Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи маньяка 30 ытла ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан 40 ҫулти Радик Тагиров тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем тӗпчесе пӗтернӗ.
Вӑйпитти 30 ытла ҫынна вӗлернӗ, 3 хутчен вӗлерме тӑнӑ, ватӑ ҫынсене хурахла тапӑнса 30 хут ытла ҫаратнӑ.
Пуҫтаха чылай вӑхӑт тытса чарайман. 10 пин ытла ҫынна тӗрӗсленӗ, 5 пин ытла эксперт тӗрӗслевӗ ирттернӗ.
Преступление ҫав арҫын 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен тытӑнса 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тунӑ. Арҫын Хусан, Нижнекамск, Волжск, Ижевск, Чулхула, Шупашкар, Ӗпхӳ, Перӗм, Екатеринбург, Сарӑту, Иваново, Киров, Самар, Челепи, Мускав хулисенче пурӑнакан кинемейсене шар кӑтартнӑ. Вӑл ватӑсене коммуналлӑ служба ӗҫченӗ тесе ӗнентерсе вӗсен килне кӗнӗ. Кайран кинемейсене тапӑнса пӑвса вӗлернӗ, карчӑксен укҫине илсе тухса кайнӑ. Хусан арҫынни Шупашкарти икӗ кинемее вӗлернӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра арҫынна суд тӑвӗҫ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче сысна комплексӗнче выльӑх-чӗрлӗх усрамалли ангар ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Пушар тухсан ангартан 50 сысна ҫурине эвакуациленӗ.
Сӑмах май, юлашки талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнине палӑртнӑ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра 67 ҫулти арҫыннӑн хуралтисем ҫунма пуҫланӑ.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ телефон ҫухатнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, гаджет Ленинла Комсомол урамӗнчи хӑйӗн хваттерӗнче пулнӑ. 85 пин тенкӗ тӑракан телефона 21 ҫулти ҫамрӑк хӑйӗнпе юнашар хунӑ. Вӑрансан пӑхать те — хаклӑ япала ҫук.
Йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл кӳршӗсем патне хӑнана пынӑ, кайма тухсан юнашар кил хуҫисен хваттер алӑкне питӗрменнине асӑрханӑ. Хваттерте пӗр ҫывӑрнӑ, унпа юнашар телефон выртнӑ. Вӑрӑ хаклӑ гаджета ҫаклатса тухса кайнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑрланӑ телефона таҫта ҫухатса хӑварнӑ имӗш.
Халӗ йӗрке хуралҫисем гаджета шыраҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын арӑмӗпе ывӑлне сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех хӗнеме юратнӑ. Пуҫтах арҫынна пула ҫемье 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫласа 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен темиҫе хут та шар курнӑ.
Хӑйне тата 10 ҫулти ывӑлне арҫын хӗнени ҫинчен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Сӑмах май, арҫынна ачана воспитани парас тӗлӗшпе тивӗҫлипе тӑрӑшманшӑн темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ.
Судпа психиатри экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын ӑс-тӑн енчен сыах марри палӑрнӑ. Суд ӑна психиатри больницинче ирӗксӗр сиплентерме йышӑннӑ.
Кӑркӑстанран Чӑваш Енри Патӑрьеле ӗҫлеме килнӗ арҫын кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ. Шар кӑтартаканни — хӑйӗн ентешех.
38 ҫулти кӑркӑс арҫынни Патӑрьелти кафере ӗҫленӗ. Анлӑ сарӑлнӑ мессенджерсенчен пӗринче вӑл ентешӗсене тӑван тӑрӑхне кайма авиабилет туянма пулӑшма ыйтнӑ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. «Шанчӑклӑ» ҫын 9 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана илсен вӑл кӑркӑс арҫыннипе ҫыхӑнӑва татнӑ.
Шар курни йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ултавҫӑ Иваново облаҫӗнче тӗпленнӗ Кӑркӑстан ҫынни пулнӑ. Ӑна унччен вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн федераци шайӗнче шыранӑ. 29 ҫулти арҫынна Чӑваш Ене тытса килнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшнче, ирхине Шупашкарта самосвалпа маршрутка ҫапӑннӑ.
Инкек 9 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Самосвал водителӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн машинин тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавна май вӑл 234-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ, маршрутка — «Убера» тесе ҫырса хунӑ ҫӑмӑл машина ҫине. Ҫул ҫинчи инкеке «Suzuki» автомобиль те лекнӗ.
Инкекре икӗ ҫын аманнӑ. Вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта реклама щичӗ машина ҫине персе аннӑ. Автомобильти икӗ ача суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Реклама щитне хулари Калинин урамӗнче вырнаҫтарнӑ. Вӑл йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем яваплисем щита йӗркеллех вырнаҫтарнипе вырнаҫтарманнине тӗрӗслӗҫ, унта тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑри ҫулсем ҫинче 3 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.
Муркаш районӗнчи Отарккӑра ӳсӗр водитель 47 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫул айккипе велосипедпа пынӑ. Суранланнӑскер вилсе кайнӑ. 31 ҫулти водителӗн прави те пулман. Удостоверение унран кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче туртса илнӗ. Ун чухне хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ӳсӗр пуҫпа ҫакланнӑ.
19 сехет те 35 минутра Вӑрмар районӗнче «Лада Гранта» автомобиль 50 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ. Шар курни ҫуран ҫӳрекенсене ятарласа каҫма пӑхса хӑварман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкекре хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель урах пулнӑ.
Шупашкар хулинче патрульпе пост службин уйрӑм батальонӗн мобильлӗ взвочӗн уйрӑмӗн командирӗнче ӗҫленӗ арҫынна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхи 11 сехет ҫитеспе хулари Эльмен урамӗнчи пӗр ҫурта пырса кӗнӗ. Унта подъездра ҫапӑҫаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ иккен.
Пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ 53 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене курсан тарӑхма тытӑннӑ, хут ҫинче ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫав этеме йӗрке хуралҫи аллинчен ҫирӗппӗн ярса илнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн аллине хуҫнӑ.
Халӗ ҫав йӗрке хуралҫи ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫлемест ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ҫын сывлӑхне сиен кӳрсе ӑна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 17 сехетре вӑл хӑйӗн килӗнче ялти пӗр ҫынпа вӑрҫӑнса кайнӑ, ӑна вӑйлах ҫапнӑ. Тепӗр кун ирхине хайхискер ӑна мотоблок ҫине хунӑ та килне леҫсе янӑ. Унта лешӗ вилнӗ.
63 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |