ лекнӗ. Салонта пассажир пулнипе пулманнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Инстаграмри @gibdd121 пабликра вырнаҫтарнӑ хыпарта ун пирки шарламан.
Эрех ӗҫнӗ таксиста «Рубеж» (чӑв. Чикӗ) постра тытса чарнӑ. Водителе административлӑ майпа, РФ Административлӑ кодексӗн 12,8 статйин 1-мӗш пайӗпе, явап тыттарнӑ. Автомашинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май, ӳсӗр водителе курсан инспекторсем е 102 номерпе шӑнкӑравлама, е @AntiDiler21bot телеграм-бота пӗлтерме сӗнеҫҫӗ.
Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкар хулине кӗнӗ ҫӗрте общество транспорчӗ аварие лекнӗ. 101 (32) маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫул хӗрринче ларакан прицеп ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, прицеп ҫул хӗрринче ларнӑ, унӑн ҫутӑ пулман. Автобус водителӗ ӑна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ.
Общество транспортӗнчи икӗ пассажира васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |