Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Улатӑрти Промышленность урамӗнчи стоянкӑран КамАЗ ҫухалнӑ. Вӑл Шупашкарти усламҫӑн пулнӑ. Юр ӑшне кӗрсе ларнӑ грузовика стоянка тулашӗнче тупнӑ. Машина юр ӑшне путса ларнӑ. Автомобиле ним те пулманран унӑн хуҫи йӗрке хуралҫисене евитлесе тӑман.
Ют автомобиле унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ 37 ҫулти ҫын чӗртсе тухнӑ иккен. Вӑл тусӗсене ҫывӑхри лавккана илсе каяс тенӗ, анчах юр ӑшне кӗрсе ларнӑ.
Ют машинӑна чӗртсе тухнӑ арҫын тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти стройкӑра инкек пулнӑ. Унта ҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫак кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра Шупашкарти Юханшыв портӗнче вырнаҫнӑ «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗн строительствинче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫын ҫине ҫӳллӗшӗнчен фанера ӳкнӗ. «Вӑл 13-14-мӗш хутран йӑтӑнса аннӑ», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ.
Вырӑна Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсен ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнчи 59 ҫулти арҫынна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ӑна вӗсем пӗр ял ҫыннине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2022-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗ 2-мӗшӗнче ирхине 60 ҫулти тата 59 ҫулти икӗ арҫын пӗрле эрех ӗҫнӗ. Унтан иккӗшӗ харкашма тытӑннӑ. Кӗҫӗнреххи аслӑраххне чӗри тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Аманнӑ арҫын кӑштахран инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Усал туни тухса тарнӑ. Арҫыннӑн виллине тепӗр ирхине ывӑлӗ тупнӑ.
Шупашкарта пӗр хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗнче алӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл Склад тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ предприятире ӗҫлет. Ку пӑтӑрмах пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, паян, 15 сехет ҫурӑра пулнӑ. 40-50 ҫулсенчи пек курӑнакан хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ӑнсӑртран алӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Вырӑна васкавла медпулӑшу ҫитнӗ, хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Куславкка районӗнче ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Турра шӗкӗр, вӑл ҫул ҫинчи инкеке лексе, ҫынсене амантса ӗлкӗреймен.
Асӑннӑ районта ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫлекен Анатолий Макаров вӑл тӑрӑхри Елчӗк ялӗнче «ВАЗ-2107» автомобиле асӑрханӑ. Руль умӗнчи этем ӑна ӳсӗр пек туйӑннӑ.
Сисчӗвленни, чӑн та, тӗрӗс пулнӑ. 22 ҫулти водитель хӗрӗнкӗ пулнӑ, унӑн водитель прави те пулман. Унта та ытларах — вӑл ют ҫын машинине тытса пынӑ. Автомбильпе ҫула тухма каччӑна хуҫи ирӗк паман иккен. Ҫамрӑк каччӑ машинӑра уҫӑ пуррипе усӑ курнӑ имӗш.
Ют ҫын машинине хӑваласа тарнӑ тесе 22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, автомбиль салонӗнче пневматика пистолёчӗ выртнӑ. Вӑл камӑнне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
Ӗнер, ака уйӑхн 4-мӗшӗнче, 15 сехет те 40 минутра, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнар-Вӑрманкасси-Катӑш-Нурӑс» ҫул ҫинче инкек пулнӑ.
Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ 21120» автомбилӗн 19 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Дэу Матиз» автомбильпе пырса ҫапӑннӑ.
«Матиз» машинӑри 5 ҫын аманнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне: 38 ҫулти хӗрарӑм-водителе, 11 ҫулти арҫын ача-пассажира тата 51 хӗрарӑм-пассажира — пульницӑна ӑсатнӑ.
18 ҫулти каччӑ-водитель урах пулнӑ. Анчах унӑн водитель прави пулман. Ун тӗлӗшпе административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 47 минутра Йӗпреҫ поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, инкекре ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушарта ҫурт тӑрри, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗн пурнӑҫӗ те "хӗрлӗ автана" пула татӑлнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав кунах Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра машина ҫунма пуҫланӑ. Хуҫи ҫулӑма пушарнӑйсем киличчен сӳнтернӗ. "Хӗрлӗ автан" кузова та сиенлетме ӗлкӗрнӗ.
Ӗнер Чантӑрта та пушар пулнӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Элӗк районӗнче веранда ҫунма пуҫланӑ.
Чӑваш Енре йӗркене пӑсса, тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр ҫынсене турттаракан таксистсене ҫаплипех тупса палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Канаш районӗнче рейд ирттернӗ. Ҫавӑн чухне пассажирсене турттаракан таксиста тытса чарнӑ. Арҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулман.
Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Ҫакӑн пек рейдсем Чӑваш Енри ытти вырӑнта та иртеҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, ун пек тӗрӗслевсене кашни кунах йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлере арҫын хӑйӗн ҫуртӗнче ҫунса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ, пӳрт кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ тесен те юрать.
Ҫуртра 38 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Шел те, вӑл пушартан ҫӑлӑнайман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран та тухма пултарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Куславкка хулинчи 32 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 9-мӗшӗнче Куславккара ҫав этем 45 ҫулти арҫынпа урамра паллашнӑ. Ӑна эрех туянса пӗрле ӗҫме сӗннӗ. Усал шухӑшлӑ ҫыннӑн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра арҫынсем хушшинче харкашу пуҫланса кайнӑ. Тӗрмерен 9 кун каялла тухни (колонирен ӑна 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ) ҫӗнӗ пӗлӗшне тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилнӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Куславкка арҫынни черетлӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Унччен вӑл тӗрмере 13 ҫула яхӑн ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |