Шупашкарта пурӑнакан вӑйпитти арҫыннӑн хваттер укҫине туллин тӳлес килмен.
Пӗчӗк тупӑшлисен ҫав тӳлевӗн пӗр пайне саккунлӑ майпа саплаштарма май пур-ха. Анчах енчӗк ҫӳхине документпа ҫирӗплетсе памалла. Коммерци организацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан 37 ҫулти арҫын суя справка илнӗ. Хӑй директорта ӗҫлет те справка илме йывӑр мар. Хут чӑтать теҫҫӗ.
Пӑтӑрмах 2017 ҫулта пулнӑ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен ҫемье бюджетран субсиди шучӗпе 22,5 пин тенкӗ илнӗ. Сумми пысӑках та мар, анчах ята кӗме нумай кирлӗ мар. Ултав ҫиеле тухсан усламҫӑ укҫана тавӑрса панӑ, апла пулин те ӑна пуҫиле майпа явап тыттарнӑ – суд 45 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 12 сехет те 50 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ишекрен 5 ҫухрӑмра, авари пулнӑ. Шел те, ҫын та вилнӗ. Машина ҫунса кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шевроле» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Нивӑпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» ҫунма пуҫланӑ, «Нива» вара кювета чӑмнӑ.
Иномаркӑри 40 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ, 43-ри водитель аманнӑ. «Нивӑри» 61 ҫулти водитель тата 2-ри ача суранланнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш вӑтам шкулӑн стадионне нумаях пулмасть тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта ют ҫынсене кӗртме пӑрахнӑ.
«Стадион алӑкне мӗншӗн питӗрсе илнӗ? Нумаях пулмасть ҫеҫ уҫнӑ марччӗ-и, халӗ унта кӗртмеҫҫӗ», — ыйтнӑ хулари «Грани» хаҫатран пӗри. Кӑларӑм ыйту хуравне шыранӑ.
Стадиона юсаса ҫӗнетмелли конкурсра пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче «Прайд» общество ҫӗнтернӗ. Реконструкци хакӗ — 29 миллион тенкӗ ытларах. Подрядчик ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫласа ӗлкӗрейменрен стадиона кӑҫал ҫеҫ уҫнӑ.
Спорт сооруженийӗпе шкул ачисем тата 2-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗсем усӑ кураҫҫӗ. Уроксем хыҫҫӑн тата канмалли кунсенче стадиона питӗрсе илеҫҫӗ. Ҫавӑн официаллӑ сӑлтавӗ — вандализм. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов шухӑшланӑ тӑрӑх, ватма юратакан ҫынсем нумай мар, пӗр 20-30 ҫын.
«Эпир ку стадиона юсаса ҫӗнетессе тем пекех кӗтрӗмӗр, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Хулигансенчен сыхланса ҫитерейместпӗр — хӑть камера вырнаҫтарса тух. Шупашкарти «Олимпийский» стадионти пек мӗнпе те пулин сӗрсе тухмалла мар-ши тесе те аптӑранӑ енне пуҫ вататпӑр. Питех те варалакан, ҫумӑрпа хӗвеле парӑнман, анчах сиенсӗр тата усал шӑршӑсӑр солидол е литол пирки шухӑшлатпӑр», — тенӗ физкультура учителӗ Михаил Ананьев.
Шупашкарти Лесной посёлокра (вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ) шӑматкун каҫхине, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пуян ҫыннӑн хуралтисенчен пӗри ҫуннӑ.
Инкек вырӑнне пушар сӳнтерекен службӑн темиҫе машини пырса ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автан» 30-а яхӑн тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑмпа ҫур сехете яхӑн кӗрешнӗ. Уҫӑ ҫулӑма каҫхи 11 сехет тӗлӗнче сӳнтернӗ.
Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, «хӗрлӗ автана» пӑчлантарма шыва мунча ҫумӗнчи бассейнран уҫласа илнӗ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ особняк хуҫи Владимир Ермолаев (хулари «Садовӑй» микрорайона хӑпартнӑ застройщик тата «Ярмарккӑ» пасарӑн унчченхи хуҫи) пулнӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна колоние мар, психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре вӑл 51 ҫулти шӑллӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер ӑна пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 42 хутран кая мар ҫапнӑ, тапнӑ. Лешӗ вилмеллех суранланнӑ.
Судпа психиатри экспертизи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 53 ҫулти арҫын преступлени вӑхӑтӗнче хӑй мӗн тунине ӑнланман. Ҫавна май суд ӑна психиатри пульницине сипленме яма йышӑннӑ.
Ашшӗне вӗлерсе ӑна вакласа шыва пенӗ ҫынна суд тунӑ. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни тинех уҫӑмланнӑ.
2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫамрӑк арҫын ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна аптӑрипе темиҫе хут чикнӗ. Лешӗ вилнӗ. Хайхискер вилле пӑчкӑпа касса вакланӑ, кашни пайне полимер хутаҫа чикнӗ те вӗсене Шупашкар районӗнчи пӗве патне виҫӗ кун турттарнӑ. Унта вӑл общество транспорчӗпе ҫитнӗ.
Пӗве хӗрринче вӑл хутаҫ ҫумне тимӗр-тӑмӑр ҫыхнӑ та путарнӑ. Йӗр ҫухалтӑр тесе ашшӗн телефонне «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса кайса пӑрахнӑ, ашшӗ шапаша кайнӑ тесе ҫӳренӗ.
Ҫулталӑкран пӗвери виле пайӗсене тупнӑ. Ывӑлне тискер преступленишӗн 10 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар.
61 ҫулти арҫын килтен ӑҫталла тухса кайнине никам та пӗлмен. Тепӗр кунхине тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫав арҫыннӑ виллине пӗвере тупнӑ. Унӑн виллине шыв айӗнчен водолазсем кӑларнӑ.
Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пуш уйӑхӗнче ҫухалнӑ. Ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ. Тупнӑ. Анчах арҫын чӗрӗ мар.
Арҫын виллине хӑйӗн килӗнчи путвалта тупнӑ. Ӑна чавса чикнӗ.
Ҫак тискер ӗҫе унпа пӗрле пурӑннӑ 34 ҫулти арҫын тума пултарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗрӗлсен 34-ри арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ӑна вӑйлӑ хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе арҫын вилене путвалта чавса пытарнӑ.
Ҫав арҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкара килме тухнӑ микроавтобус Чулхула облаҫӗнчи Кстово ҫывӑхӗнче аварие лекнӗ. «Рено» Мускавран ҫула тухнӑ пулнӑ.
Облаҫри сывлӑх сыхлавӗн министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл рейс автобусӗ пулнӑ. ТАСС каланӑ тӑрӑх, транспорт организаци ӗҫченӗсене турттарнӑ.
Аварире 8 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен улттӑшне Чулхула облаҫӗнчи пульницӑна илсе кайнӑ. Иккӗшне вырӑнтах медпулӑшу кӳнӗ.
Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын ҫыннӑн велосипедне вӑрласа кайнӑ.
35 пин тенкӗ тӑракан икӗ урапаллӑ транспорт ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене 45 ҫулти хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче евитленӗ. Шар курни пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипеда хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Лукин урамӗнчи ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тӑратса хӑварнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ют велосипеда килсӗр-ҫуртсӑр ҫын вӑрласа кайнине палӑртнӑ. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫавӑн пек ытти преступление те туман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |