Чӑваш Енре шӑпарлан саккӑрмӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлнӑ.
Инкек Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫӳллӗ хутран персе аннӑ ачана ҫийӗнчех больницӑна илсе кайнӑ.
Хӗрача 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫурт чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пӗчӗкскер кипкепе ҫуралнӑ тейӗн – вӑл вилмен. Анчах хытах аманнӑ. Халӗ ача реанимацире выртать.
Инкек сӑлтавне пӗлместпӗр те, анчах ҫулла пӗчӗк ачасем уҫӑ чӳречерен тухса ӳкнӗ тӗслӗхсем пулкалани вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та аслисен питӗ тимлӗ пулмалла.
Паян Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкни паллӑ. Шел те, вилмеллех.
Ку ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм Таллеров урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн 15-мӗш хутӗнчен ӳкнӗ.
Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче хӗрарӑм 10-мӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлни пирки пӗлтернӗччӗ.
Паян 10 сехет те 50 минутра Элӗк-Ишек ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗ ҫывӑхӗнче, тракторпа микроавтобус ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Форд Транзит» микроавтобус рейсра пулман, вӑл яла кайма тухнӑ. Микроавтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МТЗ 82 тракторпа ҫапӑннӑ. Ҫав самантра трактор сулахай еннелле пӑрӑннӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире микроавтобус водителӗ аманнӑ.
Чӑваш халӑх сайтӗнче тин кӑна Канаш районӗнче пӗвере арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян республикӑра каллех инкек пулнӑ. Ҫӗмӗрлере пӗвере 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын юраман вырӑнта шыва кӗнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки талӑкра икӗ ҫын шыва путса вилнӗ.
Ҫак кунсенче ҫаннталӑк шӑрӑх тӑрать. Ӑшӑ кунсенче ватти-вӗтти тенӗ пек шыва кӗме юратать. Анчах, шел те, ҫак киленӗҫ хш чухне инкекпе вӗҫленет.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. Вӑл ялти пӗвене путса вилнӗ.
Республикӑн Шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек вырӑннӗ ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Путса вилнӗ ҫынна шыраса тупма вӗсем эхолотпа усӑ курнӑ. Вилене полицейскисене панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ҫавӑн чухне ун патне 4 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унӑн мӑнукӗ, 1977 ҫулта ҫуралнӑскер, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Ҫавӑншӑн хӗрарӑм хӑйсен ҫемйине лӑпкӑ пурӑнма ирӗк паман пӗр этем айӑплӑ тесе шухӑшлать. Вӑл вӗсене кӑмӑл-сипет тата психологи тӗшӗнчен пусмӑрласа тӑрать имӗш. Вӑйпитти хӗрарӑм шӑпах ҫавна чӑтайман-мӗн.
Александр Полтинин ҫынна хӑйӗн ҫине алӑ хурасси патне илсе ҫитернӗшӗн хӑйӗн ӗҫченӗсене вӑрах тӑхтамасӑр пуҫиле ӗҫ пуҫарма хушнӑ. Пуҫиле ӗҫе епле тӗпченине вӑл хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын чарӑнура тӑракан хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ.
Арҫын «Ҫӗрпӳ — Вӑрмар енне пӑрӑнакан ҫул» чарӑнура тӑнӑ. Унта вӑл 33 ҫулти унччен палламан хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑ. Ӑна вӑрман посадкине вӑйпа илсе кӗрсе кайнӑ, вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ.
Халӗ суд ҫав этеме 4 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Ӗнер каҫхине, 21 сехетсенче, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 73-мӗш ҫуртри 5 пӳлӗмлӗ хваттерӗн балконӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен видео ӳкернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 тӑваткал метр ҫинче алхасакан ҫулӑма кил хуҫи хӑйех сӳнтерме пултарнӑ. Анчах хӑй пиҫсе кайнӑ: кӗлетки, ури, алли сиенленнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм пӗр ҫурта сиенлетнӗ.
2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канашри 48 ҫулти арҫын икӗ ҫамрӑка хӑйӗн хваттерне тара панӑ. Тепӗр кунхине ирхи 1 сехет тӗлӗнче ун патне кӳршисем шӑнкӑравланӑ, хваттерте питӗ шавлаҫҫӗ тесе евитленӗ. Хваттер хуҫи ҫамрӑксем патне шӑнкӑравланӑ, анчах лешсем телефона тытман. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын хӑйӗн арӑмӗпе ҫав хваттере ҫул тытнӑ. Каччӑсемпе хваттер хуҫи хирӗҫсе кайнӑ. Ӳсӗр ҫамрӑк 48 ҫулти арҫынпа ҫапӑҫма пуҫланӑ. Ӑна вӑл 4 хутран кая мар чышкӑпа ҫапнӑ, 1 хутчен кӗленчепе пуҫӗнчен кӗрӗслетнӗ.
Кил хуҫи пуҫтахран тарса балкон ҫине тухнӑ. Унта каччӑ арҫынна уҫӑ чӳречерен тӗксе янӑ. Лешӗ ӳкес мар тесе балкон чӳречин раминчен ярса илнӗ. Анчах каччӑ ӑна аллинчен кӗленчепе ҫапма тытӑннӑ.
Арҫын виҫҫӗмӗш хутран персе аннӑ, анчах ӑна вӑхӑтра пулӑшнине кура вӑл чӗрӗ юлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи 19 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе ҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Шупашкарти ҫамрӑк лавккари телефона укҫа тӳлемесӗр йӑтса тухса кайнӑ. Халӗ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Каччӑ 90 пине яхӑн тенкӗ тӑракан телефона интернет урлӑ саккас парса туянма шухӑш тытнӑ. Хаклӑ гаджет интернет-лавккан тавар паракан пунктне ҫитнӗ. Йӗрке тӑрӑх, ҫын малтан тавар илет, унтан уншӑн укҫа тӳлет. Каччӑ суту-илӳ йӗркин пӗр пайне пӑхӑннӑ, анчах иккӗмӗшне — ҫук. Вӑл телефоншӑн укҫа тӳлемен — тавара илсе тухса кайнӑ.
Телефон ҫухалнӑ тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ хыҫҫӑн пакунлисем каччӑна шырама тытӑннӑ, ӑна тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |