Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнче 68 ҫулти тӑванӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнни аслине пуҫӗнчен тимӗр пепельницӑпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
36-ри арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта агрегат савучӗ патӗнче тӳпенелле хура тӗтӗм хӑпарнине асӑрханӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Агрегат савутӗнчи цех ҫуннӑ иккен. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу машинисем ҫитнӗ.
Пушара алхасма паман, сӳнтернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 47 ҫулти арҫын палламан хӗрарӑм юмахне ӗненсе банкра 900 пин тенкӗ кредит илме тӑнӑ.
Сӑмаха хӗрарӑм аякран пуҫланӑ. Хӑйӗнпе кредит учрежденйӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, сирӗн ятӑрпа банкран такам кивҫен укҫа илесшӗн тесе юптарнӑ.
Капкӑна ҫакланас мар тесен арҫыннӑн кредит илмелле, ҫӗнӗ телефон туянса унта виртуаллӑ карттӑ уҫмалла. Вӑт ҫав карттӑ шанчӑклӑран та шанчӑклӑ пулать имӗш.
Арҫын ют хӗрарӑм каланине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Анчах пурне те мар. Банка кайма тухсан вӑл тӗрӗсех тӑватӑп-ши тесе аптӑраса кайнӑ, йӗрке хуралҫисемпе ҫыхӑннӑ. Ҫапла вара кредит илнӗ 900 пин тенке вӑл сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти арҫынна Мускаври яшсем улталанӑ.
Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Шупашкар арҫынни тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче электрон сигарет сутасси ҫинчен пӗлтернине курнӑ. Тавара туянас тесе вӑл банк картти ҫине 15 пин тенкӗ укҫа куҫарса янӑ. Анчах тавар илесси пулман.
Йӗрке хуралҫисем халӗ Мускаври икӗ яша тытса чарнӑ. Ҫавсем асӑннӑ мелпе ҫӗршывӑн тӗрл регионӗнчи ҫынсене улталанӑ. Ҫамрӑксене Мускаври йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шупашкар арҫыннине улталанӑ тӗслӗхпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӑн тӗп хулине ярса панӑ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Шупашкарти Чернышевский урамӗнче ларакан васкавлӑ медпулӑшу машинине 34 ҫулти арҫын кӗнӗ те ӑна хваттер уҫсипе тапратма хӑтланнӑ. Пралуксене сыпӑнтарас тесе панеле те ҫӗмӗрнӗ.
Юрать-ха, ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Ӑна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем асӑрханӑ та ҫийӗнчех полицие шӑнкӑравланӑ.
Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хальхинче вӑл мӗншӗн ҫапла хӑтланнине ӑнлантарса парайман.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче унӑн тухса ҫӳреме юрамасть.
Паян ҫӑлавҫӑсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ. Ҫулӑм промзонӑра алхаснӑ. Ҫӑлавҫӑсем унта 14 сехетре ҫитнӗ, 100 тӑваткал метр ҫинчи ҫулӑма сӳнтернӗ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче те типӗ курӑк ҫуннӑ. Унта 500 тӑваткал метра ҫӗре ярса илнӗ.
Тунтикун пушарнӑйсен Шупашкар районӗнче ҫулӑмпа кӗрешме тивнӗ. Унта икӗ вырӑнта типӗ курӑк ҫуннӑ. Пӗтӗмпе – 1 гектар ҫинче.
Ҫуркунне пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 20 тӗслӗх пулнӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре 53 ҫулти арҫын хӑйӗнчен икӗ ҫул кӗҫӗнрех шӑллӗне вӗлернӗ. Ӑна вӑл тапса-ҫапса пӗтернӗ. Пурӗ 42 хутран кая мар. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, судпа медицина экспертизи те ирттернӗ. Тухтӑрсем 53 ҫулти арҫын ӑс-тӑн чирӗпе нушаланнине палӑртнӑ. Ӑна суд ахӑртнех психиатри больницине ӑсатӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Вӑрнар районӗнчи Кивҫурт Мӑратра пӗр вӑй питти хӑйӗн ашшӗне вӗлерессипе хӑратнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене евитленӗ хыҫҫӑн 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 119-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
74 ҫулти ашшӗпе арҫын пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 1 тата 8-мӗшӗсенче хирӗлме тытӑннӑ. Хӑй вӑл кашнинчех ӳсӗр пулнӑ. Ашшӗне вӑл мӑйӗнчен алллипе пӑвма хӑтланнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Ҫав кунсенчен пӗринче вӑл ашшӗне питӗнчен 4 хутчен ҫапнӑ.
Суд арҫынна 320 сехет ӗҫлеттерсе юсантарас тесе йышӑну кӑларнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта автомастерской ӗҫченӗ маршруткӑсемпе ҫӑмӑл автомобильсен салонӗсене уҫса кӗнӗ, унти япаласене вӑрланӑ. Вӑл е ҫӑрана ватнӑ, е чӳречене.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Восточнӑй урамри автомастерской территорийӗнче тата унтан инҫех мар вырӑнта виҫӗ маршруткӑна кӗнӗ. Салонсенчен темиҫе пин тенкӗ укҫа, видеорегистратор, автомагнитола, инструментсем тата водительсен япалисем ҫухалнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмаха тӗрӗслеме тытӑнсан территорири йытӑ сасӑ паманнине ӑнланса илнӗ. Ҫавна май пакунлисем унччен пуҫиле ӗҫпе аппаланнӑ пӗр ӗҫчен пирки шухӑшланӑ. Чӑн та, 34-ри арҫын вӑрӑ ӗҫӗпе ӳсӗрле хӑтланнӑ иккен. Видеорегистратора ӑҫта хунине те вӑл манса кайнӑ. Ӑна ҫывӑхри чӑрӑш патне чавса чикнине аран-аран аса илнӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын ултавҫӑ капкӑнне пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫакланнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вӑл машинӑн саппас пайӗсене сутакан пӗлтерӗве асӑрханӑ. «Сутуҫӑпа» ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн Шупашкар арҫынни ӑна 12 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ, анчах тавара ӑна никам сутман.
Ултавҫӑ Ханты-Мансийск хулинче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна тытса чарма пирӗн тӑрӑхри йӗрке хуралҫисем командировкӑна тухса кайнӑ. Ултавҫа унччен Челябинскри, Магнитогорскри тата Новосибирскри ҫынсене улталанӑ. Халӗ ӑна ирӗкрен хӑтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |