Иртнӗ талӑкра республикӑра икӗ пушар пулнӑ. Иккӗшӗ те - Ҫӗнӗ Шупашкарта.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 18 сехетре Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Тӗтӗм тухнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫулӑм сӗтел-пукана тӗп тунӑ, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Кил хуҫи, 45 ҫулти арҫын, ҫунса вилнӗ. Вӑл пирусне сӳнтермесӗрех ҫывӑрма выртнӑ.
Ҫур сехетрен Интернационалист салтаксен урамӗнчи пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Унта та пирус тӗпне сӳнтерменнипе ҫулӑм тухнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӑй шар курман. Вырӑн ҫивитти ҫеҫ ҫуннӑ.
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 17 ҫын шыва путса вилнӗ. Официаллӑ ҫак даннӑйсем – ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне. Цифрӑсене ГКЧСӑн ертӳҫи Сергей Павлов пӗлтернӗ. Асӑннӑ 17 ҫын – арҫынсем.
6 ҫын шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланичченех шар курнӑ. Вилнисен хушшинче 1 ача тата Атӑлта тиев турттаракан баржӑпа пырса ҫапӑннӑ катерта
пулнӑ 4 ҫын та пур.
Шыва путса вилнисен ҫулӗ ҫапларах: 18-а ҫитичченхисем – 3 ҫын (17,6%), 21-30 ҫулхисем – 1 ҫын (5,9%), 31-40 ҫулхисем – 4 ҫын (23,5%), 41-50 ҫулхисем – 4 ҫын (23,5%), 51-60 ҫулхисем – 1 ҫын (5,9%), 60 ҫултан аслисем – 4 ҫын (23,5%).
Шупашкарта пурӑнакан ҫулланнӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене 1,5 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа куҫарса панӑ.
69 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ ҫынна вӑл такамсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне ватнӑ хӗрарӑм ячӗпе «кукӑр алӑллӑ» банк ӗҫченӗ кредит илнӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫав ҫынна тытса чарас тесен темле счет ҫине укҫа куҫарма ыйтнӑ.
Хӗрарӑм машина сутса янипе тунӑ 900 пин тенке, 100 пин тенке тӑванӗнчен кивҫен ыйтса тата ҫур миллион тенкӗ ытла банкран кредит илсе ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Асӑннӑ мелпе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта тата тепӗр икӗ ҫын улталаннӑ. 26 ҫулти хӗр 280 пинсӗр, 41 ҫулти хӗрарӑм 850 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Паян ирхи 4 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнчи Атӑл поселокӗнче пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Унта виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пӗр пӳлӗмӗ ҫуннӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Анчах инкексӗр пулман. Ҫунса кӗлленнӗ ҫурт кӑмрӑкӗ хушшинче икӗ арҫын виллине тупнӑ. Пӗри – 31 ҫулти арҫын, хваттер хуҫи. Тепри – 47 ҫулти ентешӗ, вӑл ҫав ялтах пурӑннӑ.
Халӗ экспертсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Лапсарта Совхоз урамӗнче ашшӗпе хӗрӗ ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче плотинӑра арҫын путса вилнӗ. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗн Ирчемеспе Уйпуҫ ялсен хушшинче пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Акчикассинче пурӑннӑ 45 ҫулти арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Ҫӑлавҫӑсене унӑн мӑшӑрӗ чӗннӗ. Лешсем ирхине унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 18 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минутра Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн Малтикас Ялтӑра ялӗнчи сӗт-ҫу ферминче 33 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл трактор тасатнӑ, ҫав вӑхӑтра прицеп айне пулнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Арҫын ҫав самантрах сывлама пӑрахнӑ.
Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫак инкеке курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Енре ҫил-тӑвӑл алхасни, ҫумӑр вӑйлӑ ҫуни пирки, ҫавна май хӑш-пӗр ял ҫутӑсӑр юлни, ҫуртсем сиенленни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Уйрӑмах Канаш, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче пурӑнакансем шар курнӑ.
Красноармейски районӗнче вара ҫынна аҫа ҫапнӑ. Ку Тватпӳрт ялӗ патӗнче пулнӑ. 55 ҫулти арҫын аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра уйра пулнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килмен, ӑна вилмеллех аҫа ҫапнӑ.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын пӗр кунхине 70 пин тенкӗ укҫа ҫухалнине асӑрханӑ. Сывлӑхӗ енчен хавшак тӑванӗпе пурӑнаканскер хӑйсем патне килсе ҫӳрекен кӳршине шанман, анчах лешӗ укҫа тытнине туннӑ.
Полицейскисем лавккасенчи сутуҫӑсемпе калаҫнӑ. Вӗсем хӑйсен ял ҫынни унччен укҫа ҫуккипе нушаланнине, юлашки вӑхӑтра вӑл пысӑк купюрӑпа апат-ҫимӗҫ туянма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫав этем кӳршӗллӗ районсене юлашки уйӑхра таксипе темиҫе хутчен кайса килнӗ иккен.
Унччен судпа айӑпланнӑ 50 ҫулти арҫын кил хуҫисем ҫук чухне чӳречерен кӗрсе укҫа вӑрланӑ иккен.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти ватта сӑвӑс сӑхнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ҫитнӗ ҫӗре арҫын аптӑраса ӳкнӗ.
Хайхи мӑн сӑпса ватӑ ҫынна уҫӑлма тухсан, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пуҫӗнчен сӑхнӑ. Сӑвӑс сӑхни сывлӑха сиен кӳме пултарнине пӗлнӗрен арҫыннӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Вырӑна фельдшерсем ҫитнӗ ҫӗре пациент хӑйне япӑх туйнӑ. Сывлӑш ҫулӗсем шыҫса ларнӑран вӑл сывлӑш ҫитменнипе, пуҫ ҫаврӑннипе, ӑш пӑтраннипе, вӑй ҫуккипе нушаланнӑ. Арҫыннӑн анафилактика шокӗ пуҫланнӑ.
Фельдшерсем вырӑна реанимаци бригадине васкавлӑн чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара пирвайхи пулӑшу кӳнӗ.
Шупашкарти Совхоз урамӗнче (вӑл Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче) пушар тухнӑ. Инкекре 62 ҫулти арҫыннӑн тата унӑн 37 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Совхоз урамӗнчи 25-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кил хуҫисемсӗр пуҫне тата виҫӗ ҫын шар курнӑ. Вӗсем — асӑннӑ хваттертен ҫӳллӗрех хутсенче пурӑнакансем. Пиллӗк хутлӑ ҫуртри тата 3 ҫынна ҫӑлавҫӑсем хулари Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницин токсикологи уйрӑмне ӑсатнӑ.
Пушара сӳнтерме 3 машина пырса ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автана» вӗсем ҫур сехетре лӑплантарнӑ.
Инкек сӑлтавне сӑнавлӑ пушар лабораторийӗн эксперчӗсем палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |