Вырсарникун, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре Шупашкар районӗн Шорчекасси ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗнче пахча ҫимӗҫ упрамалли складра пушар тухнӑ.
Ҫулӑм 160 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Юрать-ха, ӑна часах, 45 минутран, сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 4 техника пурнӑҫланӑ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗ чутах пахча ҫимӗҫсӗр юлман вӗт. Складра упраннӑ тыр-пула, ҫӗрулмие – пӗтӗмпе 70 тонна ытла – упраса хӑварма май килнӗ.
Паян ирпе ирех Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
«Форд Фокус» машина Хусан еннелле кайнӑ. Ҫӗнӗ Катӗк ялӗ тӗлӗнче водитель машинӑсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ та фурӑпа пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнисем пурте чӗрех юлнӑ. Ҫапах та ҫӑмӑл машинӑри водительпе пассажир-хӗрарӑм хытӑ суранланнӑ. «Форд Фокус» водителӗ правасӑр пулнӑ, руль тытма вӑл вӗренсе тухман. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӑна пӗрре тытса чарнӑ та пулнӑ...
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра "Мускав - Ӗпхӳ" М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. "Скания" рулӗ умӗнче ларнӑ 59 ҫулти водитель малта пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. "Опел" машинӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын тата унӑн 7-ри ывӑлӗ пулнӑ. Вӗсем суранланнӑ. Ашшӗне тухтӑрсем пулӑшнӑ та киле янӑ, ывӑлне вара пульницӑна вырттарнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: фура водителӗ ӳсӗр пулман.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 20 минутра Шупашкарта пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче рейда тухнӑ йӗрке хуралҫисем пӗр ҫынна асӑрханӑ, ун аллинче пӑшал евӗр япала пулнӑран пакунлисем чарӑннӑ. Анчах вӗсене курсан арҫын тарма хӑтланнӑ та май килмен.
Урама тухиччен ҫав арҫын каҫхи клубра пулнӑ. Хӑйне йӗркесӗр тытнӑран ӑна унтан тухса кайма ыйтнӑ. Ҫавна кура револьвертан сывлӑшалла пенӗ. Хӗҫпӑшал пульӑсӑр пулнӑ.
Арҫын йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ револьвера Мускавра туяннӑ.
Пуҫтахланнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче 24 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе 16-ри каччӑ тунӑ тесе ӑна тытса чарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри каччӑ юпан 6-мӗшӗнче 24 ҫулти арҫын пурӑннӑ ҫурт картишне килнӗ. Хайхискерсем унччен хирӗҫнӗ пулнӑ. Ҫав кун пырсан кӗҫӗнни аслине хӗнеме пуҫланӑ.
Суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах тухтӑрсем пулӑшсан та вӑл юпан 20-мӗшӗнче сывлама пӑрахнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр вӗҫленмен.
Пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 54 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата унӑн 73-ри кӳршӗ хӗрарӑмӗ сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ.
РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар кӑмака хутнӑ чухне асӑрханманнипе тухнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхине Комсомольски районӗнче авари пулнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм вилмеллех суранланнӑ.
Вӗсем ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ. Хайхискерсем малта пыракан грузовик ҫине пырса кӗнӗ. Водительпе пассажир вырӑнтах вилнӗ.
«Ҫыхӑнура» порталта комментари ҫыракансене ӗненес тӗк, вилекеннисем каччӑпа хӗр пулнӑ, пӗрлешме хатӗрленнӗ. Пӗри 31-ре, тепри 20 ҫулта пулнӑ.
Чӑваш Енре виҫӗ кунта 51 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Юпа уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче ятарлӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене хастар ҫынсем те пулӑшнӑ — вӗсем киккирикне хӗртнӗ ҫын руль умне ларнине курсан кирлӗ ҫӗре систернӗ.
Ӳсӗрсем инкеке час-часах лекеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, сӑмахран, Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче «Лада-Приора» автомобиль ҫул айккинчи чул ҫине пырса кӗнӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинчи Граждан урамӗнче пӗр ӳсӗр водитель умра пыракан «Приора» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче кафе ҫуннӑ. Вӑл – «Пельменнӑй». Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Маресьев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑнтӑрла ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӗпелти индукци плитине сиенлетнӗ. Пушар мӗншӗн тухнӑ-ха? Электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран. Хальлӗхе кафе мӗн чухлӗ тӑкак тӳснине шутламан.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1264 пушар тухнӑ. Вӗсенче 49 ҫын вилнӗ, 70-ӗн аманнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗре шыраҫҫӗ.
28 ҫулти Валентина Кузьмина килӗнчен юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухса кайнӑ та килне халӗ те таврӑнман.
Ҫывӑх ҫыннисем уншӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна шырама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсене явӑҫтарнӑ.
Хӗр 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗҫ.
Хӗр ҫутӑ хӑмӑр сумкӑпа пулнӑ.
Ҫухалнӑ хӗр ӑҫтине пӗлекенсене (800) 700-54-52 е 112 номерпа шӑнкӑравласа пӗтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |