Паян ирхи 7 сехет те 50 минутра Шупашкарти "Энергия" стадионта инкек пулнӑ. Унта ҫурт тӑррине юр антарма хӑпарнӑ арҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
"Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын иккӗмӗш хут тӑрринчи юра антарма пусма лартнӑ. Анчах хӑпарнӑ чухне тытӑнса тӑрайман, аялалла, цоколь хутри картлашка хушӑкне, ӳкнӗ. 56 ҫулти арҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. Шел, тухтӑрсем арҫынна нимпе те пулӑшайман. Йӗрке хралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн стадионта хӑрушсӑрлӑх техникишӗн, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ ҫынна тупса палӑртӗҫ.
Ҫак кунсенче Донбасра йывӑр лару-тӑру пулнине эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Унти хирӗҫ-тӑрӑва пула ҫынсем Раҫҫее пысӑк йышпа тарса килеҫҫӗ. Официаллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасемпе хӗрарӑмсене Раҫҫее куҫса кайма Донецкпа Луганск республикисен ертӳҫисем хӑйсем ыйтнӑ. Хӗрарӑмсемпе ачасем, ватӑ ҫынсем Ростов облаҫне тарса килеҫҫӗ, унтан пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗ тӑрӑх саланаҫҫӗ.
«Советская Чувашия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Донбасран тарса килнисен пӗр ушкӑнӗ ыран, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ене килсе ҫитӗ. Вӗсене икӗ санаторие вырнаҫтарӗҫ, вӑй питтисене ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ.
2014 ҫулта пирӗн тӑрӑха Донецкри тата Луганскри 400-е яхӑн ҫын куҫса килнӗ, вӗсенчен чылайӑшӗ каялла кайнӑ. Чӑваш Енре пурӑнма 5 ҫемье тӑрса юлнӑ.
Чӑваш Ене Донбасран тарса килекенсене «Лесная сказка» ача-пӑча санаторине тата «Надежда» санаторие вырнаҫтарӗҫ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев хулари пӗр ҫуртпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки Фейсбукра пӗлтернӗ.
Кивӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫивиттийӗнче ҫӗрле юр йӑтӑнса аннӑ та ҫурта кӗмелли вырӑнти ҫивиттие тата вӗри шыв тытӑмне сиенленӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫв ҫуртра пурӑнакансемпе тата ҫурта тытса тӑракан управляющи компанин директорӗпе Микаэл Гурбановпа тӗл пулнӑ. Вырӑнтисем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтернӗ-ха, анчах, Валерий Шигашев калашле, ыйтусем юлнӑ.
Темиҫе хваттерлӗ йывӑҫ ҫурт кивӗ. Управляющи компани ӑна тытса тӑма пайталлӑ маррине пӗлтернӗ. Унтан та ытларах — компани панкурата тухать, ҫурта ҫӗнӗ управляющи компанин тытса тӑма тивӗ. Кивӗ ҫуртсене никам та тытса тӑрасшӑн мар. Ку ыйтӑва хулара паян канашлу ирттерсе сӳтсе явма палӑртнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Гастелло урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Три поросенка» хупах тӑрринчен юр персе аннӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра унтан хӗрарӑм ачисемпе иртсе пынӑ.
Виҫҫӗшӗ те юр айне пулнӑ. Арҫын ача пуҫӗпех юр тыткӑнне лекнӗ. Вӑл 5-7 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра ҫынсем иртсе пынӑ. Вӗсем юр айне пулнӑ хӗрарӑмпа ачасене чавса кӑларма пуҫланӑ. Ҫийӗнчӗх васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Арҫын ачасем йӗркеллех. Хӗрарӑмӑн суран пулма пултарать. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ура ҫинче аран тӑнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнчи пушарта чутах ватӑ арҫын вилмен. Ӑна пушарнӑйсем ҫӑлнӑ. Халӗ вӑл пульницӑра выртать.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет тӗлӗнче Кӑшнаруй ялӗнчи Ҫамрӑксен урамӗнчи икӗ хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫи, 70 ҫулти арҫын, сӗрӗмпе минресе урама хӑй тӗллӗн тухайман. Ӑна вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем урама илсе тухнӑ. Тухтӑрсем арҫынна Канаш районӗн тӗп пульницине илсе кайнӑ.
Пушара 20 минутран сӳнтернӗ. Ҫулӑм япаласене, сӗтел-пукана сиенлетнӗ, ҫуртӑн шалти отделки юрӑхсӑра тухнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 133 пушар пулнӑ, вӗсенче 10 ҫын вилнӗ.
Ӗнер каҫхине, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Коопераци институчӗ тӗлӗнче ӳсӗр водитель тытса пыракан машина автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Тойота» автомобиль водителӗ тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне автобуса ҫул паман. Унпа ҫапӑнсан «Лэнд-Крузер» ҫул хӗрринчи кӗрт тата тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ, автобус вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Телее, ҫав самантра нимӗнле машина та пулман.
«Тойота» водителӗ урӑ марри сисӗннӗ.
Автобус водительне вӑл руль умӗнче урӑх ҫын пулнӑ, пӑтӑрмах вырӑнне ҫав этем кӗҫех килсе ҫитӗ тесе суйма ыйтнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисене улталама май килмен. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑсене пӑхнӑ та ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче кам пулни аван курӑннӑ.
Чи пахи – инкекре никам та аманман.
Шупашкарта рабочи ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Шел те, унӑн пурнӑҫне тухтӑрсем те ҫӑлса хӑварайман.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Инкек «Феникс» пурӑнмалли комплексра пулнӑ. Следстви комитечӗн следователӗсен версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 25 ҫулти строитель 10-мӗш хутра ӗҫленӗ чухне таянса кайнӑ та 8-мӗш хута персе аннӑ. Унӑн пуҫӗ, мӑйӗ, кӗлетки, алли-ури аманнӑ. Вӑл пульницӑра кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ.
Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, инкек страховка тросӗсем ҫуккипе пулнӑ. Ҫавӑн пекех ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн нормисене пӑснӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан 51 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пиччӗшне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Инкек ҫак кунсенче, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун ҫур ҫӗр иртсен вӑл 59 ҫулти пиччӗшне ҫурӑмӗнчен ҫӗҫӗпе виҫӗ хутчен чикнӗ. Ҫав самантра амӑшӗ те килтех пулнӑ. Вӑл аслӑ ывӑлне хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах арҫын 84 ҫулти амӑшне те хӗрхенмен – хӗнесе пӗтернӗ: аяк пӗрчисене хуҫнӑ, пуҫне суранлатнӑ. Ватӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пиччӗшне вара ҫӑлма май килсен – вӑл ҫавӑнах вилнӗ. Шӑллӗне тытса чарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Элӗк районӗнчи Урпаш ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ, нимӗн те упранса юлайман. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пӳртре 67 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Анчах, шел те, вӑл пушарта ҫӑлӑнайман, вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 122 пушар пулнӑ. Вӗсенчен 9 ҫын вилнӗ, 8-ӑн аманнӑ. Инкекре 10 ҫынна ҫӑлнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑкӑн салтака кайма ят тухнӑ. Анчах унӑн салтак аттине тӑхӑнас килмен.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна повестка тыттарнӑ. Хутра кӑтартнӑ кун каччӑ призыв пунктне пыман. Ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем ӑна тупса илсе пынӑ. Анчах вӑл унтан тухса тарнӑ.
Тепӗр кунне каччӑна килӗнче асӑрханӑ, ӑна каллех ҫарӗҫ комиссариачӗн ӗҫченӗсем илсе кайнӑ. Ун чухне каччӑ документсем патне тесе килне кайса килме ирӗк ыйтнӑ, ҫар ӗҫченӗсем ҫамрӑкпа пӗрле ҫула тухнӑ. Каччӑ хваттере кӗрсе кайсан хайхискер чӳречерен (иккӗмӗш хутран) сикнӗ.
Ҫартан тарса ҫӳрекен каччӑ тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |