Ҫак кунсенче Калмӑк Республикинче пулнӑ аварире Чӑваш Енри ҫынсем вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: "Лада Гранта" транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 54-ри тата 35 ҫулти арҫынсем вилнӗ.
Ҫав ҫынсем Владимир Яковлев орнитолог тата унӑн вӗренекенӗ Александр Матвеев пулнӑ. Саша орнитологипе кӑсӑкланнӑ, тӗпчевсем тунӑ. Владимир Яковлев "Чӑваш Енри кайӑксем" виҫӗ томлӑ монографин авторӗсенчен пӗри. Владимир Алексеевич Чӑваш наци музейӗнче ӗҫленӗ. Вӑл ирттернӗ занятисемпе экскурсисене ҫынсем хаваспах ҫӳренӗ. Владимир Яковлев республикӑри пысӑк шайлӑ, ӑста специалист пулнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 12 сехет те 10 минутра «Астрахань – Элиста – Ставрополь» ҫул ҫинче пулнӑ аварире пирӗн ентеш вилнӗ. Кун пирки вырӑнти ШӖМ пӗлтерет.
Ку авари Калмӑк Республикинче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен арҫынни «Грантӑпа» пырса транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ «Мерседеспа» ҫапӑннӑ.
Руль умӗнче пирӗн ентеш вилмеллех аманнӑ. Вӑл 54 ҫулта пулнӑ. Унпа пӗрле пынӑ 35 ҫулти пассажир та ӗмӗрлӗхех куҫ хупнӑ.
Паян 17 сехет те 5 минутра Шупашкар районӗнче "Байсубаково" чарӑнӑвӗнче ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Унти авари акӑ мӗнле пулса иртнӗ: "Тойота" Кӳкеҫ еннелле кайнӑ чухне ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта чарӑннӑ. Унта ҫын утнӑ. Ӑнсӑртран иномарка ҫине хыҫалти ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ. Иномарка ҫул урлӑ каҫакан ҫын ҫине пырса кӗнӗ те юпа ҫине тӑрӑннӑ. Ҫав ҫын вилнӗ.
Ҫӑмӑл машинӑри водитель кӑшт ҫеҫ аманнӑ. Салонри ачасене больницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.
Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра стена кӑвакарса ларнӑ. Кун пирки асӑннӑ ҫуртра пурӑнакан пӗр хӗрарӑм евитленӗ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт ҫӗнӗ. Пурте усӑ курмалли балкон ҫине тухмалли вырӑнта, 21-мӗшпе 23-мӗш хутсенче, алӑк патӗнче штукатурка йӑтӑнса тӑрать, стена кӑвакарса ларать, хӗлле унта пӑрлансах ларать.
Хӗрарӑм ҫавӑн сӑлтавне палӑртма ыйтнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн застройщикӗн гаранти вӑхӑчӗ тухман иккен. Ҫурта тытса тӑракан «Управдом» управляющи компани строительство организацине кӑлтӑка пӗтерме ыйтнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн стенана тасатнӑ, штукатурка туса шуратнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 71 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл 35 ҫулти кӳршипе килӗнче пулнӑ. Хайхискерсем вак-тӗвекшӗн ҫапӑҫса кайнӑ. Кил хуҫи хӑнана тимӗр япалапа пуҫӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Следстви пынӑ вӑхӑтра арҫынна хупса усрас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ҫулла, шел те, шывра путса вилекенсем нумай. Кӑҫал сезон пуҫланнӑранпа пӗрремӗш инкек пулнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 50 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн кӗлеткине ял ҫыннисем туртса кӑларнӑ. Ҫав вӑхӑталла вӑл вилнӗ ӗнтӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пулӑ тытнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнман.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ Иван Яковлев палӑкӗн облицовка плити 6 ҫулти хӗрача ури ҫине ӳкнӗ. Телее, ача аманнӑ ҫеҫ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн киле ӑсатнӑ.
Палӑк "ЖКХ тата хӑтлӑх управленийӗн" балансӗ ҫинче. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӑна "Зеленстрой" пӑхса тӑрать.
Прокуратура икӗ организаци тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ. Ведомство ыйтнипе халӗ палӑка юсас ӗҫ пырать.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 17 ҫулти ҫамрӑк айфон туянас тесе ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ.
Колледжра вӗренекенскер телефона пӗлтӗрхи кӗркунне илме шухӑш тытнӑ, ҫавна май тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ. Ҫу каҫипе ӗҫленӗ укҫана перекетлӗ пухса пынӑскер хӑйне килӗшекен пӗр пӗлтерӗве асӑрханӑ. Телефона сутаканни Улатӑр ҫамрӑкӗпе часах ҫыхӑннӑ. Ҫав ҫын каччӑна телефон номерӗпе 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн телефон сутакан йӗп пек этем ҫухалнӑ.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Липецк облаҫӗнчен иккен, Мускавра пурӑнать. 25 ҫулхи качча тытса чарнӑ.
Элӗк районӗнче пурӑнакан арҫынна хӗрарӑма чӗрӗлле ҫунтарса янӑшӑн суд тӑвӗҫ.
Пӑтӑрмах 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 32 ҫулти арҫын хӑй паллакан 30 ҫулти хӗрарӑмпа хӑйӗн килӗнче, Элӗк районӗнчи Чӑлкассинче, мунчара пулнӑ. Ӳсӗрскер хайхипе хирӗҫсе кайнӑ.
Диван ҫинче выртакан хӗрарӑма вӑл ҫунтарса яма шухӑшланӑ. Ампартан канистрӑпа бензин илсе килнӗ те хӗрарӑма сапнӑ, унтан — мунча пӳртемне кӗмелли алӑка.
Пиҫсе кайнӑ тата тӗтӗм-сӗрӗмпе чыхланса кайнӑ хӗрарӑм вилсе кайнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ нумай функциллӗ центрта лифт персе аннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкек 15 сехет ҫурӑра пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра унта никам та пулман, ҫавӑнпа ҫынсем шар курман. Лифт 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах арканнӑ.
Прокуратура тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, лифта техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслеменни ҫиеле тухнӑ. Лифт хуҫи — «Ленинградская, 36» тулли мар яваплӑ общество. Организацире лифта ӗҫлеттерессишӗн яваплӑ ҫын та пур.
Халӗ яваплисен хӑйсем ӗҫлесе ҫитерейменшӗн явап тытма тивӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |