Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм ют ҫӗршывра пурӑнакан «савнине» 5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫулланнӑ хӗрарӑм арҫынпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Пӗр-пӗрин патне ҫыру хыҫҫӑн ҫыру ӑсатнӑ. Хайхи этем хӑйӗн пирки Канадӑран, халӗ Йемен хулинче службӑра тӑратӑп тесе каланӑ. Арҫын авланас кӑмӑллине (хӗрарӑм ҫемье ҫавӑрма ӗмӗтленнине сиснӗ пуль ҫав ӗнтӗ) пӗлтернӗ.
Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмпа ҫывӑхрах паллашма тата ҫемье ҫавӑрма Раҫҫее килме ӗмӗтленет. Анчах ҫул укҫине тата ытти тӑкака саплаштарма хӗрарӑмран ыйтнӑ вӑл. Вӑхӑтлӑха. Кайран йӑлтах саплаштарма шантарнӑ.
Ултавҫа хӗрарӑм 5 миллион та 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл укҫана хӗрарӑм хӑйӗн ҫуртне сутса ярсан пухнӑ иккен.
Ӗнер каҫхине 21 сехет те 26 минутра пушарнӑйсем патне Етӗрне районӗнчи Полянки ялӗнче ҫурт ҫунни пирки пӗлтернӗ. Ӑна сӳнтерме 18 ҫӑлавҫӑ, 5 техника ҫитнӗ. Ҫулӑма ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре кӑна парӑнтарнӑ.
Пушара сӳнтерсен 1979 ҫулта ҫуралнӑ икӗ арҫыннӑн тата 1983 ҫулхи хӗрарӑмӑн виллисене тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнине пула тухнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнче пӗр тӑлӑха пурӑнма май ҫук хваттер панӑ. Хӗрӗн аллине хваттер уҫҫи пур-мӗн те, анчах унта тӗпленсе пурӑнма май ҫук.
Шар курнӑ хӗр пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин ирттерекен йышӑну кунне кайсан евитленӗ.
Ҫӗмӗрле район администрацине (халӗ — Ҫӗмӗрлери муниципалитет округне) ертсе пыракан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерме уйӑрса панӑ укҫапа усӑ курас тӗллевпе 2019 ҫулхи чӳк — 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пӗр организаципе хваттер туянни ҫинчен килӗшӳ тунӑ, акт алӑ пуснӑ, хӑй вара хваттере кайса та пӑхман.
Хӗр паян кун та вӑл хваттере куҫайман, мӗншӗн тесен унта пурӑнма май ҫук.
Куславкка районӗнчи прокуратура вырӑнти ломбард саккуна пӑсса ӗҫленине тупса палӑртнӑ.
«ЛОМБАРД «ПОБЕДА» тулли мар яваплӑ общество тесе регистрациленнӗскере Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ ломбардсен патшалӑх реестрне кӗртмесси пирки маларах систернӗ-мӗн-ха, апла пулин те Куславккари ҫав организаци каланине итлемен, ӗҫлеме пӑрахман. Ҫынсене кӗске вӑхӑтлӑха кивҫен укҫа панӑ, уншӑн тӗрлӗ пурлӑха салука илнӗ.
Прокуратура ломбард тӗлӗшпе суда тавӑҫ шӑрҫаланӑ май хайхин ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Суд надзор органӗпе килӗшнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан пӗр ҫамрӑк энергетика предприятийӗн Хакас Республикинчи филиалне тапӑннӑ.
18 ҫулти яш компьютерти информацие хӳтӗлекен хатӗрсене ятарлӑ программӑпа усӑ курса тапӑннӑ.
Сиенлӗ компьютер программипе айкашнӑ каччӑ тӗлӗшпе Ҫӗмӗрлери прокуратура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 273-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, каччӑ унччен те ҫавӑн пек хӑтланнӑ. Унччен ӑна пӗрре явап тыттарнӑ-ха. Хальхинче яша тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха хӑтарма йышӑннӑ.
Мускавра раштавӑн 3-мӗшӗнче 9 сехет те 48 минутра Перовская урамӗнче автобус ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫывӑхри пристрой ҫине те куҫнӑ, пушар 50 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Ҫунса кайнӑ автобус – Чӑваш Енрен, «Попутчик» тесе ҫырнӑскер. Вӑл Шупашкартан Мускава тата каялла тӑтӑшах ҫӳренӗ-мӗн.
«Чеб.ру» «Попутчик» компанипе ҫыхӑннӑ. Лешсем ҫунса кайнӑ автобус вӗсен пулманнине каланӑ. Ҫав транспорт ирхине Шупашкартан Мускав килнӗ имӗш. Компани ҫакна та хирӗҫленӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кроссовер тӑрринчи пӑр катӑкӗ тепӗр машина кантӑкне ватнӑ.
Видеона раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехет иртсен Кайри Шӗнерпуҫ ялӗ тӗлӗнче ӳкерсе илнӗ.
Видео тӑрӑх пӑхсан, пӑр катӑкӗ «Suzuki SX-4» маркӑллӑ (машина номерӗ — В943ТВ 21) кроссовер ҫинчен йӑтӑнса аннӑ. Вӑл регистраторлӑ машина ҫине пырса лекнӗ те унӑн кантӑкне ватса пӑрахнӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхи ултӑ сехет хыҫҫӑн Шупашкарта пӗр арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫма тытӑннӑ.
«Hyundai Solaris» автомобилӗн 39 ҫулти водителӗ васкамасӑр утакан ҫынна ирттерсе яма чарӑннӑ. «Suzuki Grand Vitara» автомобилӗн 56 ҫулти водителӗ ҫуран ҫӳрекене асӑрхаса ӗлкӗреймен — ҫын ҫинех пырса кӗнӗ. Шар курнӑ арҫын унтан «Хендай» машина ҫине кайса ҫапӑннӑ.
Светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе каҫма тӑнӑ арҫынна больницӑна илсе кайнӑ. Вӑйлӑ аманнӑскере пулӑшас тесе тухтӑрсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗн арҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче е 11-мӗшӗнче савнӑ хӗрарӑмне кӗвӗҫнӗ, унпа харкашма пуҫланӑ. Арҫын ӑна аллипе, кӗленчепе ҫапнӑ. Хӗрарӑм суранӗсене пула тепӗр кунхине вилнӗ.
Арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ следстви пырать, тӗрлӗ экспертиза иртереҫҫӗ.
Паян А-151 федераци ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, "Рено Логан" машина кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 5 уйӑхри ача пулнӑ
Юрать-ха, вӑл аманнӑ кӑна.
Руль умӗнче 26 ҫулти арҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл малта пыракан машинӑран иртсе каяс тесе ҫул хӗррине тухнӑ, унта руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Машина икӗ хутчен ҫаврӑнса тӑрри ҫине ӳкнӗ.
Ача автолюлькӑран тухса ӳкнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |